- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 12 (1240) № 31.03.2022
Сцена çинче истори пулăмĕсем сăнланаççĕ
Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче, йăлана кĕнĕ йĕркепе, «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс çĕнтерӳçисене палăртрĕç. Спектакле хатĕрлекенсемпе артистсен ĕçне Мускав тата Санкт-Петербург театр критикĕсем те хак пачĕç. ЧР культура министрĕпе Светлана Каликовăпа республикăри Театр ĕçченĕсен союзĕн ертӳçи Сергей Павлов сцена ăстисемпе хăнасене уявпа саламларĕç.
Чăваш академи драма театрĕ нумай номинацире çĕнтерчĕ. «Эп сӳннĕ чух — эс çун!» ĕç «Çулталăкри чи лайăх спектакль» номинацире мала тухрĕ. Режиссерĕ — Наталия Сергеева. Ăна Михаил Сунтал пьеси тăрăх хатĕрленĕ. «Арçын сăнарне чи лайăх калăплакан» номинацире Евгений Урдюкова çитекен пулмарĕ. «Эп сӳннĕ чух — эс çун!» спектакльте çамрăк Бичурин сăнарне калăплать вăл. «Ку роле хăватлă та мăнаçлă кăтартас килчĕ. Çавăнпах унăн кун-çулне тишкерме лекрĕ. Турă кĕнекисене вуларăм. Наталия Сергеева режиссер сĕннипе кĕлĕсем вĕрентĕм. Арçынсен мăнастирĕнче манахсен тыткаларăшне сăнарăм. Интернет уçлăхĕнчи Бичурин пурнăçĕпе паллаштаракан фильмсене артистсемпе пĕрле пăхрăмăр. Çакă йăлтах сăнара ĕнентерӳллĕ калăпламашкăн май пачĕ. Сăвăллă спектакльти çавăн чухлĕ сăмаха ăса хывни юлташсене те, тăвансене те тĕлĕнтерчĕ. Репетици вăхăтĕнче, утса çӳренĕ чухне вĕренни асра юлчĕ. Сумлă конкурсра çĕнтерни, чыс туни кăсăклă ытти сăнарпа ĕçлеме вăй-хăват парать», — чунне уçрĕ Евгений Урдюков.
Геннадий Медведев аслă ӳсĕмри Бичурина вылянăшăн «Иккĕмĕш планри роле чи лайăх калăплакан» ят çĕнсе илчĕ. «Ватă Бичурин пьесăра пулман. Ку сăнара Наталия Алексеевна сĕннипе кĕртнĕ. Хам та çырнине кура ăна мĕнлерех курнине ăнкарма йывăрах пулмарĕ. Режиссер ыйтнипе сăмахĕсене çырма Светлана Асамат пулăшрĕ. Ку ĕçе хамăр та хутшăнтăмăр. Сăнара калăпламашкăн çав тери кăсăклă пулчĕ. Хăй вăхăтĕнче документ фильмĕнче Бичурина выляни сцена çинче хама хăтлă туйма пулăшрĕ. Ун çинчен малтанах нумай вуланă. Бичуринпа çыхăннă пулăмсем ăс-тăнра çырăнса юлнă. Артистсем сцена çинче партнерпа пĕрле ĕçлеççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăннă. Кунта вара ватă Бичурина пĕччен кăтартма лекрĕ. Театр критикĕсем çак сăнарăн чун тасалăхне палăртса ăна Турă шайне çĕклерĕç. Çапла каланине итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ. Унăн сăнарне тĕнче юманĕпе танлаштарас килет. Ăна хăлаçпа та виçме çук», — хушса каларĕ артист. Çак спектакле чи лайăх музыкăпа лемлетнĕшĕн Лолита Чекушкина хисепе тивĕçрĕ. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Малтан автобуспа килнĕ, халĕ — çăмăл машинăпа
Хаçат вулаканĕсем театра çӳреме юратаççĕ-и? Тинтерех мĕнле спектакль курнă-ши вĕсем?
НАДЕЖДА, Муркаш районĕ, 44 çулта:
— Студент чухне общежитире пурăнаттăм. Режиссера вĕренекен юлташăн театра ахалех, билет илмесĕрех, кĕме ирĕк пурччĕ. Вăл мана хăйĕнпе пĕрле илсе çӳретчĕ. Çавăн чухне, чăнах, ырлăх курнă.
Театра çаплипех чун туртать. Халĕ ĕçтешсемпе пĕрле Шупашкара ятарласа спектакль курма килетпĕр. Килти çăмăл машинăпа çула тухмашкăн меллĕ. Малтан вара автобуспа килмелĕх çын пухăнатчĕ.
«Эп сӳннĕ чух — эс çун!» спектакле юлташсемпе чылайччен сӳтсе яврăмăр. Мана декораци урлă вăхăт улшăнăвне кăтартма май килни тыткăнларĕ. Спектакле пĕтĕм труппăна явăçтарни килĕшрĕ.
Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулне Мари Эл артисчĕсем тăтăш килнине палăртас килет. Вĕсен ĕçĕсемпе вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те кăсăкланса паллашаççĕ.
АНАТОЛИЙ, Шупашкар хули, 62 çулта:
— Театра çӳреме питĕ юрататăп, мĕншĕн тесен артистсемпе те, спектакль лартакансемпе те туслă. Николай Сидоров драматургпа пĕрле вĕреннĕ. Унăн нумай пьесине сцена çине кăларчĕç.
Нумаях пулмасть Çамрăксен театрĕнче пултăм. Ун чухне спектакль мар, илемлĕ фильм курма тӳр килчĕ. Çывăх вăхăтрах Юхма Мишши романĕ тăрăх хатĕрленĕ «Куккук куççулĕ» ĕçе çитсе курасшăн. Михаил Николаевича çав тери хисеплетĕп. Ача чухне вуланă кĕнекисенчи сăнарĕсем çаплипех куç умĕнче.
ЕЛЕНА, 36 çулта, Комсомольски районĕ:
— Ялта пурăнатпăр та спектакль курассишĕн хулана кайма йывăртарах çав. Выльăх-чĕрлĕхĕ вите тулли-çке. Апла пулин те чунăмăрсем культура тĕлĕшĕнчен чухăн мар темелле. Ялта та, районти культура керменĕнче те тĕрлĕ уяв иртет, унта тухса çӳреме тăрăшатпăр. Кунпа пĕрлех Комсомольскинчи культура çуртне республикăри тĕрлĕ театр хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарма килет. /Пандеми пуçланиччен хамăр яла та çӳретчĕç-ха артистсем/. Нумаях пулмасть кăна-ха Вырăс драма театрĕ «Бешеные деньги» камит кăтартрĕ. Çемьепех кайса куртăмăр ăна. Ачасем спектакльсене «Пушкин карттипе» кĕреççĕ — ку та савăнтарать. Кăшт маларах Чăваш патшалăх академи драма театрĕ «Чуххăм Ванькка авланать — кай-кай-кай...» камитпе килнĕччĕ пирĕн тăрăха. Ку спектакле те çемьепе кайса куртăмăр. <...>
Марина ГРИГОРЬЕВА, Татьяна НАУМОВА ыйтса пĕлнĕ.
♦ ♦ ♦
Юрĕ те, пăрĕ те «капкăна» илет
Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче ирхине республикăри çăлав службине шăнкăрав çитнĕ. ГЭС çывăхĕнче пăр çинче хĕрачасем чупса çӳрени пирки пĕлтернĕ. Çĕнĕ Шупашкарти çăлавçăсем аэрокимĕпе тӳрех вырăна тухнă, çамрăксене çырана илсе çитернĕ, кун пирки полици ĕçченĕсене пĕлтернĕ, ачасене йĕрке хуралçисен аллине панă.
Çанталăк ăшăтса пынă май пăр çӳхелсех пырать. Çакă ура айĕнче вăл кирек хăш самантра та катăлса кайма пултарни çинчен калать. Çавăнпах хальхи вăхăтра çырма-кӳлĕ çине тухни пурнăçшăн питех те пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Мăннисен те асра тытмалла çакна — йĕркене пăхăнмалла. Ывăл-хĕре те кун пирки тĕплĕ ăнлантармалла. Кунпа пĕрлех ачасем пушă вăхăта ăçта тата епле ирттернипе кăсăкланмашкăн манмалла мар. Çурхи пăр питех те пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине асра тытмалла. Пушшех те, ăшă кун енне сулăннă май сарăхнă, шуралнă пăр халь-халь ванасса систерсе çăтăр-çатăр сасă памасть — ура айĕнче систермесĕрех анса каять.
Çуркунне çитнĕрен кунсерен çӳхелсе пыраканскер çын пурнăçĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Шыв çине тухнипе кăна та мар. Юр- пăр ирĕлнĕ май килте ларса та инкек тӳсме пулать. Паллах, пурне те пырса тивмест ку. Çапах республикăра ейӳ вăхăтĕнче хăш-пĕр ял-салана шыв-шур илни вăрттăнлăх мар. Юрать-ха кунашкал инкек кашни çул килмест, ейӳ вăйлă сарăлнă çулсенче кăна шар кăтартать.
Лару-тăру епле иртессе çирĕппĕн тӳрех палăртма çук паллах. Çапах та çанталăка, юр хулăнăшне хакласа ку е вăл лару-тăрăва чухлама пулать. Апла пулин те çут çанталăкăн — хăйĕн йĕрки. Пĕлтĕрхи тапхăра аса илес тăк, ейӳ лăпкăн иртнĕччĕ темелле. Шыв «инкеклĕ» тесе палăртакан шая хăпарманччĕ, ку тĕлĕшпе республикăра чрезвычайлă лару-тăру пирки пĕлтерме тивменччĕ. Чăн та, хăш-пĕр тăрăхра çурхи шыв хăй пирки аса илтернĕччĕ-ха. Çĕрпӳ районĕнчи Пысăк Чăрăш ялĕнчи çула шыв хупланине, Çĕмĕрлере Паланка шывĕ урлă вăхăтлăх хывнă кĕпере юхтарса кайнине пĕлтернĕччĕ тивĕçлĕ органсем.
Кăçал та ейӳ тăкак кăтартмасăр иртессе шанатпăр. Çапах та çанталăка пĕлсе пĕтереймĕн. Ахальтен мар республика лару-тăру чи япăх çулпа аталанас тăк мĕн пулса иртессе пĕлсе тăрать: ейӳ вăйлах сарăлсан 57 ял-салана шыв илет. 17 районти 1600 яхăн çурт шар курма пултарать кун пек. Кунта вара 3517 çын пурăнать. Ял-хулапа пĕрлех ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 85 тăваткал километр лаптăка шыв хупласа илес хăрушлăх пур. Республикăри 2 кĕпере, чукун çулăн 0,2 километр тăршшĕ виçĕ лаптăкне, 9,1 километр автоçула пырса тивет ейӳпе çыхăннă лару-тăру. Кунпа пĕрлех газ, шыв, электричество, çыхăну хăш-пĕр лаптăкĕ те çурхи шыв «капкăнне» çакланма пултарать.
Паллах, лару-тăру çăмăллăн ирттĕр тесе кашни муниципалитетрах тимлесе тăраççĕ. Ейӳ май пур таран сахалрах шар кăтарттăр тесе тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе профилактика ĕçĕ те пысăк вырăн йышăнать. Çав вăхăтрах сыхланмалли мелсемпе майсем те хатĕр. Кун валли мĕн кирлине пĕтĕмпех хатĕрлесе хунă. Шыва тытса чармашкăн хăйăр та, вĕтĕ чул таврашĕ те хатĕр. Тăкака саплаштарма укçа-тенкĕ те пăхса хунă. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Ăсчахпа пĕрле фермăра та кăсăклă
Ашшĕ-амăшĕшĕн — хаклă та юратнă хĕр, студентсемшĕн — ăнланакан юлташ, ĕçтешĕсемшĕн — пухнă пĕлӳпе çырлахман тĕпчевçĕ. Красноармейски районĕн хĕрĕ, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ассистенчĕ Лилия Михайлова çамрăк-ха, вăтăра та çитмен. Çапах хăй суйланă сукмакпа çирĕппĕн утнине ĕнентерме тытăннă та. Раççей ăслăлăх кунĕнче пултаруллă чăваш хĕрне «Çулталăк аспиранчĕ — 2021» конкурсра çут çанталăк наукисен тытăмĕнче çĕнтернĕ ятпа чысларĕç.
— Шкул саккипе сыв пуллашнă вăхăтра малашлăх çулĕ пирки пуçра çĕр шу¬хăшчĕ. Педагогика университетне вĕренме кĕмешкĕн ыйту çыртăм. Анне шкулта ĕçлемелли профессие алла илме темшĕн сĕнмерĕ. «Ял хуçалăх академине кайса пăх-ха. Унтан вĕренсе тухсан яланах тутă пулăн», — те ман шалти кăмăла витĕр курса çапла каларĕ вăл? Çапла аграри аслă шкулĕн алăкне пырса уçрăм, ветеринари тухтăрне вĕренме пуçларăм. Телее, «мĕншĕн кунта килтĕм-ши» тесе ӳкĕнмен. Пĕр ушкăнри тантăшсем — хамашкалах ялтан пынă яшсемпе хĕрсем. Хуларисем те пурччĕ — вĕсемпе те пĕр чĕлхе тупма йывăр пулмарĕ, — аслă шкулта куç хупса илнĕ пек хушăра вĕçсе иртнĕ тапхăра еплерех пуçланине аса илчĕ Лилия.
Студент пурнăçĕ кунĕн-çĕрĕн ăслăлăх тĕнчине ăнланасшăн тăрăшасси тавра кăна явăнмасть. Тĕрлĕ пулăмпа, савăк самантсемпе пуян. Паллах, наука ĕç-хĕлĕсĕр тулли пулаймĕ вăл. Трак ен пики Лилия пĕрремĕш курсранах ăслăлăх-практика конференцийĕсене хутшăнать. Мăйракаллă шултăра выльăха тĕрлĕ кăтарту тăрăх ушкăнласси кăсăклантарать ялта, мĕн пĕчĕкрен килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерес ĕçе хутшăнса çитĕннĕскере. Çак ыйтăва курсран курса анлăрах тĕпчесе пырса диплом ĕçне те селекци таврах калăплать вăл.
— Бакалавр курсĕ профессипе паллашмашкăн çав тери сахал пек туйăннăран магистратурăра вĕренĕве тăсасси маншăн малтанах паллăччĕ. /Сăмах май, магистратурăран «хĕрлĕ» дипломпа вĕренсе тухать хĕр. — Авт./ Анчах ĕçе вырнаçас тĕллев те тăратчĕ умра. Тата эпĕ экономика факультетне те куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕччĕ. Хула çумĕнче вырнаçнă кайăк-кĕшĕк пысăк предприятийĕнче бройлерсем çитĕнтерекен цехра мастерта ĕçлеме пуçăнсан канмашкăн талăкра миçе сехет юлатчĕ- ши? Çапах та йывăрлăхсене парăнмасăр тӳсмелле тесе хама алăра çирĕп тытрăм, — палăртрĕ хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх аграри университетĕнче студентсене вĕрентекен.
— Мастер… Сăмахĕ аван янăрать-ха. Анчах яваплăхĕ те пысăк вĕт. Тӳрех çакнашкал ĕçре вăй хума тытăнни пăрлă шыва кĕнипе танах-тăр? — куç умĕнчи хăва хулли пек пӳ-силлĕ чиперккешĕн хăй асăннă ĕç туртайми тиеве çаврăннăнах туйăнчĕ.
— Упана та ташлама вĕрентеççĕ тет-и-ха? Хăнăхатăн. Шурă кулач хакне пĕлес килсен — пушшех, — ытарлăн хуравлать çамрăк. — Аслăраххисенчен опыт илсе пытăм. Чăн та, 2 çултан тĕрлĕ сăлтава пула ку ĕçрен кайрăм. Çав хушăра производство мĕн тути каланине, çынсемпе ĕçлессин хăйне евĕрлĕхне ăнланса ĕлкĕртĕм. Пуринпе те калаçма пĕлмелле. Кайăк вăл чĕрĕ организм-çке. Ăна пăхнă чухне «паянлăха канар-ха» теме çук. Тĕрлĕ ыйту сиксе тухать — вĕсене çийĕнчех татса памашкăн тивет. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать