- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 15 (6414) № 21.04.2022
«Пурнăç самай аврĕ пулсан та ура çине тăтăм»
Çамрăк блогерăн Зинаида Раймовăн «ТикТокри» страницинче видеосене пăхсан унăн пурнăçĕ кинори пекех туйăнать. Чăннипе вара телей патне пин çухрăм утнă вăл, чылай чăрмава парăнтарнă.
Катăк шăлпа чапа тухнă
— Зина, санпа паллашса калаçса курман пулсан эсĕ чăваш тесе шухăшламастăм. Урăх халăх хĕрĕ пекех курăнатăн.
— Ун пек калакан татах пур. Эпĕ — чăн чăваш, Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнче çуралнă. Халĕ 25 çулта. Манăн атте тракторист пулнă. Кăçал вăл пурнăçран уйрăлнăранпа 2 çул çитет. Анне ĕçлемен, пире, ачисене, пăхнă. Пичче Федя та пирĕнпе пĕрле мар, 3 çул каялла ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Умлăн-хыçлăн пысăк çухату пулчĕ. Манăн ачалăх йывăр иртрĕ. Эпĕ шкула кайиччен пурăнмалли кĕтессĕр юлтăмăр: пӳрт тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрĕ. Ĕне кăна тăрса юлнине астăватăп. Питĕ чухăн пурăнаттăмăр. Вăхăт иртсен аннепе атте уйрăлчĕç. Эпир тăван мар аттепе пурăнма пуçларăмăр. Пурнăç тĕпрен улшăнчĕ. Çакна аса илме халĕ те çăмăл мар. Тăван мар атте хĕнетчĕ, малти шăлсене те çапса катрĕ. Пиччепе иксĕмĕр ирхи 5 сехетре ура çине тăраттăмăр, шкула кайиччен ĕçлеттĕмĕр. Пĕчĕк чухнех ĕне сума вĕрентĕм. Пирĕн урамра уçăлса çӳреме вăхăт пулман. Аттепе пурăннă чухне урăхлаччĕ: пире ĕçлеттермен, эпир кунĕпе туссемпе вылянă. Пĕррехинче аннен Муркаш районĕнче пурăнакан аппăшĕ каникул вăхăтĕнче хăйĕн патне илсе кайрĕ. Кану кунĕсем вĕçленсе пыратчĕç. Мана киле ан ятăр тесе ун умĕнче чĕркуçленсе лартăм. Вăхăт иртсен çывăх çыннăмсем ашшĕ-амăшĕн правинчен тунчĕç. Пире аннен аппăшĕ хӳтте илчĕ.
— Халĕ аннӳпе хутшăнатăн-и?
— Калаçатпăр, çапах унчченхи пек мар. Мăнакка патне пурăнма куçсан унпа çыхăну татăлнăччĕ. Унччен пач урăхла пулнă: аннене питĕ юратнă, унсăрăн çывăрса каяйман. Вăхăт иртсен вăл упăшкине пăрахса тухса кайрĕ. Эпĕ Муркаш районĕнчи Москакассинчи шкулта 4-мĕш класран пуçласа 7-мĕш класчен вĕрентĕм. Кайран Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейне ăс пухма кайрăм. 8-мĕш класранпа пĕччен пурăнма хăнăхрăм. Лицейра чăваш филологи уйрăмĕнче 2 çул вĕрентĕм. Çав тапхăра халĕ те ăшшăн аса илетĕп. Интереслĕ ачасемпе паллашрăм, пĕрремĕш юрату та çавăнтах пулчĕ. Анчах лицея хупрĕç. Манăн, 9 класс пĕтернĕ хĕрĕн, культура училищине вĕренме кĕме шухăш çуралчĕ.
— Йывăрлăхсем хыççăн сана малалла пурăнма мĕн хавхалантарчĕ?
— Вĕренӳ. Эпĕ «5» тата «4» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраттăм. Училищĕре культура ĕçченĕ пулма вĕрентĕм. 1-мĕш курсра пулас упăшкана тĕл пултăм. Качча тухрăм, 4-мĕш курсра ача çуратрăм. Пепкепе ларнипе малалла вĕренеймерĕм. Питĕ аслă пĕлӳ илес килетчĕ. Мăшăрпа нумай пурăнаймарăмăр, 3 çултан уйрăлтăмăр. Пĕр-пĕрне ăнланман, ытла çамрăк пулнă. Эпир, çамрăксем, мăн кăмăллă вĕт.
— Халĕ эсĕ — паллă блогер. «ТикТокра» санăн пурнăçна 160 пине яхăн çын йĕрлет. Блогер ĕçĕпе хăçан кăсăкланма тытăнтăн?
— Мăшăртан уйрăлнă хыççăн пурнăç йăлт улшăнчĕ. Çемье аркансан хăшĕ-пĕри ĕçкĕ авăрне путать. Манăн пач тепĕр май: чун çеçкене ларчĕ, пурăнас килчĕ. Уйрăлнă хыççăн пĕр вăхăт çăмăл марччĕ паллах. Шикленӳ туйăмĕ пурччĕ. Хама алла илтĕм. Блогер пулма шухăшларăм. «ТикТокра» аталанма тытăниччен эпĕ урăх соцсетьрен пуçланă. Унта сăн ӳкерчĕксемпе видео вырнаçтараттăм. «ТикТокра» хама «Зина чувашка» тесе çыртăм. Атту эпĕ чăваш пулнине ĕненмеççĕ. Унта чи малтан хамăн катăк шăла ӳкернĕ видеона вырнаçтарнăччĕ. Çынсен кулас килет вĕт. Çав видео хыççăн подписчиксем йышланчĕç. Шăла юсаттартăм та вĕсем сахалланчĕç /кулать. — Авт./ Хама айван пек кăтартма именместĕп. Ухмахланма питĕ юрататăп, видеосене пăхса хамран хам кулатăп. Манăн страницăра ялта ӳкернĕ видеосем те пур. Тутăр çыхса, çăматă тăхăнса ӳкерĕнме вăтанмастăп. Эпĕ ялта çуралса ӳснĕ вĕт.
— «ТикТок» валли 15 çеккунтлăх видео ӳкерме мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ? Веçех пĕр дубльтен пулмасть-тĕр?
— Паллах, çук. 5 хутран кая мар ӳкеретĕп. Çур сехет, тен, ытларах та иртет пуль. Вăхăта сая яратăп тесе шухăшламастăп. Соцсеть урлă укçа та ĕçлесе илме пулать вĕт. Реклама енĕпе тупăш тума сĕнекенсем пур. Эпĕ кун валли хатĕр мар-ха. <...>
Ирина КОШКИНА калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Варти ачана упраса хăварасчĕ»
Упăшкине пытарнă чухне пĕр вĕçĕм çапла шухăшланă Надежда Купташкина
«Паянхи кун та мăшăрăн шкапра çакăнса тăракан тумне шăршлатăп. Хампа юнашар тăнăнах туйăнать. Йывăр вăхăтра унран пулăшу ыйтатăп. Чăнах та, кун хыççăн йывăрлăхсем таçта кайса кĕреççĕ», — терĕ калаçăва пуçласанах Шăмăршă салинче пурăнакан Надежда Купташкина.
Мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе 12 çул иртнĕ пулин те Надежда Викторовна ун пирки ниепле те иртнĕ вăхăтра калаçма пултараймасть. Унпа пурăннă чухне вăл хăйне чи телейлĕ хĕрарăм тесе шухăшланă.
Надежда Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел ялĕнче Викторпа Лидия Антоновсен çемйинче çуралса ӳснĕ. Вĕсем икĕ хĕр те виçĕ ывăл çитĕннĕ.
«Ачалăх чи лайăх самантсемпе асра юлчĕ. Кӳршĕре учительсен çемйи пурăнатчĕ. Çулла вăрмантан тухма пĕлместĕмĕр. Атте-анне пире хăйсемпе пĕрле çырла, кăмпа пуçтарма илсе çӳретчĕ. Çут çанталăкпа киленсе ӳсрĕмĕр. Паянхи кун та вăрмана çӳреме юрататăп. Кашни Мăнкунра анне çĕнĕ кĕпе çĕлесе тăхăнтартатчĕ. Уявра чи малтан кукамай патне çул тытаттăмăр. Пире, ачасене, рете чĕнме яратчĕç. Хăнасем пуçтарăнсан кăмака çинчен пăхса лараттăмăр», — ачалăхне йăл кулăпа аса илчĕ Надежда Викторовна.
Антоновсем юрра-ташша ăста пулнă. Хăнасем сĕтел хушшине пуçтарăнсан ачасене тенкел çине тăратса сăвă калаттарнă, юрлаттарнă. Пĕррехинче çапла сăвă калама Надьăна тăратнă. Ăнсăртран хĕрача персе аннă та тенкел кĕтессине лекнĕ. Надежда юн нумай сирпĕннине астăвать. Сурана больницăна кайсах çыхтарнă. Çавăнтанпа вăл юнран çав тери хăрама пуçланă. Хĕрача шкул пĕтернĕ вăхăталла ашшĕ чирлеме тытăннă. Вăл асапланнине кура Надеждăн тухтăр е медсестра пулас ĕмĕт çуралнă. Анчах юнран хăранипе вăл медицина енĕпе вĕренме кайман.
Шăпах Надя Пăчăрлă Пашьелти вăтам шкула пĕтернĕ вăхăтра вĕсен ялĕнче Чĕмпĕрти калькулятор пуçтаракан заводăн филиалĕ уçăлнă. Чылай çамрăк унта çул тытнă. Надеждăн та унта каяс килнĕ, анчах ашшĕ-амăшĕ ăна малалла ăс пухма хистенĕ. 1988 çулта Канашри педучилищĕне вĕренме кĕнĕ вăл.
«Ун чухне вĕренсе пĕтерсен ĕçлеме каймашкăн направлени паратчĕç. Шăмăршă районĕнчи Чаткас шкулне ячĕç. Роно пуçлăхĕ патĕнче ларнă чухне икĕ директор пырса кĕчĕ. Пĕри — Чаткас шкулĕнчен, тепри — Карапай Шăмăршăра. Иккĕшĕ те хăйсем патне ĕçлеме чĕнчĕç. «Ĕмĕрĕпех калушпа çӳрес килсен Чаткаса кай, пушмакпа тăк — Карапай Шăмăрша», — терĕç. Камăн пушмакпа çӳрес килмĕ? Çапла Карапай Шăмăршă шкулне лекрĕм. Пуçламăш класс ачисене пĕлӳ пама тытăнтăм», — аса илӳ çăмхине малалла сӳтрĕ Надежда Викторовна.
Пулас упăшкипе шăпах çавăнта паллашнă вăл. Карапай Шăмăршă каччи Алексей Купташкин ун чухне салтакран отпуска килнĕ. Спортра питĕ маттур пулнăран чăваш каччине награда вырăнне яла кайса килме ирĕк панă. Алексей салтакран таврăнсан вĕсем çемье çавăрнă.
«Эпир телейлĕ çемьеччĕ. Мăшăр мана усал сăмахпа нихăçан та кӳрентерсе курман. Пирĕн умлăн-хыçлăн икĕ хĕр çуралчĕ. Упăшка патшалăх автоинспекцийĕнче ĕçлетчĕ. Спортпа питĕ туслăччĕ. Пурнăç тикĕссĕн шуса пычĕ. Эпĕ Карапай Шăмăршă шкулĕнче директорта ĕçлеме пуçларăм. Упăшка манăн ĕçе ăнланатчĕ, пулăшма тăрăшатчĕ. Вăл ялан ывăл кĕтетчĕ. «Йăха тăсакан кирлех», — тетчĕ. Виççĕмĕш ачана кĕтнине пĕлсен упăшка мĕн тери савăнчĕ! Ĕçрен кая юлса таврăнни, киле килменни пулман. Çав каçхине те ĕçрен тухнине, часах çитессине шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Анчах çур çĕр те иртрĕ — ăна кĕтсе илеймерĕм. Чун ырă мара сиснĕн вăркарĕ. Ирхине тăванĕсем усал хыпар пĕлтерчĕç: манăн упăшка машинăпа пынă чухне кювета чăмнă, вилмеллех аманнă. Урăх нимĕн те йĕркеллĕ астумастăп. Ăна мĕнле пытарнине те, мĕн пулса иртнине те… Тупăка шăтăка антарнă чухне пăшал пенĕ сасă халĕ те хăлхара янăрать. «Варти ачана упраса хăварасчĕ», — пĕр вĕçĕм çак шухăш явăнчĕ пуçра. Телейлĕ çемье пĕр каçра пĕтесси пирки шухăшлама та пултарайман эпĕ. Хуйха чăтса ирттерме питĕ йывăр пулчĕ. Юрать, хĕрĕх кунхине асăниччен кума Галина, фельдшера вĕренсе тухнăскер, кашни кун çӳрерĕ. Унсăрăн мĕн пулĕччĕ-ши манпа?» — хăрушă саманта куç умне кăларчĕ Надежда Купташкина. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Юрра çĕнетни унăн ĕмĕрне тăсать»
Чăваш эстрадинче хăш-пĕр юрăç такăрлатнă сукмакпа мар, пач çĕнĕ çул хывса тĕнче шайне ăнтăлма тăрăшать. Вулакансене шăпах çавнашкал ушкăнпа паллаштарас килет. Хусан хулинче пурăнакан Вера КОЖЕМАНОВĂН юррисем радио хумĕсем çинче тăтăшах янăраççĕ. Сцена çинчи пирвайхи утăмĕсене пĕччен юрласа тунă чăваш хĕрарăмĕ 2019 çулта «Shanu» ушкăн йĕркеленĕ. Нумаях пулмасть пĕрремĕш альбомне кăларнă. «Тарăн вар» ятлăскер тутар юррисен Yummy Music лейблĕнче тухнă. Альбомри 8 юрă — чăваш халăх юррисене тĕпе хурса хатĕрленĕ трексем.
— Хăвăнпа хаçат тусĕсене паллаштарсам.
— Эпĕ Тутарстанри Аксу районĕнчи чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тĕне кĕмен чăвашсен хушшинче çитĕннĕрен-ши — чунра тăван халăх юрри пысăк вырăн йышăнать. Эпĕ академи тата эстрадăпа джаз вокалĕ енĕпе ятарлă пĕлӳ илнĕ пулин те халăх юрри патне туртăнма нихăçан та пăрахман.
— Вера, эсĕ эстрадăра хăвăн çулна тупрăн. Мĕншĕн шăпах çакнашкал юхăма суйларăн?
— «Shanu» ушкăн ытларах джаз енĕпе ĕçлет. Чăваш халăх юррисен тата джаз кĕввисем çураçуллăн пĕрлешеççĕ. Улшăнса тăракан ритм унта та, кунта та вырăнлă. Эпир чăваш халăхĕн тахçанах пиçсе çитнĕ юррисене улăштарма тĕллев лартман. Эпир — ӳнерçĕсем, халăх юррисем – пирĕн сăрăсем. Вĕсемпе усă курса хамăрăн ӳкерчĕке тăватпăр. Малтанах мĕн патне килсе тухассине пĕлмен эпĕ. Виçĕ халăх юррин нотисене илсе Дима Лысов пианист патне çул тытрăм. Вăл ун чухне консерваторире вĕренетчĕ. Джазпа халăх юррисене пĕрлештерессишĕн çунаттăм, Дима хăйне мĕн кирлине каламастчĕ. Тĕрĕссипе, эпир пирвайхи икĕ çул калаçса та курман. Пĕр-пĕрне кĕвĕ урлă кăна ăнланаттăмăр. Кайран туслашрăмăр. Çур çултан пирĕн пата Андрей Казанцев параппанçă килчĕ. Унтан «Shanu» ушкăна Даниэль Моренăпа Эльвира Аблиева бас-гитаристсем тата Арслан Сайфи сĕрме купăсçă кĕчĕç. Малтанхи юрăсене эпĕ халь итлейместĕп те. Ун чухне ăсталăх пĕчĕк шайра пулнă. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлекен ушкăн пулса тăрсан тин юрă-кĕвĕ пахалăхне çӳллĕ шая çĕклеме май килчĕ.
— Санăн малтан çырнă виçĕ юрру та çĕнĕ альбома кĕчĕ-и?
— Çук, «Тарăн вар» ятлине анчах илтĕмĕр. Вăл — Чăваш Енри Тăвай тăрăхĕнчи вăйă юрри. Эпир ăна кăшт улăштарса свинг пек /джаз тĕсĕ/ хатĕрлерĕмĕр, вăл ташламалли юрă пулса тăчĕ. Пирĕн пĕрремĕш хайлав тесен те юрать. «Çумăр çăвать» юрра эпир малтанах уйрăммăн кăлартăмăр. Ыттисене вара ушкăн йĕркеленсен суйларăмăр. Альбома икĕ çул хатĕрлерĕмĕр. Юрăсене пĕрчĕн-пĕрчĕн тепĕр хут пухрăмăр: улăштартăмăр, икĕ-виçĕ хут çыртартăмăр. Юрăсен географийĕ те анлă. Чăваш Енри, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Самар облаçĕнчи чăвашсен юррисене илтĕмĕр.
— Эпĕ астăвасса, санăн пĕрремĕш юрру — Тутарстанри Элмет тăрăхĕнчи тĕне кĕмен чăвашсен, «Сенкер шел» ятлă. Эсĕ ăна «Кĕмĕл сасă» фестивальте юрласа гран-при çĕнсе илтĕн.
— Çапла. Анчах ун чухне «Shanu» ушкăна пуçарас шухăш та пулман. Дарбука /хĕвел тухăç халăхĕсен параппан евĕр музыка инструменчĕ/ калакан юлташпа пĕрле ĕçлерĕмĕр. Сăмах май, Дима Лысов патне те унпах кайрăмăр. Анчах пианист пире тӳрех çапса хуçрĕ. «Йĕркеллĕ кĕвĕ хатĕрлеме параппан кирлĕ», — терĕ. Параппанçă шырама тытăнтăм. Андрея тупрăм. «Сенкер шел» юрра альбома кĕртрĕмĕр. Вăл урăхла янăрать, аслисем валли çырнă сăпка юррине аса илтерет. Ĕмĕр иртнĕшĕн куляннине, пурнăçа пĕтĕмлетнине кăтартать. — Альбомри юрăсене итленĕ чухне пĕр тĕлĕнмелле япалана асăрхарăм. Вăрнар тăрăхĕнчи чăвашсенчен çырса илнĕ «Хора лаша ан хартлат» хăна юрри яппунла янăрать тейĕн.
— Чăнах та, ăна мусăкçăсене юрласа патăм та, вĕсем вăл яппунларах янăранине тӳрех палăртрĕç. Кунта пентатоника та витĕм кӳнĕ-тĕр. Хамăр хушăра шӳтлесе ăна «Япон микс» теттĕмĕр. Дима аранжировка тунă хыççăн вăл татах улшăнчĕ.
Тĕрĕссипе, ăна мĕнле шăрантармаллаши тесе яппунсем епле юрланине тĕпчерĕм. Тĕлĕнмелле те, çак халăх чăвашсем пекех çӳллĕ сасăпа юрлама юратать иккен.
— Хăш юрра çыртарма йывăртарах пулчĕ?
— Нихăшĕнпе те çăмăл пулмарĕ, анчах пĕри уйрăмах асра юлчĕ. Пушкăртстанри чăвашсен вăйăра шăрантарнă «Селиме ташши» юрă пур. Такмак евĕрлĕскер пире ĕлĕкхи чăваш хĕрĕсем савнине кӳрентернĕшĕн тавăрнипе çыхăнса тăракан юрă пек туйăнчĕ. Çак шухăша кĕвĕ хăвачĕпе вăйлатрăмăр. Итлекен патне çитериччен темиçе хут çыртартăмăр, клип ӳкертĕмĕр. Шăпах «Селиме ташши» пире тĕнче шайне кăларчĕ. Ку трек эксперимент ташă юррисен шутне кĕчĕ те, Лондонри «Secret Eclectic» журнал пирĕнтен интервью илчĕ! — Вера, 8 хайлав хушшинче пĕри уйрăмах палăрса тăрать. «Урапа» ятлă композицире вокал пайĕ питĕ кĕске.
— Унăн историйĕ тĕлĕнмелле! Дима хăлхи питĕ çивĕч илтет. Ăна пĕррехинче нотăсем ярса патăм. Вăл вĕсене курсанах астуса юлнă. Унтан балкон çине тухнă та пуçĕнче çак кĕвĕн вариацийĕсем çуралнă. «Урапа» юрă та пире тĕнче шайне илсе тухрĕ. Тĕнчери музыка эксперчĕсем ăна неоклассика пек палăртаççĕ. Вăл вара — чăваш халăх кĕввине тĕпе хурса хатĕрленĕ хайлав. Унта классикăллă сĕрме купăс интродукцийĕ те, джаз та тĕп вырăнта. Веçех чăвашла, анчах урăхла илтĕнет пек. <...>
Элтияр АЛЕКСАНДРОВ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Тарпа пиçнĕ çырла чи тутли»
Çуркунне тата кĕркунне Муркаш районĕнчи Итакачкасси ялне Егоровсен хуçалăхне шыраса таçтан та килеççĕ. Инçе çула кĕскетекенсене кунта тутлă та сĕтеклĕ çĕр çырли хунавĕ туянас килни илсе çитерет. Александр Егоров теплицăра хĕл каçнă хунавсене ещĕксене сортăн-сортăн пайласа хунă. Пылак çимĕç ăсти кашнин пирки тĕплĕн каласа памашкăн, хăш сорта мĕнле лартса ӳстермелли вăрттăнлăхпа паллаштармашкăн яланах вăхăт тупать.
Егоровсен пахчи ыттисенни пекех: ака уйăхĕн вĕçĕнче çуса çĕре çĕнĕрен шуратнă юр çути куçа шывлантарать. Кил хуçи поликарбонатран ăсталанă виçĕ теплицăран курăнакан ешĕл калчасем кăчăк туртаççĕ. Çут çанталăкăн тĕнчене чĕрĕлĕх парнелекен тапхăрĕ çитнине унта кĕрсен тӳрех туятăн. Теплицăра нӳрĕк, ăшă çителĕклĕ — хĕл хыççăн вăй илнĕ калчасем папка кăларма хатĕрленеççĕ, çеçкене ларни те самай. Эпир курма хăнăхнă шурă çеçкеллисем кăна мар, çутă кĕрен тĕслисем те, тĕттĕмреххисем те пур! Хăйĕн ĕçне чунпа парăннă çын çĕр çырлин 45 сорчĕн хунавĕсене хĕл каçарнă. Пĕр хутчен усă курмалли стакансенче — 14-15 пин калча. Çакăн чухлĕ хунава лартма кам пулăшать-ха ăна?
— Анне, 84 çулти Раиса Андреевна, ĕмĕрĕпех колхозра вăй хунă. Ялтан виçĕ çухрăмра вырнаçнă фермăна 40 çул ытла сукмак такăрлатнă, тăрăшуллă ĕçченсен йышĕнчен тухман. Пилĕк ачипе декретра кăштах ларнине шутламасан, ĕмĕрĕнче отпуска пĕр хутчен кăна кайнă вăл. Ăна та пулин Хусана операцие çитмеллипе илнĕ. Халĕ те ялан ĕçшĕн çунать. Калча лартма питĕ юратать, — çур ĕмĕртен иртнĕ Александр Валерианович çывăх çынни пулăшнăшăн савăнать.
Сортсем тĕрлĕрен çитĕнеççĕ. Сăмахран, хăшĕ-пĕри пысăк тĕме аса илтерет. Теприсен хунавĕсем аялалла усăнаççĕ.
— Ун йышшисене кашпора çитĕнтерме аван. «Тоскана» ремонтантлă сорта шăпах çавăн пек ӳстермелле. Çапла майпа çырла тĕмĕнчен хунакан «усси» тымар ямасть, ун çинче те çырла пиçет. 1,5 метр тăршшĕ çитĕнекенскер çеçкипе, çимĕçĕпе илĕртет, çав тери илемлĕ, — çырла сорчĕсем çинчен ăнлантарма тытăнчĕ Александр Егоров. — «Мерлан» ремонтантлă сортăн чечекĕ шупка кĕрен тĕслĕ. Тути ахаль çырланни пек. «Альбион» ремонтантлă сортăн хăйĕн уйрăмлăхĕ пур: унăн хунавĕ çинче кача /шпора/ асăрхама пулать. «Женева» çулла пиçет, çырли сĕтеклĕ. Чи кăсăкли — юр çăвиччен те тутин пахалăхĕ пĕтмест: çуллахи пекех хĕрлĕ, пылак.
«Боровицкая» сортăн тымарĕ хĕллехи шартлама сивĕре те, 35 градус чухне, шăнмасть. Çавăнпа ăна çурçĕрте пурăнакансем кăмăллаççĕ. Сăмахран, нумаях пулмасть ăна Ханты-Манси автономи округĕнче пурăнакансем ярса пама ыйтрĕç.
«Азия» тата «Альба» сортсем пĕр пекрех. Вĕсен çимĕçĕ шултра, юлашкинчен пулаканнисем те пĕрремĕшĕсем пекех пысăк пулаççĕ. «Альба» кăшт маларах пиçет. Хĕрлĕ, пĕр йышши çимĕç паракан сортсем — чи анлă сарăлнисем. «Купчиха», «Дар» — пахчара ӳсекен тата вăрманти çĕр çырлисен гибричĕсем. Вĕсем вĕтĕрех, анчах тутипе карамеле аса илтереççĕ. «Тибет хăмла çырли» — çакнашкал сорт та пур. Тĕм çинче аçтăрхан мăйăрĕ пек хитре, çап-çаврака çырласем çитĕнеççĕ. Тути мана килĕшсех каймасть. Анчах ачасем шутсăр юратаççĕ ăна. Аякри çула илсе кайма вара йывăртарах, лапчăнать. «Мальвина» каярах пулса çитет. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать