«Хресчен сасси» 1 (2889) № 12.01.2022

12 Янв, 2022

Таса шыв çитнĕ

Тăвай районĕнчи Мучар, Йăнтăрччă ялĕсенче пурăнакансем тинех шыв ыйтăвне татса панă.

Мучарта вунă çул ытла ĕнтĕ таса шывпа тивĕçтересси çивĕч тăнă. Çынсем çăлпа усă курнă. Выльăх-чĕрлĕх тытакансемшĕн çакă хушма йывăрлăх кăларса тăратнă. Типĕ çу кунĕсенче вара çăлсенчи шыв палăрмаллах сахалланнă, пахалăхĕ те чакнă. Ĕлĕкрех вара кунта шыв пăрăхĕ пулнă. Анчах вăл вăхăт иртнĕ май юрăхсăра тухнă. Мучарсем вара ун пирки манма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çамрăксемшĕн çăлран шыв йăтасси — хăнăхнă пулăм. Ара, ачаранах çакна курса ӳснĕ-çке.

Йăнтăрччăра шыв пăрăхне 1969 çултах хывнă. Унтанпа вăл та палăрмаллах юхăннă, вĕçĕмех юрăхсăра тухнă. Ăна та тахçанах çĕнетме вăхăт çитнĕ. Çивĕч ыйтăва татса пама ял çыннисем проект та хатĕрленĕ. Ăна пурнăçа кĕртме вара укçа пулман. Ял халăхĕ пуçтарнă нухрат пысăк тăкака саплаштараймĕ.

Республикăри тăватă районта çакăн пек лару-тăру. Укçа-тенкĕ тĕлĕшпе хĕсĕкрен ялсене таса шывпа ниепле те тивĕçтереймеççĕ. Шыв башни туянма, пăрăхсем хывма самай тăкакланма тивни палăртнă ĕçе пурнăçа кĕртме чăрмантарать. Халăх вăй çитерейменнине кура республика ертӳçисенчен пулăшу ыйтнă. Иртнĕ çул Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăнăвĕпе 5 районта 10 проекта пурнăçлама резерв фондĕнчен укçа уйăрнă. Çав шутра Тăвай районне те.

Проекта пурнăçа кĕртме республика хыснинчен 44 млн тенкĕ ытла тăкакланă. Строительсем кĕске хушăра шăтăк чавса шыв башни вырнаçтарнă, Мучарта — 8 км, Йăнтăрччăра 4,1 км шыв пăрăхĕ хывнă. Çынсен çурчĕсене шыв кĕртессине çăмăллатма пăрăхпа çыхăнтармалли те туса хăварнă.

Проекта савăнăçлă лару-тăрура хута яма ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăннă. Вăл шăпах çур çул каялла ял халăхĕпе тĕл пулса шыв ыйтăвне сӳтсе явнă. Министр хăйĕн сăмахне тытнă, республика Пуçлăхĕн пулăшăвĕпе çак ĕçе вĕçне çитернех. Паллă кун Мучарсем, уява хутшăннă хăнасем колонкăран юхакан тăрă та таса шыва хаваспах астивсе пăхнă.

— Шыв — пурнăç, таса шыв — çирĕп сывлăх. Паян пирĕн пысăк уяв. Эпир таса шыв пăрăхне хута яратпăр, — тенĕ Мучар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Артем Егоров. — Ялта ĕçчен те туслă халăх пурăнать. Сире шывпа усă курма сывлăх сунатăп. Вăл ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшнă республика ертӳçисене ял-йыш ячĕпе тав тунă. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Улми улмуççирен аякка ÿкмест

Элĕк тăрăхĕнчи Вăрманкас Юнтапара çуралса ӳснĕ Николай Сергеева районта пĕлмен çын пур-ши? Кăçал январĕн 1-мĕшĕнче 75 çул тултарчĕ вăл. Агропромышленноç комплексĕнче 40 çул ытла вăй хунă, хуçалăхсене ертсе пынă, ытти яваплă çĕрте тăрăшнă. Николай Макарович — Элĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ.

Ашшĕн çулне малалла тăснă Николай Сергеев Вăрманкас Юнтапара Александра Антоновăпа Макар Сергеев çемйинче 1947 çулта çуралнă. Çемьере пилĕк ача — виçĕ хĕрпе икĕ ывăл — туслă çитĕннĕ. Ашшĕ Макар Сергеевич «Сталин» ячĕллĕ колхоз председателĕнче тăрăшнă. Вăрçă хирĕнчен çĕнтерӳпе таврăннă хыççăн нумай пурăнайман, кун-çулĕ кĕске пулнă унăн, 42 çултах сарăмсăр вилнĕ. Сергеевсен çемйине пысăк çухату, йывăр хуйхă пырса çапнă. Юратнă мăшăрĕ пилĕк ачипе тăлăха юлнă. Ун чухне Коля 10 çулта пулнă. Тепле йывăрлăх тиенсен те пуçне усман вăл. Ашшĕ пек хастар пулма, унăн ĕçне малалла тăсма тĕллев лартнă.

Ĕмĕт-шухăша пурнăçлама тарăн та çирĕп пĕлӳ кирлине аван ăнланнă. Çавăнпа Николай тăрăшса вĕреннĕ, пĕлӳ тĕнчине талпăнса утнă. Вутланти — çичĕ класлă, Вырăс Сурăмĕнчи вăтам шкулсене лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Чăн та, малтанах каччă тухтăр пулма шухăшланă, Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Вырăс Сурăмĕнчи участок больницинче фельдшерта ĕçлеме тытăннă. Кĕçех салтака кайма ят тухнă. Совет Çарĕнче икĕ çул хĕсметре тăнă вăл. Пурнăç шкулĕ витĕр тухса вăй-хала, ăс-тăна пиçĕхтернĕ, йывăрлăхсене парăнтарма вĕреннĕ.

Николай Сергеев хĕсметрен 21 çулта таврăннă. Пысăк конкурс витĕр тухса Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкулта пилĕк çул пĕлĕвне ӳстернĕ, агроном специальноçне алла илнĕ. Кĕçех çамрăка Элĕк райкомĕн ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен инструкторĕ пулма çирĕплетнĕ. Вăл час-часах хуçалăхсене çӳренĕ, çитменлĕхсене палăртса вĕсене пĕтермелли майсем шыранă, ертӳçĕсене сĕнӳсемпе кулленхи ĕçре пулăшнă.

Пултарулăхне кура 1975 çулта ăна «Сорма» колхоз председательне суйланă. Вăл ĕçе пĕлсе йĕркеленипе, ертсе пынипе хуçалăх кĕске вăхăтра пысăк çитĕнӳсем тума пуçланă. Çулсерен ĕçченсем патшалăх планĕсене ирттерсе тултарнă. Ял хуçалăх продукцийĕн тухăçлăхне палăрмаллах ӳстернĕ. Ăна ăнăçлă сутса тупăш илнĕ. 200 ĕне выльăх вырнаçмалăх вите, çĕр улми, тырă, минерал удобренийĕсем упрама складсем, ĕçченсем валли столовăй, администраци, АТС çурчĕсене çĕкленĕ.

Астăватăп-ха: Николай Макарович Чăваш Сурăмĕнче хуçалăха ертсе пынă тапхăрта эпĕ асăннă ялти сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕнче вăй хураттăм. Манăн ертӳçĕпе час-часах тĕл пулса шкул ыйтăвĕсене татса пама тиветчĕ. Шкул тата учительсем валли вутă турттарса килме техника е вĕренекенсемпе Шупашкара экскурсие кайма автобус кирлĕ-и, ачасем валли хуçалăхран сĕт çыртарса илмелле-и… — яланах пулăшма тăрăшатчĕ вăл.

Учительсем валли çурт тумашкăн хуçалăхпа килĕшӳ турăмăр. Çавна май хуçалăх правленийĕпе тачă çыхăнса ĕçлерĕмĕр. Строительсен бригади çурта никĕсрен пуçласа тăррине витичченех тăрăшрĕ.

1989 çулта Николай Макаровича хуçалăх тилхепине иккĕмĕш хут тыттарнă. Хальхинче ăна «Яргунькинский» совхоз директорне лартнă. Экономика тĕлĕшĕнчен кая юлнă хуçалăхăн пурлăх никĕсне çирĕплетес енĕпе нумай вăй хунă пуçлăх. Выльăх-чĕрлĕх, уй-хир тухăçлăхне, тупăшлăхне ӳстерессипе самай тăрăшнă. Çав пилĕк çуллăхра Николай Сергеев ертсе пынипе хуçалăхра 500 тонна тырă вырнаçмалăх тата 1000 тонна çĕр улми хывмалăх управсем, машинăпа трактор паркĕнче юсав мастерскойĕ, икĕ ялта клубсем тата ытти пĕчĕкрех обћектсем çĕкленĕ. Кĕçех «Яргунькинский» совхоз районта малта пыракан хуçалăхсен йышне кĕме пултарнă. <...>

Петр ЕФИМОВ.

Элĕк районĕ, Чăваш Сурăм сали.

♦   ♦   ♦


Унăн ячĕ - чĕрере

2022 çула Чăваш Енре паллă ентешсене халалланине пĕлсен питĕ савăнтăм. Ара, халăх асĕнче юлнă çынсем кашни ял-хуларах пур-çке. Пирĕн вĕсене манмалла мар.

Шуршăл ялĕнче те ятлă-сумлă çын чылай çуралса ӳснĕ. Кам пĕлмест пулĕ Андриян Николаева? Вăл — тĕнчипе паллă виççĕмĕш космонавт, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, чăваш халăхне чапа кăларнă ентешĕмĕр. Акă тепĕр Шуршăл паттăрĕ — Николай Белов. Николай Семенович — «Кузбассэнерго» предприятин тĕп директорĕ, Социализм Ĕçĕн Геройĕ. Аким Марков — чăвашран тухнă пĕрремĕш генерал. Иван Филиппов чылай çул республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерствине ертсе пынă. Андриян Павлов — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академии драма театрĕн режиссерĕ.

Манăн сăмахăм вара çĕр-аннемĕрĕн мухтавлă ĕçченĕ Василий Зайцев çинчен пулĕ. Василий Васильевич 1912 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. Ачаран çĕр ĕçне юратса ӳснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен йывăр аманса таврăннă хыççăн ăна тӳрех колхоз председательне суйланă. Вăл ертсе пынă Елчĕк районĕнчи «Победа» хуçалăх тухăçлă тыр-пул çитĕнтерсе çĕршывĕпе чапа тухнă. 1948 çулта Василий Зайцев «Социализм Ĕçĕн Геройĕ» ята, «Ылтăн Çăлтăр» медале тивĕçнĕ. Тĕлĕнмелле, вăл ун чухне 36 çулта çеç пулнă. 1964 çулта ăна Шуршăлти «Победа» хуçалăха ертсе пыма шанаççĕ. Пытармалли çук, ун чухне асăннă колхоз республикăра питех палăрман. Çавăнпа та унăн ятне çӳллĕ шая çĕклемелле, ял сăн-сăпатне тĕпрен улăштармалла пулнă. Çакна Василий Васильевич лайăх ăнланнă, çанă тавăрсах ĕçлеме тытăннă. Кĕске хушăрах кăтартусем лайăх енне улшăннă. Ертӳçĕ хастар, тăрăшуллă пулнине ял халăхĕ тӳрех асăрханă. Хăйсем те унран тĕслĕх илсе тăвалла çирĕппĕн утма пуçланă. <...>

Алевтина ПЕТРОВА-ПИРОГОВА. Сĕнтĕрвăрри районĕ.

♦   ♦   ♦


Юратупа, пилпе туптаннă çемье

Вăрçă… Çак сăмах çĕр çинче пурăнакан кашни çын чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Унран хăрушши, тискерри мĕн пур-ши? Миçе пин хĕрарăм вут-çулăм хирĕнчен юратнă мăшăрĕсене кĕтсе илеймен, ачисем ашшĕсĕр çитĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕ вара тĕпренчĕкĕсене вăрçă хирĕнче çухатнă.

Ачасем те тăшмана çĕнтерме хастар хутшăннă. Тăван çĕршыва ирсĕр фашист аллине парас мар тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр окоп чавнă, хĕрачасем алсачăлха çыхса фронта ăсатнă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Ваттисем çĕрĕпе çывăрмасăр çăматă йăваланă, хĕрарăмсем ăшă çи-пуç хатĕрленĕ. Çаксенчен пĕри — Патăрьел районĕнчи Треньел ялĕнче çуралса ӳснĕ Екатерина Михайлова. Вăл 1919 çулта çуралнă. Чипер те сăпайлă хĕре асăннă ял каччи Иван Дмитриев куç хывнă. 1939 çулхи май уйăхĕнче вĕсем çемье чăмăртанă. Анчах çамрăк мăшăрăн савăнăçĕ нумая пыман. Арçыннăн часах çар ретне тăма тивнĕ.

Вăхăт малаллах шунă. Ирсĕр тăшман тăван çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ, вăл Мускав патнеллех çывхарнă. Екатерина Степановна та 2 çулти пепкине ватăсемпе хăварса Улатăр вăрманне окоп чавма тухса кайнă. Иртен пуçласа каçчен шăннă çĕре пуртăпа, лумпа такканă. Алă-ура шăнса кӳтнине, ывăннине пăхмасăр вĕсем хӳтĕлев чиккисем тунă. Çĕр пӳртсенче «буржуйка» кăмакасем çуннă. Çамрăк хĕрсемпе хĕрарăмсем пăрланса ларнă тумтирĕсене вĕсен умĕнче типĕтме тăрăшнă. Типнĕ-типмен тумтирĕсене тăхăнса каллех окоп чавма тухса кайнă. Канăçа пĕлмесĕр малалла ĕçленĕ. Кĕреçе аврисем йывăрлăха чăтаймасăр хуçăлнă. Ăста алăллă хĕрарăмсем кĕреçе аврисем касса вĕсене хăйсемех улăштарнă. Никамран та пулăшу кĕтмен, пур ĕçе те тума тăрăшнă.

Улăмпа чĕркенĕ тăла чăлхисем çăпатасем çумне шăнса ларнă. Çапах вĕсем нăйкăшман, тӳснĕ. Эх, мĕн кăна курма тивмен пулĕ вĕсен?! Вăрман та каснă, турттарнă. Тепĕр чухне лашасене пулăшас тесе урапа-çунасене те хăйсемех туртнă.

Киле юлнисем те уйăх çутипе тырă вырнă. Йĕтем çинче тĕш тырра пысăк аласем çине хурса сăвăрнă. Армансенче тонни-тоннипе çăнăх авăртнă, ăна Канаш хулине лашасемпе, вăкăрсемпе ăсатнă, малалла вара вакунсемпе — фронта. <...>

Роза ПАВЛОВА, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Патăрьел районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.