Тантӑш № 50 (4769) 30.12.2021

30 Дек, 2021

Ачасем Хĕл Мучирен мĕн кĕтеççĕ?

Ачасем, эсир йĕри-тавра йăлтăр-ялтăр эрешсем ялкăшнине, чăрăшсем капăр тум тăхăннине асăрхарăр-и? Урампа пынă чухне хăвăра асамлăх тĕнчине лекнĕн туймастăр-и? Кантăкран 2022 çул шаккать! Кăпăшка юрлă, чăрăш лăсси шăршиллĕ, канфетсемпе мандаринсемлĕ, Хĕл Мучипе Юр пикеллĕ уяв ачасемшĕн те, аслисемшĕн те чи кĕтни, хавасли, илемли. Эпир пурте Çĕнĕ çул иртсе каяканнинчен темиçе хут лайăхрах пуласса шанатпăр, асамлăх кĕтетпĕр.

Ачасем, Хĕл Мучи патне çырусем шăрçалама манмарăр-и? Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт шкулĕнче 4-мĕш класра ăс пухакансем акă пурте Аслă Устюга Хĕл Мучи патне çыру ăсатнă, çулталăк епле иртни пирки каласа кăтартнă, ĕмĕчĕсемпе паллаштарнă. 2022 çула мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе кĕретĕр, Хĕл Мучирен мĕн ыйтрăр? Кун пирки «Тантăш» хаçат тусĕсем хăйсем каласа парĕç.

Миша БУЗЯКАНОВ, Шупашкар, 36-мĕш шкул:

— Эпĕ 4-мĕш класра ăс пухатăп. 2021 çулта хама йĕркеллĕ тытма, тăрăшса вĕренме, вĕрентекенсем, атте-анне каланине итлеме тăрăшрăм. Хăш чухне аслисен сăмахĕсене хăлхана чикменни те пулчĕ пуль, ĕненĕр, ку япăх тăвас тенипе мар. Иртнĕ çул Хĕл Мучи шăллăмпа иксĕмĕре пысăк парне панăччĕ. Вăл пире питĕ килĕшрĕ, пысăк тав уншăн асамçăна! Эпĕ Хĕл Мучин халĕ ĕç нумаййине пĕлетĕп, çавăнпа ăна ытларах канма сунатăп. Тата эпĕ унран çакна ыйтасшăн: шăллăмпа атте- аннене нихăçан та чир ан çулăхтăр, вĕсем яланах манпа юнашар пулччăр.

Çĕнĕ çулта 3D ручка пирки ĕмĕтленетĕп. Унпа эпĕ калăпăшлă кĕлеткесем ӳкересшĕн. Тĕслĕхрен, пĕчĕк шăллăм валли — машина. Хĕл Мучи манăн ĕмĕте пурнăçа кĕртессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп! Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе пурне те!

Анастасия ЗЫКОВА, Шупашкар, 36-мĕш шкул:

— Çĕнĕ çул — хĕллехи асамлă уяв. Ăна кĕтсе ачасем Хĕл Мучи патне çыру шăрçалаççĕ. Эпĕ те шур сухаллă мучи патне çыру вĕçтертĕм, çулталăка епле ирттернине каласа патăм. Пуринчен ытла шывра ишме кăмăллатăп, хĕлле конькипе ярăнатăп. Кăçал чылай çĕнĕ ĕçе хăнăхрăм. Хам тĕллĕн салатсем хатĕрлеме, вĕт шăрçаран эрешсем ăсталама вĕрентĕм. Эпĕ ырă ĕç тума яланах хатĕр, пĕррехинче пĕр кинемее тăвайккине улăхма та пулăшнăччĕ.

Çитес çулта хам ума тĕллев лартрăм — вĕренӳ отличникĕ пуласшăн. Çĕнĕ çул уявĕнче Хĕл Мучи пылак мамăк тумалли хатĕр парнелессе шанатăп. Манăн ĕмĕт пурнăçлансан мĕн тери савăнăттăм. <...>

Вера ШУМИЛОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   


Мечты сбываются!

Благотворительная акция «Елка желаний» реализуется с 2018 года на всей территории Российской Федерации и с каждым годом обĕединяет все больше людей, готовых творить добрые дела. Она направлена на то, чтобы дети с ограниченными возможностями здоровья, оставшиеся без попечения родителей и дети из нуждающихся семей смогли ощутить атмосферу праздника, поверить в новогоднее чудо и реализовать свою мечту.

Накануне Нового года исполнилась мечта воспитанника Чебоксарской общеобразовательной школы для детей с ОВЗ /1 одиннадцатилетнего Антона Лукоянова. Поверить в чудеса мальчишке помог ректор Чувашского государственного аграрного университета Андрей Макушев. Он вручил мальчику магнитный левитационный глобус- светильник, любимые детьми сладости, фигурку Тигра, символа наступающего Нового года. Конечно, больше всего мальчик обрадовался современному функциональному планшету, о котором давно мечтал. Теперь Антон может рисовать на планшете и слушать аудиосказки, книги, музыку, смотреть фильмы.

Добрую традицию поддержала и заместитель главы администрации города Чебоксары по социальным вопросам Ольга Чепрасова. Она поздравила с наступающим Новым годом обучающуюся Чебоксарской детской музыкальной школы №2 имени В.П. Воробьева незрячую Зину Катерову и подарила ей радиомикрофон и сладкий подарок. <...>

Подготовила Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


«Как Настенька чуть Кикиморой не стала»

Недавно ученики 4-го класса побывали в Чувашском драматическом театре имени К.В. Иванова на просмотре спектакля «Как Настенька чуть Кикиморой не стала».

По сюжету действия сказки разворачиваются в одной семье. Аленушка и Настенька – две сестры, но они такие разные, что все диву давались. Аленка вставала ни свет, ни заря, сразу же принималась за работу, и все у нее в руках спорилось. А Настенька и умыться с утра забудет, если сестра не проследит. Да и домового всегда обидеть готова. Увидела это Баба-Яга и решила, что хорошая из Настеньки Кикимора должна получиться. На болотах без друзей Бабе-Яге скучно. Много выпало испытаний Аленушке, когда она отправилась на поиски своей похищенной сестрицы Настеньки. Без домового Чура трудно было бы ей, путь к Бабе-Яге лежит через дремучие леса и непроходимые болота. За храброе сердце и отвагу ее ожидает награда – встреча с любимой сестрицей. <...>

Людмила ЯКОВЛЕВА, учитель начальных классов.

Чебоксары, 36-я школа.

♦   ♦   ♦


Çĕнĕ çул уявĕ

Тин çеç 2021 çула кĕтсе илнĕччĕ, кĕçех 2022 çул та алăкран шаккĕ. Кăçал пирĕн пата çутă кăвак тĕслĕ Тигр васкать. Çитес çул çак чĕр чун пекех хастар, хăюллă пуласчĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Çĕнĕ çул уявне шкулсенче те ирттереççĕ. Йăлтăрккасемпе илемлетнĕ, тĕрлĕ кĕлеткепе пуянлатнă чăрăш йĕри-тавра пухăнса ачасем юрлаççĕ, ташлаççĕ, савăнаççĕ. Нумаях пулмасть пирĕн шкулта та уяв иртрĕ. Кашни класăн уйрăм пулчĕ. Ачасемпе вĕрентекенсем хăйсен пӳлĕмĕсене мĕнле кăна илемлетмен пулĕ! Чăн-чăн юмах тĕнчине лекнĕн туйăнать. Кунта юр пĕрчисем те, Çĕнĕ çул теттисем те пурччĕ. Çавăн пекех çак уявпа саламласа видео та хатĕрленнĕ. Ачасем Çĕнĕ çула тăрăшса хатĕрленнĕ: сăвă каларĕç, юрларĕç. Унсăр пуçне тĕрлĕ юмахри сăнарсене те курма пулчĕ. Ку та çак мероприятие хăйне евĕр уяв сĕмĕ кĕртрĕ. <...>

Евгений ЗУБКОВ, 9-мĕш класс.

Етĕрне районĕ, Мăн Чураш шкулĕ.

♦   ♦   ♦


Çитес çул та пĕрлех пуласчĕ!

Малтан мала ыткăнать пурнăç урапи, шав чупать сехет йĕппи. Сисĕнмерĕ те, акă тепĕр çул та хыçа юлчĕ. Сирĕн аллăрта — хаçатăн кăçал тухнă юлашки номерĕ. Хаклă тусăмăрсем! Эсир пуртан пирĕн хаçат çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ хыпарпа, сăвă-калавпа, ӳкерчĕкпе, вăйăсемпе пуян пулчĕ. Кашни номерĕ хăйне евĕр интереслĕ тухса тăчĕ.

Вăкăр çулĕ вĕçленнĕ май вăл мĕнле çĕнĕлĕхсем илсе килнине, мĕнпе асра юлнине аса илетпĕр. Тен, пысăк çитĕнӳсем тунă эсир, тен, нимле улшăну та пулса иртмен? Çапах та, чи кирли — сывлăх, юнашар çывăх çынсем пулни, килĕшӳпе татулăхра пурăнни. Сумка çакса кашни кун шкула чупни, тус-тантăшпа хутшăнни те паха, çапла-и?
Ырă йăлана пăсмасăр, эпир яланхи пекех хамăрăн лауреата палăртас терĕмĕр. <...>

Елена АТАМАНОВА, ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.