- Чăвашла верси
- Русская версия
Ĕне хÿрине сăнăр
Часах ĕне пăруламалла. Калăр-ха, тархасшăн, вăкăр е тына пăру пулассине малтанах пĕлме пулать-и?
Светлана Иванова, Хĕрлĕ Чутай районĕ.
Ĕлĕк ватă çынсем çакна малтанах палăртма пултарнă. Вĕсен сăмахĕ ытларах чухне тÿрре тухнă. Апла вĕсен сăнавне эсир те тĕрĕслеме пултаратăр. Ĕне хÿрине пăхмалла. Унăн çилхи вĕçĕ кăтраланнă пулсан тына пăру кĕтĕр. Хачăпа касса пĕр пеклетнĕн курăнсан вăкăр пулать.
Ĕне çиллине те сăнамалла. Пăрулас умĕн чи малтан хыçалти пайĕсем тăртансан – вăкăр, малти пайĕсем пулсан тына пăру кĕтме вăхăт.
Ĕне ял çыннишĕн пурнăç тыткăчи тетпĕр. Апла ăна тĕрĕс пăхмалла, уйрăмах пăрулас умĕн. Çак сĕнÿ-канаш сирĕншĕн усăллă пуласса шанатпăр.
*Пăрулас умĕн ĕнене кунне виçĕ хут апатлаççĕ. Паян пăруламалла чухне унăн апат анмасть. Çилли самай пысăкланать. Кун пек чухне вăл выртма шикленет, çавăнпа ĕне сĕтне суса илме юрать. Çакăн хыççăн ăна выртма та меллĕ, пăруланă чухне те чăрмав пулмĕ.
*Пăру ĕне хырăмĕнче тĕрĕс выртать пулсан пăруланă чухне 20-40 минутран тухать. Тухаймасан ĕнене пулăшмалла: пăруна урисенчен тытмалла та туртмалла.
*"Çулланнă" ĕнесем /6-7 хут пăруланисем/ тăрсах пăрулаççĕ. Тин çеç çут тĕнчене килнĕ пăруна таса ай çи çине хураççĕ, çăварĕпе сăмсине лăймакаран тасатаççĕ те амăшне çуллама параççĕ. Çуллани çамрăк чĕр чунăн сывлав çулĕсене лайăхрах уçать, хырăмлăхне ĕçлеттерме пулăшать. Çапла майпа ĕне хыçĕ /ветеринарире планцета теççĕ/ те хăвăртрах тухать.
Халăхра çапла та тунă: хуппипе пĕçернĕ икĕ /унтан ытла пулмалла мар!/ пысăках мар çĕр улмине марля татăкĕпе çыхнă та ĕне хыçĕ çумне çакса янă. Çакăн пек йывăрăшпа планцета часрах аннă.
*Пăруланă хыççăн çур сехетрен ĕнене шыв ĕçтермелле /3 витре ăшă шыв çине 150 грамм апат тăварĕ тата 1 стакан сахăр/, тăраниччен утă çитермелле. Унтан сĕтне суса пăрăва памалла. Ĕçсе ярайманнине ĕнене хăйне парсан аван.
Комментировать