- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 4 (1234) № 03.02.2022
Пур хаклăха упрама мехел çиттĕрччĕ
«Хыпар» Издательство çуртĕнче чĕрĕк ĕмĕр каялла «Чăваш хĕрарăмĕ» тухма пуçласси Издательство çуртне 23 çул ертсе пынă Алексей Леонтьев çине тăмасăр пулман. 35 çул ытла хаçатра тăрăшнă ĕçтешĕмĕрпе, хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче вăй хуракан ăсчахпа уяв умĕн тĕл пулса калаçрăмăр. Иртнине аса илтĕмĕр, малашлăха тинкертĕмĕр.
— Алексей Петрович, пĕрле ĕçленĕ чухнехи тапхăртан ас тăватăп: çын пурнăçĕнчи çавра кунсене юратсах каймастăрччĕ. Çав вăхăтрах хаçат е журнал кун-çулĕн кашни юппине вулаканăмăра асăрхаттарасси йăлараччĕ. Ырă çав йĕркене пăсас килмест. Çак тапхăрта утса тухнă çула тишкерни, ăна пахалани вырăнлă. Мĕнрен пуçланчĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» «пĕçерсе» пăхас шухăш?
— «Çавра кунсене кăмăлламан» тени тĕрĕсех мар. Редакцие ку е вăл паллă /е нимĕнпех те палăрман/ çын юбилейне çутатма ыйтса материал ытла та нумай килетчĕ. Хăшне пичетлемелле? Çак ыйту, пытармастăп, вĕчĕрхентеретчĕ. Культура пулăмĕсен тĕлĕшпе вара уçăмлă: тивĕçлисене сиктерсе хăварма юрамастех. «Чăваш хĕрарăмĕн» юбилейĕ — шăпах çак ретрен...
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче «Ĕç хĕрарăмĕ» журнал тухса тăнă. Шел, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ăна кăларса тăмашкăн май килмен. Кайран, тăнăç вăхăт çитсен, ĕçе çĕнĕрен пуçăнман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче халăх вулатчĕ, пуçласа кун çути куракан хаçат-журналпа та хапăлласах паллашатчĕ. 1996 çулта «Çамрăксен хаçачĕ» кăларма тытăнтăмăр. Ăнăçлă проект пулчĕ вăл, хăйĕн вулаканĕсене самантрах тупрĕ. Хĕрарăмсем валли те уйрăм кăларăм кирлине туяттăм. Çак шухăша тĕвĕленме тепĕр сăлтав та хистерĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче «Пике» журнал тухма пуçланăччĕ. Раиса Сарпи редакторпа пĕрле ытти хастар кăсăклă материалсем калăплатчĕç унта. Яка хут çинче тĕспе тухаканскер çав тери илĕртӳллĕччĕ. Шел, бюджет укçа-тенкипе кун çути кăтартма май килмерĕ пулас та — питĕ пысăк тиражлă журнал хупăнчĕ. Вулакансемпе иртекен тĕл пулусенче вĕсен тата мĕнле кăларăм курас килнине тăтăш ыйтса пĕлеттĕмĕр. Ун пек чухне шăпах хĕрарăмсем валли те хаçат кирлине палăртатчĕç. Çавăнпа та тахçан тухса тăнă йышши «çимĕç» патне таврăнас сĕнӳ халăхранах пиçсе тухнă темелле.
— «Хыпар» Издательство çуртĕнче кун çути курнă тĕрлĕ хаçата «Хыпар» ачи» тесе палăртасси йăлана кĕнĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» тӳрех халăх юратакан пепке пулса тăчĕ-и?
— Шахвăртса каласси хăйне евĕр сăлтавпа çыхăннă. Кăларма пуçланă кашни «çимĕçе» чи малтан «Хыпар» хаçатăн хушăмĕ пек пичетлесе вулакан патне çитернĕ, çапла майпа вăл ăна мĕнлерех йышăнассине тĕрĕсленĕ теме те пулать. Çынсен кăмăлĕ çырусенчен /ун чухне конверт ăшне чикнĕскерсем мĕн чухлĕ килетчĕç!/, шăнкăравсенчен, тĕл пулура хускатакан калаçу-ыйтуран лайăх сисĕнет. Тĕп чăваш хаçатĕнче, ача амăшĕн варĕнче йăл илнĕ пек, ӳтленсе тухнăран «Чăваш хĕрарăмĕ» те «Хыпар» ачиех» çав.
Хушăм тенĕрен, пирвайхи 1997 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче тăватă страницăпа пичетленчĕ. Çĕнĕ проект «Хыпар» йышĕнчи журналистсен — Валентина Смирновăн, Галина Матвеевăн, Михаил Желтовăн, ыттисен — вăйĕпе уйăхра пĕр хутчен тухса пычĕ. Пикеннĕ ĕçе вулакан патне уйрăм хаçат хальлĕн çитерме 1998 çул пуçламăшĕнче тытăнтăмăр. 4,5 пин çын çырăннăччĕ ăна. Çак кăтарту кăларăм хăйĕн вулаканне тупнине палăртать. Малалла аталаннă май йыш ӳссе пычĕ, 10 пинрен иртрĕ. <...>
Ирина ИВАНОВА калаçнă.
♦ ♦ ♦
Мăнаçлă юманпа яштака хурăн… тăрринче
Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ covid-19-а пула пандеми пĕлтернĕ хыççăн туристсен йышĕ палăрмаллах чакнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар-тăр. Чарусене тĕрлĕ çĕршыв тĕрлĕрен пĕлтерчĕ. Пĕрисем туристсене пачах йышăнма пăрахрĕç, теприсем ПЦР-теста шанчĕç, анчах та ăна тăван кĕтесре те, чикĕ урлă каçсан та тумалла. Прививкăллисемшĕн майĕпен çул уçăлса пычĕ темелле. Çапах та, 2020 çулта кăна, сăмахран, тĕнчери туризм индустрийĕ 320 млрд доллар тăкак тӳснине калаççĕ. Çак цифра хыçĕнче, епле пулсан та, туризмра вăй хуракансен шалăвĕ, шăпи, нумай çĕршыв экономики. Хăш-пĕр патшалăхăн тупăшĕнче туризм 80-90% яхăнах йышăнать-çке.
Паллах, Раççей çыннисем те харăсах чикĕ леш енне çӳреме тăхтаса тăчĕç. Вырăс турисчĕсен йышĕ туххăмрах çуррине яхăн чакрĕ. Шăпах çакăн пек лару-тăрура вăй илчĕ те шалти туризм. Пушшех те, уншăн кешбек шантарнине кура çынсем хамăр çĕршывра ытларах канма кăмăл турĕç. Харпăр хăйĕн машинипе çула тухни хăрушсăрлăхпа тивĕçтерчĕ темелле. Эпир те çапла майпа Крыма кайса курнине вулакана каласа кăтартнăччĕ ĕнтĕ. Чăн та, Сочи, Крым тăрăхĕнче çуллахи тапхăрта тинĕсри пулăран та йышлăрахчĕ-тĕр канакан. Çавăнпах иртнĕ çуллахи шăрăх кунсене дачăра ирттернĕ хыççăн — çакăн пирки çулсерен ĕмĕтленеттĕм! — хĕлле Мускаври кану çуртне çул тытрăмăр.
Хĕвеллĕ
Хамăр патрах çакăн пек сервис пуррине, чăнласах калатăп, пĕлмен те. Сервис тенĕрен, Крымра, калăпăр, чикĕ леш енчи туризмран вĕренмелли чылай. Канма пыракансен тĕлĕшпе унта совет тапхăрĕнченпех нимех те улшăнман темелле. Вырăнти кинемейсем, укçа ĕçлесе илес тĕллевпе, туристсене йĕкехӳре шăтăкĕсене те тара пама хатĕр. Паллах, вырăнĕ Крымра тĕлĕнмелле хитре, чикĕ леш енчинчен нимĕнпе те кая мар. Курмалли-пĕлмелли те чылай. Вăт сервис текеннине йĕркелесе ярсан туризмран унта та тупăш курасси иккĕлентермест. Халĕ вара çĕршывăн тĕп хулинчен Мускавран инçех мар вырнаçнă СПА-хăна çурчĕ çинчен каласа кăтартас килет.
Хĕвеллĕ, илемлĕ тавралăх. Чăн та, СПА процедурăсемшĕн уйрăммăн тӳлемелле. Ытти вара йăлтах — all inclusive. Апат — хăвна килĕшнине суйлама пултаратăн. Кашни кун — темиçе тĕрлĕ какай, пулă, салат, пахча çимĕç, десерт… Чикĕ леш енчи çимĕçпе те хăналаççĕ. Анчах та унта вырăс апачĕшĕн тунсăхласах çитетĕн пулсан кунта пăтă та суйлама май пур, яшка та — йăлтах пирĕн хырăмлăх хăнăхни. Эрех-сăра енĕпе те — çак йĕркех. Çав вăхăтрах, чикĕ леш енче, калăпăр, мороженăй пур çĕрте те кирек хăш вăхăтра çиме май çук. Ку комплексра вара — тархасшăн, унпа талăкĕпех сăйланма пулать. Шыв темĕн тĕрли те — алă айĕнчех. Хаяртараххипе туслисен бармена пуç çапса тăмалла мар, килĕшекеннине: хĕрли, шурри, шампань эрехĕ — хăвах ярса илме пултаратăн. Мороженăй, эрех виçесĕр пулнине, тĕрĕссипе, Египетра кăна курнăччĕ. Ытти çĕрте вĕсене ятарлă çын ярса парать. Черет тăмалла… <...>
Рита АРТИ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать