“Çынсем чăн-чăн картинăна уйăраймаççĕ”

12 Сен, 2014

Авăнăн 12-мĕшĕ - ÿнерçĕсен кунĕ. Искусствăн çак тĕсĕ Чул ĕмĕртех пуçланнă. Ÿнерçĕсем чул çинче ÿкернĕ. Цивилизаци вăй илсен вĕсем хăйсен пÿрчĕсене ÿкерчĕксемпе илемлетме тытăннă. Искусствăн çак тĕсĕн çыннисем сăрăсем ăсталанă. Авалхи Египетра вĕсен ĕçĕсене асамлăхпа танлаштарнă, ÿнерçĕсене вара мăчавăр тесе хисепленĕ. Паянхи ÿнерçĕ сăнарĕ вара Италири Чĕрĕлÿ тапхăрĕнче çуралнă. Ун чухне реализмпа индивидуализм пуçланнă. Официаллă çăл куçсем пĕлтернĕ тăрăх, паян ЧР Ÿнерçĕсен союзĕнче 129 çын шутланать. Анчах союза кĕменни те чылай. «Çамрăксен хаçачĕн» ыйтăвĕсене Шупашкарта пурăнакан Екатерина ДАВАЛОВА хуравлама килĕшрĕ. Пике 2006 çулта Шупашкарти ÿнер училищине вĕренсе пĕтернĕ, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУри ÿнерпе графика факультетĕнче ăс пухнă. Халĕ хăйĕн салонĕнче вăй хурать. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.