- Чăвашла верси
- Русская версия
Улатăрта «Раççейри ĕç» кадрсен хальхи йышши центрĕ ĕçлеме пуçланă. Хулапа район çыннисем валли мĕнле улшăнусем пулĕç?
Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Улатăрти халăха ĕçпе тивĕçтерекен çĕнетнĕ центрта пулса курнă. Регион ертӳçи учреждени сăн-сăпатне кăна мар, хальхи йышши ĕç стандарчĕсене тата çынсене пысăк пахалăхлă пулăшу парассине те пырса тивекен модернизаци ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.
Улатăрта тата Улатăр районĕнче пурăнакансемшĕн мĕнле çĕнĕлĕхсем вăя кĕнĕ? Пĕрремĕшĕнчен, халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба кадрсен центрĕ пулса тăнă.
Центра пынă çынсемпе ĕç тупма пулăшакан инспекторсем вырăнне карьера тата кадр консультанчĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем кашни çынпа уйрăм ĕçлеççĕ. Ку компетенцисене «Халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă тытăмра патшалăх пулăшăвĕ паракан специалист» программăпа килĕшӳллĕн квалификацие ӳстернĕ чухне хăнăхаççĕ.
Иккĕмĕшĕнчен, цифра сервисĕсем пулăшнипе хутшăнни: «Раççейри ĕç» цифра платформи центра килекенсене хăвăртах ĕç тупма пулăшать. Резюмене хăйсем тĕллĕн вырнаçтарас, вакансисемпе паллашас текенсем валли ятарлă вырăн хатĕрленĕ, унта «Раççейри ĕç» портала тухма пулать. Консультантсем унта регистрациленме, професси ăсталăхĕ çине пусăм туса резюме хатĕрлеме пулăшмашкăн яланах хатĕр. Виççĕмĕшĕнчен, меллĕ тата хăтлă навигаци. Центра çĕнетнĕ чухне «Раççейри ĕç» фирма стильне пăхăнса юсав ĕçĕсем тунă, ятарлă зонăсем уйăрнă: граждансемпе тата ĕç сĕнекенсемпе харпăр ĕçлемелли сектор, карьерăна аталантармалли сектор, ушкăнпа консультаци ирттермелли зал тата ытти те.
«Улатăрти центр — Чăваш Енри кадрсен хальхи йышши иккĕмĕш центрĕ. Çавăн пекех унашкалли Канашра ĕçлет. Модернизаципе килĕшӳллĕн эпир халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсен ĕçне çынсемшĕн тата ĕç сĕнекенсемшĕн май килнĕ таран тухăçлă тата меллĕ тăвасшăн. Модернизаци — центра техникăпа тивĕçтерни кăна мар, ĕç принципĕсене улăштарни те. Ĕçпе тивĕçтерекен çĕнĕ форматлă служба çынсене ĕç вырăнĕ тупса парас тĕлĕшпе тĕрлĕ пулăшу парĕ», — модернизаци тĕллевĕпе паллаштарнă ЧР ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова.
Олег Николаев çĕнелнĕ кадрсен центрĕпе Паллашсан журналистсене çапла пĕлтернĕ: «Кунашкал центрсене килме меллĕ кăна мар, вĕсем пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынна тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама та пултараççĕ».
Палăртмалла: Чăваш Енри халăха ĕçпе Тивĕçтерекен центрсене «Демографи» наци проекчĕн «Ĕç тупма пулăшасси» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн çĕнетеççĕ. Унăн тĕллевĕ — ĕç шыракансем тата ĕç сĕнекенсем валли çĕнĕ сервиссем хута ярасси. Тĕп енсенчен пĕри — клиентсем ыйтнине тивĕçтересси.
Реклама
Комментировать