«Хресчен сасси» 8 (2896) № 02.03.2022

2 Мар, 2022

Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене — пулăшу

Патшалăх хăй тĕллĕн ĕçлекенсене курăмлă пулăшу парать. Субсиди, çăмăллăхсем илмешкĕн «Самозанятость» программăна хутшăнмалла.

Программăпа кам усă курĕ?

Кам вăл хăй тĕллĕн ĕçлекен? Ăна ĕçпе тивĕçтерекен те, тара илнĕ çын та çук. Вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тупăш илекен шутланать.

Хăй тĕллĕн ĕçлекен — çăмăллăх кӳрекен е тавар сутакан — кашни уйăхра 4% налук тӳлет. Пайтаçăпа танлаштарсан унăн отчет тумалла мар, документсемпе çӳремелле мар. «Самозанятость» программăна хутшăнсан кашни уйăхрах, 25-мĕш числоран кая мар, тупăшран автомат йĕркипе налук тытăнса пырать.

2020 çулхи майăн 27-мĕшĕнче Раççейри пĕчĕк тата вăтам бизнеса, хăй тĕллĕн ĕçлекенсене пулăшас тĕлĕшпе саккун йышăннă. Вăл бизнеса финанс тата пурлăх енчен тĕревлессипе çыхăннă. Çав шутра муниципалитет пурлăхне йӳнĕрехпе арендăна парасси, çăмăллăх кредичĕпе, субсидипе, бизнес йĕркелеме тата аталантарма грантпа тивĕçтересси тата ытти те. Вĕсем «Манăн бизнес» центрта кредит, налук, бухучет ыйтăвĕсемпе консультаци тӳлевсĕр илме, ятарлă курссенче пĕлĕве ӳстерме, рынокра уйрăмах кирлĕ професси алла илме, ăсталăха туптама пултараççĕ. «Самозанятость» программăна хутшăнас тесен мĕн
тумалла?

1. Телефона «Манăн налук» ятарлă приложение вырнаçтармалла. AppStore тата Google Play программăсем урлă тӳлевсĕр усă курма пулать. Çавăн пекех федерацин налук службин веб-версийĕ те пур.

2. Приложенире регистрациленмелле. Çакна кирек хăш вăхăтра, налук службине каймасăрах тума май пур. Нимĕнле хут та çырмалла мар, приложение паспорт тата хăвăрăн сăн ӳкерчĕке телефон камерипе ӳкерсе вырнаçтармалла. Çакна налук тӳлекенĕн «кабинетĕнче» те тума пулать. Кун пек чухне паспорт кирлĕ мар, ИНН тата пароль /кабинета кĕмелли/ пулни çителĕклĕ.

3. Хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн налук мĕн чухлĕ тӳлемеллине приложенире хăех шутлать. Гражданинăн ĕç-хĕлрен кĕрекен тупăшпа чек йĕркелемелле.

4. Хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн çăмăллăхĕпе усă куракан çыннăн электрон почтине е телефонне ыйтса пĕлмелле, приложенире тупăша тата вăл мĕнрен кĕнине кăтартмалла. Сутнă тавар е кӳнĕ çăмăллăх чăнлăхпа тӳр килмелле.

5. Приложенире налук тӳлекен уйрăм çын е организаци пулнине палăртмалла. Çакă налук ставкине витĕм кӳрет: уйрăм çыншăн вăл — 4%, пайтаçăпа организацишĕн 6% танлашать. Енчен тавара уйрăм пайтаçа е организацие сутсан вĕсен ИНН кирлĕ. Чекра кăтартнă хисепрен налук тытăнать.

«Самозанятость» программăна хутшăнни мĕн енчен усăллă?

— Налук службине отчет тата деклараци тăратмалла мар. Тупăша автомат йĕркипе приложенире шутлать. «Манăн налук» приложенире чек кăна йĕркелемелле.

— Страхлав взносне тӳлемелле мар. Пенси страхлавне тӳлемесен те пултараççĕ, мĕншĕн тесен çакна кашни хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçлать.

— Уйрăм пайтаçă статусне илмесĕрех хăй тĕллĕн ĕçленине документпа çирĕплетме пулать. Çав шутра приложенири справкăпа та.

— Налука 10 пин тенкĕ чакарма май пур.

— Приложенире тупăш шутласси, налук тӳлесси автомат йĕркипе пулса пырать.

— Интернет урлă регистрацие тăма пулать.

2022 çулта та хăй тĕллĕн ĕçлекенсене патшалăхран пулăшу парасси татах ӳсет. Çак категорие кĕрекен граждансене пулăшма федераци проектне хатĕрленĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


«Ялти çуртра тĕнче уçлăхĕ пытаннă»

Патăрьел районĕнчи Тури Туçара пурăнакан Валерий Салмин ватлăха пăхмасăр вашават курăнать. Çакă ахальтен мар. Вăл çав тери пурнăçа юратать, юрлама кăмăллать, спортпа туслă. Çавăнпах ĕнтĕ çичĕ теçеткерен иртсен те вăй-халĕ тапса тăрать. Валерий Иванович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ, ĕç тата спорт ветеранĕ, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ, районти АПК ветеранĕсен союзĕн пайташĕ…

Учитель, экономист, преподаватель

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк специалист Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче ачасене тĕрлĕ предметпа — географипе, историпе, физикăпа, акăлчан чĕлхипе — вĕрентнĕ. Çавăн пекех ĕç урокĕсен инспекторĕ те пулнă. Каярахпа ăна Ленин орденлĕ «Гвардеец» колхозра пуçлăхсем тĕп экономист ĕçне шанса панă. Ун чухне Валерий Иванович шăпах Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. Сăмах май, вăл Мускав облаçĕнчи Балашиха хулинчи ял хуçалăх специалисчĕсемпе ертсе пыракан кадрсен квалификацине ӳстермелли курсра та пĕлӳ илнĕ.

Хăйĕн пурнăçĕнче тĕрлĕ ĕçре вăй хунă Валерий Салмин: ял хуçалăх управленийĕнче çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен инспектор, «Родина» колхозăн, районти статистика комитечĕн тĕп экономисчĕ, каярахпа «Батыревский» совхозăн тĕп экономисчĕ, ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕн преподавателĕ… Хăть ăçта ĕçлесен те вăл анлă тавра курăмĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăнă.

1991-1997 çулсенче Валерий Ивановича сакăр ялтан тăракан Тури Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма шаннă. Шăпах çак вăхăтра, 1992 çулта, ун пуçарăвĕпе хушма хуçалăха аталантарма ял-йыша пĕрер гектар çĕр уйăрса панă. Ăна колхозра ĕçлекенсем çеç мар, ял интеллигенцийĕ те тивĕçнĕ. Çавăнтанпах Туçа тăрăхĕнче пурăнакансем çулсерен севок сухан акса çитĕнтереççĕ, тупăш илеççĕ.

Иванка Микулайĕн йăхĕ

«Эпĕ 68 çула çитиччен ĕçлерĕм, — терĕ Валерий Иванович. — 70 çула çитсе пынă май пурнăç тĕллевĕ пирки шухăш çуралчĕ. Этемĕн çĕр çинче пурăннă чухне мĕн те пулин тумалла, хăй хыççăн ырă йĕр хăвармалла-çке. Çавна май Салминсен музей çуртне йĕркелеме шут тытрăм. Мĕншĕн Салминсен-ха? Эпир Иванка Микулайĕн йăхĕнчен. Вăл — манăн асатте. Питĕ пултаруллă, тăрăшуллă йăх шутланать ялта. Сăмахран, атте биологипе хими учителĕ пулнă. 18 çултах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă, фашистсемпе çапăçса тăван килне хăрах алăпа таврăннă. Аттен пиччĕшĕсем Антун тата Палля тетесем те вĕреннĕ çынсем пулнă. Антун тете ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, Палля тете вара — инженер-строитель, математик. Мăн асатте Иван Филиппович та 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче турккăсемпе çапăçса Георгий хĕресĕн кавалерĕ ятне тивĕçнĕ. Аттен аппăшĕсен — Анна тата Влисса аппасен — ывăлĕсем те маттур çитĕннĕ. Николай Александров — çар летчикĕ, Петр Лиллин «Екатеринбург — Мускав» маршрутпа пассажирсене илсе çӳренĕ. Унпа хамăр ял çыннисен те вĕçме тивнĕ тепĕр чухне. Тетесем Туçана самолетпа вĕçсе килетчĕç. Ял хĕрĕсем ăмсанса сăнатчĕç вĕсене. Эпĕ те ачаран летчик пулас ĕмĕтпе пурăнтăм. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне парашют ăсталаса пӳрт тăрринчен сикрĕм. Аэроçуна та тунăччĕ. Унсăр пуçне Валерий Чкалов летчикпа кăсăкланаттăм. Шел те, летчик пулаймарăм, çапах та салтакра Сывлăш çар вăйĕсен хĕсметне лекнĕрен кĕçĕн авиаспециалистсен шкулĕнчен лайăх вĕренсе тухрăм. Ĕмĕтĕм пурнăçланасси çывăхрахчĕ, анчах вăл урăх çулпа чуптарчĕ. Каярахпа, çемьеленсен, ун пирки шухăшлама та пăрахрăм. Анчах чунпа эпĕ çав-çавах летчик».

Ача чухнех космонавтсемпе, космоспа кăсăкланни ăна ватлăхра музей-архив йĕркелеме пулăшнă. Малтанах пĕчĕк çуртĕнче пуçарнă ăна. Халĕ çулсеренех сарăлса пырать. Сăмах май, паян вăл СССР космонавт летчик А.Г.Николаев ячĕллĕ Асăну комплексĕн филиалĕ шутланать. Тури Туçасем Шуршăлсемпе туслă çыхăну тытаççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ. Андриян Николаев та хăй вăхăтĕнче «Гвардеец» колхоза час-часах килнине пĕлтерчĕ ĕç ветеранĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Яла юлнишĕн кулянмастпăр»

Алманч ял тăрăхне кĕрекен Вăрманкасри Татьяна Григорьевăна Супарти вулавăшра тĕл пултăм. Кунта çутă та таса, ăшă. Кĕнекесене стеллажсем çине илемлĕн вырнаçтарнă. Фондра паян 5 пине яхăн кĕнеке упранать.

