- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 5 (2893) № 09.02.2022
Тарăн юр калчана сиен кÿмĕ-ши?
Кăçал хĕл юрлă килчĕ. Тарăн юр кĕрхи культурăсене сиен кӳмест-ши? Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем çак кунсенче Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирма уй-хирĕнче кĕрхи культурăсем хĕл мĕнле каçнине тĕрĕслерĕç, монолит илчĕç.
Уй-хир тарăн юр айĕнче. Кĕрхисен лаптăкĕнче специалистсем тӳрех ĕçе пикенчĕç: палăртнă вырăна юртан тасатрĕç, тăпра шăннине, калчан тĕм çыххинчи /узел кущения/ сывлăш температурине виçрĕç, монолит /тăпрана калчапа пĕрле касса кăларни/ илчĕç. Кĕрхисем хĕл мĕнле каçнине тĕрлĕ мелпе тĕрĕслеме пулать иккен: монолитпа, сахăрпа, шывпа, калчан тĕм çыххипе. Çапах монолит ыттисемпе танлаштарсан чи ăнăçлă мел шутланать. Ăна декабрь-март уйăхĕсенче илеççĕ.
— Акнă лаптăкран тăпрана калчапа пĕрле /30х30 см сарлакăш, 15-20 см тарăнăш/ касса кăлармалла та йывăç ещĕке вырнаçтармалла. Брезентпа е михĕпе хупласа шăнни ирĕлмешкĕн тĕттĕм, 5-10 градус ăшă вырăна лартмалла. Икĕ талăкран, тăпра ирĕлсен, ещĕке уçса çутă, 15-20 градус ăшă вырăна куçармалла. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Апат-çимĕç хакланать
Республикăра продукци, ытти тавар хакĕсем ӳссе пыни шухăшлаттарать. Çивĕч ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура та хускатнă.
Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕпе танлаштарсан январьте инфляци 1 процента çитнĕ. Пĕлтĕр Чăваш Енре çак кăтарту 8,9 процентпа танлашнă /Раççейĕпе — 8,4%/. Республика ертӳçисем ял хуçалăх продукцине вырăнта туса илессине ӳстерни хаксене ытлашши хăпартса ямасса шанаççĕ. Олег Николаев республикăра ял хуçалăх продукцине туса илекенсен таварне çĕнĕ мелпе усă курса сарма сĕннĕ. Сăмахран, дистанци суту-илĕвĕ, ярмăрккă тата ыт.те. Çак ĕçе республикăра кăна мар, ытти регионта та йĕркелемелле. Пĕрлехи бренд вара тавара ыттисенчен уйăрса илме, хăй патне илĕртме пулăшĕ. Кăçал хула-районсенче ял хуçалăх продукцине сутмалли вырăнсем ытларах уйăрнă. Республикăра вак суту-илӳ валли те автолавкăсен хисепĕ ӳснĕ, 128-а çитнĕ. Кăçалхи январьте канмалли кунсенче 125 ярмăрккă йĕркеленĕ. Çакă халăха вырăнти продукцие йӳнĕрех хакпа тивĕçтерме май панă.
Анчах çав хушăрах социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем хăпарса пыни шухăшлаттарать. Январьте кăна ыраш тата ырашпа тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр-булка, чей, пахча çимĕç, вермишель, сахăр, макарон изделийĕсем, тăвар, рис, кăлпасси, ĕне ашĕ, услам çу палăрмаллах хакланнă. Чи малтан, паллах, çăкăр хакĕ хăпарни туянакансене пăшăрхантарать. Сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă? Чăваш Енре çăкăр пĕçерме тулă çителĕксĕр туса илеççĕ-мĕн. Чĕр тавар тирпейлекенсен культурăн 50 процентне регион тулашĕнчен турттарма тивет. Иртнĕ çул продукци хакĕсем виçесĕр хакланса каясран çăнăх авăртакан, çăкăр пĕçерекен предприятисене тăкака саплаштарма 94,5 млн тенкĕ субсиди уйăрнă. Раççей Ял хуçалăх министерстви кăçал та асăннă пулăшу мелне упраса хăварасшăн. Çĕршыври çăкăр предприятийĕсене 2,5 млрд тенкĕ уйăрмалла.
