- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантӑш № 17 (4786) 05.05.2022
Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра çĕнтересшĕн
Унăн хастарлăхĕнчен вĕрентекенсем те тĕлĕнеççĕ. Маттур хĕрача мĕнле кăна конкурса, мероприятие хутшăнмасть пулĕ! Иртнĕ эрнере кăна Шупашкарта биологипе тĕпчев ĕçне хӳтĕленĕ, район шайĕнчи кадет балĕнче ташлас енĕпе тупăшнă. Çак кунсенче Хусана çамрăк журналистсен «Атăлçи тĕлпулăвĕсем» фестивале çитнĕ. Вăл — вĕренӳ отличникĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ, олимпиадăсен, ăслăлăхпа практика конференцийĕсен çĕнтерӳçи. Сăмах Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ шкулта 8-мĕш класра ăс пухакан Маргарита Зобова пирки.
«Кадет пулни — пысăк чыс»
Маргарита Вăрмар шкулĕнче 3-мĕш класранпа ăс пухать. Хастарлăхпа, ĕçе тĕплĕн тунипе, çĕннине пĕлес туртăмĕпе уйрăлса тăракан хĕрача — шкул мăнаçлăхĕ. Пур предметпа та «5»-пе кăна ĕлкĕрсе пырать вăл, чылай конкурсра лайăх кăтартупа палăрать. Кадет класĕнче вĕреннĕ май ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине те ăнланать. Çавна май шкул чысне яланах çӳлте тытма тăрăшать.
Вăрмар шкулĕнче «Алекс» çарпа патриотизм клубĕ аталанать. Саккăрмĕш кадет класĕнче ăс пухакансем те ун йышĕнче. Вĕсем шкул чысне çамрăк армеецсен «Зарница» вăййинче хӳтĕлеме хатĕрленеççĕ. ОБЖ вĕрентекенĕ Валерий Антонов ертсе пынипе ачасем уроксем хыççăн пăшалтан пеме, автомата салатса пуçтарма, стройпа утма, хӳтĕлев костюмне тăхăнма хăнăхаççĕ, çĕршыв историне ăса хываççĕ. Кадетсем патриотизм темипе иртекен пĕр мероприятирен те юлмаççĕ. Маргарита та ун пеккисене пĕччен те, командăпа та хутшăнать. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче вăл Сăр тата Хусан чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă ӳкерчĕксен конкурсĕнче, викторинăра мала тухнă. Шкул командипе Шупашкарта кадет балĕнче те пулнă хĕрача. Çак кунсенче районта иртнĕ «Хрусталь пушмак» конкурсра вальс ташласа лайăх кăтартупа палăрнă. Çавна май çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче маттурсем Шупашкарти кадет балне килĕç.
— Кадет пулни — пысăк чыс. Вăл ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Кашни тунтикун уроксем пуçланиччен шкулта тĕнчери лару-тăрăва сӳтсе явасси, гимн юрласси, çĕршыв тата республика ялавĕсене хăпартасси пирĕн шкулта та вăй илчĕ. Кирек мĕнле лару-тăрура пирĕн патриот пулмалла, çĕршыва юратмалла, — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне хĕрача.
Шкул хаçачĕн редакторĕ
Маргарита 6-мĕш класра чухне шкул хаçачĕпе çыхăну тытма пуçланă, пысăках мар статьясем пичетленĕ, хаçат калăплама хăнăхнă. Пултаруллă хĕрачана вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Елена Ларионова та асăрханă. Кăçалхи вĕренӳ çулĕн пуçламăшĕнче хастар шкул ачине «Голос школы» хаçатăн редакторĕ пулма шаннă.
— Малтанах çăмăл пулмарĕ, унчченхи редактор мĕн вĕрентнине аса илме тăрăшрăм. Хаçат кăларас енĕпе вун улттăн тăрăшатпăр, манăн сылтăм алă — пĕр класра вĕренекен Ангелина Семенова. Эпир пурте пĕрле пухăнса хаçат мĕнле пулассине сӳтсе яватпăр, кам мĕн çырассине палăртатпăр. Мана пуринчен ытла çынсемпе ĕçлеме килĕшет, интервью илме, çут çанталăк çинчен çырма, репортажсем тума кăмăллатăп. Пирĕн заметкăсене Елена Ильинична пăхса тухать: йăнăшсене тӳрлетет, редакцилет.
Унтан хаçата калăплаканпа иксĕмĕр хăш çырăва ăçта лартассине сӳтсе яватпăр. Çакна палăртмалла: эпир час-часах конкурссене хутшăнатпăр, малти вырăнсене çĕнсе илетпĕр. Кăçал регионсен хушшинчи «Школа-пресс» конкурсра «Ял шкулĕсен чи лайăх хаçачĕ» номинацире 1-мĕш пултăмăр, 10-мĕш класра ăс пухакан Владислав Данилов «Шкул хаçачĕн чи лайăх корреспонденчĕ» ята тивĕçрĕ. Пирĕншĕн тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм — шкулсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен Пĕтĕм Раççейри «Schoolizdat» конкурсне хутшăнни. Эпир хаçата çĕнетме, хамăр та аталанса пыма тăрăшатпăр. Жюри те пире мухтать, пичет кăларăмĕ çулсерен лайăх енне улшăнса пынине палăртать, — терĕ пултаруллă хĕрача. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
ÇАМРĂК КОРРЕСПОНДЕНТСЕН IV СЛЕТНЕ ЙЫХРАВЛАТПĂР
«Хыпар» Издательство çурчĕ çамрăк корреспондентсене пĕрле пухас йăла вăй илсе пырать. Пĕрремĕш слет 2014 çулта иртнĕччĕ. 2018 çулта иккĕмĕшне, 2019 çулта виççĕмĕшне йĕркелерĕмĕр. Шел те, юлашки çулсенче тĕнчипех хăрушă коронавирус чирĕ алхаснине пула сирĕнпе тĕл пулаймарăмăр. Кăçал тăваттăмĕш слета ирттересшĕн. Слет çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче, кĕçнерникун, «Хыпар» Издательство çурчĕн акт залĕнче çак адреспа иртет: Шупашкар, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 7-мĕш хут.
Регистраци 9 сехетре пуçланать. Слета миçен килессине çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчен кая юлмасăр çак номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле: 8-967-470-67-97.
Пирĕнпе çыхăну тытакан çамрăк корреспондентсене хапăл тусах кĕтетпĕр:
«Тантăш» хаçатăн 2019 çулхи лауреачĕсем:
Елена Кириллова /Патăрьел районĕ, Анат Тăрмăш ялĕ/;
Алина Глухова /Пушкăртстан, Авăркас районĕ, Треппел шкулĕ/;
Ольга Никитина /Пушкăртстан, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ/;
Виктория Немцева /Шупашкар, 6-мĕш шкул/;
Артем Никифоров /Шупашкар, 38-мĕш шкул/.
«Тантăш» хаçатăн 2020 çулхи лауреачĕсем:
Алина Тимофеева /Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ/;
Милана Фадеева /Шупашкар, 44-мĕш лицей/;
Александра Савельева /Шупашкар, 30-мĕш шкул/.
«Тантăш» хаçатăн 2021 çулхи лауреачĕ
Ирина Кошелева /Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ/.
«Яланах «Теттепе» пĕрле» фотоконкурс çĕнтерӳçисем:
Шупашкарти 205-мĕш ача сачĕ;
Арина Глухова /Пушкăртстан, Авăркас районĕ, Треппел ялĕ/;
Даниил Данилов /Шупашкар, 130-мĕш ача сачĕ/;
Татьяна Иванова /Шупашкар, 130-мĕш ача сачĕ/;
Ангелина Лукина /Шупашкар, 36-мĕш шкул/;
Никита Герасимов /Шупашкар, 6-мĕш шкул/;
Виктория Краснова /Шупашкар, 6-мĕш шкул/;
Милана Фадеева /Шупашкар, 44-мĕш лицей/.
«Атте-аннене пулăшатăп» фотоконкурс çĕнтерӳçисем:
Арина Глухова /Пушкăртстан, Авăркас районĕ, Треппел ялĕ/;
Милана Чернова /Шупашкар, 146-мĕш ача сачĕ/;
София Петрова /Шупашкар, 1-мĕш ача сачĕ/.
«Хамăрах ăсталатпăр» фотоконкурс çĕнтерӳçисем:
Вадим Елисеев /Шупашкар, 3-мĕш шкул/;
Никита Захаров /Вăрмар районĕ, Арапуç шкулĕ/;
Александр Сорокин /Шупашкар, 3-мĕш шкул/.
«Ĕç паттăрлăхĕ» ӳкерчĕксен конкурсĕн çĕнтерӳçисем:
Дарья Дмитриева /Муркаш районĕ, Шурча шкулĕ/;
Мария Савельева /Вăрмар районĕ, Кĕлкеш шкулĕ/;
Даниил Йулдашев /Шупашкар районĕ, Ишек шкулĕ/;
Инга Романова /Вăрмар районĕ, Кĕлкеш шкулĕ/;
Галина Федорова /Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ/;
Алина Тимофеева /Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ/.
«Яланах «Тантăшпа» пĕрле» видеоролик конкурсĕн çĕнтерӳçисем:
Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ;
Елчĕк районĕ, Аслă Елчĕк шкулĕ;
Шупашкар районĕ, Чăрăшкасси шкулĕ;
Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей «Чи хастар хула шкулĕ» номинаци çĕнтерӳçи.
Хастар юнкорсем:
Вăрмар районĕ
Ангелина Семенова /8-мĕш класс, Вăрмар шкулĕ/;
Маргарита Зобова /8-мĕш класс, Вăрмар шкулĕ/.
Йĕпреç районĕ
Ирина Кошелева /7-мĕш класс, Çăкалăх шкулĕ/;
Вадим Алексеев /6-мĕш класс, Çăкалăх шкулĕ/;
Анна Артемьева /6-мĕш класс, Çăкалăх шкулĕ/.
Шупашкар районĕ
Настя Борзаева /10-мĕш класс, Çĕньял Покровски шкулĕ/;
Ксения Щербакова /7-мĕш класс, Çĕньял Покровски шкулĕ/;
Александр Иванов /7-мĕш класс, Çĕньял Покровски шкулĕ/.
Шупашкар хули
Александра Савельева /9-мĕш класс, 30-мĕш шкул/;
Анастасия Ларшникова /6-мĕш класс, 37-мĕш шкул/.
Сĕнтĕрвăрри районĕ
Богдан Кудряшов /9-мĕш класс, Хуракасси шкулĕ/;
Наталья Сарбаева /7-мĕш класс, Хуракасси шкулĕ/.
Красноармейски округĕ
Анфиса Игнатьева /8-мĕш класс, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ/;
Диана Козлова /7-мĕш класс, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ/;
Татьяна Леонтьева /7-мĕш класс, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ/.
Улатăр районĕ
Алевтина Головинская /8-мĕш класс, Кивĕ Эйпеç шкулĕ/;
Григорий Арбузов /5-мĕш класс, Кивĕ Эйпеç шкулĕ/;
Игорь Казанцев, /8-мĕш класс, Кивĕ Эйпеç шкулĕ/;
Игорь Петухов /7-мĕш класс, Кивĕ Эйпеç шкулĕ/.
Канаш районĕ
Кристина Александрова /5-мĕш класс, Катек шкулĕ/;
Жанна Андреева /5-мĕш класс, Катек шкулĕ/.
Муркаш районĕ
Елизавета Кудашова /9-мĕш класс, Шурча шкулĕ/;
Ангелина Фадеева /7-мĕш класс, Шурча шкулĕ/;
Александра Федорова /6-мĕш класс, Чуманкасси шкулĕ/;
Владимир Александров /6-мĕш класс, Чуманкасси шкулĕ/.
Хĕрлĕ Чутай районĕ
Анна Ятманова /8-мĕш класс, Мăн Этмен шкулĕ/;
Юлианна Богатеева /8-мĕш класс, Мăн Этмен шкулĕ/;
Евгения Никифорова /8-мĕш класс, Мăн Этмен шкулĕ/.
Комсомольски районĕ
Лидия Матросова /9-мĕш класс, Çĕнĕ Мăрат шкулĕ/;
Анна Курицына /9-мĕш класс, Çĕнĕ Мăрат шкулĕ/;
Нарспи Борисова /9-мĕш класс, Çĕнĕ Мăрат шкулĕ/;
Арсений Плеткин /2-мĕш класс, Нĕркеç шкулĕ/;
Елизавета Быкова /4-мĕш класс, Нĕркеç шкулĕ/.
Вăрнар районĕ
Алексей Григорьев /8-мĕш класс, Калининăри интернат шкул/;
Ивар Алексеев /8-мĕш класс, Калининăри интернат шкул/;
Арина Онегина /6-мĕш класс, Калининăри интернат шкул/.
Çĕнĕ Шупашкар хули
Сергей Волков /6-мĕш класс, 8-мĕш шкул/;
Денис Орлов /4-мĕш класс, 18-мĕш лицей/;
Карина Севрикова /6-мĕш класс, 18-мĕш лицей/.
Патăрьел районĕ
Александра Федотова /6-мĕш класс, Турхан шкулĕ/;
Ульяна Латышева /5-мĕш класс, Аслă Чемен шкулĕ/;
Арина Каргина /7-мĕш класс, Кивĕ Ахпӳрт шкулĕ/.
Елчĕк районĕ
Мария Адюкова /8-мĕш класс, Елчĕк шкулĕ/;
Даниил Патшин /8-мĕш класс, Елчĕк шкулĕ/;
Тимур Амасев /6-мĕш класс, Аслă Елчĕк шкулĕ/;
Валерия Филимонова /5-мĕш класс, Аслă Елчĕк шкулĕ/;
Анастасия Печкова /5-мĕш класс, Аслă Елчĕк шкулĕ/;
Александр Патшин /5-мĕш класс, Аслă Елчĕк шкулĕ/;
Анастасия Константинова /9-мĕш класс, Кушкă шкулĕ/
Даша Мулгачева /7-мĕш класс, Кушкă шкулĕ/.
Шăмăршă районĕ
Снежана Никифорова /8-мĕш класс, Карапай Шăмăршă шкулĕ/.
Етĕрне районĕ
Родион Владимиров /5-мĕш класс, Кивĕ Тинкеш шкулĕ/;
Анастасия Тимофеева /9-мĕш класс, Мăн Чураш шкулĕ/;
Дарья Тимофеева /5-мĕш класс, Мăн Чураш шкулĕ/;
Анна Андреева /8-мĕш класс, Мăн Чураш шкулĕ/.
Тутарстан
Мария Егорова /8-мĕш класс, Аслă Аксу шкулĕ/;
Виолетта Васильева /6-мĕш класс, Аслă Аксу шкулĕ/;
Оксана Молгачева /8-мĕш класс, Аслă Аксу шкулĕ/.
Пушкăртстан
Алина Глухова /Авăркас районĕ, Треппел шкулĕ/;
Ольга Никитина /11-мĕш класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ/.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать