Спорт поэчĕ пулăп тенĕ те… ача-пăча валли çырма тытăннă
Петĕр Çăлкуç поэт ача-пăча валли нумай кĕнеке кăларнă. Унăн хайлавĕсем вĕренӳ программинче кашни класăн учебникĕнчех пур. Апла пулин те пичетленмен ĕçĕсем те пайтах. Шăпах вĕсене пĕр çĕре пухса уйрăм кĕнеке кăлармаллине палăртрĕ Виталий Родионов профессор. Кун пирки вăл Литература музейĕнче Петĕр Çăлкуç поэт çуралнăранпа 70 çул çитсе пынине халалланă тĕл пулура каларĕ.
Виталий Григорьевич студент вăхăтĕнче Петр Николаевичпа пĕр пӳлĕмре пурăннă. Çавăнпа та унăн юлташĕ çинчен аса илсе каламалли чылай. «Пĕррехинче Çăлкуçа хам пата яла çĕр улми кăларма чĕнтĕм, - аса илчĕ вăл. — Эпĕ ĕçлеме ӳркенекен çын мар, анчах пĕччен тăрмашасран каласа пăхам-ха терĕм. Петĕр тӳрех килĕшрĕ. Вăл йывăр вăхăта та пĕрле пайлама пултаракан çынччĕ. Пулăшу кирлĕ чухне нихăçан та хирĕçлесе тăмастчĕ…»
Петĕр Çăлкуç çамрăк чухне спорт поэчĕ пулатăп тенĕ, анчах пурăна киле ача-пăча валли ытларах çырма тытăннă. «Тантăш» /«Пионер сасси»/ хаçатра ачасен сăввисене редакциленĕ, вĕсем валли литература конкурсĕсем ирттернĕ. Çамрăксене хавхалантарма пĕлнĕ Петр Николаевич. Йăнăшсем çинчен асăрхаттарса, сăвă ăсталăхне туптама вĕрентсе хаçатра статьясем çырса кăларнă.
ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити» литература конкурсне ирттернĕ вăхăта аса илчĕ. Петĕр Çăлкуç унта жюри йышĕнче пулнă. Вăл конкурса хутшăнакан ачасен ĕçĕсене хакланă, унтан ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Унăн шкулĕ витĕр тухнă çамрăк ăстасем кайран литература çулĕ çине çирĕппĕн тăни савăнтарать. Сăмахран: Ольга Васильева, Мальвина Петрова, Валентина Громова…
Петĕр Çăлкуç мăшăрĕпе пĕрле ывăлпа хĕр ӳстернĕ, вĕсене чăн чăвашла ят панă: Сентиер тата Илемпи. Вĕсем те тĕл пулура сăмах илчĕç. Сентиер ача чухне ашшĕ патне час-часах ĕçе пырса çӳренĕ, унăн сĕтелĕ çинче нумай çыру выртнине асăрханă. Ун чухне сăвă çыракан ача та нумайрах пулнă. Кашнин çырăвĕпе паллашнă поэт, ачасен хайлавĕсене якатса пичете хатĕрленĕ. Пушă вăхăт тупăнсан вара ывăлĕпе шахматла вылянă.
Тĕл пулăва пухăннисем Петĕр Çăлкуç яланах ырă çын пулнине, никама та усал сунманнине палăртрĕç. Унăн ячĕ ĕмĕрех пурăнĕ, хайлавĕсем вара çитĕнекен ăрăва ырă кăмăллă пулма вĕрентсеĕх тăрĕç.
www.hypar.ru Лариса ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать