Ултă пушар
Иртнĕ канмалли кунсенче пушарнăйсене каллех кантарман, республикăра ултă пушар алхаснă.
Нарăсăн 12-мĕшĕнче ир-ирех Етĕрне хулинчи пĕр гараж çунса кĕлленнĕ. Çав кунах Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн общежитийĕнче 4-мĕш хутра çулăм тухнă. Инкек сăлтавĕ — электроприборпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни. Пушара çур сехетре сӳнтернĕ, çуртран 40 çынна илсе тухнă, пурте ырă-сывах. Каçхине Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче пурăнакан 40 çулти арçыннăн хуçалăхĕнче çулăм тухнă. Çĕрле Элĕк районĕнчи Урпаш ялĕнче йывăç çурт çунса кĕлленнĕ. Шел, унта пурăнакан 67 çулти арçынна çăлса хăварайман.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 122 пушар тухнă. Пурлăх тăкакĕ пĕтĕмпе 1,5 миллион тенкĕпе танлашнă. 9 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 8-ăшĕ суранланнă, 10-ăшне çăлнă.
www.hypar.ru Mchs.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать