Кăшкарĕ пур та чунĕ çук

12 Сен, 2014

Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕш пĕчĕк ял мар: кунта 150 кил, 300 ытла çын пурăнать. Вăл шутра 6-15 çулсенчи ачасемпе çамрăксем - 60-а яхăн. Районта лайăх ĕçлесе пыракан «Новый путь» ял хуçалăхĕн юсаса çĕнетнĕ ферми çул хĕрринчен инçех мар вырнаçнă. Анчах эпĕ хуçалăхăн кал-кал пыракан ĕçĕпе кăсăкланмарăм, кунта виçĕм çул хупăннă клуб юхăнни илсе çитерчĕ. Клубпа вулавăш - культура вучахĕ, ял чĕри. Унта пурнăç вĕресе тăрать, çынсем канма кăна мар, ăс-хакăла пуянлатма та çÿреççĕ. Ахальтен мар: «Юрă-кĕвĕ янăрасан ял пурăнать-ха», - тесе юрлатчĕç ĕлĕкрех. Халĕ вара, клуб ĕçне чарнă хыççăн, мĕн пулса иртет-ха кунта? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.