- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 6 (1236) № 17.02.2022
Кăвакарчăн курма Украинăна та çитнĕ
Атăл юхан шывĕн сулахай çыранĕнче тĕпленнĕ Александр Александров, çитмĕлелле кармашаканскер, совет тапхăрĕнче ӳкернĕ «Любовь и голуби» фильма пăхмасăр пĕлет тейĕн. Хăш-пĕр самантра вăл тĕп сăнарта хăйне палласа илнĕ пек те пулать. Янахĕ çине сухалăн пĕрремĕш, çемçе кăна пĕрчисем шăтма пуçличченех кăвакарчăнсене юратса пăрахнăскер паян та вĕсем çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартмашкăн хатĕр. Хальхи вăхăтра Атăл леш енче нумай хваттерлĕ çуртра пурăнаканскере асамлă туйăм час-часах Алькеш поселокĕнчи тăванĕ патне çитме хистет…
21 ĕмĕрти сайра киленĕç
— Эпĕ çичĕ çулта чухне пирĕн çемье Куславкка районĕнчи Çӳлти Улмалуйран Атăл леш енчи Сосновкăна пурăнма куçрĕ. Уйрăм çуртчĕ пирĕн. Вăл вăхăтра ача-пăча мĕнпе кăсăкланнă? Паллах, вăрман тăрăхĕнче пурăннăран çут çанталăка çывăх пулнă. Таврари кӳлĕсене, Атăла пулла çӳреттĕмĕр. Юнашар урамра пĕр мучи кăвакарчăн тытатчĕ. Çавăн кайăкĕсене сăнама юрататтăмăр. Спортпа питĕ туслăччĕ: аслăрах классенче Шупашкара ятарлă шкула бокс енĕпе çаврăнăçулăха хăнăхма çӳреттĕм.
Атте-анне пире апат çиме укçа кăштах паркаланă ĕнтĕ. Сăмах май, вĕсем суту-илӳре тăрăшатчĕç. Перекетленĕ тенкĕ- пуспа Атăл тăрăх Хусана çӳрекен «Ракетăпа» тутарсен тĕп хулине каяттăмăр. Çавăнтан туянса килтĕм те чи малтанхи кăвакарчăна. Майĕпен йыш хушăнса пычĕ. Вĕсем валли пӳрт çамки çумне ятарлă читлĕх ăсталама тытăнтăм. Çурт самай çӳллĕччĕ, çавăнпа кайăксем валли балкон никĕслемешкĕн вăрăм, 5 метр таранах, темиçе тĕкĕ вырнаçтартăм. Атте Геннадий Васильевич çурт илемне пăснăшăн вăрçатчĕ. Анне ачи-пăчи ĕçпех аппаланнине кура сăмах чĕнес темен-тĕр, ятланине ас тумастăп, — кăвакарчăнсен тусĕсенчен пĕринпе Александр Геннадьевичпа калаçăва çапла пуçларăмăр.
Шупашкар гидроэлектростанцине тума тытăнсан шыв айне пулакан çуртсенчи çемьесене хваттерпе тивĕçтернĕ. Александровсенчен кĕçĕнни çитĕнсен Алькеш поселокĕнче тĕпленнĕ. Саша шăллĕпе калаçса татăлнă та — тăнăçлăх кайăкĕсене унăн хуçалăхне куçарнă. Пурăнмалли çуртăн иккĕмĕш хутне хăпартас тенĕ çĕртен пĕр шухăшлă пулса ăна çунатлă тусĕсем валли уйăрма шухăш тытнă. Малтан — пĕр пӳлĕмпе балкон, кайран теприне, урамалла тухакан читлĕх- карлăка янтăланă.
— Тĕрлĕ вăхăтра темĕнле ăрат та тытрăмăр: почта кăвакарчăнне те, «чайкăна» та, «декораци» тĕсĕсене те. Хальхи вăхăтра Пермь хулинче кăларнă ăратсем çеç ĕрчететпĕр. Вĕсем çӳллĕ вĕçекен йышши кайăксем. Кăларса яратăн та — хушăран çĕрлеччен те килмеççĕ, ытла инçе вĕçеççĕ те каç енне хупланă пĕлĕтсене пула çула çухатаççĕ. Хусанти е Чулхулари кăвакарчăн йăвисене анса лараççĕ. Кашнин урине чĕпĕ чухнех ункă тăхăнтартатпăр. Ун çине вăл ăçта пурăннине, мĕнле ăратне палăртса çыратпăр. Хăшĕ-пĕри ют кăвакарчăна асăрхасан шăнкăравлать. Теприсен лайăх кайăка вĕçертес килменни те пулать, шарламаççĕ. Хăйсен «çемйине» хăвараççĕ. Пĕлтерсен вара кайăка, уйрăмах ăрачĕ сайра йышши пулсан, илме каятпăр. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Пуш хирте янăракан чăваш юрри чĕрене чĕпĕтнĕ
1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕ — совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çинчен кăларнă кун. Историе кĕрсе юлнă çапăçусене пирĕн ентешсем те йышлăн хутшăннă. Патăрьел районĕнчи Туçара çуралса ӳснĕ Владимир Мулюковăн та салтак атти тăхăнсан интернационалистсен йышĕнче çак çĕршыври тăнăçлăхшăн кĕрешме тивнĕ. Ан тив, хĕç-пăшал тытса çапăçман вăл. Çапах тĕрлĕ саппаспа тивĕçтерекен «шурави» руль умне лармассерен хăй хăрушлăхрине ăнланнă. Малтанах çакă пĕтĕм кĕлеткине чĕтретнине пытармасть вăл. Каярах вара епле пулсан та тивĕç пуринчен малта тăнине ăнланнине, хушнă ĕçе яланах тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланине йышăнать Афган вăрçин ветеранĕ.
Ача чухнех медаль çакнă
— Пирĕн атте Виктор Данилович Японипе пынă вăрçа хутшăннă. 1924 çулта çуралнăскер тĕрлĕ наградăна та тивĕçнĕ. Пĕчĕк чухне, çывăх çынсем каласа кăтартнă тăрăх, эпĕ çав медальсене çакса çӳреме питĕ юратнă. Салтакăн хăюллă, çаврăнăçуллă пулмаллине çавăн чухне ăша хывма тытăннă-и тен? Каярах манран 11 çул аслă тете Юрий салтакран таврăнни асăмра йĕр хăварнă. Унăн тумне, уйрăмах — карттусне, тăхăнса пăхма кăмăллаттăм. Салтак шăпине чыслăн чăтса ирттерни арçынна хисеп кӳнине ăнланма тытăннă ĕнтĕ ун чухне. Шкулта хĕсметрен таврăннă ентешсемпе тĕл пулусем иртетчĕç, патриотлăх ыйтăвĕпе иртнĕ калаçусем ăс-тăна çирĕп вырнаçнă, — Шупашкарта П.Осипов ячĕллĕ Хула 1-мĕш больницинче водительте ĕçлекен Владимир Мулюков аса илĕве ачалăхран пуçларĕ. — Алла аттестат илнĕ вăхăт пуриншĕн те çунатлă. Малашнехи çула суйлассипе пуçа тĕрлĕ шухăш капланатчĕ. Руль умĕнче ларасси кирек хăçан та кирлĕ пуласса пĕлсе Канашри ДОСААФ шкулне вĕренме кайрăм. Пĕлӳ илтĕм те — салтака кайма повестка çитрĕ. Чăваш Енрен нумайăнччĕ эпир, 70-е яхăн. Çул Германие выртас сас- хура хăлхана кĕчĕ. Каярах вара, курсантсе-не Пензăра хатĕрленĕ вăхăтра, кăнтăралла илсе каясса пĕлтĕмĕр. Афганистана кайма «çураçнине» малтанах никампа та сӳтсе явман, анчах чунпа сиснĕ. Ушкăнсем йĕркелеме тытăнчĕç. Эпир, Патăрьел районĕн 6 каччи — интернационал ушкăна лекрĕмĕр. Çавăн чухне вара взвод командирĕ тĕрĕссине, пире Афган çĕрĕ çине ямашкăн хатĕрленине, пĕлтерчĕ, — пулни-иртнине йĕркипе куç умне кăларать ĕнерхи салтак.
1984 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче 6 чăваш каччи эшелонри тĕрлĕ халăх çамрăкĕпе пĕрле Иолотань енне çул тытнă. Унта полигонра çар пурнăçне хăнăхтарнă вĕсене. Малаллахи хатĕрленӳ Узбекистанпа Афганистан чиккинчи Кушкăра иртнĕ.
— Крепоç вырнаçнă вырăнти çут çанталăк — шăпах Вăтам Азин вăрçă пыракан çĕршывĕнчи пек. Сопкăсем тăрăх йывăр тиевлĕ «кутамккапа» /хамăр çинче ялан тиев пулассине хăнăхмашкăн 5 кирпĕч чикетчĕç/ кунĕпе çӳреттĕмĕр. Пире çар пурнăçне вĕрентме уйăрнă сержантсенчен иккĕшĕ Чăваш Енренччĕ: Пăрачкав вырăсĕпе Вăрнар тăрăхĕн чăвашĕ. Сăмах май, хĕсметре май килсен яланах чăвашла калаçаттăмăр хамăр тăрăхрисемпе. Маларах кайса çакна та калам: пĕррехинче Афганистанра чăваш юрри хăлхана кĕрех кайрĕ. Елчĕк ачи каннă вăхăтра машина алăкĕсене уçса пăрахнă, магнитолăн колонкисенчен вара «Шăнкăрав курăкĕ» таврана саланать. Эх, еплерех ху-скатрĕ вăл чун хĕлĕхĕсене! <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать