- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантӑш № 45 (4764) 25.11.2021
«Çыннăн пур енĕпе те илемлĕ пулмалла»
Дарина Трякова ача садĕнченех ал ĕçĕпе кăсăкланать. Амăшĕ килте вĕтĕ шăрçапа, хĕресле тĕрленине ун çумне ларса куç илмесĕр сăнанă вăл. «Манăн та шурă пусмана тĕслĕ çипсемпе илемлетес килет», — çывăх çыннин ĕçне алла илсе хăй пĕлнĕ пек эрешлеме васканă. Кирек мĕне те хăвăрт тавçăрса илекен, пĕрре кăтартнипех астуса юлакан хĕр пĕрчи йĕппе çиппе килĕшӳллех вылянтарнă. Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕн 4-мĕш класĕнче вĕренекен Дарина уроксем хыççăн ăçта кăна ĕлкĕрмест-ши? Лара-тăра пĕлменскер эрнере виçĕ хутчен Канаш хулине фитнес-аэробикăна, Пучинкери ӳнер шкулне, шкулти спорт секцине çӳрет, шахмат, чăваш тĕррин кружокĕсене çитет.
Тунсăхлама вăхăт çук
Пĕрремĕш класранах шĕкĕр «5»-пе ĕлкĕрсе пыракан хĕрача шкулта пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Вăл типтерлĕ пулни тап-таса тата шăрçа пек çырнă тетрачĕсенченех курăнать. Ахальтен мар пулĕ шкулта ирттернĕ «Каллиграфи çырăвĕ» конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă вăл. Яваплă та ĕçе тĕплĕ тума хăнăхнăскерне класра командира çирĕплетнĕ. «Вăл пуринпе те пĕр чĕлхе тупаять тата пурне те пулăшу кӳме васкать. Дарина хитрее ӳкерме ăста, йĕлтĕрпе чупассипе ăна пуçламăш класс ачисен хушшинче хăваласа çитекен те çук. Пĕрремĕш класранах шкул чысне район, республика шайĕнче хӳтĕлесе савăнтарать», — палăртрĕ кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Марина Петрова.
Ялти «Колосок» ача сачĕ çумĕнчи ӳнер шкулне çӳрет Дарина. Уйрăмах унăн мода ӳкересси аван пулать. Хальхи йышши çи-пуç ĕлкисене тирпейлĕн шурă хут çине куçарать вăл. Пуканесене паянхи модăпа килĕшӳллĕн тумлантарнă ӳкерчĕкĕсем туллиех. Эрнере виçĕ хутчен Канашри «Аталану» фитнесаэробика клубне /ертӳçи Елена Головина/ çитет хĕрача. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Мечта – побывать в лагере на берегу моря и стать врачом
Мы, сотрудники редакции детских изданий, ученицу Синьял-Покровской школы Чебоксарского района Ксению Щербакову знаем хорошо. Она активный юнкор и участница конкурсов, проводимых редакцией. Уверена, что и читатели не раз «встречались» на страницах газеты с ее рассказами и сочинениями.
Ксюша – разносторонняя личность. Учеба ей дается легко, в школе по всем предметам она успевает на «отлично». Особенно ей нравятся биология, английский, русский и чувашский языки. И в общественной жизни школы она принимает активное участие.
Благодаря поддержке учителя чувашского языка Галине Смирновой, Ксюша неоднократно становилась победителем и призером районных, республиканских конкурсов, посвященных чувашскому языку. А на днях стало известно, что она вошла в число призеров олимпиады по чувашскому языку на муниципальном уровне. Сейчас Ксюша готовится защищать честь школы на олимпиадах по русскому и английскому языкам, биологии, математике. Она подходит к этому серьезно: готовится и самостоятельно, и с учителями.
А послушали бы вы, как она читает стихи! Тело невольно покрывается мурашками. Талантливая девочка не раз выступала на сцене школы и Домов культуры со стихами разных поэтов. Начиная со 2-го класса, Ксюша посещает школьный фольклорный кружок «Мерчен». Под руководством учителя музыки ребята разучивают чувашские народные песни и пляски, учатся играть на таких музыкальных инструментах, как ложки и бубенчики. Они не только украшение школьных и деревенских мероприятий, но и ежегодные победители районного конкурса «Лейся, песня». Параллельно семиклассница занимается и эстрадными танцами. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Музейра пĕрремĕш заняти
Чăваш тĕрри чăваш хĕрĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулмалла тесе шухăшлатăп. Илемлĕ, хăйне евĕрлĕ эрешлĕ кĕпене тăхăнсан хамăра мăнаçлăрах туятпăр. Чăваш тĕррине упраса хăварас енĕпе эпир мар тăк тата кам тăрăштăр-ха? Шăпах çакна тĕпе хурса чӳк уйăхĕнче Чăваш тĕррин музейĕнче чăваш тĕррин наци шкулĕн презентацийĕ пулчĕ тата пĕрремĕш заняти иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — кашни çĕвве, эреше сыхласа хăварасси. Уява ЧР культура министрĕ Светлана Каликова та хутшăнчĕ. Унта тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем пухăннăччĕ. Чи çамрăкки – 13 çулта, чи асли — 75-ре.
Раиса Вазюковăпа Наталия Захарова-Кульева тĕрĕ ăсталăхне вĕрентрĕç. Уявра мана Петĕр Хусанкайăн чăваш тĕрри çинчен çырнă сăввине вулама ирĕк пачĕç. Паллах, кăштах пăлхантăм, анчах пухăннисем алă çупни хавхалантарчĕ. <...>
Евгения НИКИФОРОВА, 8-мĕш класс.
Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать