Грант çĕнсе илнĕ

Шупашкара фандрайзингăн чи лайăх специалисчĕ — Евгения Мальцева — килĕ.
Вăл Чăваш наци музейĕн ĕçченĕсем валли фандрайзинг стратегине хатĕрлессипе семинарсем ирттерĕ. Çакă йăлтах музейăн ученăй секретарĕ Татьяна Давыдова грант тивĕçнипе çыхăннă. Фандрайзинг — социаллă проектсене пурнăçлама укçан тата ытти майпа пулăшасси.
Конкурса Владимир Потанинăн Ыр кăмăллăх фончĕ ирттернĕ. Унта çĕнтерни музей специалисчĕсене вĕрентӳ программисене хутшăнма, професси шайне ӳстерме май парать. Сăмах май, ку конкурсра Наци музейĕ икĕ çулта виçĕ хутчен çĕнтернĕ.
www.hypar.ru Culture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать