Çамрăксен хаçачĕ 11 (6410) № 24.03.2022

24 Мар, 2022

Спектакль валли купальник суйлама пасара кайнă

«Манăçми туйăмсем» камитре вăл — Лиля, «За синими туманами» постановкăра — Залия, «Çĕн мăшăрăн çĕр кĕске» спектакльте — Марук… Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн çамрăк артистки Альбина Агеева чылай роле калăплама ĕлкĕрнĕ.

Декрет хыççăн — театра

— Альбина, эсĕ театрта 2017 çултанпа ĕçлетĕн. Кунта мĕнле лекрĕн?

— Декрет отпускĕ вĕçленсен, ĕç шырама тытăнсан, театрта вырăн пулнине пĕлтерчĕç те унта тӳрех çул тытрăм. Ун чухне вăл Трактор тăвакансен культура керменĕнче вырнаçнăччĕ. Мана Иосиф Дмитриев режиссерпа Валентина Сурикова артистка, Елена Николаева директор кĕтсе илчĕç. Паллашрăмăр, пултарулăха хакларĕç. Ачана садике вырнаçтарсан ĕçлемешкĕн килме хушрĕç. Ку ыйтăва татса панă хыççăн таврăнтăм та вăл вăхăтра театрта «Сказочная палитра» фестиваль пыратчĕ. «Вĕçленсен кил», — терĕç.

— Театра ахальтен çитмерĕн пуль-ха. Артист пулас килчĕ-и?

— Пĕчĕк чухне тăван ялти, Йĕпреç районĕнчи Çирĕклĕри, театр кружокне çӳреттĕм. Ăна Нина Иванова ертсе пыратчĕ. Хамăн анне пуçарнă кружокра та пултарулăх енĕпе аталантăм. Ялта спектакль нумай лартатчĕç. Аслисем мана пĕрле гастроле илсе çӳретчĕç. Класс ертӳçи те тĕрлĕ меропри ятие хутшăнтарнă. Чăннипе, артиста каяс тесе шухăшламан та. Эпĕ рисовани шкулĕнче те вĕреннĕ. Ӳнерçĕ пулас тĕнĕччĕ. Канашри пĕр фестивале хутшăнни пурнăçа театрпа çыхăнтарма хавхалантарчĕ. Спектакльте наркоман хĕр рольне вылянăшăн «Чи лайăх роль» номинацире çĕнтертĕм. Шкулта 9 класс пĕтерсен Шупашкарти культура училищине вĕренме кĕтĕм. Диплом илсенех, 2010 çулта, культура институтĕнче пĕлĕве тарăнлатма тытăнтăм. Студент çулĕсенчех çемье çавăрса ача çуратрăм. Аттепе анне, мăшăр, аппа, юлташсем мана вĕренсе тухма пулăшрĕç /кулать .— Авт./ Педагогсем те ăнланнă.

— Пĕрремĕш роле астăватăн-и?

— Ĕçе вырнаçсанах Надя Полячихина «Морозко» постановкăра Настенька рольне вылятчĕ. Мана унăн дублерĕ пулма шанчĕç. Надя пĕр спектакльте вылярĕ те тепринче режиссер мана сцена çине тухма ыйтрĕ. Ĕçленĕçемĕн чылай роле калăпларăм. Кашни сăнар маншăн ача, тăван пек. Чи юратнине калаймăн та. Пĕрне уйăрса ыттисене хурлас килмест. Мĕншĕн тесен пĕрне ытларах юрататăп тесен çилленеççĕ пек туйăнать. Сăнарĕсем тĕрлĕрен. Пĕри — çăмăлрах, тепри йывăртарах пулса тухать. Чи малтанах ĕç кайман пек туйăнатчĕ. Кăмăл-туйăмран та, пьесăран та, çанталăкран те килет пулмалла. Чи кирли — сцена çине начаррине манса, чунри йывăрлăхран хăтăлса тухмалла. Роль калăпласси калама кăна çăмăл пек. Пуçа шутлаттармалла, чунпа туймалла. Ялан пĕрешкел курăнас мар тесен пĕр япала кăна вылямалла мар. <...>

Алена АЛТУХОВА.

♦   ♦   


«Турра ĕненмен асаттепе асанне те манах пулма чармарĕç»

Пирĕн обществăра мăнастире лекнĕ çынсем пирки ытларах йывăрлăха чăтайман, пурнăçра хăйсен вырăнне тупайман тесе шутлаççĕ. Унти пурнăç пирки çынсем вуçех те пĕлмеççĕ е пĕлме те тăрăшмаççĕ. Нумаях пулмасть Аристоклий аттепе паллашма тӳр килчĕ. Вăл — манах. 2007 çултанпа Улатăрти арçынсен мăнастирĕнче пурăнаканскер Турă çулĕ çине мĕнле тăнине аса илчĕ.

— Аристоклий атте, хăвăрпа паллаштарăр-ха.

— Хут çинче эпĕ — Максим Набокин. 1987 çулта Саратов облаçĕнчи Балаково хулинче çуралнă. Унта Граждан вăрçин геройĕ Василий Чапаев пурăннă. Манăн ачалăх ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче иртрĕ. Аттепе анне хулари фабрикăра ĕçлетчĕç. Вĕсем мана ачаранах Турра ĕненме вĕрентнĕ, çапах чиркĕве çӳреме хистекен пĕр ĕç-пуç пулса иртрĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне çемьепе Чулхула облаçĕнчи Дивеевăри мăнастире курма кайрăмăр. Унтан тĕлĕнсе таврăнтăм. Эпĕ, хальччен çавăн пек илемлĕ, чуна çывăх вырăнсене курманскер, унăн тыткăнне кĕрсе ӳкрĕм. Çавăнта кайса килнĕ хыççăн Турра ĕненес шухăш тĕпренех улшăнчĕ. Балаковăри чиркӳсене час-часах кайма тытăнтăм. Аттепе анне хирĕçлеместчĕç. Анчах манăн асаттепе асанне Турра ĕненместчĕç.

11-мĕш класс пĕтерсен Балаковăри инженерипе технологи институтне вĕренме кĕтĕм. Пушă вăхăт тупса хулари чиркӳсенчи стройкăра ĕçлесе укçа тăваттăм. 2-мĕш курс хыççăн иккĕленӳ çуралчĕ. Ман валлиех-ши ку професси? Кирлех пулать-ши вăл мана? Килтисем манăн иккĕленĕве ырламарĕç, вĕренсе пĕтерме хистерĕç. Çемьери пĕртен-пĕр ывăл-çке. Паллах, çывăх çыннăмсене манăн пуласлăх шиклентеретчĕ.

Икĕ çул юппинче тăнă вăхăтра пĕрле вĕренекен юлташ Чăваш Республикинчи Улатăрти арçынсен мăнастирĕнче Иероним манах пурăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл нумай çынна кирлĕ сĕнӳсем парать иккен. Çавăнта кайса килме сĕнчĕ. Улатăра аттепе çитрĕм. Ку 2007 çулхи хĕлле пулчĕ. Иероним атте тимлĕн итленĕ хыççăн ман çине пăхса çапла каларĕ: «Эсĕ вĕренсе пĕтерсен пурпĕрех ку профессипе ĕçлемĕн, сан ĕçӳ — чиркӳ çумĕнче. Кунта юл». Шутласа пăхас терĕм. Пĕр уйăх шухăшсен авăрĕнче, иккĕленсе пурăнтăм. Улатăра тепре çитсен те Иероним атте çав сăмахсенех каларĕ. Епле астуса юлнă вăл мана? Ун патне тĕрлĕ нушапа пыракан нумайччĕ. Иероним атте патне кĕрес тесе урамранах черет тăратчĕç. Мăнастирте юласси — çăмăл мар. Çак йышăнăва пĕр хутчен тата ĕмĕрлĕхех тумалла-çке. Пултараятăп-ши? Иккĕлле шухăшсем çуралчĕç.

Юлашкинчен чунпа ăнланса, Турă мана хăйĕн çынни пулма çапла суйласа илет пулĕ тесе 2007 çулта, Мăнкунра, аттепе Улатăрти мăнастире тепĕр хутчен кайрăм. Унтанпа эпĕ кунта пурăнатăп.

— Çывăх çыннусем пĕртен-пĕр ывăлне килтех юлма ӳкĕтлемерĕç те-и? Тен, савни те пулнă? Вăл мĕн каларĕ?

— Улатăра аттепе пĕрлех кайрăмăр та, вăл вăхăтлăха манпа юлчĕ. Асаттепе асанне те, Турра ĕненмеççĕ пулсан та, манăн йышăнупа килĕшрĕç. Яш чухне килĕшекен хĕрсем пулнă, ыттисем пекех çемье çавăрас килнĕ паллах. Анчах çак йышăнăва тунă вăхăтра манăн савни çукчĕ, çавăнпа хĕрсенчен уйрăл ма йывăр килмерĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Уйăх хĕрелет, «вилĕм кустăрми» сунара тухать

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Юхма Мишшин «Куккук куççулĕ» романĕ тăрăх хатĕрленĕ спектакле куракансен умне кăларчĕç.

Икĕ сехет сисĕнмесĕрех иртрĕ. Сцена çинчи ĕç-пуç пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех тимлĕхе вĕçертмест. Чи малтан постановкăн хăйне евĕрлĕхне палăртмалла. Романа Мускав драматургĕ Михаил Башкиров сцена валли ятарласа хатĕрленĕ, режиссерĕ — РФ тата Калмăк Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Манджиев. Эппин, мĕнпе палăрса тăрать-ха «Куккук куççулĕ»? Пĕрремĕшĕнчен — пур саманта та уçăмлăн кăтартманнипе. Çапла, хăш-пĕр пулăма кураканăн хăйĕн тĕшмĕртме тивет. Анчах ку япăх мар, пачах тепĕр майлă. Тĕслĕхрен, герой пурнăçран уйрăлнă сценăсем чуна çӳçентереççĕ. Юн тавраш, асапырату çук пулин те… Вĕсем «вилĕм кустăрми» хыççăн утаççĕ. Постановкăн иккĕмĕш хăйне евĕрлĕхĕ — çутă эффекчĕсем тата кĕвĕ. Шăпах вĕсем уйрăмах çивĕч самантсене вăйлатса куракана хурланма е савăнма хистеççĕ. Декораци тĕлĕшĕнчен те палăрать спектакль — вăл унта сахал. Сахал та хăйне евĕрлĕ. Сăмахран, ватă юман вырăнне хура чаршавпа усă кураççĕ, тин çуралнă ача вырăнне хĕрарăм алла пукане-тĕрке мар, ахаль тутăр тытать. Тĕп декораци — сцена варринче çуталакан пысăк, çавра уйăх. Унăн тĕсĕ пулăмсене кура улшăнать. Тĕслĕхрен, вăрçă тухсан хĕрелет вăл, çивĕч самантсенче тĕксĕмленет.

Спектакльте чăваш фольклорĕпе анлă усă курнă. Тĕшмĕшпе çыхăннă самантсем те пур. Халăх юррисемпе тупмалли юмахсем, халапсем янăраççĕ. Тĕп сăнар, патвар чăваш арçынĕ Алипай /Дмитрий Михайлов/ вĕсене чылай пĕлет. Саринепе /Надежда Полячихина/ çемье çавăрнăскер аякри çĕршывсене курма ĕмĕтленет. Алипайăн ĕмĕчĕ пурнăçланать. Анчах çав тери синкерле. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи тухсан унăн мăшăрĕпе пĕчĕк ывăлне пăрахса фронта кайма тивет.

Çула тухас умĕн куккук авăтни илтĕнет. Алипай кайăкран вăрçă хăçан вĕçленессипе кăсăкланать, куккукĕ авăтать те авăтать… Çакăнтан пуçланать тĕп сăнарăн нуши-асапĕ. Алипай тыткăна лексен ăна Германие илсе каяççĕ. Унăн пуян нимĕç çыннин хуçалăхĕнче ĕçлесе пурăнма тивет. Чăваш салтакне çын вырăнне хумаççĕ. Чунĕ татăлса йĕрсен те лару-тăрăва вăл ниепле те улăштараймасть. Тăван килне тăтăшах аса илни çеç арçыннăн кăмăлне кăштах йăпатать. Алипай ют çĕрте нумай асапланмасса, часах çемйи патне таврăнасса шаннăччĕ. Кăлăхах. Тарçă вырăнĕнче тар тăкаканскерпе тăрук хуçа арăмĕ Эльза /ЧР тава тивĕçлĕ артистки Венера Пайгильдина/ кăсăкланман пулсан йăлтах урăхла килсе тухĕччĕ-и, тен? Малтанах Эльза куракан умне сăпайлă, мăшăрĕн сăмахĕнчен иртмен хĕрарăм пек тухса тăрать. «Эпĕ те кунта тарçă вырăнĕнче», — тет вăл Алипая. Арçын нимĕç хĕрарăмне чăвашла тупмалли юмахсемпе халапсем каласа кăтартать. Ют çĕршывра хĕн курса пурăннă май вăл хăйне халап сăнарĕсемпе пĕрре мар танлаштарать. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Квадрокоптер вĕçтерсе тавралăха ӳкереççĕ

Елчĕкри шкулта вĕренекен Алик Агеев квадрокоптерсемпе интересленет. 11-мĕш класра ăс пухаканскерĕн çак чун туртăмĕ 2,5 çул каялла, шкулта цифра тата гуманитари пĕлĕвĕ паракан «Ӳсĕм вырăнĕ» центр уçăлсан, пуçланнă.

Кăçал — çĕнтерӳçĕ

«Вĕрентӳ» наци проекчĕн тытăмне кĕрекен «Хальхи шкул» проектпа килĕшӳллĕн, çак центра та сĕтел-пуканпа тата кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ: ноутбуксемпе, пысăк мониторпа, квадрокоптерсемпе, 3D-принтерсемпе, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама вĕрентмелли манекенсемпе, шахмат комплекчĕпе, ытти гаджетпа… «Центрта виçĕ пӳлĕм: пĕринче — информатика, тепринче — ОБЖ урокĕсем тата хушма занятисем иртеççĕ, виççĕмĕшĕ — медиацентр», — каласа кăтартрĕ «Ӳсĕм вырăнĕ» центрăн ертӳçи, шкул директорĕн вĕрентӳпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, математика вĕрентекенĕ Лариса Агеева.

Ку центрта кружоксем те йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри — «Аэро». Алик Агеев та çак кружока çӳрет.

«Квадрокоптерăн тытăмне, вăл мĕнле ĕçленине тишкерме кăсăклă. Ăна хамăрах вĕçтерме пултарни вара тата ытларах илĕртет. Квадрокоптера шкул çывăхĕнче çеç мар, Елчĕк сали тăрăх та вĕçтерсе куртăмăр. Çапла вара яла çӳлтен сăнама пултартăмăр. Питĕ хитре курăнать! Квадрокоптерсен ĕçне ятарлă программăсем çырса вăйлатма, лайăхлатма пулать», — хăйĕн чун киленĕçĕпе паллаштарчĕ 11-мĕш класра вĕренекенскер.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Алик Мускав политехника университечĕн Шупашкарти институтĕнче робототехника тата пилотсăр вĕçекен аппаратсем енĕпе иртнĕ уçă чемпионата хутшăннă. Аслă шкул кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркеленĕ çак чемпионатра Елчĕк, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенчен, Шупашкар хулинчен çитнĕ 10-23 çулсенчи ачасемпе çамрăксем — пĕтĕмпе 17 команда — хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Алик квадрокоптерсен «кĕрешĕвĕнче» вăй виçнĕ. Унта дрона тĕрлĕ чăрмава парăнтарса вĕçтермелле пулнă, финиша пилотсăр хăш аппарат маларах çитнине те шута илнĕ. 14-17 çулсенчи ачасемпе çамрăксен хушшинче Алик Агеев çĕнтернĕ. Унпа пĕр класра вĕренекен Арсений Казаков вара — 2-мĕш вырăнта. Çак каччăсем пĕлтĕр те уçă чемпионата хутшăннă, квадрокоптерсен кĕрешĕвĕнче 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Шурă тинĕсре чутах карапсăр юлман

Шупашкарта пурăнакан Петр Бритвин парăслă катамаран ăсталанă. Вăл лавккара сутăнаканнинчен пĕртте кая мар, укçи-тенкине кăна сахалрах хывнă. Çамрăк арçын хăйĕн карапĕпе çул çӳреме тытăннă: Атăла, Онего кӳллине, Шурă тинĕсе парăнтарнă.

Йытă та çула тухнă

Петр Бритвин — художник, ку ăсталăха тĕп хулари Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче вĕренекенсене те аталантарма пулăшать. 2009 çулта çул çӳреме май тупăнсан вăл вĕрсе хăпартмалли кимĕ туяннă. Ăна хваттерне илсе килсе урайне сарса хунă, вĕрсе хăпартнă, кĕсменсем айккине вырнаçтарнă. Ку хăйĕншĕн кăна мар, пĕчĕк ывăлĕпе мăшăрĕшĕн те кăсăклă пулнă. Темиçе кунран Петр кимĕпе Атăл урлă каçма шухăшланă. Вăл пĕрремĕш хут шыв çинче пĕччен пулнă. Тăрук инçех мар теплоход килнине курнă. Мĕн тумалла? Кĕтсе илсе ирттерсе ямалла е малалла вирхĕнмелле? Петр кăшт шухăшланă хыççăн малалла ыткăннă.

Мĕншĕн шыв çинчи çул çӳрев кăсăклантарнă-ха ăна? Çамрăк ӳнерçĕ каланă тăрăх, ку пач урăх, çынран ирĕклĕ тĕнче. Чылай чухне çыран хĕрринче пулăçсем ларнине куратăн-ха. Малалла каятăн та — никам та çук. Атăл урлă каçса çырана тухатăн, кăвайт чĕртетĕн, сиплĕ чей вĕрететĕн. Ачаранпах темĕн те пĕр ăсталама юратнине кура унăн кимĕ çине парăс лартма шухăш çуралнă. Унта палатка вырнаçтарса юхан шыв тăрăх похода кайма май пуррине ăнланнă вăл. Ку ĕçре ăна пĕлĕш художник пулăшнă. Вăл парăс çĕлесе панă. Петр ăна кимĕ çине вырнаçтарнă та шыв çине тухнă. Çавăн чухне çил те вăйлă вĕрнĕ. «Яхтăсмен валли чи кирли ку», — çапла шухăшланă çамрăк. Çил унăн киммине хăваланă кăна. Вăл тĕп хулари пляжран Мускав çыранĕн вĕçне çити 15 минутра çитнĕ. Шăп çавăн чухне парăс спорчĕ хăйне евĕррине, ку ун валлине ăнланнă.

Юлташĕсем Петрăн интересĕ пирки илтсен йăл кулнă çеç. Унпа пĕрле кимме ларас текен сахаллăн пулнă. «Чылайăшĕ манпа пĕртен-пĕрре çеç çул çӳреве пычĕ, — йăл кулса каласа кăтартрĕ çамрăк ӳнерçĕ. — Мĕншĕн тесен темиçе сехетлĕхе кăна кайма палăртаттăмăр, анчах опыт çуккине кура шыв çинче 1 кун ирттереттĕмĕр. Каялла савăт тĕпĕнчи шывпа, 1 канфетпа таврăнаттăмăр. Малтанах мăшăра та похода илмен эпĕ, шикленнĕ. Кайран пĕрле темиçе те çул çӳрерĕмĕр. Ытларах чухне 1-2 кунлăха кайнă».

Каярах вăл катамаран ăсталама тытăннă. Ку ĕçре ăна студенчĕсем те пулăшнă. 2017 çулта катамаранăн баллонĕсене, рамине тунă. Мачтипе парăсне, палубине темиçе те улăштарнă. Петрăн пуçне яланах çĕнĕ шухăшсем кĕреççĕ, çавăнпа вăл карапне çĕнетсе тăма тăрăшать. Çамрăк арçын хăй катамаран ăсталама пултарнăшăн савăнать. Унашкалли лавккара 200 пин тенкĕрен кая мар тăрать-çке. Ăсталанă карапăн лайăх енне палăртмалла: ăна салатса пуçтарма пулать. Салатсан çăмăллăнах машинăра вырнаçтарма май килет. Çапла майпа çул çӳреве кирек хăш вырăнтан та пуçлама пулать. Унсăр пуçне карап çине темĕн те пĕр хума юрать. Вăл йывăр тиеве чăтаять. «Хăть кресло, телевизор ларт», — шӳтлерĕ Петр. Пĕр çул çӳревре катамаран çине харăсах 6 çын вырнаçнă. Унсăр пуçне кутамккасем, палатка хунă. Карапăн тăршшĕ — 5 метр, çӳллĕшĕ 6 метртан кая мар. Çул çӳреве çынсем кăна мар, чĕр чунсем те тухаççĕ. Петрăн тусĕ самоед ăратĕнчи йыттине те пĕрле илни пулнă.

Пĕр кĕрхи кун Петр тусĕпе Козьмодемьянск хулине çитсе килме шухăшланă. Инçе каймалла мар, 40 километр çеç. Вĕсем 8 сехетре çаврăнса çитме палăртнă. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.