- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 6 (6405) № 17.02.2022
Çынсен сывлăхне те, чунне те сиплеççĕ
Кÿкеçре пурăнакан Мария Бузакина волонтер ĕçне шкулта вĕреннĕ чухнех кÿлĕннĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ н медицина факультетĕнче ăс пухаканскер «Медик волонтерсен» юхăмĕн хастарĕ. Вăл — #ДышиЛегко пульмонологи чирĕсен профилактикин регионти программ ин кураторĕ.
«Медик волонтерсен» юхăмĕ Чăваш Енре 2016 çулта аталанма тытăннă. Чи пĕрремĕш пĕрлешӳ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ çумĕнче йĕркеленнĕ. Ун хыççăн Шупашкарти медицина колледжĕнче волонтерсен штабĕ ĕçлесе кайнă. 2018 çулта — Çĕнĕ Шупашкарта, 2019 çулта Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче «Медик волонтерсен» отрячĕсем уçăлнă. Çак юхăмăн регионти координаторĕ Игорь Филиппов каласа кăтартнă тăрăх, пĕрлешӳре халĕ пĕр пин ытла çын вăй хурать. Вĕсем республикăри 10 ытла медицина организацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Волонтерсем больницăсенче тухтăрсене пулăшнисĕр пуçне профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ, пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентеççĕ, шкул ачисене медицина профессийĕпе çывăхрах паллаштараççĕ, донорсен йышне ӳстерес тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлаççĕ. Сăмах май, 2019-2021 çулсенче донорлăх енĕпе 71 мероприяти йĕркеленнĕ. Ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăннă 1852 çын юн панă.
Пандеми вăхăтĕнче «хĕрлĕ зонăра» волонтерсен пулăшăвĕ питĕ кирлĕ. Игорь Филиппов каласа кăтартнă тăрăх, коронавирус чирĕ сарăлма пуçланăранпа республикăри 180 волонтер медицина ĕçне явăçнă. Вĕсенчен 61-шĕ «хĕрлĕ зонăри» тухтăрсене пулăшнă. Хастарсем пĕтĕмĕшле 70 пин сехет ĕçленĕ. Тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан «Медик волонтерсемпе» çыхăнтăм. Вĕсене ыр кăмăллăх çулĕ çине тăма мĕн хистенĕ?
Сухал хырнă, çӳç каснă
Инна КОЛЬЦОВА, Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренет:
— Пирĕн ялта медик волонтерсен уйрăмĕ ĕçлеме тытăнсанах ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнма пуçларăм. Мероприятисенчен юлмастăп. Пĕлтĕрхи раштавăн 31-мĕшĕнче «Ачалăхри савăнăç» акципе килĕшӳллĕн йывăр лару-тăрăва çакланнă çемьере çитĕнекен шăпăрлансене парнесемпе савăнтартăмăр. Эпĕ Юр пике тумне тăхăнтăм. Шăпăрлансем пире курма питĕ хавас пулчĕç. Хăшĕ-пĕри сăвă каласа кăтартрĕ. Çĕнĕ çулта 17 ачана парне патăмăр. Вĕсен куçĕ савăнăçпа çиçни пирĕншĕн темрен паха. Пандемие пула ытларах ватă çынсем шар кураççĕ. Вĕсем килтен ытлах тухса çӳреймеççĕ. Пĕччен пурăнакан ватăсене уйрăмах йывăр. Эпир вĕсене пулăшатпăр. Нумаях пулмасть Шăхач ялĕнче пĕччен пурăнакан Николай Адютантова кил-çуртне тирпейлеме пулăшрăмăр. Унăн сухалне хырса, çӳçне касса ятăмăр. Акцие «Медик волонтерпа мойдодыр» ят патăмăр. Ватăскер питĕ хĕпĕртерĕ. Турханти волонтерсем кулленех ырă ĕçсем тăваççĕ, йывăрлăха çакланнисене пулăшма васкаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕлтĕр «Медик волонтерсен» Чăваш Енри юхăмĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ чухне пире «Вырăнти чи лайăх уйрăм» номинацире палăртрĕç. Пирĕн ĕçе пысăк хак пани хавхалантарчĕ. Малашне тата хастартарах пулăпăр. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Ку чир хăравçăсемпе нăйкăшсене юратмасть»
Телевизорпа Китайра коронавирус сарăлни пирки кăтартма тытăнсанах дезинфекции тумалли хатĕрсем, маскăсем туянса хутăм. Вĕрентекен пулнăран манăн шкулта çынпа нумай хутшăнмалла вĕт. Мур пирĕн çĕршыва çитсен сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнма тăрăшрăм. Пĕлĕшсем чирлеме тытăнсан пушшех те хăраса ӳкрĕм. Юрать-ха, шкулта дистанци мелĕпе вĕренме тытăнчĕç. Анчах ĕмĕрĕпех ун пек ĕçлеймĕн.
Ара, манăн хăрамалли сăлтавĕ те пур-çке: сахăр чирĕпе нушаланатăп, юн пусăмĕ ӳссе каять. Ĕçе тухсан сыхлану мерисене тата вăйлатрăм: çын патне 2 метртан çывăхарах пымастăм, икĕ хут маска тăхăнаттăм. Алла дезинфекци тусах тăраттăм. Капла чир мана ермелле мар пек! Анчах пĕр каçхине ĕçрен таврăнсан пыр ыратнине туйрăм. Сивĕрех апат çирĕм пуль терĕм. Çĕрĕпе сипленсен те пыр ыратни иртмерĕ. Тепĕр кунхине çавăн пекех шкула кайрăм. Ĕçре вăй çуккине туйрăм, ура мана итлеми пулчĕ. Киле çитсен ӳт температурине виçрĕм — йĕркеллех. Тепĕр кунхине те çаплипех ĕçе кайрăм. Хальхинче тата йывăртарахчĕ. Шухăшларăм та: коронавирус пулсан ӳт температури хăпармалла, шăрша туйма пăрахмалла. Манăн веçех йĕркеллĕ, ОРВИ кăна пуль-ха тесе хама лăплантартăм. Анчах тек нушаланса çӳрес темерĕм, больничнăй илме кайрăм. Больницăра халă-ă-ăх! Лăк тулли. Черет тăрса тухтăр пӳлĕмне кĕтĕм. Унта вара ман пек чирлисене пурне те КТ тума яраççĕ, анализ илеççĕ. Эпĕ ӳсĕрместĕп, пыр çеç ыратать. Çапах манăн та КТ тумалла терĕç. Ӳпкен 8% сиенленни палăрчĕ. Манăн сахăр чирĕ пуррине, юн пусăмĕ хăпарнине шута илсе тухтăр больницăна вырттарчĕ. Çапла «хĕрлĕ зонăна» лекрĕм. Палатăра саккăрăн выртрăмăр. Пурте аппаратпа сывлаççĕ, чăх-чах ӳсĕреççĕ, температура чакманнипе нушаланаççĕ. Йывăр чирлисене тӳрех Шупашкара ăсатаççĕ. Эпĕ «çăмăллисен» ушкăнĕнче пултăм. Пыр çеç ыратнăран палатăри юлташсем часах сывалса тухăн тесе хавхалантарчĕç. Система яма тытăнчĕç, эмелсем пачĕç. Пĕр-икĕ кунран ПЦР-анализ килчĕ. Манăн коронавирус пурри курăнман. «Апла эпĕ ахаль ОРВИпе кăна чирлетĕп пуль», — тесен тухтăр йăл кулчĕ.
