«Чăваш хĕрарăмĕ» 10 (1240) № 17.03.2022

17 Мар, 2022

Пĕрер çăмах, пĕрер татăк çăкăр...

Пур шухăша шухăшласан чунăм хурланать. Кашни çыннăн пурнăç çулĕ хăйне евĕр пулать.

Хуракасси ялне çур Хусан тетчĕç ĕлĕкхи вăхăтра. Виç çĕре яхăн килте пин çынран ытларах та пурăннă хăй вăхăтĕнче. Ял кĕрлесе тăнă. Каçсерен урамра çынсем халап яма пухăнатчĕç те тĕрлĕ ыйту сӳтсе яватчĕç. Йывăр вăхăтрах савăнмалли те тупăнатчĕ. Халĕ вара урам тăрăх утса тухсан пĕр çынна курмасăрах киле таврăнни пулать. Усал чир сарăлнине пула ватă çынсем килтех лараççĕ, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçаймаççĕ. Юрать, карас телефонĕ урлă çыхăну тытма май пур вĕсен.

Ĕлĕкхи вăхăтра чăваш ялĕсем пуçланса кайнă чухне çынсем çăл куç пур çĕрте вырнаçма тăрăшнă. Хуракасси ялĕ çинчен те çавнах калама пулать. Тутаркасси урамĕн чи кăнтăр енчи çырма хĕрринчи килте Волковсен йăх-несĕлĕ тĕпленнĕ. Яков Ивановичпа Ксения Степановнăн çемйинчи аслă хĕрĕ Мария Яковлевна каланипе паллаштарас килет: «Аттепе анне çĕр ĕçĕпе пурăннă. Эпĕ çут тĕнчене килнĕ çул вĕсем колхоза кĕме çырăннă. 1939 çулта эпĕ пĕрремĕш класа утнă. 1942 çулта шкула кайма тухсан атте урампа пĕр çăкăр çĕклесе аннине куртăм. Çав вăхăтра хырăм питĕ выçнине туйрăм. Çăкăр çисе курманни нумай пулатчĕ. Атте çав кун мана шкула ямарĕ, хăйне ăсатмашкăн киле каялла илсе кайрĕ. Пӳрте кĕрсен çур çăкăра хăй валли кутамккана чикрĕ. Тепĕр пайне касса пире, тăватă ачине, пĕрер татăк пачĕ. Унтан çывăх çыннăм пире юнашар лартрĕ те ыталаса юратрĕ. «Эпĕ вăрçа тухса каятăп. Эсир чипер пурăнăр. Аннӳне итлĕр, пулăшăр», — терĕ. Атте 1892 çулта Хуракассире çуралнă. Темле вăхăт та чăтса ирттернĕ вăл. «Тăван килтен виçĕ хутчен тухса кайма тивнĕ манăн», — тетчĕ. 1914, 1921, 1942 çулсенче вăрçа илсе кайнă ăна. Тĕрлĕ награда йышĕнче «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» тата «Берлина илнĕшĕн» медальсем пур унăн. Варшавăпа Берлинра икшер хут пулнă: 1915 тата 1945 çулсенче. Ахальтен мар икĕ тĕрлĕ вăхăта танлаштарма юрататчĕ вăл.

1915 çулхи çу уйăхĕн 15-18-мĕшĕсенче вăл, 98-мĕш Юрьев полкĕн кĕçĕн унтер-офицерĕ /кĕçĕн сержант/, Украина çĕрĕ çинче Ивангород çывăхĕнчи Березовка ял çывăхĕнче разведкăра çӳресе паттăр ĕç тунăшăн, тăшман позицине тĕпчесе пĕлнĕшĕн II степень Георги хĕресне тивĕçнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1-мĕш Беларуç фронтĕнче çапăçнă. 1942 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи çурла уйăхĕччен çул юсакан 116-мĕш уйрăм батальонра пулнă.

1942 çулхи хĕлле пилĕк хĕрарăм, çак йышра анне те, вăрмана йывăç касма кайрĕç. Эпĕ шкул хыççăн вĕсем патне пĕчĕк çунапа вак-тĕвек вутă туртма каяттăм. Пĕррехинче киле таврăннă чух çул хĕрринче кашкăр ларнине куртăмăр. Çакăн хыççăн унта урăх кайман. Кайран вутта вăкăрсемпе турттарса килнĕ. Мана вăкăр çавăтма илсе кайнăччĕ. Хырăм тутах пулса курман. Çăва тухсан крахмал пуçтарма кайнă. Килте асли пулнă май ĕç ытларах мана лекетчĕ. Колхоза тухакансене пĕрер татăк çăкăр паратчĕç. Çавна май анне мана та пĕрле илсе каятчĕ. Кăнтăр апатĕнче яшка пĕçерсе çитернĕ ун чухне, пĕрер çăмах панă. Çăмахсене çимен, аннепе иксĕмĕр те киле илсе килнĕ. Эпир таврăннă çĕре Мира йăмăкпа Петя шăллăм курăк яшки пĕçеретчĕç. Çав çăмахсене вĕттĕн тураса апата хушаттăмăр.

Вăл вăхăтра пурнăç пуриншĕн те йывăр пулнă. Çĕр улми, йĕкел пуçтарса авăртнă. Çав апата çисе хăшĕ-пĕри шыçăнса вилнĕ.

1946 çулхи авăн уйăхĕнче атте вăрçăран таврăнчĕ. Вăл ялти урапа-çуна тăвакан артельте кладовщикре ĕçлеме пуçларĕ. Ертӳçи вырăсчĕ. Вăл япаласене атте аллинчен укçа тӳлесе илмен. Çыртарса илнĕ. Укçине кайран тӳлеме шантарнă. Пысăк парăмлăскер çĕрле ялтан çемйипех тухса тарнă. Ку инкек аттене пырса тивнĕ. Çав ултавçа пула унăн укçа нумай тӳлеме лекнĕ. <...>

Рита МИХАЙЛОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

♦   ♦   ♦


Хастарлă, хыт утăмлă, вĕри чĕреллĕ

Шел те, çак сăмахсем çумне халĕ чун-чĕрене хытарса «-чĕ» тесе хушса хума тивет. Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче хаклă юлташăмăрăн, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен чăн-чăн лидерĕн, Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ Олег Мустаевăн чĕри ĕмĕрлĕхех тапма чарăннă.

И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне ахальтен мар «хĕрсен» тетчĕç. Анчах та каччăсен хушшинче те çухалса каймастчĕ вăл — шухăскер, пĕр вырăнта тăма пĕлмесĕр çĕре кукалекенскер. Ахальтен мар ĕнтĕ алла диплом иличченех ĕçе пикенчĕ — Ульяновск облаçĕн теле-, радиокомитечĕн наци программисен тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнчĕ. Лăпкă пурăнма хăнăхманскер кĕçех çĕнĕрен те çĕнĕ яваплăх тиерĕ хăй çине. Общество ĕçĕнче хастарлăхпа палăрчĕ. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлекенскер влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва вăйлатрĕ. 2016 çулта Олег Николаевич пуçарăвĕпе Чĕмпĕрти «Наци ялĕнче» «Чăваш картишне» йĕркелерĕç. Вăл тăрăшнипех Чăваш Республикинче тата Ульяновск облаçĕнче паллă ентешсен тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен палăкĕсене уçрĕç. Тăван халăх еткерлĕхне упраса хăварас енĕпе сумлă ĕçсемпе палăрнăшăн Олег Мустаева «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă. Хастарлăхĕшĕн вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премие тивĕçнĕ.

…Пĕрле вĕреннĕ тантăшăмăрсем пилĕк çулта пĕрре тĕл пулăва пухăнатпăр. Олег çак мероприятие нихăçан та сиктерместчĕ. «Ăçта тата хăçан пымаллине кăна калăр», — тетчĕ яваплăскер. Вăхăчĕ пур-и е çук-и, сывлăхĕ хавшанă-и е урине хуçнă-и — çапла-çапла, ун пекки те пулнă — тĕл пулăва вăл пур пĕрех, ниме пăхмасăр, çитетчĕ. Унпа пĕрле — хаваслă шăв-шав, чăваш кĕвви-çемми, ташши-юрри. Мĕншĕн тесессĕн тусăмăр юлташне — купăсне — нихăçан та хăйĕнчен хăвармастчĕ… Хăй çуралнă тăрăхне Елчĕке тӳпене çити çĕклесе мухтаса юрлатчĕ вăл. Тăван енпе мăнаçланатчĕ. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   ♦


Паян сахăр кунĕ, ыран…

Пĕлĕшĕн килĕнче сахăр песукĕ пĕтнĕ. Лавккана тухнă та — илеймен. Темиçе çĕре çитсен те усси пулман. Камсем тата мĕн тĕллевпе илсе пĕтернĕ ăна? Лару-тăрăва тĕрĕслемешкĕн тĕрлĕ вырăна çитме тӳр килчĕ.

Шупашкарти хамăр çурт çывăхĕнчи «Пятерочка» сеть лавккине ятарласа кĕрсе пăхрăм. Рафинадланă сахăр пур, песук — çук. Темиçе кунран çав сетĕн тепĕр лавккине çитрĕм. Унта çав ӳкерчĕкех: песук валли уйăрнă сентре пуш-пушах. «Эпир пурин валли те çиттĕр тесе тăрăшатпăр» çырса ăнлантарни çеç юлнă. Шурă сахăр песукĕ тĕлĕшпе чару çирĕплетнĕ: 5 килограмшар сутаççĕ, пĕр хутаçран ытла памаççĕ. Апла пулин те йăлтах илсе пĕтернĕ. Çынсем пушă сентре патĕнче чарăнаççĕ те сăмах чĕнмесĕрех пăрăнса иртеççĕ.

Ĕçтешĕм «Лентăна» кайма сĕнчĕ. Çав тăрăхра пурăнаканскер лавккари куллен кирлĕ тавар ассортиментне те, хакне те пĕлет. Çитменнине, унта тинтерех 73 тенкĕпе песук илнĕ вăл. Унта ытти чухне те хăш-пĕр тавара виçеллĕ сутаççĕ. Çакă йӳнĕ япалана курттăммăн туянакансене чăрмав кӳрет. Çавăнпах кирлĕ тавар илес шанăçпа çула тухаççĕ çынсем. Хальхинче эпĕ те — вĕсен йышĕнче.

«Песук хăш тĕлте сутаççĕ?» — пĕр ретрен теприне иртнĕ май кăсăкланатăп. Лавкка ĕçченĕ аллипе тĕллесе кăтартать. Çитетĕп — кирлĕ тавар курăнмасть. Тен, йăнăшнă эпĕ? Тен, тепĕр çĕрте шырамалла? Специалист патне таврăнатăп. «Сахăр песукĕ пур-и? Сутатăр-и?» — хăпмастăп унран. Хĕрарăм татăклă хурав параймасть. Сахăр песукне кăларса хума пултаракан вырăна çаплипех шыратăп. Хальхинче сутуçăсем пулăшрĕç. Ку тавар валли уйăрнă самай пысăк вырăн пушаннине кăтартрĕç. Хăçан илсе килессе калаймарĕç.

Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнчи лавккасене кĕрсе тухнипе çырлахас килмерĕ. Хулан тепĕр вĕçĕнчи лару-тăрупа паллашас шухăш канăç памарĕ. Çурçĕр хĕвел анăç районĕнчи лавккасем илĕртрĕç. «Калачра» песук пĕтнĕ. Юлашкинчен пĕр килограмм тавара 87 тенкĕпе сутнă. Вырсарни кун çынсем песук сентрисене тĕппипех пушатнă. «Курттăммăн туянчĕç-и?» — ыйтатăп сутуçăран. «Халăх сахăр песукне чей ĕçмелĕх кăна илнĕн туйăнчĕ», — ăнлантарать вăл. Темле çав, канăç çухатнăскерсем темиçе уйăхлăх туяннă пулинех.

