- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 1 (1229) № 13.01.2022
Пайламан савăнăç — савăнăç мар
Аван-и, тăванăмăрсем, вулаканăмăрсем! Чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пулнă май чăваш усă куракан чи çывăх çак сăмахпах усă курас килет. Ара, çак тапхăрта савăнăçа та, хурланмаллине те пĕрле пайланă май тăванлашсах кайрăмăр мар-и? Тапхăрĕ пирки вара тĕрĕсех тĕшмĕртрĕр — çапла, кăçалхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тухма пуçланăранпа нумай та мар, сахал та мар — шăп та лăп 25 çул çитет.
Тăванлăх туйăмне тепĕр сăлтав та çуратать — юратнă кăларăма мĕн тухма пуçланăрапах çырăнса илекен сахал мар сирĕн хушăра. Çакăн пирки редакци почтинчи çырусен йĕркисем пĕлтереççĕ. Тĕрĕсех, пирĕн вулакан хушшинче вăхăт таппинчен юлмасăр пыракан чылай — ун пеккисем, çулĕсене пăхмасăр, паянхи технологипе хăвăрт туслашаççĕ те электрон çырусем вĕçтереççĕ. Çав вăхăтрах почтальон ĕлĕкхи пек алăкран килсе шаккани, тăватă кĕтеслĕ конверт тыттарса хăварни чуна мĕн тери ăшăтнине пĕлесчĕ сирĕн! Калем ăстисен пысăк мар йышĕ тĕрĕс çулпа пынине, çыракан тата вулакан тусăмăрсем пирĕнпе çыхăнăва татманнине пĕлтерет ку.
Шел те, вăхăта никам та çăварлăхлаймасть, парăнтараймасть… Иртнĕ çул та çухатусемсĕр иртмерĕ. Вулакан хушшинче йыш чакнинчен те сисĕнет çакă. Çавăн пекех çултан çул юратнă та хастар авторăмăрсемпе, пĕрин хыççăн тепринпе, ĕмĕрлĕхех сыв пуллашатпăр. Çавăнпа та тусăмăрсене хистесех ыйтас килет — вăхăт питĕ хăвăрт иртет, çырăр пирĕн пата, килĕр пирĕн пата, шăнкăравлăр, эпир пурне те питĕ хапăл. Пĕр çемье-çке эпир сирĕнпе. Çемьере вара никам та хăйне хăраххăн ан туйтăр. Йышпа пур ыйтăва та татса пама çăмăлрах. Савăнăçĕ кун пек чухне икĕ хут ӳсет, начарри вара — чакать… Апла пулсан пире хăвăр çинчен хыпарласах тăрăр.
Сăмах илнĕ май иртнĕ çулталăка пĕтĕмлетмесĕр те хăварас мар. Аллăмра, яланхи пекех, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата ăçта тата миçе экземпляр çырăнса илнине кăтартакан таблица. Географи анлă. Савăнтарать, хавхалантарать ку. Шел те, хăш-пĕр пăнчă çухалнă унтан. Калăпăр, Дагестан тăрăхĕнчи йăхташăмăрсем курăнмарĕç хальхинче. Çав вăхăтрах ытти вырăнти тăванăмăрсем хастарлăхне ӳстернĕ — Санкт-Петербургра, сăмахран, виçĕ çемье пирĕн кăларăма суйланă. Йыш татах та ӳсес шанăç пур — Питĕрти чăваш хĕрарăмĕсен ушкăнĕ хастарлăхпа палăрать. <...>
Сурхури, Кăшарни саламĕпе —
«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ Маргарита ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Çуни çăмăл та — суранĕ йывăр
Çĕнĕ çулхи кану кунĕсене кашни çемье чăтăмсăррăн кĕтет. Ача-пăчаллă кил-йыш пушă вăхăта пĕрле ирттерме малтанах ĕмĕтленсе тăрать. Ушкăнĕпех йĕлтĕр сырса раща-вăрмана çул тытни е коньки çине тăрса пăр тăрăх ярăнни чăн-чăн киленĕç мар-и? Çунашка е юлашки вăхăтра модăна кĕнĕ тюбинг хĕллехи куна хаваслă ирттерме пулăшмаççĕ-и тата? Паллах, пулăшаççĕ. Анчах, шел те, яланах мар. «Пӳремеч» çине ларса кăмăла йӳле ярасси, шел те, хушăран чăн-чăн инкек патне çитерме пултарать. Асăрханулăх çинчен мансан пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан лару-тăрăва туххăмрах лекме пулать. Ярăнчăк çинчен тӳрех больница койки çине çитме айккинелле асăрханмасăр пуснă пĕчĕк утăм та çителĕклĕ. Уяв техĕмне вăйлатакан салют-петарда та тӳпенелле вут-хĕм сирпĕнтерсе куçа шартас вырăнне сехрене хăпартма, инкек кăтартма пултарать.
«Пĕрре çеç ярăнса анам»
— Хĕллехи каникул вăхăтĕнче ачасем Республика клиника больницин травматологи уйрăмне е çакăнти травмпункта чылайăн лекеççĕ. Паллах, çакă çул çитменнисем вĕренӳрен ирĕклĕ тапхăрта вăхăта урамра ытларах ирттернипе çыхăннă. Хĕллехи çул шуçлак — ӳкесси, аманасси те часах. Апла пулин те ытларах тĕслĕхре ачасем те, çитĕннисем те тюбингпа, пăр çинче ярăнмалли çунашкапа вирхĕнсе шар кураççĕ. Кăрлачăн 9-мĕшĕнче кăна «вĕрсе хăпартнă» ярăнчăкпа çил хăваласа суранланнă 12 ача пулăшу ыйтса травмпункта çитнĕ. Хальхи вăхăтра больницăн травматологи уйрăмĕнче «пӳремечпе» ярăнса айăпланнисем 6-ăн. Вĕсен йышĕнче организма тĕрлĕ майпа сиенлени пур: сыппа сиктернĕ, пуç купташкин, çурăм шăммисем, ура хуçăлнă… Ярăнмалли çакнашкал хатĕре ниепле те чарма çук — хăрушсăрлăх енчен чи хӳтлĕхсĕррисен йышне кĕртме пулать ăна. Паллах, çынсем тюбингпа киленӳ илнине хирĕç нимĕн те калаймастăп, анчах унпа ятарласа уйăрнă вырăнсенче ярăнмалли куç кĕрет. Тĕслĕхсене тишкерсен вара кашниех тенĕ пек е çырма-çатрара, е ту хысакĕнче айкашни çиеле тухать. Ачасем хăрама пĕлменни аслисем тимсĕррипе çыхăннă, чылай чухне ашшĕ-амăшĕ хăй те сыхлăх условийĕсене пăхăнмасть. Чун вĕçевĕн туйăмĕ хыççăн кайса хăйсене те, ывăл-хĕрне те инкек шырланне тĕксе яраççĕ, — чунтан пăшăрханса калаçать Ача-пăча республика клиника больницин травматологи уйрăмĕн пуçлăхĕ Игорь Ластухин.
Канаш хулинче пурăнакан 14 çулти Жанна хуларан инçе мар вырнаçнă Маяк ялĕнче юлташĕсемпе ярăнма тухнă. Çырма-çатра ачасен сассипе тулнăшăн савăнмалла пек те… Кăрлачăн 9-мĕшĕ, каникулăн юлашки кунĕ, хаваслă иртнĕшĕн те хĕпĕртемелле кăна... Жанна та усала пачах кĕтмен. «Эпĕ те пĕр хутчен ярăнса анам-ха», — çакнашкал шухăшпа «пӳремече» çăварлăхланă вăл. Çӳллех мар «трамплинран» сикнĕ май вĕрсе хăпартнă «çунашкаран» тухса ӳкнĕ хĕрача купарча çине хыттăн ларнă, çурăмĕ ыратса кайнине сиснĕ. Пĕр вăхăт кĕлеткинче темĕн чиксе кайнине туйма пăрахса сăрталла хăех утма хăтланнă. Хĕрача хăйне япăх туйнине ăнлансан унпа пĕрле уçăлма тухнă тус-юлташĕ ашшĕ патне шăнкăравланă, Жанна ӳкни çинчен пĕлтернĕ. Малалла — «Васкавлă пулăшу», больница, Шупашкара çула тухни… «Çурăм шăмми икĕ тĕлтен çурăлнă. Халĕ манăн ларма юрамасть, е выртмалла, е ура çинче тăмалла. Тухтăр сиплев, ун хыççăн реабилитаци вăраха тăсăласса пĕлтерчĕ. Корсет тăхăнса çӳреме тивĕ. Йывăр çĕклеме юрамасть. Шел, капла пулса тухасса нихăçан та шухăшламан. Пĕртăван виçĕ йăмăка — кĕçĕннисем питĕ пĕчĕк, шкула та çӳремеççĕ-ха — асăрханмалли çинчен каласах тăрăп», — хăйĕнпе сиксе тухнă инкек çинчен каласа кăтартать сыватмăшра сипленекенскер.
Жаннăпа пĕр палатăри 6 çулти Ульянăн сылтăм урине гипсланă. Конькипе ярăнма юратакан хĕрача паркри пăр çине илсе кайма каникул тăршшĕпе (хĕрача шкулта пĕрремĕш класра вĕренет) тилмĕрнĕ амăшне. <...>
Ирина ИВАНОВА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Çĕнĕ çул автанĕ
Колхоз правленийĕн çурчĕ. Петр Иванович пӳлĕмре пĕчченех. Каллĕ-маллĕ уткаланă май шухăшсен авăрне путрĕ хайхи. Часах пӳлĕмне пĕрин хыççăн тепри кĕме тытăнчĕ. Хĕрлĕ хăмач евĕр çивитти сарнă сĕтел хушшине ларнă пуçлăх пухăва пуçларĕ. Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май ăна еплерех ирттерессине сӳтсе яврĕç.
— Юлташсем, Хĕл Мучипе Юр пике пирĕн пата килсе çитиччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Мĕнле шухăшлатăр, чăрăш капăрлатмалла-и? — тавралла пăхса илчĕ Петр Иванович.
— Паллах! — сĕнчĕ пуçлăхăн пуçани.
Ун хыççăн ыттисем те шухăша ырларĕç. Часах уява йĕркелессишĕн яваплă ушкăна çирĕплетрĕç. Ертӳçине колхоз председательне хăйнех, Петр Петухова, суйларĕç.
Чăрăш касма вăрмана Кавĕрле мучие ăсатма йышăнчĕç. Вăл — хуралçă, унăн аллинче лаша та, çуна та пуррине кура кăшăлах алă çĕклерĕç.
— Тĕрлĕ тетте туянма сана хушăпăр, — пуçанăшĕ çине пăхса каларĕ Петр Иванович.
— Лотерея та ирттересчĕ, — терĕ пӳлĕмре ларакансенчен тахăшĕ.
— Паллах, паллах, — çынсен кăмăлĕ çĕкленнине кура хĕпĕртерĕ Петухов.
— Билетне эпĕ тăвăп, ӳкерессипе аппаланма юрататăп, — терĕ пуçлăхăн шăллĕ.
Ун хыççăн выляв валли мĕн туянассине сӳтсе яврĕç.
— Шампань эрехне выляттармаллах ĕнтĕ. Тата… хĕрлĕ киккирикли, çуллă пуçли кирлех пулĕ, — «автан» тесе калама ниепле хăймарĕ фермăра ĕçлекен Кĕçтук председатель умĕнче.
— Апла тăк чăпар чăх та пултăр парнесен йышĕнче, — сас пачĕ Праски.
— Кайăк-кĕшĕк тавра сăмах тапранчĕ тĕк çăмарта та выляттарар шӳтшĕнех, — сĕнӳ паракан тупăнчĕ пухура.
Кĕтнĕ кун хăвăртах çитрĕ. Çĕнĕ çул каçĕ чăннипех юмахри пек килсе тухрĕ. Лапка-лапка юр вĕлтĕртетрĕ, çурла уйăх пĕлĕтпе хупланнă пулин те тавралăх çутă. Çынсем савăнса-кулса уява васкаççĕ. Петуховсем те килтен çемйипех кĕшĕлтетсе тухрĕç. Çул çинче Петр Ивановичăн пуçани хăваласа çитрĕ вĕсене. Клуба çитсен пурте çиелти тумтирне хывса çакрĕç. Мĕн тĕрлĕ çи-пуçпа капăрланни çук-ши! Тилĕ, Кушак, Кашкăр, Тигр… Пуçлăх кăмăлсăрланасран сыхланса-ши Автан пек капăрланса килме никам та хăйман.
Карталанса ташлама тытăнсан Хĕл Мучипе Юр пике те килсе çитрĕç. Вăйă-кулă хĕрсех пычĕ. Кавĕрле мучи касса килнĕ чăрăш тата илемлĕреххĕн çиçме тытăнчĕ. Аслă ăрури çын хăй çеç ниçта та курăнмарĕ. Ăна тепĕр пӳлĕмре лотерея валли туяннă автанпа чăхха пăхма хушнă-мĕн. Эрне малтан илсе килнĕскерсене тырă çитерсе усранă мучи. Лешсем ăна хăнăхнă та тырра алăранах сăхса çиекен пулчĕç.
Залра халăх ташлать, сăвă-юрă шăранать. Мучи çеç пĕчĕкçĕ пӳлĕмре:
— Кăть-кăть! Кăть-кăть! — тесе чăхпа автана илĕртсе йăпанать.
Тахăшĕ алăка шаккарĕ. Часах вăл уçăлчĕ те пӳлĕме Петухов-кĕçĕнни — председателĕн шăллĕ — кĕрсе тăчĕ.
— Мана чăххине пар, хăв автанне тыт, кайрăмăр! — терĕ çамрăк арçын.
Ют çын кĕрсен автанпа чăх шуйхашма пуçларĕç. Автан çыру сĕтелĕ çине вĕçсе улăхрĕ. Çуначĕпе хăлаçланчĕ, сикрĕ. Хуп-хура чернил тултарнă кĕленче автан ури перĕннипе тӳнчĕ. Тĕттĕм тĕслĕ шĕвек сĕтел çийĕн çĕре юхса анчĕ. Автан чӳрече янахĕ çине сиксе хăпарчĕ. Мучи ăна пырса тытас тенĕ чухне çунатне çĕклерĕ те чӳрече кантăкĕнчен тухасла сăмсипе тăклаттарчĕ. Чăнкăррр! турĕ кĕленче. <...>
Алевтина НИКИФОРОВА.
♦ ♦ ♦
«Пирĕн Дима»,
е Тĕнчери çиччĕмĕш ниндзя кам пулĕ?
Экстремаллă спортпа çыхăннă «Вырăс ниндзя» шоу телеэкран умне нумай куракана пухрĕ. Унта хутшăнма кăмăл тунисен хушшинче ентеш те пуррине пĕлсен пушшех кăмăла çĕклерĕ вăл. Чăваш маттур арĕшĕн Дмитрий Осиповшăн мĕн пур вăйран «чирлерĕмĕр». Иртнĕ тунти кун кăтартнă финала та пăлханса пăхрăмăр. Ниндзя ята чăваш каччи тивĕçессе шантăмăр та… Анчах тупăшу вĕçне-хĕрне никам та çитеймерĕ, 23 метр çӳллĕш Мидориямăна парăнтаракан паттăр Раççейре тупăнмарĕ. Чăн та, çăмăл мар ку. Ахальтен мар асăннă ята тĕнчипе халиччен 6 çын кăна тивĕçнĕ.
Апла пулин те Дмитрий Осиповшăн савăнатпăр. Унпа мăнаçланатпăр. Чăваш çĕрĕн паттăрĕпе мухтанатпăр. Финалăн пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр 21 çынран виççĕшĕ кăна тухма пултарчĕ-çке. Çак хастарсен хушшинче чăваш та пурри хăпартланмалли сăлтав мар-и вара? Талпăнуллăскерпе çывăхарах паллашма Шупашкарти Олимп резервĕсен спорт 6-мĕш шкулне çул тытрăмăр. Шăпах кунта спорт гимнастикин тренерĕнче ĕçлет Дмитрий Осипов.
— Финалăн иккĕмĕш тапхăрĕнчи айванла йăнăша — чĕркуççи ăнсăртран урайне лекнине — курсан телевизор умĕнче пурте: «Ах!» та «Эх!» — терĕмĕр. Санăн ку кăмăл- туйăм тахçанах сĕвĕрĕлнĕ пулĕ?
— Çапла, ăмăрту юпа уйăхĕнчех иртрĕ. Эрне пурăнтăмăр Сочире. Пăлхану, хумхану — пурте пурччĕ. Кăштах ӳкĕнни те. Майĕпен иртрĕ ку кăмăл-туйăм. Шоу пăхмалли вăхăт çитрĕ. Салам сăмахĕсем тус-тăванпа пĕлĕш-тантăшран кăна килмеççĕ, палламан çынсем те çыраççĕ. Çапла пулса тухнишĕн кулянмалла мар тесе çирĕплетеççĕ. Эпĕ вара финала çитнишĕн те питĕ хĕпĕртерĕм. Ентешсем ку кăларăма пăхни те савăнтарать.
— Епле лекнĕ эсĕ унта? Тăванусене кайса килмесĕр те пĕлтермен теççĕ.
— Чăн та, тупăшăва хутшăнасса мăшăрăм çеç пĕлнĕ. Тăвансене мар, çывăх çынсене те каламан. Анне питĕ пăлханакан çын, ăна ытлашши пăшăрхантарас килмерĕ. Мăшăрпа Анастасийăпа Сочи ху-лине пĕр эрнелĕхе канма каятпăр терĕмĕр. Апла пулин те атте кăштах чухланă-ха, анчах вăл никама та нимĕн те каламан. Таврăнсан анне эпир епле каннипе кăсăкланчĕ, хула пирки ыйтса пĕлчĕ. Çакăн чухне каласа кăтартрăм та. Савăнчĕ вăл, телевизорпа кăтартасса кĕтме пуçларĕ.
«Вырăс ниндзя» шоуна лекни те хăйне май. Пĕрремĕш хутчен мар эпĕ унта. 4 çул каялла та хутшăннăччĕ. Пĕтĕм Раççейĕпе кастинг ирттернине пĕлсен пĕлĕшсем хутшăнма сĕнчĕç те — хирĕçлемерĕм. Мускава кайрăм. Суйлав витĕр тухрăм. Çурма финала çитнĕччĕ ун чухне. Кун хыççăн ăмăрту черетлĕ хутчен иртессе шанса пурăнтăм. Мĕн витĕр тухмаллине курса таврăннăскер хама хăш енчен ытларах хатĕрлемеллине палăртрăм, хулсене, пӳрнесене çирĕплетме тăрăшрăм.
— Эппин, эсĕ кĕтсех тăнă?
— Çук. Тăватă çул хушши хатĕрленме пăрахман пулин те ун пирки маннăпа пĕрехчĕ. Пĕр куçхине туссем шăнкăравларĕç те тепĕр кун Хусанта кастинг иртессе пĕлтерчĕç. Эпĕ каяссипе кăсăкланчĕç. Нимĕн те пĕлместĕп-ха хам, анчах та хутшăнасса çирĕплетрĕм. Ирхине тăваттăра машинăна хускатрăм та Хусана вĕçтертĕм. Чи лайăх кăтартупа тухрăм суйлав витĕр. Уйăхран Сочине вĕçме вăхăт çитрĕ. 250 çын пухăннă. Пурте ырă та уçă чунлă, хавас кăмăллă, ăшă кулăллă. Малтанхи кунах паллашма ĕлкĕртĕмĕр. Пурин те пĕр ĕмĕт — кам та пулин тĕнчери çиччĕмĕш ниндзя пулса тăтăрах. Пирĕн хушăмăрта тивĕçлĕ çын пуррине шанас килетчĕ. Анчах… пулмарĕ. Ăнăçу та кирлĕ çав. Апла пулин те никам та пуçне усмарĕ. Кашниех тепĕр сезона хатĕрленме тĕллев лартрĕ. <...>
Татьяна НАУМОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать