«Хресчен сасси» 10 (2898) № 16.03.2022

16 Мар, 2022

Хĕрÿ тапхăра хатĕр-и?

Çур аки кунран-кун çывхарса килет. Республикăри хуçалăхсем тăрăшсах хĕрӳ тапхăра хатĕрленеççĕ: вăрлăх, удобрени илеççĕ, техника юсаççĕ. Канаш районĕнче лару-тăру мĕнлерех-ха?

Патшалăх пулăшăвĕ ӳсет

Иртнĕ эрнере ЧР Правительство комиссийĕ Канаш тăрăхĕнчи аграрисем çурхи ака-суха ĕçĕсене еплерех хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Яваплă çынсем  КанашРастМасло», «Канмаш АГРО» «ППЗ «Канашский» пĕрлешӳсенче, Киров ячĕллĕ ЯХПКра, «Пионер» агрофирмăра, С.Николаев, В.Никонов фермер хуçалăхĕсенче пулса лару-тăрупа вырăнта паллашрĕç, машина-трактор паркĕсене, выльăх-чĕрлĕх фермине, вăрлăх управĕсене çитсе курчĕç.

Канашсем самана таппипе тан пыма тăрăшни тӳрех курăнать: производствăра çĕнĕ технологипе усă кураççĕ, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Кунта темиçе çул ĕнтĕ дисклă сӳресем, культиваторсем хатĕрлесе кăлараççĕ. Хакĕ те ытлашши пысăк мар.

Канаш тăрăхĕнче те агропромышленноç комплексне çамрăк специалистсене явăçтарас ыйту çивĕч тăрать. Хуçалăхсенче агрономсем, инженерсем, зоотехниксем çитмеççĕ. Çакна тĕпе хурса ЧР Правительство комиссийĕн членĕсем Канаш районĕнчи шкулсенчен вĕренсе тухакансемпе тата ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса ыйтăва хускатрĕç. Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев пулас абитуриентсене аслă шкулпа тата унта вĕренме кĕмешкĕн документсем йышăнмалли йĕркепе паллаштарчĕ. Аграри университетĕнче пĕлӳ илнисене ĕç кĕтсех тăрать темелле. Çамрăк кадрсене АПКра уйрăмах кĕтеççĕ. Чылай ял хуçалăх организацийĕ вĕсене пысăк шалупа та, пурăнмалли кĕтеспе те тивĕçтерме хатĕр. Андрей Макушев яш-кĕрĕме, хĕр-упраçа умри çула тĕрĕс суйлама, тăван тăрăха аталантарма тӳпе хывма сĕнчĕ.

Правительство комиссийĕ ларура ĕçлĕ çул çӳревре курни-илтнине пĕтĕмлетрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропромышленноç комплексĕн иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕ. Вăл Канаш тăрăхĕнче пулса иртекен ырă улшăнусене асăнса хăварчĕ. Вĕсем вара сахал мар.

Канаш районĕн экономикинче АПК тӳпи 70% йышăнать. 2021 çулта мĕн пур категорири хуçалăхсен индекс калăпăшĕ 91,4% танлашнă. Ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансен уйăхри вăтам шалăвĕ 25,4 пин тенкĕ ытларах. Чăн та, республикăри кăтартупа танлаштарсан пĕчĕкрех /26,7 пин тенкĕ/.

Районта иртнĕ çул сухаласа-акакан çĕрсем 36,2 пин гектар пулнă. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем — 23,5 пин гектар. Юлашки ултă çулта вĕсен лаптăкĕ 7,4 пин гектар хушăннă. 2016-2020 çулсенче усă курман 11,9 пин гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. 2017-2021 çулсенче районта халăх пуçарăвĕпе 209 проект пурнăçланă.
Икĕ çул каялла Чăваш Енре «Фермер шкулĕ» проект пурнăçа кĕме тытăннă. Унăн тĕллевĕ — ялта вăй хума палăртнă çынсене фермер ĕç-хĕлне вĕрентесси, бизнеса тухăçлă тытса пыма хăнăхтарасси, фермерсен квалификацине ӳстересси. Пĕлтĕр çĕнĕ технологипе сыр пĕçерес, çырла, теплицăра пахча çимĕç çитĕнтерес, аквакультура вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ.

Сергей Артамонов ларăва хутшăннисене кăçал АПКна кӳрекен патшалăх пулăшăвĕпе паллаштарчĕ. 2022 çултан ял туризмне аталантарма /«Агротуризм»/ грант уйăраççĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви хушма хуçалăх аталантаракансене «Самозанятость» программăпа курăмлă пулăшу пама палăртать. Сăмахран, налук тӳлекенсем ĕне /качака/ туянсан 70 пин тенкĕ таран тавăрса параççĕ. Техника тата оборудовани илнĕшĕн те 40% бюджетран саплаштараççĕ. Пыл хурчĕ ĕрчетекенсем çак çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Агрохими тĕпчевне ирттерме /50%/, минерал удобренийĕ илме /20%/ кайнă тăкаксемшĕн те субсиди уйăраççĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Ырă ĕç ырă йĕр хăварать

Йӳçкасси ял тăрăхне кĕрекен Вăрманкасси клубĕнче РФ тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне, «Хисеп Палли» орден кавалерне Платон Давыдова халалласа «Эс — çĕр хуçи, эс — çĕр ăсти» асăну каçĕ иртнĕ. Унта хутшăннисем паллă ентеш пирки ăшшăн аса илнĕ. Кăçалхи мартăн 10-мĕшĕнче Платон Павлович çуралнăранпа 75 çул çитрĕ. Вăл Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăха 31 çул ертсе пынă. Çак вăхăтра ял çыннишĕн мĕн чухлĕ ырă ĕç туса ирттернĕ. Ял пурнăçне лайăхлатас, вĕрентӳ, культура, сывлăх сыхлавĕ, спорт отрасльне аталантарас тĕлĕшпе чылай тăрăшнă. Платон Давыдов Анатри Панкли ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Йӳçкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт «Ленинец» колхозра ĕçленĕ, çар хĕсметĕнче пулнă. Каярахпа Анатри Панклири клуб заведующийĕнче, Муркаш райкомĕнче тăрăшнă.

1981 çулта пултаруллă ентеше «Ударник» хуçалăх ертӳçине суйланă. Ăна мĕн виличченех ертсе пынă. Вăл пуçлăхра вăй хунă вăхăтра асăннă совхоз пысăк çитĕнӳсем тунă: сĕт сăвассипе те, аш-какай туса илессипе те малтисен ретĕнче пулнă. Уйрăмах çĕр улми туса илессипе палăрнă. Совхозра сорт çĕнетмелли лаборатори пулнăран «иккĕмĕш çăкăра» республикăра кăна мар, ытти регионта та сутнă.

Платон Давыдов хуçалăхра музей йĕркелеме те пулăшнă. Вăл Анатри Панкли ялĕнче çуралса ӳснĕ чăвашсен паллă композиторĕ Федор Васильев ячĕпе хисепленет. «Шывармань» опера авторне сума суса Платон Павлович хăй вăхăтĕнче Сурăм шывĕ çине арман лартма та шухăшланă. Шел, ĕмĕтне пурнăçлайман. Вăл тăрăшнипех унта пĕве пĕвеленĕ.

Çуллахи вăхăтра халĕ çынсем канма çӳреççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, çĕр ĕçченĕн пурнăçне, нушине лайăх ăнланакан ертӳçĕ ял сăн-сăпатне тĕпрен улăштарнă. Ун тивлечĕпе ял çынни паян асфальт сарнă çулпа, газпа тата ытти çăмăллăхпа усă курать. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Пĕр сăн ÿкерчĕк шăпи

Тури чăвашсен музейĕнче çулсерен ăруран ăрăва куçса пыракан япаласен куравне йĕркелеççĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртнĕ çул та анлă иртрĕ. Кураври пĕр сăн ӳкерчĕк паян та куç умĕнчен каймасть. Унта Кирилловсен ашшĕпе ывăлĕ сăнланнă. Афган вăрçи витĕр тухнă Сергей Иванович кун пирки çапла пĕлтерчĕ:

— «Чĕрĕ-сывă, служба пырать», — хама тепле йывăр пулсан та кĕскен çыру çыраттăм çывăх çынсем патне. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă атте ултава тăрă шыв çине кăларчĕ. Афган вăрçинче аманнă хыççăн госпитальте виçĕ уйăх сипленме тиврĕ. Тăвансене кулянтарас килменрен кун пирки пĕлтермерĕм. Атте вара конверт çинчи пичете тишкернĕ те эпĕ госпитальте выртнине тӳрех ăнланнă. Кăшт вăй илсен отпуск парассине систерчĕç, яла кайса вăй пухма сĕнчĕç…

Тăвансемпе тепĕр хутчен сыв пуллашса службăна таврăнма йывăр пулчĕ. 1982 çулта тин яла çаврăнса çитрĕм. Хам чĕрĕ-сывă юлнишĕн Турра тав турăм.

Атте вара эпĕ таврăнсанах Муркаша кайнă: икĕ сăн ӳкерчĕке пĕрлештерсе çĕннине тума шухăш тытнă ватă салтак. Икĕ ăрури паттăрсем, ашшĕпе ывăлĕ, çапăçусенче вилĕме çĕнтерсе тухнине çамрăксен асĕнче яланлăх хăварасшăн пулнă-ши? Унпа чăннипех мăнаçланатăп эпĕ.

