«Хресчен сасси» 49 (2887) № 22.12.2021

22 Дек, 2021

Халăхпа вăй-хал хушăнать

Елчĕкре республикăри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енри Ача прависен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, республикăри АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Александр Самылкин, унăн çумĕ Василий Шадриков, Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата ытти сумлă хăна хутшăнчĕ.

Проектсем хута кĕреççĕ

Леонард Левый ларăва пуçтарăннисене районăн социаллă пурнăç ĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Район йывăрлăха пăхмасăр аталанать, малаллах туртăнать. Кăçал Елчĕксене те çăмăл пулман. Шăрăх çанталăка пула акнă-лартнă культурăсем япăх шăтнă. Çавна май иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан тухăç та пĕчĕкрех, гектар пуçне 23,8 центнер тухнă /иртнĕ çул — 37 центнер/. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 56,4 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ. Каллех 30 процент сахалрах.

Çапах пĕтĕмĕшле илсен тырă туса илессипе республикăра та малтисен йышĕнче. Хуçалăхсем инвестици кредичĕсемпе тата хăйсен укçи-тенкипе 144 техника 379,2 млн тенкĕлĕх туяннă. Мĕн пур категорири хуçалăхсенче 2084 млн тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ е иртнĕ çулхин 104,9 проценчĕ. Кăçалхи 11 уйăхра аш-какай, сĕт туса илесси иртнĕ çулхи шайрах юлнă. Аграрисене пулăшма федераци тата республика бюджечĕсенчен 149,4 млн тенкĕ уйăрнă.

— 2021 çулта 12 инвестици проектне хута кĕртнĕ. Çав шутра 9-шĕ — ял хуçалăхĕнче. «Победа» хуçалăхра 200 пăру вырнаçмалăх çĕнĕ вите тунă. Унăн хакĕ — 9 млн тенкĕлĕх. «Прогресс» ЯХПКра вара 10,5 млн тенкĕлĕх управсем хута янă. Кун пек тĕслĕх нумай. Аграрисем патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ, — палăртрĕ Леонард Левый. — Ака-суха иртнĕ хыççăн яланах ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Пирĕн тăрăхри хуçалăхсем, фермерсем кăçал пилĕк диплом илме пултарни савăнтарать. Район бюджечĕ пуян мар, кăçал 472 млн тенкĕпе танлашнă. Унпа перекетлĕ, тĕллевлĕ усă курма тăрăшнă. Çавна май пысăк мар укçапах курăмлă ĕçсем тунă. Спорт лапамĕ тума, нумай ачаллă çемьене, тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерме, урама хăтлăлатма, çул-йĕр юсаса çĕнетме тăкакланă ăна. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


QR-код çулталăклăх

Декабрĕн 20-мĕшĕ тĕлне республикăра 45647 çын коронавируспа чирленĕ, 3679-шĕ вилнĕ, 39872 пинĕшĕ сывалнă. Çак вăхăт тĕлне 513718 пин çын вакцинациленнĕ.

РФ вице-премьерĕ Татьяна Голикова пĕлтернĕ тăрăх, ковидпа официаллă мар /документпа çирĕплетмен/ чирлесе ирттернĕ тата антителăсем пур çынсем те QR-код илме пултараççĕ. Ун валли сертификациленĕ лабораторире юна тĕрĕслеттермелле. Енчен антителăсем пулсан тата ПЦР тунă хыççăн чирленине çирĕплетсен кун пеккисене çур çуллăха сертификат параççĕ. Татьяна Голикова тĕслĕх вырăнне Чăваш Ене илсе кăтартнă. Ковидпа официаллă мар чирленисене QR-код парассипе республика пилотлă регион пулса тăрĕ.

Чăваш Енре ковидпа чирленĕ, анчах çакна документпа çирĕплетменнисене QR-кодпа тивĕçтерес ыйтăва кăçалхи ноябрьтех хускатнă. Общество, суту-илӳ çурчĕсене QR-кодпа кĕртме тытăнсан çакă татах çивĕчленчĕ. Юнра антителăсем нумай пулсан тухтăрсем те вакцинациленме сĕнмеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ усал амакпа официаллă мар чирлесе ирттернĕ, лабораторире тĕрĕслеттернĕ хыççăн антителăсем пуррисене те QR-код пама йышăннă.

Ноябрьтех Шупашкарта аккредитаци илнĕ икĕ лаборатори — Республикăри клиника больницине тата ӳтпе венерологи диспансерне — палăртнă. Регионта пурăнакансем вĕсенче антителăсем пуррине тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Коронавируспа чирленĕ, прививка тутарнисен сертификатпа QR-кодăн усă курас вăхăчĕ мĕнлерех?

Енчен ковидпа официаллă чирленĕ е прививка тутарнă пулсан сертификат «Госуслуги» порталта пулать е документа НФЦра илме май пур.

Ковидран вакцинациленнĕ хыççăн та медучреждени кун пирки пĕрлехи регистра кĕртет. Виçĕ кунра «Госуслуги» порталта сертификат йĕркеленет. Прививка тутарсан QR-кодпа çулталăк усă курма май пулĕ. Виртуаллă сертификатпа пĕрремĕш прививка хыççăн тивĕçтереççĕ, анчах документра QR-код пулмĕ. Ревакцинаци тутарсан та документ çулталăк вăйра тăрĕ. <...>

Лариса АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Ялта хĕлле те кичем мар

Кăçал ял çыннисемшĕн чăннипех ăнăçлă çулталăк пулчĕ. Ялти кивĕ культура çуртне тĕпрен юсаса çĕнетрĕç, урама та такăр çул çитрĕ.

Культура вучахĕ çĕнелни пирĕншĕн савăнмалли пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ял сăн-сăпачĕ куç умĕнчех улшăнса илемленме тытăнчĕ. Хастарсем тăрăшнипе, халăх пуçарнипе тĕп урама та вак чул сарса хытарчĕç. Вун-вун çул пылчăкра нушаланнă хыççăн такăр çул çитнине ĕненес те килмест. Кун пирки унччен сахал мар калаçнă, ĕмĕтленнĕ-çке. Çивĕч ыйтăва тинех татса патăмăр. Халĕ йĕпе-сапана пăхмасăр çăмăл машинăсем урам тăрăх шăхăрса иртсе каяççĕ.

Иртнĕ хĕлле шыв башни йĕркеллĕ ĕçлеменрен час-часах пăтăрмахсем сиксе тухрĕç. Каллех маттур çынсем пуçарнипе кил хуçалăхĕсенчен укçа пуçтарчĕç, кĕске хушăра çĕнĕ насус туянса вырнаçтарчĕç. Çакă та пирĕншĕн савăнмалли сăлтав. Шыв пулмасан ялта кансĕр. Кил-тĕрĕшре те, выльăх-чĕрлĕхе шăварма та кирлĕ вăл. Хĕл кунĕсенче пĕве шăнать, вак касса нушаланмалла е аякри çăла утмалла.

Ялти Колхоз, Вăрман урамĕсенче пурăнакансем те пирĕнтен тĕслĕх илсе пуçаруллă бюджета хутшăнмашкăн килĕрен укçа пуçтарчĕç. Нухрата Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн счечĕ çине хыврĕç, çине тăрсах урамсене вак чул сарса хытармашкăн документсем хатĕрлерĕç. Лайăххипе пĕрлех ял халăхне пăшăрхантаракан самантсем те пур-ха. Унччен Шупашкартан Элĕке çӳрекен автобус Мартынкассине çула май кĕрсе çынсене лартса каятчĕ. Шел, çак ырлăх иртнĕ çул вĕçленчĕ. Çул çӳрекенсем сахалран автобус пирĕн тăрăха çитмест. Унпа пĕрлех автолавка та килме пăрахрĕ.
Пĕр утăм малалла пусатпăр пулсан иккĕ каялла чакатпăр. Пурнăç лайăхланса пынине пăхмасăр ура çине çирĕп тăрайманни пăшăрхантарать ватăсене.
Хальхи ял клубĕн ĕçĕ-хĕлне, унта ирттерекен мероприятисене тиркешсе калаçакан, çăхавсем çыракан сахал мар. Анчах карма çăварсем культура вучахĕнчи лару-тăрăва улăштарма урлă выртакан пĕренене тăрăхла çавăрмаççĕ, пулăшмаççĕ, унăн ĕçне хутшăнмаççĕ. Юлашки вăхăтра çĕршывра, республикăра усал чир сарăлнăран клубсенче халăха йышлă пуçтарса мероприятисем ирттереймеççĕ. Çавна май ĕлĕкхи пек концертсем те пăхаймастпăр. Çапах культура çурчĕн ĕçĕ чарăнса ларнă тесе калаймăн.

Ял клубне юсаса çĕнетнĕ хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Паллă саманта кӳршĕ ялсенче пурăнакансем, сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Ун хыççăн та клуб пушă ларман, мероприятисем час-часах йĕркелерĕç: çĕршыва хӳтĕлекенсене, хĕрарăмсене уявсемпе саламларĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç тата ытти те. Июлĕн 5-мĕшĕнче вара йăлана кĕнĕ йĕркепе ял уявĕ иртрĕ. Каллех ку тăрăхра пурăнакансем, хăнасем хаваспах хутшăнчĕç унта. Мероприятисенчен эпĕ те юлмастăп. Хальхинче çынсене ял историйĕпе, ăна упраса хăваракансемпе паллаштартăм.

Пире саламлама Шупашкартан артистсем те çитрĕç, пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче клубра савăнăçлă тепĕр мероприяти иртрĕ — Амăшĕсен кунне палăртрĕç. <...>

Вениамин АРХИПОВ. Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.

♦   ♦   ♦


Спиридон Янтуш çуралнăранпа – 200 çул

Муркаш районĕнчи Юнкăпуç ялĕнче тата Юнкă салинче Вăтам Атăлçи халăхĕсен пĕрремĕш тавра пĕлӳçи, этнографĕ, çыравçи, историкĕ, Раççей географĕсен пĕрлĕхĕн членĕ Спиридон Михайлович Янтуш çуралнăранпа 200 çул çитнине паллă турĕç. Спиридон Михайлов чăвашла хушамачĕ – Янтуш 1821 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Чикме уесне кĕрекен Юнкăпуç ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă.

Спиридон 10 çул тултарсанах ашшĕ ăна Чикме хулинчи хăй паллакан Михеев купса патне кайса леçнĕ, вĕреннĕ çын пултăр тенĕ. Унта вăл вырăсла калаçма, вулама-çырма вĕреннĕ. 1834-1838 çулсенче Чикме тата Етĕрне уесĕсенче вулăс писарĕн пулăшуçи пулса ĕçленĕ. 1838-1842 çулсенче Чикмери земство полицийĕн писарĕнче тăрăшнă, земство сучĕн куçаруçи тата çырусемпе ĕçлекенĕ пулнă. 1851 çултан пуçласа истори, этнографи, географи, статистика ĕçĕсемпе илемлĕ литература произведенийĕсем те çырнă. Хăйĕн ĕçĕсене «Казанские губернские ведомости» хаçатра, «Русский дневник», «Московитянин» тата «Русский инвалид» журналсенче пичетленĕ. Унăн «Чувашские разговоры и сказки» хайлавĕ уйрăм кĕнекепе тухнă. Хăй пурăннă чухне 34 хайлав кун çути курнă, 14-шне автор вилнĕ хыççăн пичетлесе кăларнă, 12 ĕçне тупса палăртман. Паллă хайлавсенчен «Чее кушак», «Хваттер хуçипе калаçни», «Телейсĕр ывăл» калавсем, «Хусан кĕпĕрнинчи чăвашсем Хусанта – Державин палăкĕ умĕнче» очерксем. Унăн «Чăваш кĕвви-çемми çинчен», «Чăваш туйĕсем», «Чăваш юррисемпе каларăшсем», «Сĕнтĕр тăвĕ» тĕпчев ĕçĕсем пĕлтерĕшлĕ. Спиридон Михайлов 1859 çулта Раççей географи пĕрлĕхĕн кĕмĕл медальне илме тивĕçнĕ. Вăл чиркӳ çумĕнче шкулсем уçса ачасене хутла вĕрентесшĕн пулнă. Сăмах май, ентеш пуçарнипе пирĕн районти Ишек салинче шкул уçнă. 2006 çулта Спиридон Михайлов ячĕпе Юнкăпуçра, вăл пурăннă çурт вырăнĕ умне, палăк лартнă.

Хăнасене палăк умĕнче авалхи йăлапа хуран куклипе тата вĕри чейпе кĕтсе илчĕç. Савăнăçлă пухăва Юнкă ял администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Кудряшов уçрĕ. Ун хыççăн Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, çичĕ сыпăкри тăванĕ Елена Яндушкина вĕрентекен, Шупашкарти 44-мĕш лицей вĕрентекенĕ Елена Леонтьева, Мари Республикинчи Козьмодемьянск хулин тĕп культура центрĕн методисчĕ Тамара Петрова, Раççей географĕсен пĕрлĕхĕн ЧР уйрăмĕн председателĕ Инна Никанорова тата Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн Президенчĕ Евгений Ерагин сăмах илчĕç. «Спиридон Михайловичăн ĕçне малалла тытса пырас пулать. Чăваш чĕлхи питĕ пуян, унта тĕпчемелли нумай»,— палăртрĕ Ростислав Тимофеев ентешĕн ырă ĕçĕсене палăртса. «Янтуш йăхĕ малалла тăсăлать», — терĕ Елена Яндушкина саламланă май. «Спиридон Михайлов, чăвашсенчен чи малтан 1854 çулта Раççей географĕсен пĕрлĕхĕн членĕ пулса тăнă, тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ», — палăртрĕ Инна Никанорова. «200 çул каялла кунта çуралнă Спиридон Янтуш мари халăхĕпе чăвашсен хушшинчи туслăха паянхи кун та упрать», — терĕ Евгений Ерагин.

Пухăннисем палăк умне чечексем хунă хыççăн Юнкăна çул тытрĕç. Хăнасене Юнкăри Спиридон Михайлов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш тумĕ тăхăннă 11-мĕш класра вĕренекен Данил Черновпа Дарья Никольская авалхи йăлапа çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç. Ярослав Шишкин, Денис Яндараевпа Богдан Карпов тата Екатерина Михайловăпа Дарья Никольская паллă ентешĕ çинчен каласа кăтартрĕç. <...>

Николай СМИРНОВ. Шупашкар районĕ, Атăльял.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.