Хаксене «çăварлăхлама» йывăр. ЧР «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи февралĕн 3-мĕшĕ тĕлне лавккара ыраш-тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр /0,6-0,7 кг/ — 30, батон /0,35-0,4 кг/ 29 тенкĕ пулнă. Пăрçа /1 кг/ — 44, рис — 56,1, манна кĕрпи — 40, хура тул — 103,9, сахăр — 52,5, тăвар /пачкăри/ — 7,5, тулă çăнăхĕ /пысăк сортли/ — 32,5, ӳсен-тăран çăвĕ /1 л/ 109,9 тенкĕ тăнă. Пасарта хаксем йӳнĕрех, çапах çăкăр-батон, сахăр, ӳсен-тăран çăвĕ тата хăш-пĕр тавар лавккари пекех.
Февраль тĕлне сысна какайĕ те хакланнă. Çакна ăна аякран кӳрсе килнипе те çыхăнтараççĕ. Республикăра сысна комплексĕсем пур-ха, вĕсем выльăх-чĕрлĕхе чĕрĕ виçепе ытларах сутаççĕ. Вырăнта чĕр тавара тирпейлекен цехсем пурри те хаксене хăпартма памĕ.
Чăваш Енре чăх какайне туса илесси ӳснĕ. Тĕп йывăрлăх — чĕпĕ кăлармалли çăмарта çителĕксĕрри. Çавна май унăн хакĕ те пысăк. Вăл вара продукцин хăй хаклăхне витĕм кӳрет. Çимелли çăмарта та çитсе пымасть. <...>
Светлана АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Пултарулăхĕ иксĕлми
Иртнĕ пурнăçра палăрнă, мухтава тивĕçлĕ ентешсем хамăрпа юнашарах кун кунлаççĕ. Анчах пурăннăçемĕн вĕсем майĕпен манăçа тухса пыраççĕ. Вĕсенчен пĕринпе эпĕ вулакансене паллаштарасшăн.
1965 çулта Элĕк районĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ пулма пултаруллă та ăста специалиста Иван Орлова шанчĕç. Вăл çар çыннисен чинĕпе налук службин подполковникĕ шутланать, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ, 1965-1995 çулсенче пур суйлавра та район канашĕн депутачĕ пулнă.
Иван Васильевич Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ашшĕне фронта илсе кайнă. Мускав хулине хӳтĕленĕ çĕрте вăл пĕр тан мар çапăçура пуç хунă. Амăшĕ 4 ачипе тăлăха юлнă. Вăрçă ачисен пурнăçĕ çăмăл пулман: çитĕннисемпе тан тырă вырнă, утă çулнă, йĕтем çинче ĕçленĕ тата ытти ĕçе те пурнăçланă. Шкул çулне çитсен ăна амăшĕ ялти 7 класлă шкула янă, каярахпа вăл пĕлĕвне Канашра туптанă. Финанс ĕçне алла илсен ăна направленипе Киров облаçне ĕçлеме янă. Хĕсметрен таврăнсан вара Шăмăршă районĕнче финанс пайĕнче вăй хунă, каярахпа, районсене пĕтернĕ хыççăн, тăван тăрăха таврăннă.
Вăл нумай çул Элĕк район канашĕн ĕç тăвакан комитечĕн членĕ пулнă. Ăна район канашĕн депутатне Мартынкасси округĕпе пĕр улшăнмасăр 7 суйлавра çирĕплетрĕмĕр. Вăл çулсенче эпĕ те ял канашĕн председателĕнче вăй хунă. Çавна май эпир пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ. Мартынкассинче лавкка турăмăр, 7 класлă шкулăн çуртне вĕçлерĕмĕр, ФАПпа ял канашĕн çурчĕсене хута ятăмăр. Иван Васильевич çакăн пек чухне нухрат тупма та пулăшатчĕ. Вăл яланах ял канашĕн сессийĕсене, пухусене хутшăнма тăрăшатчĕ, сăмах калатчĕ, ырă сĕнӳсем паратчĕ. Мероприятисене хутшăннă май яланах шкула, ФАПа, колхоз правленине, клуба кĕрсе тухатчĕ. Çывăхра рабочисем ĕçлеççĕ тĕк вĕсем патне пырса сывлăх сунатчĕ, калаçатчĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах вăл куçăн мар майпа Мускавра партин аслă шкулне пĕтерчĕ. Кашни уйăхрах ирттерекен политика кунĕсене йĕркелеме ăна пирĕн пата яратчĕç. Вăл тăван ялне килнĕн туятчĕ, пурне те паллатчĕ. <...>
Вениамин АРХИПОВ.
Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.
♦ ♦ ♦
Шăпаран тарса хăтăлаймăн
Нина Федотова Муркаш районĕнчи Çуткӳль ялĕнче çуралса ӳснĕ. Кĕçех 94 çул тултарать пулсан та ăс-тăнĕ çирĕп унăн, хăлхи те лайăх илтет. Апат-çимĕç те хăех пĕçерет вăл. Паллах, ачисем, мăнукĕсем пулăшсах тăраççĕ ăна, мĕн кирлипе тивĕçтереççĕ.
Тăлăхсем
Вĕсем çиччĕн пĕртăван пулнă, Нина вара — чи асли. Ун чухне çуралнисем чылайăшĕ пĕве çитеймен, вĕсен çемйинчи виçĕ ача та пĕчĕклех чире пула çĕре кĕнĕ. Ашшĕ Иван Артемьевич вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта кайнă. Хăйпе пĕрле вăл 12 ăйăр илнĕ. Кĕçĕн ачи çурални 6 кун çеç çитнине пăхмасăр кил хуçи хĕрарăмĕ Матрена упăшкине ăсатма çула тухнă. Шел те, ашшĕне ачисен урăх курма тӳр килмен. Вăл вăрçăн малтанхи çулĕнчех хыпарсăр çухалнă. Амăшĕ те чире кайса тепĕр çулах çĕре кĕнĕ. Çапла вара 4 пĕртăван сĕм тăлăха юлнă: Нина ун чухне 12 çулта пулнă, Петр — 10-ра, Анатолий — 8-та, кĕçĕнни Галина çулталăк та тултарман. Тăлăхскерсем мĕн кăна тӳссе ирттермен-ши? Нина шăллĕсемпе йăмăкĕшĕн ашшĕпе амăшĕ вырăнĕнче шутланнă.
Хăйĕн кун-çулне аса илнĕ май акă мĕн каласа кăтартрĕ Нина Ивановна: «Пĕртăвансенчен халĕ 80 çулти Галя йăмăк çеç. Вăл аякра пурăнать. Хам ĕмĕрте тĕрлĕ нуша куртăм. Ĕçлемелле пулнăран шкулта пĕр класс та вĕренеймерĕм. Ачаллах тăлăх çитĕнтĕмĕр пулсан та пире хĕрхенекен пулман. Эпĕ асли пулнă май пĕтĕм йывăрлăх ман çине тиеннĕ. Шăллăмсемпе йăмăка ура çине тăратмалла пулнă-çке. Килте çеç мар, колхозра та ĕçлемеллеччĕ. 1943 çулта, эпĕ ун чухне 14-раччĕ, мана Çĕмĕрле тăрăхне вăрман ĕçне вăйпах тытса ячĕç. Сивĕ хĕл кунĕччĕ ун чухне. Ял канашĕнче ĕçлекен çын пӳрте чупса кĕчĕ те кăмакари пиçсе çитмен çăкăра миххе чикрĕ. Лашасемпе çула тухнă çынсемпе пĕрле лартса ячĕ мана. Çапла вара ачаллах вăрман каснă çĕрте тертленме тиврĕ. Тăватă çул тăрăшрăм унта. Киле каялла таврăнма пире лаша ярса паман, çуранах килеттĕмĕр. Çурçĕр иртсен вăрмантан тухаттăмăр та тăван яла каç пулсан тин çитеттĕмĕр. Ун хыççăн пире икĕ хĕл Етĕрне тăрăхне торф кăларма тытса ячĕç. Каярахпа Нискассинчен Етĕрнене каякан çула тума хутшăнтăмăр, унта темиçе çу ĕçлерĕмĕр. Пĕтĕмлетсе каласан, пире мĕн хушнă — çавна пурнăçланă. Çак ĕçсемшĕн колхоз, патшалăх пĕр пус та тӳлемен. Пур çĕрте те хамăр ĕç хатĕрĕсемпе вăй хунă, килтен илсе кайнă апат-çимĕçпе тăранса пурăннă. Тĕртнĕ пиртен кĕпе-йĕм, хĕлле ун çийĕн сăхман тăхăнаттăмăр. Çӳхескерĕн ăшши те пулман ĕнтĕ. Çĕтĕк алсишпе алă кӳтетчĕ. Тутăр вырăнне кивĕ кĕперен татса илнĕ татăк çыхаттăмăр. Вăл та пĕр хут çеç. Паллах, лавккара пулнă-ха, анчах ăна туянма укçа çук. Ытларах шăннă çĕр улми çинĕ. Тепĕр чухне ăна пĕçерсе, тӳсе, йăва евĕр туса шăнтаттăмăр. Кайран хуранта шывпа ăшăтса, пĕçерсе çиеттĕмĕр. Баракра, сарайĕнче пурăнаттăмăр. Салтаксем пек ая сăхман сараттăмăр, çиелтен те унпах витĕнеттĕмĕр». <...>
Александр МАКАРОВ.
Муркаш районĕ, Исетерккĕ ялĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать