«Хресчен сасси» 4 (2892) № 02.02.2022

2 Фев, 2022

Атте-анне хывнă сукмакпа

 «Пурнăç — çĕр тĕрлĕ пăрăнăç», — тенĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ольга Михеева райпора пилĕк çул вăй хунă хыççăн вырăнти «Коминтерн» хуçалăха ĕçлеме куçнă. Халĕ аслă шкулта ветеринар-селекционера вĕреннипе пĕрлех кĕтӳ ăратлăхне лайăхлатассипе вăй хурать.

 Ольга мĕн пĕчĕкрен выльăх-чĕрлĕхе килĕштернĕ. Вĕсем патне васканă май кĕсйине яланах çăкăр татăкĕ чикме манман. Ĕне выльăх та хĕрача патне туртăннă.

— Аттепе анне «Коминтерн» хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕç. Анне Атнарти фермăра вăй хуратчĕ. Йăмăкпа иксĕмĕр ăна пăрусем пăхма пулăшнă. Каникул, канмалли кунсем фермăрах иртнĕ темелле. Вăл вăхăтра ĕç меслечĕсем йывăртарах пулнă. Ытларах алă вĕççĕн пурнăçланă. Аннен ĕçне çăмăллатас, ăна пулăшас килетчĕ. Выльăх-чĕрлĕхе, уйрăмах пăрушкасене килĕштернĕрен фермăна хаваспах васканă, — аса илчĕ вăл.

 Атнарти шкултан вĕренсе тухсан Ольга чун туртăмне пăхмасăр Шупашкарти кооператив техникумне вĕренме кĕнĕ. Юратнă профессие суйлама фермăри йывăр ĕç чăрмантарнă тейĕн ăна. Алла диплом илсен вăл ытти яш-кĕрĕм пек хулана юлассишĕн хыпăнман, тăван тăрăхах таврăннă та райпона ĕçлеме вырнаçнă. Хĕрĕ ялта тĕпленнишĕн ашшĕпе амăшĕ савăннă.

— Çемьере эпир икĕ хĕр çитĕннĕ. Йăмăкăм аякра ĕçлесе пурăнать. Тăван яла час-часах килеймест. Аттепе аннене ватлăхра мĕнле пăрахса хăварăн? Кил хуçалăхра та пулăшсах тăмалла. Вĕсем юнашар пурăнсан хамăра та лăпкă, — палăртрĕ Ольга Александровна.

 Кĕçех хĕр Федор Михеевпа çемье çавăрса икĕ пепкене кун çути панă. Мĕн ĕмĕтленни пурнăçа кĕнĕ темелле. Анчах Ольгăна чун туртман ĕçре вăй хума тивни канăç паман.

— Юлашки çулсенче «Коминтерн» хуçалăхри лару-тăру куç умĕнчех улшăнчĕ. Производствăра çĕнĕ технологипе, техникăпа усă курасси мана та кăсăклантарчĕ. Фермăра, уй-хирте вăй хуракансен ĕçĕ палăрмаллах çăмăлланчĕ, шалăвĕ те ӳсрĕ. ЯХПКна çамрăксем те туртăнма тытăнчĕç. Вĕсене кура манăн та кăмăл улшăнчĕ. Профессие улăштарас шухăш çуралчĕ. Анчах специальноçсăр фермăна мĕнле пырса кĕрĕн? Халĕ ĕлĕкхи мар, ĕçре хăватлă оборудованипе усă курнă чухне нумай пĕлмелле, вĕренмелле, — терĕ вăл.

 Ĕмĕтне пурнăçлама Ольга Михеева Чăваш патшалăх аграри университетне ветеринар-селекционера куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Пулас специальноçа алла илнĕ май «Коминтерн» ЯХПКна ĕçе вырнаçнă. Хăйне тăван йыша лекнĕнех туйнă вăл. Савăнсах вăй хума тытăннă.

— Умри çула тĕрĕс суйласа илнишĕн савăнатăп. Тинех ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Эпир ĕнесене алăпа тахçанах сумастпăр. Комплексра темиçе çул каялла «Карусель» оборудовани вырнаçтарнă. Унпа харăсах 36 ĕне сума пулать. Хальхи вăхăтра 750 пуçа иккĕн сăваççĕ. Вĕсене улăштаракан тепĕр çын пур. Сĕт сăвасси, сивĕтесси йăлтах автомат йĕркипе пурнăçланса пырать. Эпир компьютер урлă сĕт пахалăхне, мĕн чухлĕ сунине тĕрĕслетпĕр. Кашни ĕне пирки компьютерта тулли информаци пур: ăратлăхĕ, сăвăмĕ, пĕтĕлентерни, сывлăхĕ… Йăлтах алă тупанĕ çинчи пек. Ĕлĕкрех вара кун пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те пурнăçран юлмасăр аталанни, ялта та тĕнче шайĕнчи технологипе усă курни чăннипех савăнтарать. Кун пек çĕрте ĕçлес килет, — пĕлтерчĕ Ольга Михеева. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çыруран

Иртнĕ эрнекун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Ăна итлеме Чăваш патшалăх филармонийĕн залне Чăваш Ен парламенчĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисен ертӳçисем, общество организацийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, ыттисем хутшăнчĕç. Хăш-пĕр саманчĕпе паллаштаратпăр.

Хисеплĕ ĕçтешсем!

Эпир сирӗнпе вӑрҫӑ ачисем ҫинчен калакан саккуна йышӑнтӑмӑр тата ӑна пулӑшу памалли конкретлӑ майсемпе тултарса пыма калаҫса татӑлтӑмӑр, палӑртнине халӗ йӗркеллӗн пурнӑҫласа пыратпӑр. Тыл ӗҫченӗсем тӗлӗшпе йӗркеленнӗ тӗрӗсмарлӑха тӳрлетни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ӗҫ ветеранӗсене, вӗсем, паллах, хисепе тивӗҫлӗ ҫынсем шутланаҫҫӗ, уйӑхсерен паракан тӳлевсем тыл ӗҫченӗсене уйӑракан тӳлевсенчен пысӑкрах. Ҫав тӳлевсене сахалтан та пӗр тан тумалла тесе шутлатӑп. Чӑваш Енӗн Ӗҫлев министерствине Чӑваш Енӗн Финанс министерствипе пӗрле тивӗҫлӗ йышӑнусем тума ыйтатӑп.

2022 ҫула Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫапла майпа эпир сирӗнпе хамӑрӑн ентешӗмӗрсемпе, маларах ӗҫлесе чапа тухнисемпе те, халь пурӑнаканнисемпе те, мӑнаҫланассине малалла тӑсатпӑр.

Пирӗн ентешсем, Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем – ыттисемшӗн паха тӗслӗх! Вӗсен ӗҫӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем вара – хӑвӑн тӗллевне лайӑх пӗлсе тӑрсан тата суйласа илнӗ ҫулпа чӑрмавсене ҫӗнтерсе малалла ҫирӗппӗн утсан пурне те тума пултарнине уҫҫӑн кӑтартса пани. Ҫавна май палӑртса хунӑ мероприятисене пурнӑҫлама, ҫӗнӗ проектсем пуҫарас ӗҫе республикӑри ӗҫ тӑвакан тата саккун кӑларакан влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем кӑна мар, хальхи гражданла обществӑн мӗн пур институчӗ, республикӑра пурӑнакан уйрӑм ҫынсемпе ытти регионти йӑхташӑмӑрсем те хастаррӑн хут­ шӑнасса шанатӑп.

Хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсен институчӗ ҫине те тимлӗн пӑхмалла. Ӑна Чӑваш Республикинче вӑя кӗртнӗ самантран (2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа) тытӑнса ҫакӑн пек майпа ӗҫлессине 30 пин ытла ҫын суйласа илнӗ. Хальхи вӑхӑтра хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субĕекчӗсем шутланнӑ май патшалӑх ҫав категорие кӗрекенсем валли палӑртнӑ пулӑшӑвӑн мӗн пур майӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Пред­седателӗ Михаил Владимирович Мишустин хушма хуҫалӑхсене хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсен институчӗ урлӑ пулӑшу памалли тытӑма туса хатӗрлеме хушрӗ. Аса илтеретӗп: килти хушма хуҫалӑхсене пулӑшу памалли унчченхи программа вӗҫленнӗ, право уҫлӑхӗнче те ҫавӑн евӗр хуҫалӑх субĕекчӗ ҫук. Чӑваш Ен Правительстви юлашки икӗ ҫул хушшинче килти хушма хуҫалӑхсене мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх валли субсиди уйӑрса пулӑшнӑ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин килти хушма хуҫалӑхсене Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин йышӑнӑвӗсемпе килӗшӳллӗн пулӑшу памалли тытӑмлӑ мерӑсем туса хатӗрлемелле. Пирӗн тӗллев – вӗсене хӑйсен бизнесне аталантарма, тавар туса илекенсен регионти тата тӗнчери сыпӑкӗсене хутшӑнтарма майсем туса парасси, ҫав майсем вӗсене ӑнӑҫуллӑ предпринимательсем тата тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫ паракансем пулса тӑма пулӑшчӑр.

Чӑваш Енӗн агропромышленноҫ комплексӗн продукцине юлашки ҫулсенче ют ҫӗршыври потребительсем ытларах та ытларах килӗш­тереҫҫӗ. Ҫакӑ лайӑх сутӑнакан таварӑн рынокӗсене анлӑлатса пымаллине тата чӗр тавар туса илес ӗҫе тавар туса илекенсене коопераци мелӗпе явӑҫтармаллине тепӗр хут ҫирӗплетсе парать. Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн ҫумӗ, Федерацин Атӑлҫи округӗн кураторӗ Дмитрий Николаевич Чернышенко ырланӑ «Агроӑнтӑлу» проект та ку енӗпе ҫӗнӗ майсем уҫать.

Ӑна хута яма асӑннӑ проект хальхи вӑхӑтри импорта улӑштарассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса пама пулӑшни те, Президент хушнӑ пек экологи тӗлӗшӗнчен таса продукци туса кӑлармалли тата импорта пӑхӑнса тӑрассине чакармалли майсем йӗркелени те витӗм кӳни пирки иккӗленместӗп. <...>

♦   ♦   ♦


ХАКЛАÇÇĔ

Сергей Артамонов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ:

— 2022 çул — Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ. Çавна май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронта, çĕршыва апат-çимĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ырми-канми вăй хунă, ĕçре паттăрлăх кăтартнă ял çыннисене асра тытни пĕлтерĕшлĕ. Эпир те «АгроАстăвăм» проекта пурнăçа кĕртме тытăнасшăн. Çакă тылра çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă ял ĕçченĕсене историре хăварма пулăшĕ. Ял территорине комплекслă аталантарассипе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн икĕ çулта ялсенчи 3,7 пин социаллă об±екта, инженери, транспорт инфратытăмне çĕнетнĕ. 1548 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Çаксене пурнăçлама 4,3 млрд тенкĕ тăкакланă. Ялта пурăнакансем «Пуçаруллă бюджет», «Ял ипотеки» программăсемпе анлă усă курма тытăнчĕç. Кăçал 867 проекта пурнăçа кĕртмелле. Çакă ял территорине хăтлăх кĕртнипе пĕрлех 850 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать. Ялти пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх пулăшăвĕ парасси лайăхланать. «Агростартап», «Перспектива» программăсемпе грантсем уйăраççĕ.

Кăçалтан кил хуçалăхĕсем техника, хурт-хăмăр ĕрчетме кирлĕ хатĕрсем туянма, ĕне выльăх йышне ӳстерме кайнă тăкаксен 40 процентне тавăрса парĕç. Субсиди илес тесен хушма хуçалăха тытса пыраканăн хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленмелле. Республикăри аграрисем патшалăх пулăшăвĕн 54 тĕсĕпе усă кураççĕ. Вăл ял хуçалăх производствин мĕн пур отрасльне кăна мар, апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноçа та пырса тивет. 2021 çулта отрасле аталантарма 4,3 млрд тенкĕ хывнă. Кăçал та патшалăх пулăшăвĕн тĕп енĕсене упраса хăварнă, ялти пĕчĕк тата вăтам бизнеса хавхалантармалли çĕнĕ мелсем йышăннă.

Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыру — республика халăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли, Правительство, Патшалăх Канашĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕ умне лартнă пысăк тĕллев, пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли тĕп документ. Олег Алексеевич Çырура республикăри çынсен пурнăçне лайăхлатас шутпа иртнĕ çул пурнăçланă ĕçсемпе, çав вăхăтрах патшалăх хăй умне лартнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Пандеми йывăрлăхĕсене пăхмасăр кăçал та республикăра сывлăх сыхлавĕпе вĕрентĕве, культурăпа спорта аталантарас, тĕрлĕ ушкăнри çынсене социаллă хӳтлĕх парассипе пилотлă проектсене пурнăçа кĕртес, ял хуçалăхĕпе бизнеса аталантармалли, çемье институчĕн пĕлтерĕшне ӳстермелли ыйтусене пĕрле пурнăçа кĕртмеллине палăртрĕ. Халăх йăли-йĕркине аталантарас, чăваш чĕлхине, наци тĕррине малашне çул парас пирки те каларĕ. Çакнашкал ĕçсем пирĕн районта та ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Çырура Патăрьел районне виçĕ хут асăнни те Юхмапа Пăла тăрăхĕ республика аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине çирĕплетет тесе шухăшлатăп. 2022 çулта та пĕрлехи вăйпа ял инфратытăмне, халăх пурнăçне лайăхлатас, çынсене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ырми-канми тăрăшма пурин те сывлăх пултăр.

♦   ♦   ♦


Антонина ЧЕРНОВА, Патăрьел районĕн тĕп больницин инфекци уйрăмĕн ертӳçи:

— Чирлисен шучĕ кунсерен ӳсет. Эпир 9 районти çынсене йышăнатпăр. Талăкра вăтамран 30-40 çын килет, вĕсенчен 1-2-шне çеç вырттаратпăр. Чир паллисем: ӳт температури 38-39 градус таран ӳсет, пыр ыратать, типĕ ӳслĕк аптăратать. Унччен ӳпке шыççипе нушаланатчĕç, халĕ унашкалли сахал. Омикрон грипп евĕрлĕрех. Вăл питĕ хăвăрт сарăлать, ачасем ытларах чирлеççĕ. Халĕ вĕсене вакцинацилеме тытăнтăмăр. Тухтăрсем каçхине 7 сехетчен çынсене йышăнаççĕ, вырсарникун та ĕçлеççĕ. Чирлисене больницăра сиплемешкĕн вырăнсем çителĕклĕ пирĕн.

Прививка тутарнисем çăмăлрах чирленине те палăртас килет. Çавăнпа та ентешсене вакцинациленме, маска тăхăнма, тухтăр сĕнĕвĕсене шута илме ыйтатăп.

♦   ♦   ♦


Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

Муркаш районĕнчи Çеменкассинче пурăнакан Бориспа Эстолия Воробьевсем выльăх-чĕрлĕхе питĕ юратаççĕ. Вăй питти чухне вĕсен кил картинче яланах ĕне, пăру /вăкăр/, сысна, сурăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп йышлă пулнă. Халĕ те выльăхсăр пурăнмаççĕ.

Воробьевсем хăйсен виçĕ хĕрне те мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Хĕрачасем хур-кăвакал чĕпписене астунă, кăшт пысăклансан кĕрепле-сенĕк йăтса колхоз ĕçĕсене хутшăннă. «Аслисем Татьянăпа Вера утă-улăм пуçтарма, колхозри ытти вак ĕçе пурнăçлама тухса каятчĕç те килте кĕçĕнни Ирина çеç юлатчĕ. Ăна хур-кăвакал чĕпписене пăхма хушса ĕçе васкаттăм. Лешсем эпĕ хатĕрлесе хăварнă апата çиетчĕç те çырмана шыв патне чупатчĕç, унтан — каялла. Кĕçĕн хĕрĕме йăлтах вараласа пĕтеретчĕç. Каярахпа Ирина та килте юлма пăрахрĕ, колхоз ĕçĕсене хутшăнма пуçларĕ», — каласа кăтартрĕ Эстолия Александровна. Амăшĕ ачисене тĕрлеме, çыхма, тутлă апат пĕçерме вĕрентнĕ. Хĕрсем пĕве кĕрсен ĕне сума та хăнăхнă, сыснасемпе сурăхсене, чăх-чĕпе çитернĕ. Ашшĕпе амăшĕ ĕçрен килнĕ çĕре апат пĕçерсе хума та ӳркенмен. Кил хуçи Борис Михайлович ĕмĕр тăршшĕпех водительте ĕçленĕ. Эстолия Александровна малтан — фермăра, кайран вара Муркаш районĕн тĕп больницинче 16 çул санитаркăра вăй хунă.

Воробьевсен хĕрĕсем каланă тăрăх, ĕне усранă чухне ун валли Борис Михайлович ятарласа тура та ăсталанă. Ĕни хăйне туранине, ачашланине питĕ юратнă. Халĕ 80-ри Борис Михайловичпа январь уйăхĕнче 74 çул тултарнă Эстолия Александровна иккĕшех пурăнаççĕ. Качака усраççĕ, ăна та ачашласа çеç тăраççĕ, çăмне тураççĕ. Чăххи-чĕппипе те çынпа калаçнă пекех пуплеççĕ. Йытти-кушакĕ те хăйсен çумĕнчен кайма пĕлмест, меллĕ самант тупса хуçисен ури çумне сĕртĕнет.

Йытă тенĕрен, Воробьевсен хăй вăхăтĕнче Грета ятлă питĕ ăслă овчарка пулнă. «Санитаркăра ĕçленĕ чухне больницăна ирхи 8 сехетре çитмеллеччĕ. Ун чухне автобуссем çӳреместчĕç, тăватă километр çуран каймаллаччĕ. Кая юлас мар тесен манăн 7 сехет тĕлне килти пĕтĕм ĕçе вĕçлесе, выльăх-чĕрлĕхе апат çитерсе, ачасене шкула пуçтарса хăвармаллаччĕ. Хĕрсем ирех тăрасшăн мар чухне Грета кашнин патне пырса вĕсене çулатчĕ, вăрататчĕ. Ĕçе кайнă чухне Гретăна кил хушшине хурал тăма хăвараттăм: «Ĕнене — сыснасем патне, сурăхсене чăхсем патне ан яр-ха, сыхла вĕсене», — тесе хушса хăвараттăм. Итлетчĕ, сыхă тăратчĕ вăл, выльăхсем пĕр-пĕрин апатне çисе яни пулман. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.