Тантӑш № 46 (4765) 02.12.2021

2 Дек, 2021

Милохинпа Жукова тĕлĕнтернĕ

Мĕнле кăна пултаруллă ача çук-ши? Пĕрисем юрра-ташша ăста, теприсем астрономи пĕлĕвĕпе тĕлĕнтереççĕ, виççĕмĕшĕсем роликре тĕрлĕ кăсăклă хускану тăваççĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 18-мĕш лицейре 7-мĕш класра ăс пухакан Виктория Орлова фокуссем кăтартма ăста. Çак пултарулăх ăна темиçе хутчен те Мускава илсе çитернĕ. Икĕ çул каялла вăл Максим Галкин ертсе пыракан «Лучше всех!» кăларăмра палăрнăччĕ. Пĕр уйăх каялла «Вундеркинды» телешоуна хутшăнса «Руки вверх» ушкăн юрăçине Сергей Жукова тата Данила Милохин блогера тĕлĕнтернĕ.

Юлашки самантчен пĕлмен

Виктория хутшăннă «Вундеркинды» телешоу кăларăмне сенкер экран çинче чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче кăтартнă. Сценари тăрăх, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 10 ачаран тăракан «Вундеркиндсем» команда «Çăлтăрсен» командипе тĕл пулать. Юлашкисен кашни ача хăш енĕпе пултаруллă пулнине тавçăрса илмелле. Хăнасем камсем пулассине юлашки самантченех вăрттăнлăхра тытнă. Вĕсем ачасем, куракансем хăйсен вырăнне йышăнсан кăна тухнă. Сцена çине Данила Милохинпа Сергей Жуков хăпарни нумай ачашăн кĕтменлĕх пулнă. Вĕсен пĕр-пĕр ачан пултарулăхне пĕлес тесен тăватă хуравран пĕрне суйласа илме тивнĕ. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă ачасемпе тĕл пулнă «çăлтăрсем». Планетăсем пирки нумай пĕлекен 5 çулти арçын ача, сĕрме купăс калакан çамрăк балерина, нумай хутчен пуç хĕрлĕ çаврăнма пултаракан хĕрача çине тĕлĕнсе пăхнă вĕсем. Виктория патне черет çитсен «çăлтăрсем» унăн пултарулăхĕ пирки те пуç ватнă, хĕрача наркăмăшлă эрешменсем ĕрчетет тесе шухăшланă. 13-ри Виктория фокуссем кăтартнине курсан тĕлĕннине пытарман. Çĕнĕ Шупашкар хĕрачин пултарулăхне уйрăмах Данила Милохин блогер кăсăклансах сăнанă: эрешменсенчен мĕн пĕчĕкрен хăранине пытарманскер вĕсемпе тĕл пулманшăн савăннă та.

— Кăларăма 4-5 сехет ӳкерчĕç. Эпир пурте матрешкăсен умĕнче тăтăмăр. Эпĕ 9-мĕш номерпеччĕ. Шоу правилисем тăрăх, кашни матрешка çинче — укçа хисепĕ. «Çăлтăрсем» ачасен пултарулăхне тĕрĕс палăртсан нухрат вĕсен «банкне» куçать, тавçăрса илеймесен — пирĕн командăра юлать. Вăйă вĕçĕнче икĕ командăн та нухрат пĕр пекрехчĕ. Финалта «çăлтăрсен» пĕртен-пĕр ыйтăва хуравламаллаччĕ. Вăл пачах та ача пултарулăхĕпе çыхăнманран тĕрĕс хурав пама çав тери йывăрччĕ. Çавăнпа «çăлтăрсем» выляса янинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Эпир, ачасем, телешоура 300 пин тенкĕ выляса илтĕмĕр, пĕр-пĕрин хушшинче пĕр пек пайларăмăр, — каласа пачĕ фокус ăсти. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Посвятил жизнь освоению космоса

Космос всегда манил людей тайнами и загадками. Первый отряд космонавтов СССР был сформирован в феврале-апреле 1960 года. В космонавты выбирали военных летчиковистребителей в возрасте до 35 лет, ростом до 175 см, весом до 75 кг. К началу марта 1960 года была отобрана группа из 20 будущих космонавтов.

Летом 1960 года была выделена группа из шести космонавтов: Юрия Гагарина, Германа Титова, Андрияна Николаева, Павла Поповича, Григория Нелюбова и Валерия Быковского. Эта группа продолжила непосредственную подготовку к первому полету человека в космос. Все эти шесть космонавтов успешно сдали экзамен для первого полета. 12 апреля 1961 года первый космический полет выполнил Юрий Гагарин на борту космического корабля «Восток», совершил один виток вокруг планеты за 108 минут и благополучно приземлился. Третьим космонавтом стал наш земляк Андриян Николаев. Нам очень хочется рассказать об одном замечательном человеке, который всю жизнь посвятил освоению космоса. Это выпускник нашей школы, полковник авиации Иван Воронцов. Он в свое время учился в Военно-воздушной инженерной академии им. Н.Е. Жуковского вместе с Юрием Гагариным, тесно дружил с Германом Титовым.

Иван Воронцов – уроженец деревни Хирлукасы Красночетайского района. Он родился 10 ноября 1934 года. В семье их было шестеро: Иван, Георгий, Геннадий, Ольга, Анна и Надя. Сегодня в родной деревне проживает его сестра Анна. Первая профессия Ивана Ивановича – учитель начальных классов. После окончания Ядринского педучилища он был направлен в родной район. Иван Иванович очень жалел, что не успел поработать с детьми. В том же году поступил учиться в военно-авиационное училище в г. Иркутск. В стенах училища подготовлено более 80 тысяч военных авиационных специалистов. Среди выпускников 14 Героев Советского Союза, Герой Российской Федерации, руководителей ИАС ВВС 27 генералов, десятки докторов и кандидатов наук. Оттуда его призвали в армию. После службы в Германии он поступил в академию имени Н.Е. Жуковского. За годы существования вуза 865 выпускников были удостоены звания Героя Советского Союза, 61 человек – дважды, а маршалу авиации Ивану Кожедубу это звание было присвоено трижды, 89 человек стали лауреатами Ленинской и Государственной премий. Среди известных выпускников академии – летчики-космонавты Юрий Гагарин, Герман Титов, Валентина Терешкова, Алексей Леонов, Владимир Комаров и др. <...>

Сергей и Евгения НИКИФОРОВЫ, 6-й класс. Красночетайский район, Большеатменская школа.

♦   ♦   


Юман каткара çитĕннĕ

Николай Адер (Тувалкин) 1949 çулта Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмаша ялĕнче çуралнă. Пĕр вăхăт ашшĕн ялĕнче — Тăванкасра — пурăннă. Кайран каялла Тури Кăмашана куçса килнĕ. 2000 çулта хушаматне улăштарнă, çемйипех авалхи Адер ратне ятне йышăннă.

Усламçă, тавра пĕлӳçĕ, культурăпа бизнеса аталантарассипе çыхăннă публицистика ĕçĕсен авторĕ. Тури Кăмаша ялĕн хисеплĕ гражданинĕ. 1998 çулта Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Вăл тăрăшнипе Шупашкарта «СССРта туса кăларнă» музей комплексĕ уçăлнă. Николай Адер паянхи кун — Виталий Станьял йĕркелесе ертсе пынă Ваттисен канашĕн председателĕ. «Мана пурнăçра мăшăр, ачамсем хавхалантараççĕ. Тăван халăхшăн, тăван кĕтесшĕн татах та татах тăрăшса ĕçлес килет», — терĕ Николай Михайлович ачалăхри асра юлнă самантсем пирки каласа кăтартиччен.

КАТКА.

Ачалăх — маншăн асра юлнă чи кăсăклă та нихçан манăçми вăхăт. Эпир аннепе иккĕн çеç пурăннă. Атте эпĕ çут тĕнчене киличчен ялта счетоводра ĕçленĕ. Пĕр çулхине, нӳрĕ те йĕпе çанталăк тăнăран, колхоз ампарĕнче тин пухса кĕртнĕ тырă хĕрме тытăннă. Атте тырра типĕтме ял халăхне валеçсе панă. Ялти çынсенчен пĕри колхоз тыр-пулне салатнă тесе райĕçтăвкома çăхав çырса ярать. Кăштахран ревизи тăваççĕ те аттене тата ялти тепĕр çынна тĕрмене хупаççĕ. Ял халăхĕ тырра каялла тавăрса парать. Виçеççĕ те, колхоз ампарĕнче вăл малтанхинчен те ытларах пулса каять. Анчах та çавах каçарман. Атте намăс тесе тĕрме хыççăн яла таврăнмасть, вербовкăпа Иваново облаçне ĕçлеме тухса каять, унта тепĕр çемье çавăрать. «Михалана тĕрмене пустуй, ним айăпсăр ăсатрĕç», — тенине хам та ялта пĕрре мар илтнĕ. Виç-тăватă çулта чухне аннепе пĕрле аттене курма кайни те асрах.

Аннене пĕччен çăмăл пулман паллах. Вăл колхоза ĕçлеме кайнă чухне хĕл кунĕсенче мана кăмака çинчи пысăк юман каткара хăваратчĕ. Унта ăшăччĕ. Кичем пулман-ши, йĕнине те астумастăп. Хырăм выçсан çиме çăкăр татăкĕ парса хăварнă. Пĕррехинче кӳршĕ хĕрачине те аннен «яслине» килсе леçнине астăватăп. Иккĕн лартăмăр çăкăр кăшласа. «Санькка юман каткарах çитĕнчĕ», — тенине пĕрре мар илтнĕ аннен аппăшĕсенчен.

Çуллахи вăхăтра мана каткара тытма йывăрччĕ. Куна урамра ачасемпе чупса ирттереттĕм. Пĕррехинче консерв банки тупса унпа выляма тытăнтăм. Йăлăхтарчĕ те хайхи банкăна пӳрт тăррине пеме пуçларăм. Питĕ интереслĕ, еплерех каялла шăкăртатса анать тата! Çӳлерех те çӳлерех пеме тытăнтăм. Тахăш самантра консерв банки чӳречене лекрĕ те кантăк чăл-пар саланчĕ. Колхозран ывăнса таврăннă аннерен патак лекрех каçхине.

Çакна каласа хăварас килет тата. Тĕрĕссипе, ман ят – «Санькка». Пирĕн пата ял тăрăхĕнче ĕçлекен пырса кĕнĕ те: «Ай, Варук, эс ача çуратнă-им? Мĕн ятлă хуран ывăлна?» — тенĕ. «Санькка», — тенĕ анне. Хайхискер «ача ури» çумасăр тухса кайман. Кантура çитсен пепке ятне манса кайнă та «Николай» тесе çырса хунă. Хутла пĕлсех кайман анне çурални çинчен ĕнентерекен хута мачча каштин хушăкне хĕстерсе хунă та шкула кайма вăхăт çитмесĕр тытман. Эп ялта «Санькка» ятпа ӳснĕ. Шкула кайсан учительсем аннене: «Сан ывăлу Санькка ятлă мар, Коля», — тенĕ. Çапла вара ял çыннисем мана «Санькка», учительсем «Коля» тесе чĕннĕ. Халĕ те Тури Кăмашара хăшĕ-пĕри «Санькка» тет.

ВĔЛТĔРЕН.

Эпĕ виççĕмĕш класс пĕтернĕччĕ. Пĕр кунхине Тӳттӳ Иллипе вылярăмăр-вылярăмăр та юхан шыв тепĕр енчи çĕмĕрт йывăççи патне каçрăмăр. Йĕри-тавра çитĕнекен вĕлтĕрене патакпа çапа-çапа çул туса пыратпăр. Çĕмĕрт йывăççин чи çӳлти турачĕ çине тапаçлана-тапаçлана хăпартăмăр. Унти çырла тутлăрах та шултрарах пек туйăнчĕ. Чĕлхе çăварта çаврăнми пуличченех çĕмĕрт çирĕмĕр. Упăтесем пек пĕр турат çинчен теприн çине сикетпĕр. Иксĕмĕр шăкăл-шăкăл калаçнă вăхăтра Илья тăракан хулăн турат хытах çатăрт! турĕ те çурăлса анчĕ. Эпĕ хăвăртрах çĕре антăм. Унччен те пулмарĕ, турат тепре çăтăрçатăр турĕ те хуçăлсах анчĕ. Илья вăрман евĕр чашкăрса ӳсекен вĕлтĕрен ăшне чăмрĕ. Сысна çури пек çухăрчĕ мĕскĕн. Кăштахран сирпĕнсе тухрĕ те йĕре-йĕре сăрталла чупрĕ. Эпĕ ун хыççăн лĕпĕстетрĕм. Ман ăна шеллес те, кулас та, макăрас та килчĕ çав самантра. Çитменнине çав кун килте Ильяна амăшĕ тепре пĕçерккĕ панă. Мана та аннерен лекрĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.