Çамрăксен хаçачĕ 8 (6407) № 03.03.2022

3 Мар, 2022

«Шăллĕне кĕтсе сĕтел хушшинчех çывăрса кайнă»

«Мăшăрăмпа иксĕмĕр ачасене питĕ юрататпăр. Анчах Турă пире ачаллă пулма пӳрмерĕ. Тăлăхсене усрава илсе çемье ăшши парнелеччĕр терĕ пуль», — çапла пуçларĕç хăйсен сăмахне Патăрьел районĕнчи Вăтаел ялĕнче пурăнакан Алексейпа Августина Кудрявцевсем.

Ултă çул иртсен

Çемье çавăрсан Кудрявцевсем, паллах, ачасем çуратма, вĕсене воспитани пама ĕмĕтленнĕ. Анчах çул хыççăн çул иртнĕ, çемьене «çĕнĕ кайăк» килме васкаман. Ултă çултан упăшкипе арăмĕ пĕр шухăшлă пулса ача усрава илме шутланă. Паллах, ку яваплă ĕçе хăвăртах пурнăçлама çук: хут нумай пухмалла. Унран та ытларах — черет кĕтмелле: пепке усрава илес текен сахал мар-çке. «Район больницинче пĕр ача пур. Амăшĕ хăваратăп тесе заявлени çырнă. Ачи виçĕ эрнере», — пĕррехинче çапла пĕлтерсен Алексейпа Августина часрах çула пуçтарăннă. Çапла вĕсем пĕчĕк хĕрачана киле илсе килнĕ. Ăна Таня ят хунă. Малтанах виçĕ эрнери ачана пăхма çăмăлах пулман вĕсене.

— Анчах кунран-кун ӳссе пыракан пепкене курни мĕн тери пысăк телейччĕ. Ача чирлемесĕр çитĕнмест паллах, çĕр çывăрманни чылай пулнă. Асапланакан пепкене хĕрхенсе унпа пĕрле хам та пайтах йĕнĕ. Тавах Турра, хăрушă чир тĕлне пулман, — аса илчĕ Августина. Хĕрĕ вунă çула çитсен Алексей мăшăрне ывăл пирки калама пуçланă. 2010 çулта Кудрявцевсем арçын ачана хăйсен хӳттине илме шухăшланă. Малтан вĕсем ача усрава илекен ашшĕ-амăшĕн шкулĕнче вĕреннĕ. Унтан, кирлĕ хутсене пухсан, мăшăра пепке илме ирĕк панă.

— Улатăрти ача çуртне çитнĕ тĕле пĕчĕкскерсене шăпах урама уçăлма илсе тухнăччĕ. Аякран чăх чĕпписем пекех курăнатчĕç: пурте пĕр пек сарă тум тăхăннă, воспитателĕн кĕпе аркинчен тытăнса пыраççĕ. Пире курсанах пĕр ача: «Паян кам патне килнĕ? Киле илсе каяççĕ-и?» — тесе ыйтрĕ воспитательтен. «Тен, илсе те кайĕç», — тесе хуравларĕ лешĕ. Женя вĕсен хушшинчеччĕ. Виççĕри арçын ача йышран уйрăлчĕ те мана ыталаса кăкăр çумне йăпшăнчĕ. Вăл пирĕн ывăл пулнине ăнлантăмăр. Часрах Таньăна савăнтарас килчĕ, «Шăллуна илсе пыратпăр», — теесшĕнччĕ. Миçе хутчен шăнкăравларăмăр — тытмарĕ. Мĕн пулнă-ши? Йĕркеллех-ши? Çул тăршшĕпех пăшăрханса пытăмăр. Киле çитрĕмĕр те тĕлĕнсех кайрăмăр. Вуннăри ача шăллĕне кĕтсе апат-çимĕç хатĕрленĕ, хăй ывăннипе сĕтел хушшинчех çывăрса кайнă. Эпир çитсен вăранчĕ те Женьăна ыталаса илчĕ: «Тинех эпĕ те пĕччен мар», — тесе йĕрсе ячĕ. Эпир те чăтаймарăмăр, пĕрле макăртăмăр, — çак саманта аса илсе кил хуçи хĕрарăмĕн куçĕ шывланчĕ. Женьăна вĕсем опекăна илнĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Алло! Пулăшăр, манăн депресси…»

«Ача-пăча шанăç телефонĕ» çине талăкра 30-35 шăнкăрав килет

Интонаци пĕлтерĕшлĕ

— Александра, сирĕн пата ыт­ларах миçе çулти ачасем шăнкă­равлаççĕ?

— 10-18 çулсенчисем. Кризис вăхăчĕ шăпах çак ӳсĕме лекет. Кĕçĕнреххисем сайрарах шăнкăравлаççĕ. Ытларах чухне ку ӳсĕмрисене ашшĕ-амăшĕпе хăйсен хушшинчи хутшăну пăшăрхантарать. Аслăраххисене вара урăх туйăмсем кулянтараççĕ: юрату, туслăх…

— Шăнкăравсем кăнтăрла е çĕр­ле ытларах?

— Татăклăн калама çук. Çапах ачасем чунне уçса калаçма ытларах чухне çĕрле шăнкăравлаççĕ. Кăнтăрла чылайăшĕ шӳтлес тесе пирĕнпе çыхăнать. Çĕрле ача хăйĕн шухăшĕсемпе пĕччен тăрса юлать. Чылайăшĕ чун ыратăвĕ пирки ашшĕ-амăшне калама вăтанать, вĕсем ăнланмасран хăрать. Нумаях пулмасть манăн ĕçтеш çĕрле пĕр шăпăрланпа 3 сехет калаçнă.

— Эсир пĕр талăк ĕçлесе виççĕ канатăр. Юлашки сменăра, тĕс­лĕхрен, миçе шăнкăрав йышăнтăр?

— Пирĕн пата кунне 30-35 шăнкăрав килет. Вĕсен йышĕнче шӳтлес текен нумай. Анчах эпир пĕлетпĕр: кун хыçĕнче темĕн пытанать. Ахăртнех, ача пирĕн пата ахальтен шăнкăравламасть. Малтан вăл «шанăç телефонĕ» мĕн иккенне пĕлесшĕн-тĕр. Пĕрре, иккĕ, виççĕ… шăнкăравласа шӳтлеççĕ. Кайран психолог вĕсемпе йĕркеллех калаçнине, вĕчĕрхенменнине, тимлĕн итленине ĕненеççĕ. Кун хыççăн ача «шанăç телефонне» шăнкăравласа чунне уçма пултарать. Палăртса хăварам: Чăваш Енре икĕ лини ĕçлет. Пĕрне шăнкăравласа çитеймесен тепринпе çыхăнтараççĕ. Ача хăй Мускавра пулсан, анчах сим-карттăна Чăваш Енре туяннă тăк унăн шăнкăравĕ пирĕн пата лекет.

— Çулталăкăн хăш вăхăтĕнче ытларах шăнкăравлаççĕ?

— Пандеми пуçланнăранпа ачасем шкулта дистанци мелĕпе те вĕренчĕç, карантинра та ларчĕç. Вĕсем килте пĕчченех юлаççĕ, кун йĕрки улшăнать. Капла ачана йывăртарах. Пандеми тапхăрĕнче шăнкăрав ытларах килме пуçларĕ.

— Пурнăç илемне курма пăрах­нă ачасем шăнкăравласа чунне уçаççĕ-и?

— Унашкаллисем пур. Вĕсем ытларах чухне çĕрле, пĕчченлĕхре юлсан, шăнкăравлаççĕ. Ун чухне ача хăйне пăшăрхантаракан ыйтупа куçа-куçăн юлать, пуçĕнче тĕрлĕ шухăш явăнать, йывăр лару-тăруран тухмалли урăх алăка курмасть вăл. Кун пек чухне эпир шăнкăравлаканпа çыхăну йĕркелетпĕр. Психолог ăна мĕнле йĕркеленинчен калаçу малалла мĕнле сыпăнасси килет.

— Калаçăва мĕнле сăмахсенчен пуçăнатăр?

— Малтан сывлăх сунса ку «шанăç телефонĕ» пулнине пĕлтеретпĕр. «Сире мĕн пăшăрхантарать? Мĕнле пулăшма пултаратăп?» тесе ыйтатпăр. Ача пурăнас килменнине пĕлтерсен ăна чунра капланнине йăлтах калама май паратпăр. Кайран мĕншĕн капла пулса тухни пирки калаçма пуçлатпăр. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Анне ури айне питлĕх хуратчĕ те такмак каласа ташлаттаратчĕ»

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте çут тĕнчене килнĕ, вĕрентӳ енĕпе Раççей шайĕнчи наградăсене тивĕçнĕ педагог, сăвăç, юрăç, баянист Светлана ФРОЛОВА: «Эпĕ çунатлă хĕрарăм», — тет. Шкулта ăс пухнă чухне мана музыка предметне вĕрентнĕ Светлана Анатольевнăпа пурнăç çинчен калаçрăмăр.

Пĕр класра, пĕр парта хушшинче

— Чăвашра сана чылайăшĕ Туççи Светлани пек пĕлет. Эсĕ халăхра ытларах илемлĕх ертӳçи тата ăста баянист пек палăрнă. Тăван чĕлхен илемне шалтан туйса хăв сăвăсем те шăрçалатăн. «Çунатлă хĕрарăм» тени мĕне пĕлтерет-ха...

— Калаçăва пурнăç тутине астивнĕ хыççăн çырăннă сăвă йĕркисемпе пуçлам-ха. «Çунатлă эпĕ, Светлана, çунатлă хĕрарăм. Çак тĕнчене килме тивĕçлĕ пулнишĕн телейлĕ». Мĕншĕн çунатлă-ха эпĕ? Мĕншĕн тесен çут тĕнчене çуралма пултарнă ачасем пурте килеймеççĕ. «Çунатлă эпĕ, Светлана, çунатлă хĕрарăм. Çума çунат хушма пултарайнăшăн телейлĕ». Пулас мăшăра ачаранах курса ӳснĕ эпĕ. Пирĕн кӳршĕ — манăн упăшкан ашшĕн аппăшĕ. Вăл тăванĕсем патне килсе çӳретчĕ. «Çунатлă эпĕ, Светлана, çунатлă хĕрарăм. Çут çанталăкпа киленме пултарнишĕн телейлĕ». Ялта мăшăрпа лартнă çуртра ирех вăранса картише тухаттăм. Пĕр енне пăхатăп та — Кольăпа лартнă улмуççисем. Тепĕр енне тинкеретĕп те — çывăхри вăрман хăйĕн илемĕпе илĕртет. Хыçалалла çаврăнса пăхсан вара темиçе çул каялла лартнă ешĕл хунавсем çамрăклăха, пирвайхи юратăва, аса илтереççĕ. «Çунатлă эпĕ, Светлана, çунатлă хĕрарăм. Çумра ачасем, мăнуксем, кĕçĕн мăнуксем». Николай Фроловпа виçĕ ача — Людмила, Ирина, Владислав — çуратса ӳстертĕмĕр. Шел, мăшăрăм çĕре кĕчĕ. Халĕ ултă мăнукпа тата икĕ кĕçĕн мăнукпа киленетĕп. «Çунатлă эпĕ, Светлана, çунатлă хĕрарăм. Аллăмри баяна тăсса ярса тăван халăха çунатлантарма пултаратăп».

— Тĕлĕнмелле сăнарлă сăвăпа телейӳн вăрттăнлăхне уçса патăн. Тавах. Чĕлхӳ, чăн та, пыл та çу.

— Юрăпа ташă патне туртăнасси ачаран пуçланнă. Анне ури айне питлĕх хуратчĕ те такмаксем каласа мана ташлаттаратчĕ. Эпĕ вара такмакласа, ташласа аннене савăнтараттăм. Патăрьелти музыка шкулĕ валли кĕвве лайăх туякан ачасене ялсем тăрăх шыратчĕç. Мана та суйласа илчĕç. Шкул тăван ялтан 12 çухрăмра вырнаçнăран мана интернатра пурăнма май туса пачĕç. 1-мĕш класра пĕрремĕш урокра Лидия Кошкина вĕрентекен гитара каласа юрă-кĕвĕ тĕнчипе паллаштарчĕ. Музыка асамлăхĕпе тыткăнларĕ. Лидия Харитоновна пек ачасене музыкăна вĕрентес тĕллев амаланчĕ. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Савнирен уйрăлсан юрă çырма хавхаланнă

«Туссем, эсир мана калăр, ăçта-ши ман юрату?» — çапла шăрантарать Коля Яргонин. Вăл
чăваш эстрадинче пĕрремĕш утăмсем тăвать кăна-ха. Рабочи профессине суйланă çамрăка
пултарулăх çулĕ çине тăма мĕн хистенĕ-ха?

YarGonin — хушма ят

— Коля, эсĕ хăвăн валли YarGonin ят суйланă. Мĕншĕн ку хушма ята илтĕн?

— Пĕр вăхăт эпĕ блогер пек аталанса пăхрăм, ТикТокра кулăшла видеосем вырнаçтартăм. Ун чухне хама Николай тесе çеç палăртаттăм. Пĕр пĕлĕш мана «Колян продакшн» теме пуçларĕ. Юлташсем те çапла чĕнме тытăнчĕç. Пĕр вăхăт Колян продакшн пултăм. Юрăç пек аталанас пулсан урăх ят шырамаллине ăнлантăм. Хамăн хушамата суйларăм, анчах ăна вырăсла мар, акăлчанла çырас терĕм.

— Пултарулăх çулĕ çине тăма мĕн хистерĕ? Музыкăпа ачаранпах кăсăкланни-и?

— Пĕчĕк чухне юрăç пуласси пирки шутламан та. Ку шухăш юлашки 3 çулта пуçра явăнчĕ. Блогер ĕçĕ ман валли маррине ăнлансан юрă çырма тĕллевлентĕм. Эпĕ пĕчĕкренпех музыка итлеме юрататăп. Машинăра пынă чухне те юрă ямасăр чăтаймастăп. Музыка итлесен кăмăл-туйăм çĕкленет. Атте Сергей Виталиевич çамрăк чухне юрăсем çырнă. Кун пирки нумаях пулмасть анне Светлана Николаевна каласа кăтартрĕ. Мамак /асанне. — Авт./ шкулта музыка предметне вĕрентнĕ. Эпĕ ку енĕпе аталанас тесе нимĕнле кружока та çӳремен. Музыка урокĕнче юрланă чухне учитель хытăрах кăшкăрма ыйтнине астăватăп. «Сассу хулăн, лайăх тухать», — тетчĕ. — Халĕ ялсенче ачасем валли тĕрлĕ енлĕ аталанмалли услови ытларах. Эпир ӳснĕ вăхăтра урăхларахчĕ.

— Эпĕ — Етĕрне районĕнчи Пакăш Выççăлкки ялĕнчен. Пысăках мар вăл, пĕр урам çеç. Ачаранпах ĕçпе пиçĕхсе ӳсрĕм, шкулта лайăх вĕрентĕм. 9-мĕш класс хыççăн хулана каясшăнччĕ. Хăвăртрах пĕлӳ илсе ĕçлес, салтака каяс килчĕ. Чĕрĕке лайăх паллăсемпе вĕçленине кура аттепе анне тăхтама ыйтрĕç. Çапла шкулта 11 класс вĕрентĕм. Экзаменсене тытнă хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине çул тытасшăнччĕ. Тăрук аслă пĕлӳ мана ним тума та кирлĕ маррине ăнлантăм. Шупашкарти электромеханика колледжне сварщике вĕренме кĕтĕм. 2 уйăх иртсен мана çара илсе кайрĕç. Академи отпускĕ илтĕм те салтак атти тăхăнтăм. Çар тивĕçне Мускав облаçĕнчи Наро-Фоминск хулинче пурнăçларăм. Çара каяс кăмăл малтанах пулнă. 7-мĕш класранпа ӳт-пĕве пиçĕхтерме тытăнтăм: турникрен туртăнаттăм, отжимани тăваттăм. Атте маншăн тĕслĕх пулнă, çар пурнăçĕ пирки каласа кăтартатчĕ. Тем тесен те, кашни каччăнах салтак пăттине тутанса курмалла. Çартан пачах урăх çын пулса таврăнтăм. Колледжра малалла вĕрентĕм, хĕрлĕ диплом илтĕм. Хамăн специальноçпех ĕçлес килетчĕ. 4-мĕш разрядлă сварщик эпĕ. Ку чи пысăк разряда ушкăнри 23 çынран 3-шĕ çеç тивĕçрĕ. Дипломлă пулсан ĕç шырассипе йывăрлăхсем тупăнчĕç. Хулари темиçе завода та çитрĕм. Пур çĕрте те опыт кирлĕ. Ниçта та ĕçлесе курман тăк ăçтан тупăнтăр вăл? Юлташпа Мускава тухса кайрăм, 1 уйăх стройкăра ĕçлерĕм. Шупашкара таврăнсан суту-илӳ центрĕнче администраторта, сутуçăра ĕçлерĕм. Эпĕ хама шырарăм. Шăпа Çĕнĕ Шупашкарти алăк тата чӳрече тăвакан завода илсе çитерчĕ. Тӳрех станок умне тăратрĕç. Малтан унпа мĕнле ĕçлемеллине те пĕлмерĕм. Вĕренес кăмăл пысăкчĕ те 1 уйăхра хăнăхрăм. Кайран урăх ĕçе шанса пачĕç, вăхăт иртсен цех мастерĕ пулса тăтăм. Пĕлтĕрхи çулла участок ертӳçине лартрĕç. Шăп çав вăхăтра пултарулăх пирки шухăшлама тытăнтăм.

— Тĕлĕнтеретĕн! Эсĕ, 24 çулти каччă, хăвна тĕрлĕ çĕрте тĕрĕсленĕ çеç мар, ертӳçĕ таран та çитме пултарнă.

— Ахаль этем те пысăк çын пулаять. Пурнăçри тĕрлĕ тапхăр витĕр тухмалла, йывăрлăхсене парăнтармалла çеç. <...>

Ирина КОШКИНА калаçнă.

♦   ♦   


Кинолог тивĕçлĕ канăва тухнă йыттине пăрахмасть

Уншăн йытă юратнă чĕр чун кăна мар, çывăх тус та. Татьяна Пафнутова — федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕн конвоир уйрăмĕнче — пĕртен-пĕр хĕрарăм кинолог. Аслă инструктор йытăсем службăра чи шанчăклă тата пĕлтерĕшлĕ пулăшуçăсем тесе шухăшлать. Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн Татьяна Викторовна хăйĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ.

Ăнсăртран лекнĕ. Эпĕ чĕр чунсене, уйрă­мах йытăсене, ачаранпах юрататăп. Тăватă ураллă тус пир­ки питĕ ĕмĕтленеттĕм, анчах вăл вăхăтра аттепе анне ăна усраттарман. Кукамайăн йытă пурччĕ. Ăна вăл 100 тенкĕ­пе /ун чухне ку питĕ йӳнĕ пулнă/ туяннăччĕ. Шкула кайич­чен те, таврăнсан та унпа выляттăм, дрессировка тăват­тăм, тренировка ирттереттĕм. Чăннипе, эпĕ пуласлăха йы­тăсемпе çыхăнтарасса шухăшламан та. Кунта ăнсăртран лекрĕм. Шăпа хăй илсе çитерчĕ темелле пуль. Кинологи служби пуррине пĕлсен ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм. Эпĕ ин­женера вĕреннĕ, анчах ку енĕпе ĕçлемен. Пĕр тăван кино­логи службинче ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтерсен кайса пăхас терĕм. Ун чухне шăпах декрет отпускĕ вĕçленнĕччĕ, ачана садике янăччĕ. Эпĕ 25 çултаччĕ. Малтанах Çĕрпӳри 7-мĕш сиплевпе юсану учреж­денийĕнче ĕçлерĕм. 1,5 уйăхри нимĕç овчаркине хӳтте илтĕм. Ăна Гриша ят патăм. Вăл — манăн пĕрремĕш йытă. Унпа тӳрех пĕр чĕлхе тупрăм. Гриша пирĕн килте 5 уйăх­чен пурăнчĕ. Кайран ăна колоние илсе кайрăм. Унта йытă­сем валли ятарлă питомник пур, вĕсем çавăнта пурăнаççĕ. Çак учрежденире Гришăпа 4 çул службăра пултăм. Конво­ир уйрăмне куçсан ăна пăрахмарăм, пĕрле илтĕм. Çапла вăл пирĕн хваттерте пурăнма тытăнчĕ. Гришăпа ĕçлеме çăмăлччĕ. 10 çул иртсен унăн тивĕçлĕ канăва тухма тиврĕ. Йытăсем вăтамран 8-10 çул службăра тăраççĕ. Вĕсен сыв­лăхĕ мĕнле пулнине кура пенсие яраççĕ. Паллах, тăватă ураллă туса тивĕçлĕ канăва ярсан киле илсе килтĕм. Урăх­ла пултараймарăм. Эпир 10 çул пĕрле ĕçленĕ-çке-ха. Вăл маншăн ахаль йытă кăна мар, ĕçтеш те, хурăнташ та, юл­таш та. Гриша тăватă çул каялла тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Ма­нăн шухăшпа, кашни кинолог пенсие кайнă йыттине хăйĕн патне илсе каять. Паллах, чĕр чуна кама та пулин — е тă­вана, е юлташа — пама пулать. Анчах çав вăхăтрах специ­алистпа йытă хушшинчи çыхăну татăлмалла мар. Чĕр чун­па курнăçсах тăмалла. Унсăрăн йытăн стресс пулать. Хуçи ăна пăрахни сутнипе танах. Çавăнпа кинологсенчен ытла­рахăшĕ тăватă ураллă тусне пăрахма е ĕмĕрлĕхех çыврат­са яма тăрăшмасть.

Оскара пурте юратаççĕ. Гри­шăн хăçан та пулин служба вĕçленессине лайăх ăнланат­тăм. Çавăнпа çав вăхăтрах ăна улăштармалли йытта хатĕ­рлеттĕм. Вăл — унăн ывăлĕ. Оскар ашшĕне тивĕçлипе улăш­тарма пултарчĕ. Вăл икĕ ăратри йытăран çуралнă. Амăшĕ — Роксана ятлă, ротвейлер ăратĕнчен. Вăл та конвойра ĕçленĕ. Оскар ăнсăртран кун çути курнă темелле. Пирĕн йытăсене пĕр-пĕринпе чуптарма юрамасть. Гришăпа Рок­ санăн вара анчăксем çуралчĕç. Икĕ юн пĕрлешнĕ хыççăн кун çути курнăскерсем ашшĕ-амăшĕн чи лайăх енĕсене илнĕ. Ун пекки сахал пулать. Кинологсем те Оскара курсан тĕлĕнеççĕ. «Йытăсене ятарласа чуптарас пулсан та ун пек­ки пулаймасть», — теççĕ.

Оскар — лайăх йытă. Ăна та 1,5 уйăхра чухне хам пата илтĕм. Гриша та, Оскар та манăн ачасен куçĕ умĕнче ӳсрĕç, вĕсемпе пĕрле çитĕнчĕç. Оскар килте питĕ лăпкă, ырă, ача­сене тата кушаксене кăмăллать. Ăна пурте юратаççĕ. Служ­бăра вара хăйне урăхла тытать. Тăватă ураллă тусăм çĕнни­не вĕренме кăмăллать, хăвăрт ăнланать. Унпа Чăваш Енре кинологсен хушшинче çулленех иртекен нумай енлĕ ăмăр­тусене пĕрре мар хутшăнтăм. Вĕсем 5 куна тăсăлаççĕ, çав тапхăрта 6 норматива пурнăçламалла. Сăмахран, пире уя илсе каяççĕ те унта йĕр тăрăх ĕçлетпĕр. Е йытта çын тыт­нă пĕр-пĕр япалана шăршлаттаратпăр та унăн хуçине тупма хушатпăр. Строя 8 çын тăрать. Йыттăн пурне те шăршласа япали камăн пулнине палăртмалла. Е пĕр пушмака шăрш­латтаратпăр та теприне шырать. Нормативсене пурнăçлас тесе тренировкăсенче тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Кашни уйăхра 9 дрессировка ирттеретпĕр. Колоние тухса çӳресе заняти­сем йĕркелетпĕр. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.