Вулавăша килекене яланах хапăл тăвать вăл. Çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа паллаштарать. «Супар ялĕнчи библиотекăна пĕр вăхăт çăра «хуралларĕ». Ертӳçĕсем çак вырăна сĕнчĕç те — килĕшрĕм. Мана ку ĕç ют мар. Çак тăрăхри çынсене, уйрăмах хаçат-журнал, кĕнеке вулакансене, аван пĕлетĕп. Хам та кĕнеке тĕнчине питĕ кăмăллатăп. Шкулта вĕреннĕ чухнех чăваш романĕсемпе повеçĕсене вуламасăр хăварман. Унсăр пуçне чечек çитĕнтерме, алса-чăлха, кофта çыхма, тĕрлеме кăмăллатăп. Кружок йĕркелесе хам тавра ырă туссем тупас шухăшлă, — терĕ Татьяна Витальевна. — Пĕлтĕр Аннесен кунне халалласа пултаруллă хĕрарăмсен ĕçĕсен куравне йĕркелерĕмĕр. Унта чылаййăн хутшăнчĕç. Çакăн хыççăн Супарпа Вăрманкас енче те ал ăстисем пуррине туйрăм».

Татьяна сăмах ваклама юратакан хĕрарăм пулчĕ. Амăшĕ Вера Григорьева-Николаева Çырмапуçĕнче çуралса ӳснĕ, Туçи Чуракассине качча тухнă. Шел те, мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Çак çемьере пилĕк ача çĕр çине килнĕ. «Анне пек ылтăн çын çук пулĕ, — малалла тăсăлать калаçу çăмхи. — Вăл аттерен 34 çултах тăлăха юлнă. Пире, ачисене, хăрах çунат айĕнче ӳстерчĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларчĕ. Анне суту-илӳ тытăмĕнче вăй хучĕ, Алманчри сĕт-çу комплексĕнче 15 çул ĕне сурĕ. Тĕпренчĕкĕсене ĕçе юратма, çынна хисеплеме, çăкăр хакне туйма вĕрентрĕ. Çавăншăн тав тăватпăр ăна. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса лармасть, вăй çитнĕ таран килти хуçалăхра тăрмашать, мăнукĕсене пулăшать. Унăн — 13 мăнук».

Малалла Татьяна сăмахне хăйĕн çемйи çине куçарчĕ: «Анне патне фермăна ĕçе кайнăччĕ пĕринче. Çавăн чухне пулас мăшăрăма Сашăна тĕл пултăм. Çапла майпа курнăçма пуçларăмăр. Пирĕн туслăх юратăва куçрĕ, туй туса пĕрлешрĕмĕр. 18 çула çитичченех «кин» ята илтрĕм. Сăмах май, хунямапа хуняçана та ку тăрăхра аван пĕлеççĕ. Кил хуçи Владимир Васильев чылай тапхăр Нимĕчкассинчи ферма коллективне ертсе пынă. Мăшăрĕ Зоя Николаевна та хăй ĕçĕнче ырă ятпа палăрнă. Вĕсем виçĕ ача çитĕнтернĕ. Саша газ операторне вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт шкул котельнăйĕнче тăрăшрĕ. Ун чухне учительсен пĕр хваттерĕ пушахчĕ. Эпир çавăнта пурăнтăмăр».

Аслă ывăлĕ çуралсан хуçалăх çамрăк çемьене кил-çурт çавăрма Вăрманкас ялне пырса кĕнĕ çĕре 6 сотăй çĕр уйăрса панă. «Ун чухнех яла юлма, тĕпленсе пурăнма сăмах патăмăр. Кунтах телей тупма ĕмĕтлентĕмĕр, — терĕ Татьяна Витальевна. — Унтанпа 20 çул ытла иртрĕ. Пирĕн сăмах тӳрре килчĕ. Мана ăнланакан, йывăр вăхăтра алă тăсакан çын пулчĕ мăшăрăм».

Вăй хумасăр ялта нимĕн те тума май килменнине лайăх ăнланнă вĕсем. Амăшĕ вăкăр парнеленĕ, ăна çитĕнтерсе сутнă. Çапла майпа ĕнеллĕ пулнă. Пĕр вăхăт хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Выльăх йышне 38 пуçа çитернĕ. Вĕсенчен 14-шĕ сăвакан ĕне пулнă. Сĕт сутса самаях тупăш тунă мăшăр. Хур та чылай тытнă. <...>

Татьяна БОРИСОВА. Красноармейски районĕ. 

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.