Сергей Иванович каланине итленĕ май чуна хускатакан историпе тĕплĕнрех паллашас килчĕ. Йӳçкасси ял тăрăхĕнче паллă та сумлă çемье самай. Вĕсем пирки хăй вăхăтĕнче

Николай Яковлев та сахал мар çырнă. Çавна май чылай материала тишкертĕм, Сергей Кирилловпа тĕл пулса калаçрăм, тĕлĕнтермĕш сăн ӳкерчĕк тупсăмне уçса патăмах.
Кил хуçи Иван Кириллов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çыхăнуçă пулнă. Ăна чылай çĕрте çапăçма тӳр килнĕ. Сталинград хулине хӳтĕлеме хутшăннă. Иван Кириллов сержанта Атăлăн сулахай çыранĕнчен сылтăм енне телефон çыхăнăвне каçарма хушнă. Ноябрь уйăхĕнче сĕм тĕттĕмре пăрлă шывра понтон киммипе сержант виçĕ юлташĕпе пĕрле Атăлăн сулахай енче ларакан Бекетовка поселокне кабель туртса каçнă. Сулахай çыранра юхан шыв ăшăх пулнă, кабель вĕçне муфтăпа çыхăнтариччен пилĕк таран пăрлă шывра снарядсем çурăлнине пăхмасăр ĕçленĕ вăл. Çапла майпа Георгий Жуковпа Константин Рокоссовский штабĕсене çыхăнтарнă. Йывăрлăха пăхмасăр хушăва пурнăçланах. Салтаксемшĕн Сталинград хаклă пулнă, ăна тăшман аллине парас килмен. Вĕсен 42-мĕш çыхăну полкĕ Георгий Жуков çар пуçлăхне тӳррĕн пăхăнса тăнă.

Сталинград патĕнчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Иван Кириллова Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă. Атăл çинчи çапăçусем хыççăн вăл вăрçă çулĕпе Чехословакие çитнĕ. <...>

Елена МАКСИМОВА,

Муркашри тури чăвашсен музейĕн фончĕпе ĕçлекен.

♦   ♦   ♦


Чăваш Ен хăй патне туртать

Унăн юратнă çи-пуçĕ — чăваш кĕпи тата хушпу. Чун-чĕринче вара чăвашлăх туйăмĕ хĕмленет. Çак маттур хĕрарăмпа вулакансене те паллаштарар-ха.
Аполина Агафонова, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Хăмаркка ялĕнче çуралса ӳснĕскер, паян Питĕр хулинче пурăнать. Ачаранах ĕçпе çитĕннĕ. Амăшĕ Мария Федоровна кĕпе-тумтир çĕленĕ, ашшĕ Василий Васильевич вара — кĕрĕк. Унсăр пуçне вăл çăматă йăваланă. Вĕсем патне Чутайсем çеç мар, Тутар Республикинчен те килсе çӳренĕ. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те маттур çитĕннĕ.

Туслă çемьере тăватă ача пулнă. Хĕрĕ Аполина — иккĕмĕш ача. Вырăнти сакăр çул вĕренмелли шкула лайăх паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн Мăн Этменти пĕлӳ çуртне çул тытнă. Йĕпе сапа-и е çил-тăман-и Аполина шкула яланах вăхăтра çитнĕ. Хĕлле вара йĕлтĕрпе çула тухнă.

Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Шупашкарти электроаппарат заводĕнче штамповщицăра вăй хунă. Пушă вăхăтра Яков Ухсай ячĕллĕ культура çуртне юрлама çӳренĕ. Кунта вăл РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Клара Чекушкинăпа çывăх паллашнă. Унпа пĕрле юрлани халĕ те асра. Мускаври, Хусанти, Чĕмпĕрти тата ытти хулари фестивальсенче, конкурссенче çĕнтерни те куç умĕнчех.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çĕршывра пысăк стройкăсем пуçланнă. Çамрăксем комсомол путевкисемпе тĕрлĕ çĕре саланнă. Аполина Васильевна Ленинградри ПМК-3 стройтреста суйласа илнĕ. Каменщик специальноçĕпе ĕçлеме пуçланă. Хушма професси илесси те канăç паман ăна. Чăваш хĕрĕ лифтсене ĕçлеттерекен электромеханик специальноçне суйланă. Каярахпа çак ĕçпе пурнăçне çыхăнтарнă. РСУ-6 предприятире 40 çул ытла тăрăшнă.

Вăл тивĕçнĕ Хисеп хучĕсен шучĕ те çук. Аполина Агафонова халĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ахаль лармасть маттур хĕрарăм, «Парне» ансамбле çӳрет. 16 çул хушшинче ăçта кăна пулса курмарĕ çак ушкăн? <...>

Роза ПАВЛОВА, Светлана ФРОЛОВА,

РФ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.