Çывăхри «Санар» лавккара тинех песук тĕлне пултăм. 1 килограмм хакĕ — 87 тенкĕ. Çапах туянакан курăнмарĕ. Саппас хатĕрлекенсем илсе çитернĕ-ши? «Ĕçрен киле таврăнакансем лавккана кĕреççех. Песук илекен тупăнатех», — шухăшне палăртать сутуçă. Пăхатăп та — кунти тавар пурин валли те çитет. Хутаçсене 3 тата 1 килограмм песук чикнĕ. Апла тăк суйламалăх пур. Сутуçă каланă тăрăх, малтанхи кунсенче песук ытларах илнĕ, халĕ туянакан сахалланнă.

«Магнит» сеть лавккинче 1 килограмм песука 60 тенкĕпе сутнă. Ахăртнех, йӳннине кура халăх 1 кунрах илсе пĕтернĕ. «Ыранах песукпа тивĕçтерĕç. Ăна малтанхи хакпах илсе килĕç», — шантарать сутуçă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Писатель профессийĕ пулмасан та…

86 çулти Юхма Мишши çыравçăсен пĕрлĕхне малашне те ертсе пырĕ

Чăваш Республикинчи писательсен союзĕн /ЧРПС/ VIII съезчĕ ытти чухнехинчен урăхларах пуçланчĕ. Çыравçăсен пĕрлĕхĕн ертӳçи Юхма Мишши ку таранччен пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарнинчен мар, тăрăшулăхпа, пултарулăхпа палăрнисене тĕрлĕ наградăпа хавхалантарнинчен тытăнчĕ. Общество пĕрлешĕвне пулăшса тăракансем те Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Ку пĕрлĕх халĕ 157 калем ăстине пĕрлештерсе тăрать. Шел те, 5 çулта йыш чакнă, 18 çыравçă ĕçтешĕсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă. Кайнисене пĕр самант ура çинче шăп тăрса аса илчĕç.

Иккĕмĕш ыйтупа правлени ертӳçи Юхма Мишши тухса калаçрĕ. Çак тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕ тĕрлĕ чĕлхепе çыракансене пĕрлештерсе тăрать: чăвашла, вырăсла, тутарла, марилле. Çапла тума унăн майĕ те пур — пĕрлĕх СССР Писательсен союзĕн преемникĕ шутланать, паянхи кун вăл — Раççей Писательсен союзĕн регионти уйрăмĕ тата учредителĕсенчен пĕри. Юхма Мишши çавăн пекех Раççей Писательсен союзĕн çумпредседателĕ те.

Куçа курăнман нумай ĕç пурнăçласа пыраççĕ çыравçăсем. Ачасемпе çамрăксене çырас ĕçе явăçтарас тĕллевпе ача-пăча секцине уçнă. 1994 çултанпа Çамрăк талантсен шкулĕ ĕçлет. Çавăн пекех поэзи, драматурги, очеркпа публицистика, истори прози уйрăмĕсенче пултарулăха туптама май пур.

ЧРПС Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел, Вăрмар, Чĕмпĕр тăрăхĕсенче хăйĕн филиалне уçнă. Туслă çыхăну йĕркелес енĕпе те пуçарулăхпа палăрать союз — Раççей регионĕсенче тата ун тулашĕнче пурăнакан çыравçăсем тăтăшах хутшăнса тăраççĕ.
Писательсем тĕрлĕ тĕл пулу йĕркелессине ырă йăлана çавăрнă. Вĕсенче çĕнĕ кĕнекесемпе, пĕр-пĕр поэт е писатель пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.

Паянхи кун пурне те калаçтаракан çивĕч ыйту тавра та сăмах пуçарчĕç пухăннисем. Атăлçи тăрăхĕнчи казаксен ячĕпе Валерий Бобков сăмах илчĕ. Хăйне чăваш ывăлĕсем пулăшни çинчен каласа кăтартрĕ. Донбаспа Луганск ачисене тĕревлес тĕлĕшпе реабилитаци центрне укçа-тенкĕ куçарнине пĕлтерчĕ. Союз членĕсем Раççей ертӳлĕхĕ неонацизма пĕтерес тĕллевпе йышăннă мерăсене ырласа йышăнчĕç, нуша тӳсекен мирлĕ халăха малашне те пулăшма чĕнсе каларĕç.

Чăвашла çыракансене чĕлхен улшăнсах тăракан грамматики канăç памасть. Сăмахсене пĕрле е уйрăммăн çырасси, çурма янăравлă хупă сасăсене палăртасси пирки Николай Адер сăмах илчĕ. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Аманнă кайăк

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ Юхма Мишши романĕ тăрăх хатĕрленĕ «Куккук куççулĕ» спектакльпе республикăри Паллă ентешсен çулталăкне уçрĕ.

...Хур кайăксем кăнтăра кайма хатĕрленнĕ тет. Сивĕ хăваланă вĕсене. Анчах пĕр хур кайăкĕ вĕçеймен, мĕншĕн тесен çунатне амантнă. Çула пуçтарăннисен ертӳçи юлташне сывалса çитсенех хăваласа çитме каласа хăварнă. Шыраса тупмашкăн меллĕрех пултăр тесе тӳпере тĕк пăрахса хăварма шантарнă. Спектакльти тĕп сăнар Алипай /Дмитрий Михайлов/ хăйне инкеке лекнĕ çав кайăкпа танлаштарать. Мĕн чухлĕ халап, тупмалли юмах пĕлет чăваш ялĕнче çитĕннĕскер. Курăкран аяларах, çапах тĕнче урлă каçать. Мĕн-ши вăл? Ара, çул. Алипайăн Тĕнче пĕрремĕш вăрçине кайма ят тухать. Мăшăрĕ Сарине /Надежда Полячихина/ ăна ялта юлмашкăн, ывăлне пĕрле пăхса çитĕнтермешкĕн ӳкĕтлет. Улăпа аса илтерекен арçын хăравçă пулать-и вара? Çук. Вăл çемйине те, çĕршыва та хӳтĕлеме яланах хатĕр.

Вăрçăри ĕç-пуçа сăнарлă кăтартнă. Салтаксем вилĕм кустăрми айне лекеççĕ. Алипай тыткăна çакланать. Бюргер /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Леонид Яргейкин/ апат та шеллет уншăн. Хуçан арăмĕ Эльза /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Венера Пайгильдина/ тарçăн пуçне çавăрать. Мăшăрĕнчен ача юлманнине кура Алипайран ывăл çуратать. Вăхăт иртнĕçемĕн упăшки вырăнĕнчи чăвашăн юмахĕсем йăлăхтараççĕ ăна. Нимĕç хĕрарăмĕ пĕрле пурăнакан арçынна, ача ашшĕне, ăсран тайăлнă çынсен çуртне тыттарса ярать...

Алипай чăваш çĕрĕнчи уй-хире, вăрмана, мăшăрĕпе ывăлне асĕнчен кăлармасть. Унăн çуралнă тăрăха таврăнас килет. Çапах ăна, тыткăнри тарçа, чикĕ урлă кам каçарĕ? Усал вăйсем арçыннăн çулне пӳлеççĕ, ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртме чăрмантараççĕ.

Сарине парса янă шăхличе хĕвне чиксе çӳрет вăл. Унăн сасси канлĕх кӳрет арçынна. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине каякан ывăлне шăхлич вăйпах тыттарса ярать ашшĕ. Аслă ачи Лементей те /Александр Васильев/ музыка çак инструменчĕпе туслашнă. Шăхлич сасси çывăхлатать вĕсене, аякка тухса кайнисене. Алипайăн ывăлĕсем вăрçă вут-çулăмĕнчен тухаймаççĕ. Салтаксем тăван киле таврăнаймаççĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.