- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 51 (6399) № 30.12.2021
«Çил-тăманра Çĕнĕ çула прожектор çутипе кĕтсе илтĕмĕр»
«Çĕнĕ çул вăл — асамлă. Ăна çемье уявĕ пек йышăнатăп. 29 çулта пулсан та çав вăхăтра хама ача пекех туятăп», — тет ЮНИОРСЕН хушшинче армрестлинг енĕпе Европа чемпионки, РФ спорт мастерĕ Олеся Михайлова.
— Олеся, сана пирĕн тĕпелте курма хавас. Вăр-варлăхунтан тĕлĕнме пăрахаймастăп. Эсĕ икĕ пĕчĕк ача амăшĕ пулсан та таçта та ĕлкĕретĕн. Иккĕленместĕп: Вăкăр çулĕ саншăн тухăçлă иртрĕ.
— 2021 çул кăсăклă тĕлпулусемпе пуян пулчĕ. Чăваш наци радиовĕнче «Старт» кăларăма çĕнĕрен пуçартăмăр. Пĕлтĕр, сăмахран, ăна йĕркелесе ярасси пирки шухăшламан та. Çак кăларăма эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетне пĕтерсен пуçарса янăччĕ. Кăларăм çур çул эфира тухрĕ. Кайран пы-ы-ысăк тăхтав пулчĕ. Çемье çавăртăм, декрет отпускĕ… Кăçал радиона каймалли сăлтав тупăнчĕ. Спорт кăларăмне чĕртсе тăратма сĕнчĕç. Паллах, кăмăл пуррипе, унчченхи радио итлекенсем ыйтнипе ĕçе пуçăнтăм. Качча тухнăранпа Куславкка районĕнчи Тĕрлемес станцийĕнче пурăнатăп. Шупашкара час-часах килейменрен продюсерпа кăларăма килте хатĕрлесси пирки калаçса татăлтăмăр. Интернет пурри пурнăçа çăмăллатать çав. Хальхи вăхăтра ялта пурăнсан та ĕçлеме май çителĕклĕ: кăмăл кăна пултăр. Пĕр-пĕр ăмăртăва е мероприятие кайсан спортсменсенчен, тренерсенчен, спорт ветеранĕсенчен интервью илетĕп, кайран кăларăм хатĕрлесе интернет урлă Шупашкара вĕçтеретĕп.
— Спорт саншăн çывăх пулнине питĕ лайăх пĕлетĕп. Армрестлинг енĕпе тĕнче шайĕнче ăмăртатăн. Спортăн çак тĕсне епле лекрĕн?
— Эпĕ Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнчен. Ача чухне секцисене çӳреме май пулман манăн. Эпĕ вара спортра пысăк çитĕнӳ тума ĕмĕтленеттĕм. Аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра футболпа кăсăкланаттăм, футбол командине лекме тĕллевленеттĕм. Пирĕн шкул та унашкалли пулман. Чупма тытăнтăм. Çумăрлă çанталăк пулнине те, асфальт çулпа стадион çуккине те пăхса тăман. Урамра, çырмара чупаттăм. ЧПУна вĕренме кĕрсен Алексей Атласкин тренерпа паллашрăм. Кирлĕ вăхăтра, кирлĕ вырăнта тупăнчĕ темелле. Вăл пулăшнипе хама килĕшекен спорт тĕсне тупрăм, армрестлингпа паллашрăм. 1-мĕш курсранпах секцине çӳреме тытăнтăм. Ăмăртусене каяс килетчĕ. «Тĕплĕ хатĕрленсен тĕнче шайĕнчи чемпионатсене те çитĕпĕр», — тенĕччĕ тренер. Çак сăмахсем чăнлăха çаврăнассăн туйăнман. Шухăшлани пурнăçланать иккен. Спортра пĕчĕккĕн çул уçăлчĕ. 4 çултан Европа тата тĕнче чемпионатне кайрăм, пьедестал çине хăпарма та май килчĕ.
— Çавнашкал ăмăртăва кайма сана 4 çул кирлĕ пулнă. Ку саншăн нумай-и е сахал-и?
— Кашни спортсменшăн тĕрлĕрен. Маншăн шăп та лăп пулчĕ. Вăйлă пулнисĕр пуçне ăнăçуран та нумай килет. Пĕрисем çулталăк хатĕрленсех тĕнче шайĕнче ăмăртма пуçлаççĕ, теприсем темиçе уйăхранах спорт мастерĕн нормативне пурнăçлаççĕ. Эпĕ ав спорт мастерĕн нормативне пурнăçларăм пулин те çакна ĕнентерекен хута тӳрех илеймерĕм. Документсем Мускавран икĕ хут каялла килчĕç. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Самолетпа вĕçме ĕмĕтленнĕ
Канашри 6-мĕш шкулта вĕренекен 11 çулти Даниил Яковлев самолетпа вĕçме ĕмĕтленнĕ. Çакна вăл хут çине çырса «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» çине çакнă. Çак тетте ЧР Пуçлăхне Олег Николаева лекнĕ.
Арçын ачан ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Вăл Олег Алексеевичпа пĕрле Шупашкарти А.В.Ляпидевский ячĕллĕ аэроклуба çитнĕ, пилот кабинине ларса курнă. Олег Николаев Даниилăн амăшĕпе Зоя Михайловнăпа калаçнă. ЧР Пуçлăхĕ арçын ачана ытти парнепе те савăнтарнă: канфет курупки, кĕнеке, «Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисем» сĕтел çи вăййине тыттарнă.
Даниил шкулта адаптаци программипе «пиллĕкпе» кăна вĕренет. Вăл IT-кубра ăсталăх шайне ӳстерет, пултарулăх проекчĕсене хутшăнать. Кăçал вăл республика шайĕнче иртнĕ «Чикĕсĕр пултарулăх» конкурсра çĕнтернĕ. Даниил амăшĕпе пĕрле кружоксене, спорт секцийĕсене çӳрет, ал ĕçĕпе аппаланма юратать, дистанци мелĕпе олимпиадăсене хутшăнать.
Сăмах май, кăçал «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци старт илнĕ кун Олег Николаев елка çинчен икĕ тетте илнĕ. Пĕри шăпах Даниил Яковлевăн пулнă. Тепри — Ярослав Котляровăн. Вăл çемьепе фотосессире пулма ĕмĕтленнĕ. Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Олег Алексеевич Шупашкарти Рома Кожевникова пультпа çӳретмелли чукун çул парнеленĕ.
♦ ♦ ♦
Демидăн та ятарлă çуна пур
Шупашкар районĕнчи 15 çулти Владимир Васильев вара юмах, юрă-кĕвĕ итлеме юратать. Çавăнпа вăл Çĕнĕ çулта интерактивлă тетте-медиаплеерлă пулма ĕмĕтленнĕ. Кăçал Владимир «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акцие хутшăннă. Унăн тетти Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Денис Спирина лекнĕ. Владимир ДЦПпа нушаланать. Вăл ашшĕ-амăшĕпе, аппăшĕпе пурăнать. «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци, ырă чунлă çынсем пурришĕн питĕ савăнатпăр. Вĕсем сывлăх енчен хавшак ачасен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ», — хĕпĕртесе калаçнă Владимирăн амăшĕ Елена Васильева.
Шупашкарти 8 çулти Ольга тахçантанпах смартфон пирки ĕмĕтленнĕ. Мĕнех, Çĕнĕ çул умĕн унăн та ĕмĕчĕ чăна çаврăннă. Хĕрачана ЧР Юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертӳçи Дмитрий Сержантов смартфон парнеленĕ. Ольга та ун валли парне хатĕрленĕ: хăйĕн ӳкерчĕкĕсене тыттарнă.
Демид Чурбанов 3 çул каялла «Атăл» слейджхоккей командине лекнĕ. Арçын ача çине тăрсах тренировкăсене çӳренĕ, питĕ тăрăшнă, çавна май вăл тĕп дружина йышне те кĕнĕ. Çак тапхăрта сывлăх енчен хавшакрах Демид тренировкăсенче арендăна илнĕ ятарлă çунапа пулнă. Хăçан та пулин Çĕнĕ çул умĕн вăл капăр чăрăш айĕнче хăйĕн çунине курма ĕмĕтленнĕ. Унăн ĕмĕчĕ кăçал пурнăçланнă. Асамçи — ЧР спорт министрĕ Василий Петров.
Аса илтерер: «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци 2018 çултанпа пурнăçланать. Пĕлтĕр çак ырă йăла Чăваш Енри 84 ачан ĕмĕтне пурнăçлама пулăшнă.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Катьăн çырăвне çăхан ӳкерсе хăварнă
«Манпа тĕлĕнтермĕш, асамлăх пулса иртет-ха… Анчах кун пекки — пĕрремĕш хут!» — терĕ «ДЕТKIDS» журнал арт-директорĕ Анна Серикова. Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Аня кунĕпех хăйĕнпе мĕн пулса иртни пирки шухăшласа çӳренĕ. Çав çыру унăн аллине ахальтен лекмен.
«Раштавăн 5-мĕшĕнче мăшăрăм Артем Питĕртен /вăл — унта, эпĕ Шупашкарта пурăнатăп/ кĕтмен çĕртен çитрĕ. Вăл манпа пĕрле заливри кафене «Фотомодель по-детски» ăсталăх класĕ ирттерме пычĕ. Артем пĕр кунлăха çеç килнĕччĕ те мероприяти вĕçленсен кафере пĕрле апатланма сĕнчĕ. Эпĕ çӳллĕ кĕлеллĕ пушмакпаччĕ, кĕпепеччĕ, урамра вара сивĕччĕ. Апла пулин те кайма килĕшрĕм, темшĕн чун унталла туртрĕ. Заливри кĕперпе чиркӳ еннелле утрăмăр. Çын сахалччĕ, питĕ лăпкăччĕ, васкамасăр пытăмăр. Эпĕ йăлтах видео, сăн ӳкерме юрататăп. Утсан-утсан: «Атя сана сăн ӳкеретĕп», — терĕм Артема. Вăл кайăк вĕçнĕ пек туса кăтартрĕ. Унтан малалла кайрăмăр. Чиркӳре юсав ĕçĕсем пынăран ун тавра карта тытнăччĕ. Тавраран кайма сĕнсен те упăшка ун урлă сиксе каçма ӳкĕте кĕртрĕ. Чутах ӳкеттĕмччĕ. «Кур-ха, çăхан темĕн йăтса вĕçет!» — тăрук кăшкăрчĕ Артем. Вĕçет-вĕçет, вара мĕн? «Кăвак тĕслĕ вăл, хутлă 2 пин тенкĕ мар-ши?» — çаплах çăхана сăнарĕ упăшка. Кайăк тата çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, конверт çĕре ӳкрĕ. Çăхан ăна илчĕ те чиркӳ еннелле вĕçме хăтланчĕ. Конверт каллех сăмсинчен вĕçерĕнчĕ, вăл ăна тепре илчĕ… Юлашкинчен кăвак тĕслĕскер кĕпер айне ӳкрĕ. «Атя кайса пăхар!» — терĕ Артем. «Юрĕ ĕнтĕ, атя малалла каяр», — хирĕçлерĕм эпĕ. Упăшка мана итлемесĕр кĕпер айнелле чупрĕ. Ăна кăшт çеç видео ӳкерсе юлтăм. «Ну, мĕнле «телей çырăвĕ» унта сан?» — ыйтрăм унран. Упăшка водитель те, çул-йĕр правилисене пăснăшăн килекен штраф квитанцийĕсене хамăр хушăра çапла калатпăр. Конверта вуланăçемĕн Артемăн сăнĕ улшăннине сисрĕм. Унтан ăна мана тыттарчĕ. «Эсĕ — манăн юлашки шанчăк» тени чи малтан куçа тăрăнчĕ. Артем та çак сăмахсене чи пĕрремĕш вуланă», — тĕлĕнмелле пулăм пирки каласа кăтартрĕ Анна Серикова.
«Салам, Хĕл Мучи! Сана çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп! Эпĕ Екатерина ятлă, 15 çулта. Манăн Çĕнĕ çула питĕ килте кĕтсе илес килет. Тен, ку айванлăх пек курăнать, çапах эпĕ Çĕнĕ çул асамлăхне ĕненетĕп. Хĕл Мучи, эсĕ — манăн юлашки шанчăк», — çырнă çырура. «Ăна ăçта ямаллине пĕлместĕп. Эппин, «алă тытмалли 6 теорипе» /теория 6 рукопожатий/ усă курăпăр. Çыру хăçан та пулин сан пата çитессе шанатăп», — хушса хунă юлашкинчен 15-ри Катя. Аня пулса иртни пирки 5 минутранах Инстаграмри страницинче пĕлтернĕ, видео, сăн ӳкерчĕксем вырнаçтарнă. Катьăна шеллекенсем, ăна пулăшма хатĕр çынсем çийĕнчех тупăнма пуçланă. «Катьăна тупмаллах, ăна ĕмĕтне пурнăçлама пулăшмалла», «Хĕрача тупăнни чăн-чăн асамлăх пулĕ. Анна, эсир çакна тума пултаратăр», «Тен, Артем чăннипех те çав Хĕл Мучи?»… Çынсем нумай-нумай комментари хăварнă. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Павлик валли 122 млн тенкĕ пухнă
Çĕнĕ çул асамлăхĕ пур-и? Ăна чунран ĕненсен ку ыйтăвăн хуравĕ пĕрре те иккĕлентермĕ. Аслисем тахçанах чăрăш айĕнчен парне илмеççĕ пулин те çак уявра асамлăх килессе кĕтеççĕ. Çĕнĕ çул умĕн Шупашкарта пурăнакан Серейкинсен çемйинче пысăк савăнăç пулнă, вĕсем 2022 çула пысăк шанчăкпа кĕреççĕ.
Аленăпа Евгений Серейкинсене хаçат вулаканĕсем лайăх пĕлеççĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче ывăлĕ Павел генетика чирĕпе нушаланни пирки, пулăшу кирли çинчен çырса кăтартнăччĕ. Павлик пĕр уйăхра чухне тухтăрсем хăрушă диагноз лартнă: СМА. Çав самантра Аленăпа Евгенишĕн тĕнче тĕттĕмленнĕ, амăшĕн пĕр кунĕ те куççульсĕр иртмен. Ывăлĕ вилмеллех чирлине пĕлсенех Серейкинсем мĕн тумаллине те пĕлмен. Тухтăрсем ачан пурнăçне çăлакан укол пуррине каласан та вĕсен чунĕ лăпланман. Укол 160 миллион тенкĕ тăрать-çке-ха! Ун чухлĕ укçа мĕнле пухмалла? Серейкинсен пĕ-ĕчĕк шанчăкĕ те сӳнсе пынă. «Укçа пухатпăр!» — Аленăн хĕр тусĕ Женя çирĕппĕн çапла калани вĕсене СМАпа кĕрешмешкĕн вăй кĕртнĕ.
Нарăсăн 18-мĕшĕ тĕлне 6 миллион тенкĕ кăна пуçтарăннăччĕ. «Çулталăк вĕçлениччен укол валли укçа пухса пĕтересшĕн», — Евгений Серейкинăн сасси хурлăхлă пулин те вăл çирĕппĕн янăрарĕ. Тепĕр 150 миллион тенке яхăн… Ун чухлĕ укçа пухăнассине ĕненме те йывăрччĕ. Анчах тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Палламан пин-пин çын çемьене пулăшнă. Пĕри 1 миллион тенкĕ куçарнă, анчах хăйĕн ятне палăртма килĕшмен. Павликăн пиччĕшĕ Саша пĕлтĕр Хĕл Мучи патне çыру янă, унран вăл тетте мар, Паша валли пурнăç ыйтнă. Пĕчĕк арçын ача чунран ĕмĕтленни пурнăçланмасăр пултарайман! Çулталăкран, кăçалхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Павлика çав асамлă укола тумашкăн укçа çителĕклĕ пухăннă. Алена çак йывăр çула пĕрле парăнтарнă çынсене тав туса видео ӳкернĕ, ăна соцсетьри страницине вырнаçтарнă. Павликăн асамçисене тав тумалли сăмахсене суйласа амăшĕ савăнăç куççулĕпе йĕнине курсан кирек камăн та куçĕ шывланĕ.
Доллар курсне кура кăçал Серейкинсен укол хакĕ 122 миллион тенке çитнĕ. Чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне вĕсем 99 млн яхăн тенкине пухнă. Тепĕр 22 миллион ытла…
Ăна пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарма вăхăт сахал мар кирлĕ. Тăрук Дагестанран Шупашкара калама çук савăнăçлă хыпар çитнĕ. СМА чирĕпе нушаланакан 3-ри Раббия Агабекова укола тӳлевсĕрех тивĕçнĕ, ун валли 2 çул пухнă укçана ашшĕ-амăшĕ 2 ачана пама палăртнă: Асияна тата… Павлика! Агабековсем Серейкинсене 22 миллион тенкĕ ытла куçарса пама йышăннă. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Атте хăрушă çапăçуран чĕрĕ тухасса шанман»
ЧР Наци библиотеки ĕçченĕшĕн, журналистшăн, тавра пĕлӳçĕшĕн Вера АРХИПОВĂШĂН ашшĕ яланах тĕслĕх пулнă. Вăл унран тĕрĕс пурăнма, тăван халăхшăн вăй хума вĕреннĕ. Ашшĕпе çыхăннă чи çутă аса илӳсем унăн чунĕнче упранаççĕ.
«Вĕренмелле!»
— Вера, аçу Севастиан Архипов ăста вĕрентекен пулнă, пурăннă тăк кăçал 100 тултарĕччĕ. Вăл 93 çулта пурнăçран уйрăлчĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче чылай ырă ĕç турĕ. Анчах, шел те, вăрçă суранĕсем ăна хăйсем пирки аса илтерсех тăнă…
— Атте маншăн тата аппасемпе шăллăмсемшĕн хăват паракан çын пулнă. Пурнăç çулĕпе хăй те çирĕппĕн утнă, пире те çапла тума хăнăхтарнă. «Такăнсан тăрăр та малалла утăр», — тетчĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă, 18 çултах аллине пăшал тытнă. Вăл тăшмана тĕп тунă пулсан та чунĕ хытман, пурнăçа юратма пăрахман.
— Ачалăх пурнăç кĕнеки çинче савăнăçлă пулăмсемпе çырăнса юлать. Ял ачисем мĕн пĕчĕкрен ĕç тĕлне пĕлсе ӳсеççĕ. Ку хăйне евĕр халăх педагогики тесен те юрать.
— Çапла. Эпир, кĕçĕннисем, атте шкултан килессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Алăка уçса яратчĕ те тумтирне хывмасăрах урайне йăванатчĕ, «Ача купи!» - тесе кăшкăратчĕ. Эпир ун çине хăпарса лараттăмăр. Пахчара та симĕс курăк çинче пĕрле выляттăмăр. Сарă хĕвел пăхать, кайăксем юрă шăрантараççĕ, атте ахăлтатса кулать, эпир ун тавра чĕвĕлтететпĕр... Каç кӳлĕм шкултан таврăнатчĕ те апатланнă хыççăн канмалла тесе аннене купăс тыттаратчĕ. Етĕрнери педагогика училищинче ăс пухнă чухне Аристарх Орлов-Шуçăм вĕрентнĕ юрăсене юрлаттаратчĕ, хăй те пĕрле шăрантаратчĕ. Хĕл валли картишре пурте пĕрле вутă хатĕрлеттĕмĕр. Атте çуратчĕ, эпир кăткăсем пек ун тавра чупкаласа пуленкесене сарайне йăтаттăмăр. Çĕр улмине те пурте пĕрле кăларнă.
Çапах атте пурнăçĕн пысăк пайне шкулта ирттернĕ. Ирхине аннепе пĕрле кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлатчĕç. Эпĕ кăмака çумĕнчи лапка çинче çывăраттăм. Аттепе анне пирĕн ыйха татас мар тесе шăппăн калаçатчĕç. Ир-ирех кăмакара вутă шартлатса çунатчĕ, яшка пиçетчĕ. Атте выльăха шăварма тухатчĕ, анне ĕне сума васкатчĕ. Атте шкула аннерен чылай маларах тухса каятчĕ. Яваплăхĕ пысăк пулнă, шкул директорĕн тилхепине шанса панă ăна.
— Килте атте — пĕр тĕрлĕ çын, шкулта вара — пач урăхла.Тĕрĕсехи?
— Паллах, килте лару-тăру урăхла. Атте килте пирĕнпе ачашрах, çемçерех пулнă, çывăх тус пек хутшăннă. Шкулта вара сумлă çынччĕ. Эпир аппапа Люсьăпа ытла та харсăрччĕ. Хăш чухне урокра та ашкăннă. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Эх, авланас килет» тесе юрлакансем çемье çавăраççĕ
2021 çул хуçи Вăкăр хăйĕн пекех хаяр Тигра тилхепе тыттарма хатĕрленет. Ну, хуçаланчĕ тĕк хуçаланчĕ Вăкăр! Пĕрисене мăйракипе пĕр шелсĕр пырса тĕкрĕ-тĕр, теприсене ăнăçу ярса пачĕ пуль. 2021 çул хуçи Шурă Вăкăр çемье çавăракансене, унăн хаклăхне туякансене уйрăмах кăмăллать тет. Хĕвел тухăç гороскопĕ кăçал пĕрлешнисен пурнăçĕнче яланах уяв пуласса шантарать. Çавăнпах-ши шоу-бизнесри хусахсен речĕ сайраланса юлчĕ? Халĕ вĕсене пӳрне хуçлатса шутлама пулать…
Раççей эстрадине мар, хĕр чĕрине парăнтарнă
Тин кăна чăваш эстрада юрăçи Евгений Кузнецов «Эх, авланас килет, çемье çавăрас килет» тесе юрласа çӳретчĕ. Çӳлти хăватсем унăн сăмахĕсене илтрĕç пулас: вăл авланчĕ, радиоертӳçĕпе Ольга Элимепе çемье çавăрса ывăлне Артемкăна пурнăç парнелерĕç. Паллах, «хăмăт» тăхăннă хыççăн Женя «авланас килет» тесе юрласа çӳреймĕ. Ку юрă кайран, пиччĕшĕнчен шăллĕне куçнă пек, Кирилл Рыбаков çамрăк юрăçăн репертуарне пуянлатрĕ. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ купăсçă чылай артистпа тачă çыхăнса ĕçлет. Хăй вăхăтĕнче «Çамрăксен хаçатне» панă интервьюра вăл Мускава куçса кайма, Раççей эстрадине парăнтарма ĕмĕтленни пирки каланăччĕ. Çамрăк юрăç çĕршывăн тĕп хулине çул тытманнин сăлтавĕ юрату сăнчăрланинче мар-ши?
Хальлĕхе Кирилл Раççей эстрадине мар, хĕр чĕрине парăнтарнă. «Эх, авланас килет» тесе нумай та юрласа çӳреймерĕ — пӳрнине ылтăн çĕрĕ тăхăнчĕ. Кăçал Кирилл та авланнисен ретне тăчĕ. Сăмах май, хĕвел тухăç гороскопĕпе вăл — Вăкăр. Астрологсем каланине ĕненес тĕк, çамрăк арçын авланса тĕрĕс тунă. Вăкăр çулĕнче çуралнисен çирĕп те туслă çемье пултăр тесен шăпах кăçал мăшăрланмалла пулнă. Çăлтăрсем унашкаллисен çемйинче юратупа ăнлану кăна хуçаланассине ĕнентереççĕ. «Эх, авланас килет» юрра малашне кам шăрантарĕ?
Туймарăр-и: питĕ асамлă юрă ку, юрлаççĕ те тӳрех авланса яраççĕ. Тен, ăна «Сарă хĕрача» хитпа чапа тухнă Сергей Петровăн шăрантарма вăхăт çитнĕ? «Авланиччен стратеги пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçламалла», — тенĕччĕ вăл хаçата интервью панă чухне. Ĕç нихăçан та вĕçленмест, Сергей, çемье вара — яланлăхах! <...>
Вăкăр çулĕнче пĕрлешнисен пурнăçне Ирина КОШКИНА тишкернĕ...
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать