Тантӑш № 9 (4778) 10.03.2022

10 Мар, 2022

Тĕрлĕ халăх ачисене чăваш вăййи выляттарнă

Унăн сăн-питĕнче яланах ăшă кулă вылять. Кăмăлĕ ырă та уçă. «5» паллăпа çеç вĕренекенскер пĕлӳ çуртне кашни кунах хавхаланса утать. Хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе шкул чысне çӳле çĕклет маттурскер. Ăна кура ытти ача та малалла туртăнать. Командăпа тин çеç шахмат турнирĕнчен çĕнтерсе таврăннă вунпĕрмĕш класра ăс пухакан Даша Романовăпа Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче тĕл пултăмăр.

«Артек» асран тухмасть

Даша ку тарана çитсе чылай ăмăртура çĕнтерӳçĕ е призер ятне тивĕçнĕ. Унăн пухмачĕ тĕрлĕ сертификатпа, дипломпа, хисеп хучĕпе пуян.

Иртнĕ çул Раççей шайĕнче иртекен «Пысăк тăхтав» конкурса хутшăнса призер пулса тăнă. Республикăри чи пултаруллă 15 вĕренекен Хусанта финала тухнă, вĕсен шутĕнче — Даша та. Çапла майпа «Артек» центра кайма тивĕçнĕ. «Крымра ирттернĕ 21 кун паянхи кун та куç умĕнчен каймасть. Хура тинĕс, çӳллĕ тусем… Кашни кун хăйне евĕрлĕ иртрĕ. Информаци технологийĕсемпе темиçе тĕрлĕ проект çыртăмăр. Пирĕнпе кашни кунах ăсталăх класĕсем ирттерчĕç. «Руки вверх» ушкăн та килсе кайрĕ. Вĕсене çывăхран тата ăçта, хăçан кураттăмăр-ха! Пĕр мероприятире кашни ушкăнăн тĕрлĕ халăх пирки каласа кăтартмаллаччĕ. Паллах, эпир чăвашсен пурнăçне сăнласа патăмăр. Тĕнче уçлăхне икĕ хутчен вĕçсе хăпарнă Андриян Николаев космонавт летчикпа мăнаçлантăмăр. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ ачасене чăваш вăййи выляттартăмăр. Авалхи апат-çимĕç — хуплу, шăрттан — пирки каласа кăтартрăмăр. Хитрен ăнлантарса, сăнласа пама та пĕлмелле çав. Чăваш апачĕн рецепчĕсемпе те кăсăкланчĕç тĕрлĕ тăрăхран килнĕ ачасем. Чăваш Ен ăçта вырнаçни интереслентерчĕ хăшĕ-пĕрне. Пирĕн чăваш чĕлхине çепĕç те илемлĕ тесе хакларĕç. Красноярск крайĕнчен çитнĕ Снежана Красновăпа çывăх туслашрăмăр. Пирĕн республикăран аякра пу-рăнаканскер тĕрлĕ халăх ачисен умĕнче чăваш юррисем шăрантарчĕ. Пурте хыттăн алă çупнинченех юрă килĕшни палăрчĕ. Çакăн пек пĕтĕмлетӳ турăмăр: тăван чĕлхене, чăваш юрри-сăввине, çуралнă тăрăха, хамăр йăла-йĕркене, паллă çынсене питĕ аван пĕлмелле иккен. Килтен аякка тухса кайсан уйрăмах кирлĕ çакă. Ыйту парсан хуравлайманнипе намăсланса пите хĕретмелле ан пултăр. Çуралнă тăрăхпа мăнаçланмалла пирĕн», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Даша Романова. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Открытие парты героя

Накануне Дня защитника Отечества в нашей школе состоялось знаменательное событие – открытие парты Героя имени Ильи Прокопьева. В торжественном мероприятии приняли участие делегация офицеров-выходцев из Чувашии, являющихся членами товарищества офицеров «Сыны Отечества», глава администрации Вурнарского района Андрей Тихонов, дочь и сын Ильи Прокопьева, Ирина Ильинична и Владимир Ильич.

Сын Героя рассказал о том, что отец в жизни был очень скромным, но в то же время человеком справедливым, честным, истинным патриотом, который желал процветания родного края и многое для этого делал. Он подарил кадетскому классу портрет Ильи Прокопьева и фотопортрет дома, в котором родился наш Герой.

Открытие парты Героя состоялось в 5-ом классе. Кадетский класс будет гордо носить имя Ильи Прокопьева. Ребята обещали учиться на отлично для процветания страны, ответственно выполнять домашние задания, быть патриотами и достойной сменой. Почетное право сидеть за партой Героя было предоставлено командиру кадетского класса, отличнику учебы Илье Гаврилову. <...>

Галина ЛУКИНА, заместитель директора по воспитательной работе,

Дина ПЕТРОВА, старшая вожатая.

Вурнарский район, Калининская школа.

♦   ♦   


«Стипенди тăрăшса вĕренме хавхалантарать»

Тăрăшуллă та пултаруллă, малалла ăнтăлакан çамрăксене республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн стипендине пама йышăннă хушăвĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул вĕренекенĕсем те пур. Вĕсем — Игорь Иванов, Даниил Галкин, Елена Краснова тата Юлия Муллина.

Тĕслĕх вырăнĕнче

Игорь Иванов вунпĕрмĕш класра ăс пухать. Вăл район, республика шайĕнче иртекен спорт ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнать. Йĕлтĕрпе тата çуран чупса шкул, район, республика чысне хӳтĕлет, малти вырăнсене тивĕçет. Игорь — хастар волонтер та. Ыр кăмăллăх акцийĕсене хаваспах хутшăнать. Юлташĕсемшĕн, йăмăкĕшĕн тĕслĕх вырăнĕнче арçын ача. Сывă пурнăç йĕркине мала хурса пурăнать. Вĕренӳре те лайăх ĕлкĕрсе пырать Игорь.

Сывă пурнăç йĕркишĕн

Даниил Галкинăн та пухмачне алла илсен тĕлĕнетĕн — мĕн тери пуян! Вăл та вунпĕрмĕш класра ăс пухать, юлташĕсемшĕн — ырă тĕслĕх. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать арçын ача. Шкулта, районта, республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсенчен айккинче юлмасть. «Зарница» тата «Орленок» вăййисенче те çитĕнӳсем тăвать.

Яланах малтисен йышĕнче

Вуннăмĕш класри Елена Краснова вĕренӳ отличникĕ, общество ĕçĕсене яланах хутшăнать. Хĕрача спортра та хăйĕн вырăнне тупнă. Районта, республикăра иртекен кашни ăмăртура унăн ячĕ малти ретре. «Зарница» тата «Орленок» вăййисенче «Командир малта пырать» конкурсра пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Лена — полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, унăн ГТОн ылтăн палли те пур. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл 2019—2020 вĕренӳ çулĕнче шкулта «Çулталăк спортсменĕ» ята тивĕçнĕ. Раççей шайĕнче иртекен «Пысăк тăхтав» конкурсра çурма финала лекме пултарчĕ хĕрача, çавăн пекех «Таврида» фестивале хутшăнчĕ. Лена — «Акселератор SberZ» командăн членĕ. Ушкăн кăçал Раççей шайĕнче проект хатĕрлесе çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Çамрăк тĕпчевçĕсем «Домаптека» техно-логиллĕ стартап ăсталанă. Ку проектшăн патшалăх çамрăксене хавхалантарнă.

— Стипендие тивĕçни тата тăрăшса вĕренме, пĕтĕм ĕçре хастар пулма хавхалантарать, — тет мал ĕмĕтлĕ Елена. <...>

Ольга КАЛЛИНА, вĕрентекен. Патăрьел районĕ, Патăрьелти 1-мĕш шкул.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.