Пĕр эрнене яхăн выртрăм. Пыр ыратни иртрĕ, анчах вăй çаплах çук. Тепре КТ турĕç. Нимĕнле улшăну та çук. «Ну, вунă кун вырттараççех ĕнтĕ», — шухăшларăм ăшăмра. Укол тумалли эмеле улăштарчĕç. Вара манăн ăш-чикре ахăр самана пуçланчĕ! Эмеле янă вăхăтрах хама питĕ япăх туйрăм, пуç çаврăнма пуçларĕ. Куç умĕнчех тĕнче пĕтсе килчĕ пуль терĕм. Юрать, медсестрасем ку эмел мана аллерги панине çийĕнчех ăнланчĕç. Тавах шур халатлисене, йывăр самантран тухма пулăшрĕç. Тепĕр кунхине гормон эмелĕ турĕç. Тем пулчĕ, хама хăрушă йывăр туйрăм. Сахăр ракета хăвăртлăхĕпе ӳссе кайнă! Халь чăннипех те вилетĕп пуль терĕм. Ку эмеле мана тухтăр çырса та паман иккен. Медсестрасем ытти пациентран мана та сиктерсе хăварман-мĕн. Кун пек йывăр мана нихăçан та пулман. Мĕн те пулин сиксе тухас тăк ачасене асăрхаттармашкăн шăнкăравларăм. Вĕсем йĕме пуçларĕç, хăрасан япăххи пулассинех, ыррине çеç шанмаллине каларĕç. Мана сахăр шайне чакармалли укол тума пуçларĕç. <...>
Светлана ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Офицерсем те çывăрса тăранманнипе асапланатчĕç»
Унăн килĕнче темиçе çар тумĕ упранать. Отставкăри подполковник Василий Голландцев 33 çул каялла Афганистанра тăхăннă тумтирне те хаклă тупра пек упрать. Ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль тата Хĕрлĕ Çăлтăр орден илем кӳреççĕ. Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ӳснĕ Василий Германович 1987-1989 çулсенче Афганистан çĕрĕ çинче çар тивĕçĕсене пурнăçланă. Совет çарĕсене çак çĕршывран илсе тухнă çĕре те хутшăннă вăл.
Виле пĕр эрне выртнă
«Манăн аттене 1941 çулхи çу уйăхĕнче салтака илсе кайнă. Тепĕр уйăхран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Яла вăл 5 çултан тин таврăннă. Атте ялти шкулта завучра ĕçлерĕ. Вăхăчĕ сахал пулин те вăл пире, ачисене, тимлĕх уйăрма тăрăшнă. Çирĕп тытатчĕ. Унран хăраса ӳснĕ. Халĕ шухăшлатăп та: юрать, çавăн пек ӳстернĕ. Çамрăклах вăрçа лекнĕ атте ачисене те пурнăçра çирĕп пулмалла тесе хăнăхтарнă. Çавăнпа кайран, çар училищине вĕренме кĕрсен, хама пионер лагерьне лекнĕ пек туйрăм.
Эпĕ пĕчĕкренех патриот пулса ӳснĕ. Шкул пĕтерсен Шупашкара пединститута каяс терĕм. Пĕр класра вĕреннĕ яш Чĕмпĕрти танк училищине кĕнине ăнсăртран пĕлтĕм. Эх, ăмсантăм ăна! Шăп çав вăхăтра кинотеатрта десантниксем пирки ӳкернĕ «В зоне особого внимания» фильм кăтартатчĕç. Ăна курнă хыççăн çирĕп шухăш тытрăм: çар çынни пулăп. Аттепе анне вăрçрĕç. Вĕсем учитель-çке, эпĕ вара пединститутран каятăп. Çитменнине, танк училищине вĕренме кĕреймесен те пултарнă. Çапла пулчĕ те. «Куçу темĕн япăхрах», — терĕç комиссири çынсем. Пăлханса ӳкрĕм. «Ан пăшăрханăр, Чĕмпĕрте урăх çар училищисем те пур. Унта сывлăх енчен çав тери çирĕп ыйтмаççĕ», — лăплантарчĕç мана. Эпĕ çыхăну çар училищине çул тытрăм. Чăнах та, унта куçлăхпа çӳрекенсем те вĕренетчĕç. 4 çул ăс пухнă хыççăн Беларуç çар округне лекрĕм. «Офицерсене вăрçă валли хатĕрлеççĕ», — тетчĕç службăра тăракансене. Эпир Афганистана лекессине ăнлантăм. Унта ытларах çамрăкраххисене илсе кайма тăрăшатчĕç. Афганистана офицер пек кайрăм. Ил-76 самолетпа вĕçрĕмĕр. Унта 800-е яхăн çын вырнаçрĕ. Малтан пире Ташкента 1 уйăхлăха вĕренĕве илсе кайрĕç. Нумай та вĕçмен, 3 сехет кăна. Тĕлĕрсе кăна кайнăччĕ — самолет анса ларчĕ, хыçалти алăка уçсан вĕри хум çапнипе вăрантăм. Çурла уйăхĕччĕ, чи шăрăх вăхăт. Эпĕ килтисене Афганистана каяссине пĕлтерменччĕ. Вырăна çитсен яла çыру вĕçтертĕм.
Пĕр уйăхран «Ташкент — Кабул» рейспа вĕçекен самолет пире Афганистан çĕрĕ çине илсе çитерчĕ. Кабулта çыхăну полкне лекрĕм, взводăн кĕçĕн командирĕ пулса тăтăм. Тем тесен те, связистăн ĕçĕ пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Пирĕн çапăçу вăхăтĕнче командира çыхăнупа тивĕçтермеллеччĕ. Афганистанра службăра тăнисем ытларах чухне çапăçусене мĕнле хутшăннине каласа кăтартаççĕ. Унта лекнĕ салтаксемшĕн малтанах чи йывăрри — çывăрса тăранманни тата пĕрмай шыв ĕçес килни. Ку, пурăна киле, манăçать ĕнтĕ. Афганистана лексен салтаксене çур çул вĕрентеççĕ, унти пурнăçа хăнăхтараççĕ, вырăнти халăхпа мĕнле хутшăнмаллине ăнлантараççĕ. Кашни кун ирхи 6-ра дежурнăй «Подъем!» тесе кăшкăрнинчен пуçланать. Пĕр сехет çывăрнă-и е виççĕ-и — пĕрех тăмалла. Эпир 2 хутлă казармăра пурăнтăмăр. Питĕ тирпейлĕччĕ унта, тасалăх хуçаланнинчен питĕ тĕлĕнтĕм. Кайран ăнлантăм: пирĕн центр тĕслĕх вырăнĕнче иккен. Унта делегацисем килсех тăратчĕç. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Купăс каласа мĕн чухлĕ шăлавар çĕтрĕм»
Ĕлĕк купăссăр пĕр уяв та иртмен. Халĕ те пирĕн Республикăра пултаруллă купăсçă нумай. Вĕсенчен пĕри — Елчĕк районĕнчи Анатри Тимеш ялĕнче кун çути курнă Леонид ЗАХАРОВ. Чăваш эстрада юрăçи Шупашкарти 1-мĕш шкулта ачасене музыка предметне те вĕрентет. Ăна хамăрăн тĕпеле хаваспах чĕнтĕмĕр.
Музыка шкулĕнче вĕреннĕ
— Леня, калаçăва пурнăçунти асра юлнă самантран пуçлар пуль.
— Мана атте Вячеслав Захаров çуралсанах купăс калама вĕрентме пуçланă тесен те юрать. Çемьере умлăн-хыçлăн икĕ хĕрача кун çути курнă. «Ывăл парнелемесĕр ача çуратма пăрахмастăн», — çирĕппĕнех каланă атте аннене. Ара, йăха тăсакан кирлĕ вĕт. Эпĕ ултă çулта чухне аттепе анне Хусантан ман валли купăс туянса килчĕç. Чи малтан вĕреннĕ юрă — «Эх, яблочко». Çырма-вулама пуçличчен купăс калама хăнăхрăм. Атте çичĕ нотăран илемлĕ кĕвĕ тума вĕрентрĕ. 5-мĕш класа çитсен çывăх çынсем мана Елчĕкри музыка шкулне баян каламашкăн вĕренме ячĕç. Кайран Елчĕкри вăтам шкула çӳреме пуçларăм, педагогика класĕнче ăс пухрăм. Çав вăхăтрах музыка шкулне те пăрахмарăм. Петр Краснов композитор, Николай Хушкин баянист, музыка шкулĕн директорĕ Антонина Питеркина мана лайăх пĕлӳ пачĕç.
— Тĕлĕнмелле маттур чăваш çемйинче çуралнă эсĕ!
— Атте пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмест. Эпĕ вăтам класра вĕреннĕ чухне вăл çемье ансамблĕ йĕркелерĕ. Эпĕ — купăс, атте баян калатчĕ, аппасем Ольгăпа Ирина, анне Вера Леонидовна шăкăр-макăр инструмент тытатчĕç. Сцена çинче «Пирĕн урам анаталла», «Пире тăван кĕтсе тăрать», «Эй, тăван, тус-тăван» юрăсене, такмаксем шăрантараттăмăр. Телекуравпа «Янра, хут купăс» кăларăма ертсе пыракан Александр Васильев юрăç пирĕн пата сюжет ӳкерме килнĕччĕ.
— Каччăпа хĕр тĕл пулса çемье çавăраççĕ, вĕсен ачасем çуралаççĕ… Аçу-аннӳ пирки ытларах пĕлес килет.
— Кукамай харсăр хĕрарăм пулнă. Юланутпа ĕçлемешкĕн Çĕпĕре çити кайнă. Аннене вăл тайгара вăй хунă чухне çуратнă. Атте Магнитогорскра кун çути курнă. Вăл тăлăх ӳснĕ. Ялти Кукаç хушма ятлă ватă çын малтан — асаннене, кайран аттепе шăллĕне ура çине тăратнă. Атте ватта хисеплесе хăй те Кукаç хушма ят илнĕ. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Тĕрленĕ чух хăш вăхăтра ир пулни те сисĕнмест
Аннепе асанне пачах та ахаль лармастчĕç. Каçхине те ал ĕçĕпе аппаланатчĕç. Иккĕшĕ те тĕрлеме юрататчĕç. Чӳрече каррисене, минтер пичĕсене, пукан çиттисене тĕрлĕ тĕслĕ çиппе эрешлетчĕç, стенаран тĕрленĕ кавирсем çакатчĕç. Эпĕ те вĕсене кура алла йĕппе çип тытса лараттăм. Ӳссен вĕренӳ малти вырăна тухрĕ, кăсăклану та улшăнчĕ. Çапах тĕрĕ ĕмĕрлĕхе чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ.
Асли — 75-ре, кĕçĕнни — 13-ре
Чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăхăнтартнă пуканесене курсан: «Эпĕ те çакнашкал тĕрлеме пĕлнĕ тĕк…» — тесе шухăшлаттăм. Хаçат ĕçĕпе çӳренĕ май тĕрĕ ăстисемпе, тухья-хушпу ăсталакансемпе тĕл пулатăп, вĕсем пирки статьясем çыратăп. Санкт-Петербургра пурăнакан Наталия Михайловăн пултарулăхĕ питĕ хавхалантарчĕ. Чăвашла пĕлменскер тăван халăх культурипе, йăли-йĕркипе кăсăкланать, халапсенчи сăнарсен кӳлеписене ăсталать, вĕсене тĕрĕллĕ тумтир тăхăнтартать. Наталийăн хĕрĕ Клавдия та питĕ маттур. «Аякри хулара пурăнаканскер чăваш тĕрриэрешне тĕнче шайне çĕклет. Эпĕ вара, Чăвашра пурăнаканскер, хамăн ĕмĕтĕме пурнăçлаймастăп», — шухăшланăччĕ унпа калаçнă хыççăн. Çавăнпа пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче республикăра чăваш тĕррин шкулĕ уçăлассине пĕлтерсенех музее шăнкăравларăм. Ĕçтешĕмсем ман çине шанмасăртарах пăхнăн туйăнчĕ. «Епле ĕлкĕрĕ-ши ку?» — терĕç пуль.
Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче пĕрремĕш урока вĕçтертĕм. Чăваш тĕррин музейне çитрĕм те шалт! тĕлĕнтĕм. Зал лăк тулли! Лармашкăн пушă пукан та çук. Чăваш тĕррин шкулне çӳрес кăмăллисем нумаййăн пулнă иккен. Малтанах 12-14 çынна йышăнма палăртнă. Анчах шăнкăравласа курса çырăнакан темиçе хут ытларах пулнă. Вĕренӳ укçалла пулни те хăратман вĕсене. Чăваш тĕррин шкулне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова пурне те ăнăçу сунчĕ. Пĕтĕмпе 24 çынна йышăннă.
Вĕсенчен чи асли — 75-ри Нимфадора Архипова, чи кĕçĕнни — 13-ри Мария Лелина. «Эпĕ — чăваш, манăн наци тĕррин ăсталăхне пĕлмеллех», — терĕ Нимфадора Ивановна. Пĕлӳ илме пысăк туртăм пулсан çын вăрăм çула та ним мар парăнтарать. Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакан Ольга Логинова кашни занятиех çӳрессине пĕлтерчĕ. Вăл, çĕвĕç профессине алла илнĕскер, тĕрлеме вĕренсе çак ăсталăха районта та сарасшăн. Вĕренекенсене 2 ушкăна уйăрчĕç. Пĕрремĕшĕнче — аслă ӳсĕмрисем, иккĕмĕшĕнче — çамрăккисем. Эпĕ иккĕмĕшне лекрĕм. Манăн ушкăн ертӳçи Любовь Вазюкова пулчĕ. Практика занятийĕн пуçламăшĕнче пурне те схема, йĕппе çип, канва татăкĕ пачĕç. Ыйту хыççăн ыйту çуралчĕ. Йĕппе хăш енчен тирсе ăçтан кăлармаллине те пĕлмерĕм. Пирĕн вĕрентекен хăйне питĕ лăпкă тытрĕ. Любовь Степановнăна Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн халăх ӳнер пултарулăхĕн кафедрин ертӳçи Раиса Васильева пулăшрĕ. Малтанах çипе тĕрĕс уйăрма, ăна тирме вĕрентрĕç.
Хама чăн-чăн шкул ачи евĕр туйрăм. Пĕрремĕш урокрах йĕпкĕн çĕвве вĕрентĕмĕр. Ахальтен мар чăваш тĕррине «шутлав тĕрри» теççĕ. Питĕ тимлĕ пулмалла, пуçа ĕçлеттермелле. Эреше темиçе хут та сӳтсе çĕнĕрен пуçлама тиврĕ. Пирĕн урок вăраха пычĕ. Киле кайма пуçтарăннă Раиса Михайловна Любовь Степановнăпа ыталансах сыв пуллашрĕ. «Тĕрĕ пурне те çывăхлатать. Кĕçех эсир те туслашатăр», — терĕç ăстасем йăл кулса. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
«Ывăлăн таса ячĕшĕн кĕрешĕпĕр»
Вăрнар поселокĕнчи Татьянăпа Андрей Эндеревсем аслă ывăлĕн Леонидăн таса ячĕпе чысне тавăрассишĕн иккĕмĕш çул кĕрешеççĕ. Каччă контракт мелĕпе çар тивĕçне пурнăçланă. Анчах икĕ çултан уншăн служба ĕмĕрлĕхех вĕçленнĕ: вăл ашшĕн тăван ялĕнчи масар çинче канлĕх тупнă. Официаллă верси тăрăх, Леонид Эндерев служба вăхăтĕнче эрех ĕçсе вилнĕ. Ашшĕ-амăшĕ çакна ĕненмест.
«Пирĕн Леня çук»
«Салтака каймалла-и е çук-и Леньăн — кун пек ыйту тухса тăман. Унăн аслашшĕ офицер пулнă-çке. Пирĕн ывăл ракета çарĕсене лекрĕ, Мурманск облаçĕнчи Оленегорскри 36226-мĕш чаçре салтак тивĕçĕсене пурнăçларĕ. Çулталăка тăсăлнă служба вĕçленсен çавăнтах контрактпа юлассине шăнкăравласа каларĕ. 2018 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче контракт çырчĕ. Çулталăкран эпир ăна курма кайрăмăр, унта 3 кун пурăнтăмăр. Пире ăсатма пычĕ. Пуйăса лариччен ыталанса чуптурăмăр. Çав кун, 2019 çулхи çĕртмен 6-мĕшĕнче, ывăла юлашки хут куртăмăр», — аса илчĕ ашшĕ Андрей Эндерев. 2020 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Леонид ытти салтакпа пĕрле Астрахань облаçĕнчи Харабали районĕнчи «Ашулук» полигона вĕренĕве кайнă. Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Андрей Эндерев патне дивизион командирĕ шăнкăравланă та ывăлĕн чĕри тапма чарăннине пĕлтернĕ.
«Эпĕ Çĕмĕрлери больницăра неонатологра ĕçлетĕп. Сменăран таврăнсан манна мăшăр кĕтсе илчĕ. Урамра хĕвел пăхатчĕ. «Атя, уçăлма каятпăр», — терĕм. Куратăп: унăн сăнĕ тĕксĕм. «Таня, диван çине ларха», — тесе мана вăйпах лартрĕ. «Пĕлетĕн-и, пирĕн Леня çук. Вăл вилнĕ», — çак сăмахсене ĕненме йывăр пулчĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Татьяна Эндерева. — Кайран Кононов подполковникпа /вăл ывăлăн командирĕ пулнă/ телефонпа калаçрăмăр, çула тухассине пĕлтертĕмĕр. «Ан килĕр, ывăлăрăн виллине халĕ çавах памаççĕ», — пулчĕ хурав. «Ăна хăçан илсе килетĕр?» — тесе ыйтрăмăр. Вăл самолетпа çула тухассине пĕлтерчĕ. Мускавра, Тольяттире пурăнакан тăвансем Леньăна пытарма килчĕç, вилле вара çаплах çук. Кононов шăнкăравларĕ те вырăнти çар комиссариачĕн командирĕпе калаçса татăлма, вĕсене кĕтсе илме ыйтрĕ. Самолет Чулхула облаçĕнчи çар аэродромне анса лармалла-мĕн. Кун пирки военкома шăнкăравласа пĕлтертĕмĕр. Кайран тепĕр шăнкăрав килчĕ. Мари Эла вĕçсе килессине каларĕç. Акан 6-мĕшĕнче унти аэродромра кĕтсе илме калаçса татăлтăмăр. Çула тухиччен Кононов патне тепĕр хут шăнкăравлама шухăшларăмăр. «Самолет пулмасть, ăна пире памарĕç», — терĕ. Ывăлăн виллине мĕнле машинăпа илсе килессине, унта холодильник пулассипе пулмассине тĕпчерĕмĕр. Мĕншĕн тесен пирĕн пата 2 талăка яхăн килмелле. Урамра вара шăрăх.
Кайран контрразведка офицерĕ Гущин шăнкăравларĕ. Автомобиль Вологда хулинчен килессине каларĕ. Анчах çула хăçан тухассине, вилене хăçан илсе килессине пĕлмеççĕ иккен. Эпир мĕн тумаллине пĕлмерĕмĕр. Мăшăрпа иксĕмĕрĕн те юн пусăмĕ 180-а çитрĕ. Упăшка валли васкавлă медпулăшу та чĕнме тиврĕ. Акан 7-мĕшĕнче автомобиль хăçан килессине пĕлмешкĕн тепре шăнкăравларăмăр. Машина малтан Вологдăран — Астрахань облаçне, унтан пирĕн пата çитет пулсан 4 талăк иртет вĕт. Тăвансене мĕн каламалла? Пурте кĕтеççĕ. Мĕн тумаллине пĕлменрен пачăшкă патне кайрăмăр, кĕлтума ыйтрăмăр. Каçхине Кононовпа калаçрăмăр. «Кирлĕ тĕк ывăлăра хăвăр илсе кайăр», — терĕ. Хамăр укçапа ятарлă машина тытрăмăр. Леньăна илме кĕçĕн ывăл Алеша тепĕр каччăпа кайрĕ. Çул çинче пĕр канмасăр пынă вĕсем. Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче вырăна çитсе тепĕр кунхине поселока таврăнчĕç. Леньăна Калинино салинчи чиркӳре кĕлтутартăмăр», — каласа кăтартрĕ каччăн амăшĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать