Çамрăксен хаçачĕ 48 (6396) № 09.12.2021

9 Дек, 2021

«Пĕрремĕш тӳрĕ эфирта мунчари пек тарларăм»

Вăл ветеринар пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах шăпа ăна журналистика çулĕ çине тăратнă. «Шăпăрлан», «Литература вулавĕ» тесенех Чăваш наци радиовĕн итлекенĕсем сăмах Рената Волкова пирки пынине ăнланаççĕ. Ăна сасси тăрăх çеç паллакан вулакансене унпа паллаштарăпăр.

Радиора килĕшнĕ

— Рената, хăвăнпа паллаштарсам: ăçта тата мĕнле çемьере çуралса ӳснĕ эсĕ?

— Эпĕ 1988 çулта Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче çуралнă. Атте — Николай Владимирвич, анне — Елена Геннадьевна. Иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. Пичче Вова манран — 11, Юрий 10 çул аслăрах. Эпĕ çемьере чи кĕçĕнни. Атте-анне виççĕмĕшне хĕр кĕтнĕ. Анне манпа йывăр çын пулнă чухне мĕн çуратичченех ĕçне пăрахман. «Урăх ĕçлейместĕп, çуратма вăхăт çитет», — тесен те: «Еля, сан пек ĕçлекенни çук, атя мĕнле те пулсан чăт», — тесе ӳкĕте кĕртнĕ. Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче, шартлама сивĕ кун, Елчĕке çуратма кайнă.

— Пĕчĕк чухне ветеринар пулма ĕмĕтленнĕ хĕрача журналистикăна епле лекнĕ? Пачах расна профессисем-çке вĕсем.

— Шкулта вĕреннĕ чухне ветеринари енĕпе каятăп тесен хăшĕ-пĕри йĕкĕлтеме пăхатчĕ: «Рената выльăх тухтăрне вĕренсе тухать те ялти фермăра ĕçлеме пуçлать». Хăть мĕн калани те мана хăратмастчĕ. Çак профессие алла илнĕ тĕк эпĕ ялта выльăхпа аппаланма хирĕç марччĕ, мĕншĕн тесе чĕр чунсене питĕ юрататăп. Ача чухне вĕсем патне туртăнни тата вăйлăрах пулнă. Киле урамран миçе кушак йăтса килмен-ши? «Кусемпе мĕн тăватăн? Кĕтӳ усратăн-им?» — тесе вăрçатчĕç пиччесем. Аттепе анне те калатчĕç. Пĕрре çулла йĕтем çине кайнă чухне кушак çурисен сассине илтрĕм. Такам çул хĕрринче 3-4 çурана çĕр айне чавса чикнĕ. Вĕсене часрах чакаласа кăлартăм та киле сĕт илме чупрăм. Çурасене шприцран çитерсе пурăнтăм. Вĕсен куçĕ уçăлчĕ, чупма пуçларĕç. Пĕр кунхине таçта çухалчĕç. Кушаксемшĕн, йытăсемшĕн мĕн чухлĕ макăрнă-ши эпĕ? Вĕсене нумай пулăшнă. 11-мĕш класс хыççăн аннепе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине заявлени пама кайрăмăр. Унта кĕрсен стенаран çакăнса тăракан ӳкерчĕксене сăнаса тăтăм. Чĕр чунсене операци тунине кăтартнăччĕ. Вĕсене епле касăн? Ку ман валли мар тесе заявлени памасăрах тухрăмăр та И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна çул тытрăмăр. Çапла журналистика факультетне вĕренме кĕтĕм. Çапах ветеринар пулас ĕмĕт мана паянхи кун та канăç памасть.

— Студент чухне эсĕ калавсем, сăвăсем çырнă. Мĕншĕн хаçат-журнал е телекурав мар, радио суйларăн?

— 2010 çулта диплом илсен Чăваш наци радиовне кайрăм. Ваканси çук терĕç. Телекурава та кайма пултарнă эпĕ, анчах чун радио патнеллех туртатчĕ. 5-мĕш курсра Чăвашрадиора практика тухрăм, ку ĕç мана питĕ килĕшнине ăнлантăм. Хам ума тĕллев лартрăм: радиона каймалла. Ваканси çук пулсан та Наци радиовĕнче Роза Деменцова мана хăйĕн хӳттине илчĕ, çамрăксем валли кăларăм пуçарма сĕнчĕ. Çапла «Шурăмпуç» çуралчĕ. Ăна çулталăка яхăн ертсе пытăм. Юлашкинчен радиона ĕçе вырнаçас туртăм сӳнчĕ пулмалла. Пĕрре пасарта çӳренĕ чухне ман пата Олег Прокопьев шăнкăравласа ĕçе илмешкĕн конкурс ирттересси пирки пĕлтерчĕ, хутшăнма чĕнчĕ. Эпĕ мĕнле ĕçленине курнă ĕнтĕ. Радиона килсессĕнех вăл мана диктофон тыттарчĕ, ăçтан çутса сӳнтермеллине кăтартрĕ те республика Пуçлăхĕпе Шупашкар районне чăх-чĕп фабрикине ячĕ. Çыртарса килнĕ синхрон Олег Ивановича килĕшрĕ. Çынна шыва ывăтсан унтан вăл ишсе тухаять-и е çук-и — çапла тĕрĕслени пулчĕ ĕнтĕ ку. Конкурс ирттерсен 5 çынна ĕçе илчĕç, çав йышра — эпĕ те. Ĕçе вырнаçсан Олег Прокопьев сĕннипе «Чĕнтĕрлĕ чаршав» кăларăма пуçарса ятăм. Пĕр вăхăт «Ăсталăх шкулне» ертсе пытăм. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   


«Кашни çынрах Маяковский пур»

«Театрлă Атăлçи» фестивалĕн регионсен шайĕнчи тапхăрĕ авăн уйăхĕнчех старт илнĕ. Вăл раштав вĕçĕчченех тăсăлĕ. Ăна çамрăксене театр ĕçĕпе кăсăклантарас тата унта явăçтарас, шкул ачисемпе студентсене театр искусствипе çывăхлатас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Фестиваль кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркеленет. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн аппарачĕ пулăшнипе пурнăçланакан общество проектне Чăваш Ен командисем кашни çулах хастар хутшăнаççĕ. Республикăри студентсемпе шкул ачисен ытти çул конкурса тăратнă спектаклĕсем тĕрлĕ номинацире çĕнтернĕ, грантсем те çĕнсе илнĕ. Кăçалхи тапхăр та вĕсемшĕн ăнăçлă пуласса шанас килет.

Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче икĕ пултарулăх ушкăнĕ спектакльсемпе паллаштарнă. Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕсем «Юрату кĕвви» постановка лартнă. Унăн режиссерĕ — Мария Михайлова. Тĕп сăнар — Джек ятлă каччă. Вăл кафере çĕнĕ юлташсем çеç мар, чун савнине тата ĕç вырăнĕ те тупать. Анчах телей патне çитиччен чылай йывăрлăха парăнтарма тивет. Джек чăрмавсене çĕнтерме пултарать-и? Студентсем çакна спектакльте уçса пама тăрăшнă.

Ольга Спрыгина Чăваш патшалăх аграри университечĕн ветеринари факультетĕнче вĕренет. Вăл тĕп рольсенчен пĕрне калăплать. «Эпĕ иккĕмĕш курсра вĕренетĕп. «Театрлă Атăлçи» фестивале иккĕмĕш çул хутшăнатăп. Пĕлтĕр вăл онлайн мелпе иртнĕччĕ. Ун чухне жюри членĕсем пирĕн пултарулăха видеоматериалсем тăрăх кăна хакларĕç. Кăçал 1-мĕш курса питĕ маттур студентсем килчĕç. Вĕсене те фестивале явăçтартăмăр. Декорацисене те хамăрах турăмăр. Эпĕ сцена пурнăçне çав тери юрататăп. Куракан умне тухни маншăн — чăн-чăн телей. Спектакль юрă-кĕвве юратни пирки çеç мар, пĕр-пĕрне савакан икĕ чĕре хушшинчи хутшăнусем çинчен те. Джек кафере пурнăç тĕллевне тупать. Анчах телей çăмăллăн килмест. Пурнăçне музыка тĕнчипе çыхăнтариччен унăн çулĕ çине чылай пăтăрмах сиксе тухать. Джек вĕсене парăнтарма тăрăшать. Мана уйрăмах постановка вĕçĕ килĕшет. Куракансем тăвăллăн алă çупнине илтсен савăннипе куç шывланать. Пирĕн постановка йывăрлăхсем сиксе тухсан та пуç усмалла маррине вĕрентет», — спектакль пирки каласа кăтартнă студентка. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Сивĕпе пĕçĕ тĕлĕнчи ӳт çурăлатчĕ»

Ĕçрен пушă вăхăтра е хĕллехи вăрăм каçсенче иккĕн ларнă чухне апи пурнăçĕ çинчен каласа паратчĕ: çăмăл мар килнĕ ачалăхне, вăрçă çулĕсенчи терт-нушана аса илетчĕ. Эпĕ ку кирлĕ пулĕ тесе шухăшламан та, пурне те астуса юлман…

«Çĕр шăтăкĕнчен тухаймастпăр»

Мария Рыгалова /хĕр чухнехи хушамачĕ Федорова/ 1923 çулта Советски /халĕ Етĕрне/ районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. «Ати /атте/ ялсем тăрăх ут хатĕрĕсем юсаса çӳретчĕ, ĕçкелени те, шăнни те пулчĕ-тĕр — çамрăклах чирлесе вилчĕ. Çапах пурнăçран уйрăличчен ултă «калăп» хăварма ĕлкĕрчĕ. Çавсене апипе мамакăн ӳстерсе çын тумаллаччĕ. Ати вилсен пурнăç йывăрланчĕ, çи-пуç çукчĕ, çимелли çитместчĕ. Çĕр улми вĕтĕ тухатчĕ, çуркунне валли аран юлатчĕ. Апи ăна перекетлес тесе кăмакара пĕçеретчĕ, кайран хуппине шуратса пиçнĕ улма яшки çитеретчĕ», — каласа кăтартнăччĕ апи. Пĕррехинче амăшĕ ăна юнашар яла пĕччен хĕрарăм патне çĕр улми вăрлăхĕ кăларма илсе кайнă. Унăн тĕп сакайне шыв кĕнĕ. Апи çав çĕр улмине хăçан тăраниччен çийĕп-ши тесе выçă куçпа пăхса тăнă.

Çăва тухсан курăк яшки çиме тытăннă. «Хурана ярса вĕрететтĕмĕр те пĕр чашăк тавра ларса çăрараххине уйăрса çиме тăрăшаттăмăр. Сĕтел тăрăх симĕс шыв юхатчĕ. Сĕтел хушшинчен тухичченех хырăм выçатчĕ, каллех курăк пуçтарма чупаттăмăр», — тетчĕ çывăх çыннăм. Çемье çăнăх илес тесе ĕнине сутнă. «Ӳлесе макăрса юлтăмăр. Вутă çуккипе ампарпа витене кăмакара çунтарса ячĕç», — аса илнĕччĕ апи. Унăн кĕçĕн йăмăкĕ сивĕ çанталăкра та кӳршĕ хĕрачи патне выляма çара уран чупнă, вăл 5 çултах чирлесе вилнĕ. Колхозсем йĕркеленме тытăнсан çемье унта кĕрсе сывлăш çавăрса янă. Апин аппăшĕ фермăра уйран уçлаканра ĕçленĕ. Унтан ăна пекарньăна çăкăр пĕçерме чĕннĕ. Апи унта кайса çӳренĕ, аппăшĕ ăна кашнинчех салма тумалăх пĕр ывăç чуста вăрттăн парса янă.

«Никама шанма çуккине пĕлсе эпĕ кăштах ĕç çумне çыпçăнма тытăнтăм. Тутăрлăх çитсă татки те пулин ĕçлесе илес тесе кӳршĕсен ĕнине çитерме çӳрерĕм, ĕçе каякан пĕр хĕрарăмăн ачине астурăм. Унпа пĕрле апат çиме чармастчĕç. Хĕлле çынсене сӳс, çăм арласа параттăм. Пĕр çулхине çапла хĕлĕпе кĕнчеле арларăм. Манăн питĕ ботинка тăхăнас килетчĕ. Ати чĕрĕ чухне ăна хам ĕçлесе илнĕ укçана пушмак илме парса янăччĕ. Вăл çав укçана эрех ĕçсе ячĕ. Питĕ кӳрентĕм, макăртăм», — иртнине куç умне кăларатчĕ Мария Федоровна.

Пиччĕшĕ Микулай питĕ вĕренме юратнă. Пурнăçĕ темле йывăр пулсан та пĕлӳ илсе çын пулмаллине каланă вăл. Салтака кайиччен колхозра счетоводра ĕçленĕ. Микулай хĕсметре чухне вăрçă тухнă. Вăл малтанхи кунсенчех çапăçăва кĕнĕ. «Çĕр шăтăкĕнчен тухаймастпăр. Пуçа йăтма çук переççĕ», — çырнă вăл пĕр çырура. 1941 çулта унăн вилнĕ хучĕ килнĕ. Капитан званине тивĕçнĕ Микулай куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. <...>

Домна КАРПОВА, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Çĕнĕ Атикасси.

♦   ♦   ♦


«Кам валли ун чухлĕ выльăх усратăн?»

«Хам валли», — тет ялта тĕпленнĕ ывăлсен амăшĕ

Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел ялĕнче пурăнакан Галина Гурьева «Çамрăксен хаçатне» тахçантанпах, вăл çĕнĕ ятпа тухма пуçланăранпах, çырăнса илет. Темиçе çул каяллахи номерсене çенĕкри çӳлĕк çинче упрать. Мăшăрĕ çĕре кĕрсен виçĕ ывăлне ура çине тăратнă хĕрарăм тивĕçлĕ канăва тухичченех дояркăра ĕçленĕ. Халĕ пĕччен пурăнать пулин те картиш тулли выльăх усрать.

7 çултанпа ĕне сăватăп

«Пĕр çулхине укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе хаçат çырăнмасăр юлтăм, ун чухне те ăна вуламасăр пурăнаймарăм, кашни эрнере библиотекăна çӳреттĕм. Кĕçнерни куна чăтăмсăррăн кĕтетĕп. «Куççульпе саралса йĕпеннĕ çырусем» кăларăмра пирĕн ялта пурăннă Элекçейпе Алтатти юратăвĕ çинчен çырнă статьяна кӳршĕсене, тăвансемпе пĕлĕшсене вулаттартăм. «Юратупа наркăмăш» кăларăмри çырусене йăлтах шĕкĕлчетĕп. Хăш-пĕри манăн пурнăç çинчен çырнă пекех туйăнать. Тепĕр чухне хам та алла хутпа ручка тытса редакцие çыру вĕçтерес патнех çитетĕп. Тен, хăçан та пулин çырса ярăп. Мăшăр пур çĕрте ют арçынпа вырăн ăшăтакан хĕрарăмсене хытă ятлатăп. Хам та çамрăклах упăшкасăр тăрса юлнăран тăлăх арăмсене мĕнле йывăррине лайăх ăнланатăп.

Анне аппапа иксĕмĕре пĕччен çитĕнтерчĕ. Вăл пире хĕр пуçăн çуратнă. «Вĕлтрен çинчи ачасем» тетчĕç пирĕн пирки ялта. Ĕлĕк качча каймасăр ача çуратнисене сивленĕ. Халĕ ав çамрăксем хут уйăрттармасăр та пурăнаççĕ. Анне бригадирта ĕçлетчĕ. Малтан эпир кукаçипе кукамай килĕнче пурăнтăмăр. Кайран çĕнĕ çурта куçрăмăр.

Анне Хорнсорти фермăна дояркăна ĕçлеме вырнаçрĕ. Эпĕ 1-мĕш класра вĕреннĕ чухнех ун патне ĕне сума çӳреттĕм. Халĕ ĕнтĕ 67 çул тултартăм, çаплах ĕне сăватăп. 60 çул! Ытти ача канлĕ çывăрнă вăхăтра эпĕ ир-ирех ĕне çиллине туртнă. Çитĕнсен те çак ĕçрех тăрăшрăм. 1972 çултан пуçласа 2007 çулччен анне пекех дояркăра вăй хутăм. Фермăра 35 çул ытла ĕçлерĕм. Отпуск илнине астумастăп. Малтан алăпа 12 ĕне сăваттăмăр. Кайран 17-е çитерчĕç. Пĕр вăхăт виçĕ аппаратпа 50 ĕне сума тиврĕ. Кунпа кăна ĕç вĕçленместчĕ: выльăха апатлантарнă, шăварнă, тислĕкне тасатнă. Юрать, ĕнисем ăслă пулнă, вырăна хăйсемех кĕрсе тăратчĕç. Сĕт флягисене хамăрах йăтаттăмăр. 40 литрлăскерсене машина кузовĕ çине иккĕн ним мар çĕклесе хураттăмăр. Ĕçрен нихăçан та хăраман эпĕ, манăн хушамат Хисеп хăми çинче пĕрре мар пулнă. Тав хучĕсемпе те чысланă. Манăн аппа та фермăра ĕçлесех ĕмĕр ĕмĕрлерĕ.

Эпĕ Патăрьел ялĕнчех çуралнă. 1976 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Топтул ялĕн йĕкĕчĕпе Виталипе çемье чăмăртарăм. Çав кун 30 градус сивĕ тăчĕ. Мана гусеницăллă тракторпа, ĕлĕкхи çунапа лартса кайрĕç. Урана канма кайсан туянса килнĕ çĕнĕ сăран атă тăхăннăччĕ. Япала леçме 15 лашапа килчĕç. Ун чухне фотоаппарат пулман. Ӳкернĕ тĕк çав самантсене асăнмалăх упраса хăварма май пулĕччĕ хăть. Упăшкасен пĕчĕк кивĕ çуртчĕ. Унта пĕр хĕл каçнă хыççăн Патăрьеле куçрăмăр. Малтан кивĕ çуртра пурăнтăмăр. Хуняма пирĕн пата хĕл каçма килетчĕ. Çав пĕчĕк çуртра икĕ ача çуратрăм. Ача сăпки те, çывăрмалли кравачĕ те хамăр çумрахчĕ. Çаврăнкаламалăх вырăн çукчĕ. Мăшăрпа чуп тума та вăтаннă. Упăшка тутаран чăпăрт! туса илетчĕ те тухса каятчĕ. Эпĕ часрах пите шăлаттăм. Анне мана: «Туту хулăн, хитре мар», — тетчĕ. Çавăнпа çын умĕнче, сăн ӳкерĕннĕ чухне çӳхерех курăнтăр тесе ăна çыртма тăрăшаттăм. Халĕ ватăлсан сăн ӳкерчĕксене пăхатăп та — йĕркеллĕ тута, анне мĕншĕн çапла каланă-ши? <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Яла ахальтен суйламан»

Тутарсем хĕр çуралсан — пĕр сурăх, ывăл кун çути курсан иккĕ пусаççĕ. Комсомольски районĕнчи Александровкăра тĕпленнĕ Тамаевсем те пепке çуралмассерен çак ырă йăлана пăхăннă. Илшатпа Лилия тăватă ача ӳстереççĕ. Кĕçĕннине Амилийăна вĕсем кăна мар, ывăлĕсем те Ришат, Ильсаф, Фирдус чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

Трактор вырăнне — «Газель»

Тамаевсем хăй вăхăтĕнче хулара пурăнса курнă. Анчах вĕсен чунĕ ялах туртăннă. Илшат — Патăрьел районĕнчи Хирти Пикшикрен, мăшăрĕ — Комсомольски районĕнчи Новоалександровкăран. Çамрăксем 18 çул каялла, Тутарстана ĕçлеме кайсан, паллашнă. Пĕрлешнĕ хыççăн вĕсем çавăнтах, Нурлат ялĕнче, пурăннă. Тепĕр çулхине пĕрремĕш ывăлĕ кун çути курнă. Ăна садике яма вăхăт çитсен çемье Чĕмпĕр хулине куçса кайнă. Иккĕмĕшĕ çуралсан Илшатпа Лилия ачисемпе ялта тĕпленме тĕв тунă. Вĕсем амăшĕн капиталĕпе пĕчĕк çурт туяннă.

«Мăшăрăма кунта килĕшрĕ. Аттепе анне те аякра пурăнмаççĕ. Пĕчĕккĕн хуçалăха çĕклеме тытăнтăмăр. Малтан гараж хăпартрăмăр, кайран — сарай. Пӳрт тăррине, чӳречесене улăштартăмăр, хушма çурт турăмăр», — Александровкăра мĕнле пурăнма тытăннине аса илчĕ Лилия. Икĕ ывăл хыççăн çемьере тепĕр арçын ача çуралнă. Кил хуçи арăмĕ Комсомольски салинче ача садĕнче ĕçленĕ. Унта çӳренĕ пĕр хĕрача Амилия ятлă пулнă. «Манăн та хĕр çуралсан çапла çыртарăпăр», — палăртса хунă çамрăк амăшĕ. Хĕрĕ Амилия халĕ — 9 уйăхра. Асли Ришат 18 çул тултарать. Часах унăн салтака каймалли, професси пĕлĕвĕ илмелли вăхăт çитет. Вăл автомеханик пуласшăн. Техникăна юратать, ăна мĕнле юсамаллине интернетра пăхать. Ашшĕпе пĕрле те юсаççĕ. Унччен яш повар пулас ĕмĕтпе пурăннă. Çывăх çыннисене фри çĕр улми, чипс хатĕрлесе çитерет. 11 çулти Ильсаф шкула çӳрет, Фирдус — садике. Аслисем хулана каясшăн пулсан Фирдус ялтах тĕпленесшĕн, ашшĕ-амăшĕпе юласшăн. Пĕчĕкскер фермер пулас ĕмĕтпе пурăнать, ашшĕ пекех выльăх-чĕрлĕх тытасшăн. Вăл вăкăрсемпе пăрусене юратать, апат çитернĕ чухне кашнине ятпа чĕнет.

«Ялта та ĕçлесе пурăнма пулать», — çапла шухăшлаççĕ Тамаевсем. Хăй вăхăтĕнче вĕсем сурăх ĕрчетсе тупăш тунă, вĕсен йышне 25-е те çитернĕ. Яла куçса килсен пĕрремĕш çулхине севок вăрри туса сутнă. Халĕ кил хуçи вăкăрсем, пăрусем усрать. Самăртса сутаççĕ, хăйсем валли те какайлăх çитет. Çемье пысăк-çке-ха.

«Начар пурăнмастпăр, нимĕншĕн те ӳпкелешместпĕр. Çывăх çынсем ура çине тăма чылай пулăшрĕç. Лилийăпа иксĕмĕр те нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Пиллĕкмĕшне «шырама» каймастпăр, халĕ çулĕсем те иртрĕç ĕнтĕ. /кулать — авт./ Кашни ачана ура çине тăратмалла, вĕсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермелле. Тĕпренчĕксене лайăх воспитани парассишĕн тăрăшатпăр, пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ӳсеççĕ», — калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи.

Пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас тесен укçа хывмалла. Тамаевсем те пысăк хуçалăх йĕркелемешкĕн укçи-тенкине сахал мар тăкакланă. Малтанах, паллах, çăмăл пулман. Выльăх сутмассерен утă, тырă туяннă. Уттине халĕ те илеççĕ — вăкăрсене тăрантарма аванах кирлĕ.

«Хамăр та утă тăватпăр, анчах нумай мар. Курăк çулнă чухне пурте пĕрле кар! тăрса ĕçлетпĕр. Уттине ытларах тăвас пулсан техника — трактор, çулмалли, акмалли агрегатсем, пресс — кирлĕ. Хальлĕхе пирĕн трактор вырăнĕнче «Газель» кăна. Пурăна киле, тен, фермер хуçалăхĕ уçма, патшалăхран пулăшу тивĕçме май килĕ. Анчах ку та çăмăл мар вĕт. Тепĕр тесен, грантсăр та ĕçлеме пулать. Выльăх нумай усрама пăрахасшăн мар-ха», — шухăшне палăртрĕ Илшат Рафаилович.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси уншăн йывăрлăх кăларса тăратмасть. Ашшĕ хăй вăхăтĕнче ферма заведующийĕ пулнă. Ывăлĕ унпа пĕрле ĕçе çӳренĕ, ĕне сума та вĕреннĕ. Лилийăн амăшĕ те доярка пулнă, вăл та çывăх çыннисене кура ĕç тутине пĕлсе çитĕннĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Пĕчĕк ачине амăшĕпе хăварса шкула чупнă

Евгения Плаксина — Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел шкулĕнче ĕçлекен чи çамрăк вĕрентекен. 7-мĕш класса çитиччен вăл хирург пулма ĕмĕтленнĕ. Акăлчан чĕлхине вĕренме тытăнсан педагог профессийĕ пирки ĕмĕтленме тытăннă.

Евгения 5-мĕш класчен Патăрьел шкулĕнчех вĕреннĕ. 6-мĕшне Сăнав поселокĕнчи пĕлӳ çуртне кайнă. «Унти ачасем акăлчан чĕлхине манран лайăхрах пĕлетчĕç. Эпĕ вĕсене темиçе уйăхра хăваласа çитрĕм. 7-мĕш класра çак предметпа олимпиадăна хутшăнтăм. Шкул пĕтерсен вĕрентекен профессине суйларăм, аттепе анне хирĕçлемерĕç. Малтан куçаруçă пулас тенĕччĕ, анчах унта вĕренме кĕмешкĕн историпе ППЭ тытмаллаччĕ. Эпĕ вара обществознанипе кăна экзамен панăччĕ. Балсем çитменрен ют чĕлхесен факультетне тӳлевлĕ майпа вĕренме кĕтĕм. 2-мĕш курса пĕтĕм «пиллĕкпе» пĕтерсен тӳлевсĕр майпа вĕренмешкĕн куç арчĕç», — аслă пĕлӳ илнĕ вăхăта аса илчĕ çамрăк педагог.

Пулас мăшăрĕпе Евгения студент çулĕсенчех паллашнă. Ун чухне вăл 3-мĕш курсра вĕреннĕ. Алексей — Комсомольски районĕн каччи, Евгенийăран 7 çул аслă. Пике 5-мĕш курса çитсен çамрăксем çемье чăмăртанă. Университетран вĕренсе тухсан çамрăк хĕрарăм ача çуратнă. Диплом илсен вăл ĕçлесе ĕлкĕреймен — декрет отпускне кайнă. Плаксинсем хулара пурăннă. Евгенийăна тăван ялĕнчи шкулта акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕ кирли пирки пĕлтернĕ. Çамрăк педагог патне шăнкăравласа ĕçе тухма чĕннĕ.

«Хĕрĕм ун чухне çулталăк кăна тултарнăччĕ. Ялта пурăнакан аттепе анне пулăшма шантарчĕç. Мăшăрăм та хирĕçлемерĕ. Хама профессире тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм. Ачапа малтан кукашшĕпе кукамăшĕ ларчĕç. Çапла ялти шкулта ачасене пĕр çул акăлчан чĕлхи вĕрентрĕм. Кайран иккĕмĕш ачана çуратрăм. Эпĕ декрет отпускĕнче ларнă чухне ман вырăнта икĕ студент-практикант ĕçлерĕ. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.