Ĕнерен – сакăр пин литр

17 Сен, 2014

Валентинăпа Николай Спиридоновсем хулара чылай çул пурăнса ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ. Халь чун тĕпренчĕкĕсем хăйсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ Валя çапла каласа парать:

   
Валентина Спиридонова Лидия Андреева
   

– Ĕлĕкрех вăйлă предприяти шутланнă комбинат панкрута тухни миçе пин çемьене нуша кăтартрĕ пулĕ. Малтан йыша чакарчĕç, каярахпа пурне те канăва ярасси çинчен пĕлтерчĕç. Ку уçăмсăрлăх йăлăхтарсах çитерчĕ. Хулара ĕçсĕр ларман эпĕ, ан ÿркен çеç. Çапах упăшкапа ларса шухăшларăмăр та яла пурăнма куçас терĕмĕр. Упăшка ашшĕ-амăшĕн килĕ пушă ларать. Ачасем яла каяс çук. Кил-çурчĕ йĕркеллех, хуралтисем тĕрĕс-тĕкел. Хуçалăха тытса пыма пирĕн вăй-хал пур-ха.

Çапла вара Спиридоновсем Етĕрне районĕнчи Лапракассинче тымар янă. Тĕрĕссипе, Николай çакăнта çуралса ÿснĕ. Валентина, шăпа çавнашкал тесе ÿпкелешме хăнăхманскер, ялти сĕт-çу фермине вырнаçнă. Çамрăксем каясшăн мар унта. Ĕç укçине вăхăтра пани те илĕртмест, тупата.

Паллах, тутлă ыйхăна татса ирхине тăваттăра ура çине сиксе тăратăн та пиллĕкри сăвăма чупатăн. Унчченхи пек алăпа сумаççĕ. Витере кун ирттерместĕн – ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Апла пулин те сана хăнăхнă ĕне сана çеç сĕт лайăх антарать!

Паян Валентина Спиридонова кашнинчен вăтамран 8.000 литр ытла сĕт суса районта çеç мар, республикипе палăрнă.

– Мана мухтаса çырсан ыттисем кÿренĕç,– тет маттур хĕрарăм.– Пурте тăрăшуллă: Лидия Андреева, Зоя Филиппова, Света Хренова, Валентина Белова, Мария Фадеева, Елизавета Смирнова, Люда Отякова.

Тăххăр çитеспе ирхи сăвăмран таврăннă та килти ĕç-пуç пирки сăмахлать вăл. Пай çĕрĕ çинчи кăшмана кăларса пĕтермелле, килти сыснасемпе чăх-чĕп пирки манмалла мар. Пĕр ĕнепе виçĕ пăрăва хĕл каçарма апат нумай кирлĕ.

Кил хуçалăхĕ упăшки çинче. Николай платникре тăрмашнă, йывăç касса чутлассипе алли пырать, техникăна аван чухлать. Йывăç пÿртне тулаш енчен хитре планкăсем çапса çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Унăн ашшĕ сывă чухне хăваран лăпă, карçынкка çыхма питĕ ăста пулни çинчен каласа пачĕç. Ывăлĕ мĕн пĕчĕкрен алла илнĕ çак вăрттăнлăха, анчах халь аппаланма вăхăт çукрах терĕ.

Валентинăпа фермăра çума çуммăн ĕçлекенни – Лидия Андреева доярка. Çав тери кăмăллă та тарават хĕрарăм. Кăçал вăл ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне илнĕ. Çемйипе кÿршĕ ялта – Тукасра пурăнаççĕ. Çурт-йĕрĕ йăлтах кирпĕчрен, хуралтисем çирĕп, икĕ хутлă. Выльăх нумай усраççĕ. Кунта ĕçчен те татуллă çемье пурăнни тÿрех сисĕнет. Ачисем çутталла туртăннинчен мĕн тĕлĕнмелли. Аслă хĕрĕ медицина колледжне вĕренме кĕнĕ, ывăлĕ Валера Етĕрнери ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илет. Тен, пурăна киле тăван кĕтесе специалист пулса таврăнĕ.

– Пирĕн коллектив сăвăма 7.463 литра çитерсе районти ăмăртура мала тухрĕ, – каласа парать ферма заведущийĕ Владислав Николаев. – Спиридоновăпа Андрееван кăтартăвĕ пысăкрах – 8.125 кг. Пурĕ сăвакан 183 ĕне пирĕн. Лайăх ăратлисене çеç тытатпăр. Ӳсĕм апат рационне çирĕп пăхăннинчен килет. Тутлăхлă апатпа продукци те нумайрах илетĕн. Чĕр-тавара сĕт заводне ăсатиччен ун пахалăхне кунтах тĕрĕслесе палăртатпăр. Кĕтĕве çуллен çĕнетсе пынă. Ман мăшăр зоотехник пулнă май сĕнÿ-канашпа яланах пулăшма хатĕр. Дояркăсенчен ытларахăшĕ пуян опыт пухнăскерсем. Сăмахран, Хренова 20 çул ытла, Фадеева 30 çул выльăх патĕнче. Нумай ачаллă Мария Фадеева ялти ваттисен пултарулăх ушкăнĕпе концертсене хутшăнма та вăхăт тупать.

Владислав Витальевич фермăна куçни пилĕк çул. Маларах Çимеккасси ял бригадине, унтан производство участокне ( "Ленинская искра" хуçалăхра 5 производство участокĕ) ертсе пынă. Халăхпа ĕçлес пултарулăхĕ ашшĕнчен куçнă пулас, вăл хăй вăхăтĕнче ферма заведующийĕнче 40 çул ытла тăрăшнă.

Туслă йышра арçынсем те пур. Калăпăр, техника операторĕ Владимир Анисимов, выльăх тухтăрĕ Александр Тобоев. Саша ветеринари аспирантурине кĕнĕ, кунта ăсталăха туптать.

"Ленинская искра" хуçалăх ертÿçи Валерий Герасимов каланă тăрăх – выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлесен сăвакан 300 пуç ĕне чиперех хĕл каçĕ. Кăçал пÿлмене пилĕк пин тонна тырă кĕнĕ. Килте ĕне тытакансене ( 900 пуç) хавхалантармалли майсемпе анлă усă кураççĕ. Сĕтĕн кашни литрĕшĕн тырă, утă-улăм парать хуçалăх.

– Колхоза Аркадий Айдак ертсе пынă çулсенче тунă çитĕнÿсем пире вăй-хал хушаççĕ, – палăртрĕ Валерий Геннадьевич.

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.