- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 47 (1224) № 02.12.2021
Çамрăксем те — патриотсем
— Чăваш патшалăх пукане театрĕ Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсене халалласа «Управçăсем» спектакль хатĕрлерĕ. Унта тĕп сăнарăн Ахивариусăн пиччĕшне Лахеса вылятăп эпĕ. Паянхи ăру историе асра тытманран, паттăрсен ячĕсене манăçа кăларса пынăран — эппин, Управçăсен ĕçне сума суманран — чунĕ тăвăлса çитнипе куракансене вăрçмах тытăнать вăл. Ашшĕ те халăх иртнине ан мантăрччĕ тесе тăрăшнипех вилнĕ-çке. Халĕ акă шăллĕ те юлашки вăй-халне хĕрхенмест. Анчах хаклама пĕлĕç-ши çамрăксем унăн ĕçне? Çынсене шанма пăрахнă Лахес. Ку сăнара калăплама çăмăл мар. Пушшех те, ачасене улталаймастăн. Пурне те кураççĕ-туяççĕ вĕсем. «Тăван çĕршывшăн вилме кам хатĕр?» — ыйтать пиччĕшĕ. Çак самантра залра чылай чухне шăплăх. Алă çĕклени çеç курăнать. Нумаях пулмасть пĕр хĕрача: «Мĕншĕн ĕненместĕр пире?» — терĕ хирĕç. Чун-чĕререн тухрĕ унăн сăмахĕ. Темле пулсан та çамрăксенче те патриот туйăмĕ пур. Пĕр-пĕрин умĕнче курнăçланнă май палăртмаççĕ кăна çакна.
Юлия МЕЛЬНИК, ЧР тава тивĕçлĕ артистки.
Шахмат «хăми» те чăваш тĕрриллĕ
Шупашкарти Чăваш тĕррин музейĕнче чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Тĕрĕпе çуралнăскер» акци старт илчĕ. Çав кунах Любовь Вазюкова алă ăстин ĕçĕсен куравĕ те уçăлчĕ. Пушкăртстанра çуралса ӳснĕскер 40 çул чăваш эреш-çĕввин вăрттăнлăхĕсене тĕпчет. Çыпăçуллă ĕçсенчен йĕркеленĕ «Тĕлĕнтермĕш тĕрĕ йĕрĕ» курава Чăваш Ен алă ăстисен гильдийĕн хастарĕ 65 çул тултарнине халалланă.
Экспозицисенче йăлана кĕнĕ япаласем — ал шăлли, сĕтел çитти, масмак, салфетка, кĕрӳ тутăрĕ — чылай, анчах Любовь Степановна хĕрарăмăн кулленхи пурнăçра тăхăнса çӳремелли çи-пуçне те тĕрĕпе илемлетме ухата. Наци палли шутланакан çĕвĕ-эрешпе капăрлатнă светильнике е чăваш тĕрриллĕ шахмат «хăмине»\курнă-и эсир? Хальччен май килмен тĕк çывăх вăхăтра Чăваш тĕррин музейне çитсе килме тăрăшмаллах. Любовь Вазюковăн хăйне евĕр ытти япали те чуна тыткăнлĕ\— иккĕленӳ çук. Сăмахран, Константин Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх хатĕрленĕ паллă ӳкерчĕке тĕрĕ хальлĕн курниех асра юлассăн туйăнать. Халăх йăла-йĕркине упракан ĕçсене ахальтен мар ре-спублика Пуçлăхĕ Олег Николаев та пысăк хак пачĕ. Пултаруллă тĕрĕçе Тав хучĕпе, асăнмалăх сехетпе чысларĕ вăл. Сăмах май, анлă мероприятие унăн мăшăрĕ те, Чăваш Ен Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева, сывлăх сыхлавĕн тата культура министрĕсем Владимир Степановпа Светлана Каликова та хутшăнчĕç.
Хĕрарăмсен союзĕ пуçарнă «Тĕрĕпе çуралнăскер» акци республикăра иккĕмĕш çул иртет. Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енре çуралакан мĕн пур пепкене хăйне евĕр парнепе — пĕчĕк ачан чăваш тĕрриллĕ кĕпипе — савăнтараççĕ. Парнелĕх япаласене /тĕрĕллĕ хутаçра çавăн пекех чăваш тĕрри- çĕввине халалланă кĕнеке, тетте, Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен — открытка/ республикăри ача çуратмалли çуртсен тĕп тухтăрĕсен аллине пачĕç.
Ирина ИВАНОВА.
Урăххипе улталанă та…
Ача çуратмалли çуртри пĕр самант куç тĕлне тухать. Хăйсен тивĕçне пурнăçланă хĕрарăмсен сăн-пичĕ кулăпа çуталнă. Çав вăхăтрах çамрăк хăш-пĕр амăшĕ сĕт час анманшăн пăшăрханать.
Тепĕр тесен, çакăнта çут тĕнчене килнĕ тĕпренчĕке пĕри мар тăк тепри ĕмĕртме пултарать. Амăшĕн сĕчĕ урлă пепкене чир куçас хăрушлăх пуррине, тен, тĕшмĕртмеççĕ вĕсем? Хайхи хĕрарăм ют пепкене кăкăр çитерме хатĕрленнĕччĕ. Шăп çав вăхăтра палатăна сывлăх сыхлавçи çитсе кĕчĕ. Çакнашкал пулăшăвăн тӳнтер енĕсем тавра калаçу пуçарчĕ. Çие юлнă хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Çапах чир, çак шутра ВИЧ-инфекци те, кирек хăш вăхăтра ерме пултарать. Ар çыхăнăвĕ урлă куçаканнисем çинчен хаçата çырас тĕллевпе тухтăрпа тĕл пулнăччĕ. Вăл каласа кăтартнă тĕслĕх асран тухмасть. Çемье пуçĕ укçа ĕçлесе илмешкĕн инçе хулана тухса кайнă. Çие юлнă мăшăрĕ ăна килте кĕтнĕ. Ахăртнех, хытă тунсăхланă. Арçын вара хăйĕн кăмăлне тивĕçтерес тесе арăмне урăх хĕрарăмпа улталанă. Çакă вăрттăнлăхра юлма та пултарнă-тăр. Анчах хĕрĕх чĕрнеллĕ хĕрарăм ВИЧ-инфекци çаклатнине тупса палăртнă. Шăпах вылянчăк шухăшлă упăшки чир ертнĕ ăна. Вăхăтлăх киленӳ шар кăтартасса тĕшмĕртмен-и вăл? Е чир-чĕр айккинчен иртессе шаннă-и?
Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче СПИДпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Çавăнпах асăрханулăх йĕрки, чир хăрушлăхĕ тавра сăмах хускатни ытлашши пулмĕ. СПИДа тата ерекен чирсене асăрхаттаракан тата çак амакпа кĕрешекен республика центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра ВИЧ-инфекциллĕ 210 çынна /пĕлтĕрхи çак тапхăрта 192/ шута илнĕ. Пурĕ республикăра çакнашкал 3705 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсенчен 1196-шĕ çĕре кĕнĕ. Çак йышран 304-шĕ СПИДпа нушаланнă
2021 çулхи 9 уйăхри пĕтĕмлетӳ тăрăх, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ, Йĕпреç, Патăрьел, Етĕрне, Шупашкар районĕсенчи тата Улатăрти кăтарту, республика шайĕпе пăхсан, пысăкрах. Пĕтĕмĕшле тишкерсен, Канашра, Çĕнĕ Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Канаш, Çĕмĕрле, Етĕрне, Шăмăршă районĕсенче ВИЧ-инфекци ытларах сарăлни паллă.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Йытăпа кушак пек…
Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕ — Килти чĕр чунсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Ăна этем «пĕчĕк тусĕсене» тимлĕх кӳтĕр, хӳтлĕхсĕр ан хăвартăр тесе паллă тума пуçланă. Пирĕн вулакансем хăйсен килти чĕр чунĕсемпе çыхăннă кăсăклă самантсене аса илчĕç.
ИРИНА, 46 çулта, Канаш районĕ:
— Пирĕн килте кушак ялан пурăннă. Хальхи вăхăтра тăваттă таран ку чĕр чун. Чи асли те чи ăсли — Ваççа, 9 çулти аçа. Перс ăратĕнчи Дуся 3 çулта. Унран кăшт кĕçĕнреххи — Персик. Пуш уйăхĕнче тĕнчене килнĕ Мурзик — Британи аçин йăхĕнчен. Ăна Дусьăн çури вилнĕ хыççăн çухатăва саплаштарма тупса килнĕччĕ. Тăван мар амăшĕ йышăнчĕ, ĕмĕртрĕ. Килти чĕр чунсем пурте ачашлăха хăнăхнă. Вĕсемпе пĕчĕкрен калаçнăран пупленине юратаççĕ. Ваççана, ахаль те сайра хутра чарусăрланаканскерне, «апла юрамасть вĕт!» тесенех çурăмĕпе çаврăнса ларать те хӳрипе пăлтăртаттарма пуçлать. Çак кушак çуркунне варринче килтен каять те /те вăрманта пурăнать?/ кĕр çитеспе тин килет. Самăрланса таврăнать. Темиçе çул каялла ватă анне чирлерĕ. Çав çул Ваççа ниçта та çухалса çӳремерĕ, çывăх çыннăм çумĕнчеччĕ ялан. Мĕн виличчен хăпмарĕ аннерен.
Хĕрĕм Юля урок тунă вăхăтра Ваççапа Мурзик унăн пӳлĕмне хураллаççĕ. Алăк уçăлсанах ун патне вирхĕнсе кĕреççĕ. Мурзик эпир килтен тухнă чухне пӳртре нихăçан юлмасть. Пахча ĕçĕсен вăхăтĕнче тăтăшах ана çинче.
ЕВГЕНИЯ, 42 çулта, Сĕнтĕрвăрри районĕ:
— Ачаранпах чĕр чунсене çав тери юрататăп. Хальхи вăхăтра пирĕн килте — 11 йытă, 12 кушак, 2 пăсара, 3 попугай, 2 аквариумра — пулă. Кушаксенчен чылайăшне ачасем урамран тупса илсе килеççĕ. Сусăр çăмлашка та пур вĕсен йышĕнче, памперспа усратпăр ăна.
Пĕррехинче вара ачасем ращара кайăк чĕппи тĕлне пулнă. Вĕçме вĕренекен чакак те турат çинчен ӳкнĕ? Эпир ăна малтанах читлĕхре усрарăмăр. Кайран алла хăнăхрĕ те ирĕкрех пурăнтарма тытăнтăмăр. Хăюлансах çитрĕ: ачасене сĕтел хушшине лартсан турилккисенчен апат вăрлатчĕ. Кирюша — чакака çапла ят панăччĕ — урама та тухса çӳретчĕ. Кухньăри форточкăна çавăнпа хупман та эпир. Анчах яланах таврăнатчĕ. Пĕррехинче, çулталăк каялла, çухатнă сарай уççине урамра тупса килсе пачĕ. Хамăн анне пирĕнпе юнашарах пурăнать те — ун патне те хăнана «кайса килетчĕ». Ăна та хăнăхнăччĕ вăл. Çур çула яхăн пурăнса килти кайăка çаврăннăскерне, шел, кушаксем тапăнса тĕп турĕç. Кирюша вĕсене канăç памастчĕ çав.
Ирина ПУШКИНА, Татьяна НАУМОВА ыйтса пĕлнĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать