«Чăваш хĕрарăмĕ» 46 (1223) № 25.11.2021

25 Ноя, 2021

«Чăваш арчи»

Арча… Кĕске çак сăмахра мĕн пысăкăш пĕлтерĕш пытарăннă. Чи малтанах, мĕн авалтан çемье малашлăхĕ, пурлăхĕ, мулĕ, тупри, ытларах — хĕрарăмăн, унта упраннă. Мĕн кăна пулман унта! Кĕмĕл тенки, тумтирĕ, пусми… Вĕсем тăрăх чăвашăн авалхи культурине тĕпчеме пулать, мĕншĕн тесессĕн чăваш хĕрарăмĕ пур япалана та тĕрĕпе илемлетме тăрăшнă. Алă çак ăсталăхне хĕр пĕрчисем пĕчĕккĕллех хăнăхнă. Тĕрĕсене тишкерсен вара чăваш хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕнле çул утса тухнине пĕлме пулать. Ахальтен каламаççĕ пирĕн çырулăх тĕрĕллĕ тесе.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс, чăваш филологийĕн тата журналистика факультечĕн студенчĕсем «Чăваш арчи» проекта хутшăннă май, хăйсен умне, паллах, вышкайсăр пысăк тĕллев лартман. Чи кирли, çамрăксене Чăваш Республикипе, халăх культурипе паллаштарасси, кулленхи пурнăçра тăтăш тĕл пулакан сăмахсене калама вĕрентесси. Унсăр пуçне, университетра Раççей 60-а яхăн регионĕнчен, 50-а яхăн ют çĕршывран килнĕ студентсем вĕреннине кура, халăхсен хушшинчи туслăха аталантарасси.

Проект авторĕ — факультет деканĕ Алена Иванова. «Чăваш арчи» мĕнле уçăлса хупăннине çавăнпа тĕплĕнрех шăпах унран ыйтса пĕлтĕмĕр. Проектăн тепĕр ят та пур-мĕн: çамрăксене «Чăваш чăматанĕ» темешкĕн ытларах килĕшет. Унпа çула тухма, таçта çитме те пулать вĕт, арча вара кил сыхлать.

— Эпир хамăрăн «Чăваш арчинче» халăх ăс-хакăлне упратпăр, çитĕнекен ăрушăн вăл тулли тĕшĕллĕ пуласса шанатпăр, — каласа кăтартрĕ Алена Михайловна. — Эпир çулсеренех тĕрлĕ проект çырса хӳтĕлетпĕр. Малтанхи çулсенче ытларах вырăсла хатĕрлеттĕмĕр, мĕншĕн тесессĕн наци чĕлхипе ĕçлекен фонд çукчĕ. Таджикистан, Казахстан, Кăркăсстан, Туркменистан, Узбекистан çĕршывĕсенче вырăс чĕлхине аталантарас тесе учительсемпе тата шкул ачисемпе ĕçлерĕмĕр. Нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕнчи халăхсен тăван чĕлхине упрас тата вĕренес енĕпе ĕçлекен фонд йĕркеленнĕ. Уншăн питĕ савăнтăмăр. Фонд йĕркеленĕ грант конкурсне тӳрех хутшăнтăмăр та… çĕнтертĕмĕр.

Грант выляса илни ĕçе йĕркелеме самай пулăшать. Сăмахран, волонтерсем ирттерекен уроксене хутшăнакансене пурне те парне паратпăр — грант логотипне ӳкернĕ ручка, кăранташ тата 2023 çулхи календарь. Логотип, паллах, чăвашлăхпа çыхăннă. Тĕп вырăнта — пурнăç йывăççи. Ун айĕнче чăвашлăх символĕ — лаша: пирĕн халăхăн пĕрремĕш палли ĕçченлĕхпе çыхăннă вĕт. Ăна йĕркелемешкĕн тĕрĕ ăсти Надежда Кузнецова пулăшрĕ.

Алена Михайловна каланă тăрăх, факультетра вăй хуракансем, вăхăт ыйтнине кура, яланах мĕн те пулин çĕнни шухăшласа кăларма тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне паянхи çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Çапла çуралнă та «Чăваш арчи». Маларах кайиччен тӳрех палăртса хăварам, проекта питĕ тĕплĕ, кашни вак-тĕвеке шута илсе хатĕрлени куç кĕрет. Çакна хам курса ĕнентĕм. Волонтерсем урока лекци евĕр йĕркелемеççĕ, йăлтах вăйă евĕр пулса иртет. Чи кирли, никам та ахаль лармасть, тĕрлĕ тапхăрта пурте хутшăнаççĕ унта — чăвашла лайăх пĕлекенни те, пирĕн чĕлхепе хальлĕхе пачах туслашманни те. Волонтерсен тĕлĕнмелле çыхăнуллă ĕçĕ хăй тĕллĕн пулса пымасть паллах. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Халăхăн сумĕ те, сăвапĕ те пур

Чăваш халăхĕн аваллăхĕпе хальхи пурнăçĕ тавра паянхи сăмахăм. Аллăмра — аталану çулĕпе çирĕппĕн утма пулăшакан, усал-тĕселтен сыхлакан кĕмĕл паллă. Культурологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Владимир Алмантай паянхи тĕрĕсенче кайăк, лаша паллисене хире-хирĕç вырнаçтарнине сивлет. Вăл каланă тăрăх, ку инкеке сăнлать. Ĕлĕкхи ăстасем çакна шута илнĕ. Хальхисем вара ăса хывасшăнах мар.

Çапах кĕмĕл эрешре мĕншĕн лашана сăнланă? Хуравĕ ансат: ку — çĕр ĕçĕпе пурăнакан халăх палли. Унпа чăвашсем кăна мар, ытти наци те усă курнă. Ахальтен мар çак хăйне евĕрлĕх артефактсенче сыхланса юлнă.

Кĕмĕл эрешри юпасен ярăмĕ усал- тĕселтен сыхлать. Урăхла каласан, çынна чир çыпăçмасть. Ырă хăват вара чун патне çул тупатех.

«АРУНА» фондăн тепĕр хастарĕ — халăх ал ăсталăх специалисчĕ Аркадий Садыков — арçынсен шупăрне ача çуратнă хĕрарăмăн паллипе илемлетни ытла килĕшӳсĕр курăннине пытармасть. Сцена çине тухаканăн ар вăй-хăватне сăнлакан эрешпе усă курмалла пулнă.

Калаçăва малалла тăснă май руна чĕлхинчи уйрăм пĕлтерĕшсем çинче чарăнса тăчĕ Владимир Алмантай. Атăлçи пулкарсем никĕсленĕ хулана «Пулкар» /пĕрле пулар/ тенине манса «Пăлхар» /пăлханатпăр/ куçарнине йышăнасшăн мар вăл. Сувар, тĕслĕхрен, сумлă ар тенине пĕлтерет. Унăн шухăшĕпе, аваллăхпа çыхăнтаракан сăмахсем халăхăн аталану çул-йĕрне витĕм кӳреççĕ.

«Сувар» общество организацийĕн ĕçне тăсакан «АРУНА» фонд халăх культурине çĕклес тĕллевпе акцисем йĕркелет, проектсем пурнăçа кĕртет. Пултарулăх ушкăнĕн — философи ăслăлăхĕсен докторĕн Галина Петровăн, Юрий Ювенальев, Владимир Нагорнов, Геннадий Максимов, Леонид Ни-колаев художниксен, Владимир Алмантай рунологăн, Аркадий Садыков ăстан тата ыттисен — ĕмĕт-тĕллевĕ вĕçĕ-хĕррисĕр. Хамăр тăрăхрах бронзăран пысăках мар чан, шăнкăрав шăратма пуçламашкăн, çав япаласене руна çырулăхĕн паллисемпе эрешлемешкĕн тĕв туни çинчен хаçатра çырнăччĕ. Ку çĕнĕлĕх тĕрлĕ ăру çыннисене илĕртесси иккĕлентермест. Унсăр пуçне руна çинчен уйрăм кĕнеке пичетлесе кăларасшăн. Сăмах май, Владимир Николаевич йăх-несĕл тĕрĕре, палăк çинче çырса хăварнине вуламашкăн ятарлă формула хатĕрленине калать. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Çунатлă» тĕрĕсем

Мария Ильязова алă ĕçне кăмăллать. Алсиш-чăлха кăна мар, кофта таврашне те çыхать вăл. 70 çула çывхараканскер халĕ те ӳркенмест, ачисем пĕчĕкрех чухне пушшех нумай аппаланнă кунашкал ĕçпе. Çыхма кăна-и, хĕрĕсене кĕпе те, куртка-пальто та çĕлесе тăхăнтартнă. «Вăхăчĕ йывăртарах пулнă пуль. Мĕн пултарнă таран йăлтах тума тăрăшнă», — тет Комсомольски районĕнчи Элпуçĕнче пурăнакан хастар та маттур хĕрарăм. Çекĕл тытсан чĕнтĕрĕ те илемлĕ пулса тухать унăн аллинче. Кунран та ытла тĕрĕ тĕрлеме кăмăллать вăл. Сӳс хӳреллĕ хурçă йытă пĕр кĕрет, пĕр тухать — илем пулса та тăрать. Юлашки вăхăтра вара уйрăмах чăваш эрешĕпе кăсăкланать Мария Павловна.

— 2017 çулта Наталья Павлова библиотекарь чĕнсе илчĕ те районти Акатуя хатĕрленнĕ май мĕн те пулин çĕнни шухăшласа тупас кăмăлĕ пуррине пĕлтерчĕ. Сĕнӳ-канаш ыйтрĕ. Мĕнпе пулăшмалла-ха ăна? Чăваш тĕррине шкулта вĕрентмелли кĕнеке пурччĕ вулавăшра. Çавна шĕкĕлченĕ хыççăн чăваш эрешне тĕрлеме пуçларăм. Сая каймарĕ тăрăшни — ку тĕлĕшпе пирĕн библиотека малти вырăна тухрĕ. Хăпартлантарчĕ ку. Тата ытларах тĕрлеме пуçларăм. Халĕ ку ĕçре ялти культура çурчĕн ертӳçи Лариса Носова хавхалантарса пырать. Вăл тăрăшнипех ăсталăх тĕрлĕ класне хутшăнатăп, музейре йĕркеленĕ чăваш тĕррин куравне манăн ĕçсем те лекрĕç. Халĕ акă Туслăх çур-тне уява чĕнчĕç, унта кайма хатĕрленетпĕр. Хаçатра ташă тутри тĕрлессипе конкурс пынине вуласа пĕлтĕм те — аппаланса пăхрăм, — тĕрĕ уншăн чун чăн киленĕçĕ пулнине ăшшăн каласа парать кĕмĕл ӳсĕме çитнĕскер.

Амăшĕ хĕрне пĕчĕклех йĕппе çип тытма хăнăхтарнă. Çыхма та, тĕрлеме те вĕрентнĕ асли кĕçĕннине. Шел, хĕрĕ 8 çулта чухне амăшĕ чирлесе вилнĕ. 5 ача: саккăрти Мария, икĕ пиччĕшĕ тата улттăри шăллĕпе виççĕри йăмăкĕ ашшĕпе тăрса юлнă. Арçын патне пĕр хĕр çитĕнтерекен хĕрарăм киле кĕнĕ. Антонина Ивановна упăшки салтакран таврăнайман. Хунямăшĕпе пурăннă вăл. Тепре качча кайсан çемьере тата виçĕ ача çуралнă. Çапла тăххăрăн пĕртăван пулса ӳснĕ Мартыновсен ачисем.

— Ун чухне канва çукчĕ-ха, лап тĕрĕ тĕрлеттĕмĕр. Вăл та чăваш тĕрри шутланнă-ши? Халĕ ун пеккине тумаççĕ. Ача чухнех алла йĕппе çип тытса нумай ларнă. Ама çури анне тĕрлемесĕр саппун çакман. Кил-çурта капăрлатмалли эрешленĕ ытти япалана хамăра валли кăна мар, çынсене памалăх та нумай тунă. Гальăпа иксĕмĕр пĕр ӳсĕмреччĕ, 16 кун кăначчĕ пирĕн хушăра. Йĕкĕреш пек ӳсрĕмĕр. Унпа ăмăртмалла тĕрлеттĕмĕр, — каласа кăтартать ырă кăмăллă хĕрарăм.

Хирти Явăш ялĕнче 1952 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă Мария Павловна. Ашшĕпе амăшĕ колхозра тăрăшнă. Павел Мартынович вăрçăра та пулнă.

— Нумай калаçма юратмастчĕ атте. Çапăçусем çинчен халап çапман пирĕнпе, аса илӳсем йывăррăн капланса килнĕ-тĕр. Танк çарĕнче пулнă вăл. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче фронта кайнă та Берлина çитнĕ. Çĕнтерӳпе тăван тăрăха 1945 çулта çаврăнса çитнĕ. Орден çукчĕ те, çапах медальсем чылайччĕ аттен. Вăрçăран таврăнсан аннене Матрена Кирилловнăна качча илнĕ вăл. 16 çулта чухне тракторпа ĕçлеме тытăннă анне. Вăрçă вăхăтĕнче те çак техникăпа вăй хунă. 8 çул тăрăшнă вăл трактористра. Çемьеленсен хуçалăхри ытти ĕçе хутшăннă. Шел, вăрăм пулмарĕ ĕмĕрĕ. Ама çури аннепе çитĕнтĕмĕр. Пире лайăх пăхнă вăл, нихăçан та уйăрман. Çав вăхăтрах виçĕ тĕрлĕ ачана юрама та пĕлмелле пулнă-çке. Сысна çăвăрлаттарнă çĕрте ĕçлетчĕ Антонина Ивановна. Каçхине çăкăр пĕçеретчĕ, япала çăватчĕ. Çемье пысăк пулнă вĕт. Асатте те пирĕнпе пурăнатчĕ-ха ун чухне, — тăсăлчĕ сăмах çăмхи. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Наци эреш-çĕвви — халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ

Кирек епле халăхăн та хăйне этнос пек сыхласа хăварасси чи малтан унăн истори ас тăвăмĕнчен килет. Чăваш халăхĕн ламран-лама пыракан чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Мĕнрен килнĕ-ха ĕлĕкренпе пыракан пархатарĕ? Паллах, ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕркерен. Кунта — халăх сăмахлăхĕ те, ал ĕç пултарулăхĕ те, халăх юрри-ташши те.

Чăваш тĕрри — авалтан упранса çирĕпленнĕ ал ĕç йăли, нацин иксĕлми пуянлăхĕ, унăн ĕмĕрлĕхсене çыхăнтаракан еткерĕ. Мăн асаттесемпе асаннесен ĕмĕрсен витĕр шăранса тухакан сăмахĕ тĕрленсе упранса пынă. Унра халăхăмăрăн кун-çулĕ, ăс-тăнĕ, мухтавĕ, шухăшлавĕ, илемлĕхе туйма пĕлни упранать. Несĕлсем хăйсен шухăшлавне мĕнле майпа палăртнине тата вĕсен мĕнле çыру пулнине тĕрĕ-эреш ӳнерĕнче сăнама пулать. Анчах пирĕн авалхи кĕнекене «хĕрлĕ ĕне» /вăрçă-харçă пушарĕ/ çисе янă. Халăхăмăрăн пурнăçпа вилĕм хушшинчи вутлă-тăвăллă çулĕсем çинче авалхи ăс-хакăл, ал ĕç пуянлăхне çухатма та тивнĕ. Çавăнпа упранса юлнă кашни тĕпренчĕкĕ пирĕншĕн ылтăнран та хаклăрах.

«Аваллăхсăр малашлăх çук», — теççĕ халăхра. Ĕмĕрсен тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке иртнĕлĕхре кăна ан юлтăр тесе Чăваш Енре тĕрлĕ ĕç-пуç пуçараççĕ. Аса илер-ха: 2015 çулта Шупашкарта Чăваш тĕррин музейĕ уçăлчĕ. Музейре XIX ĕмĕрчченхи авалхи чăваш шупăрне те, хĕр пĕркенчĕкĕсемпе тĕрĕллĕ шурă кĕпесене те, яркăчне те, сурпанне те, масмакне те, республикăри «Паха тĕрĕ» предприяти тĕрлĕ çулсенче кăларнă тум-юма та курма пулать. Ку çеç те мар: пăлхар тата сăвар йăхĕсем VI-VIII ĕмĕрсенче пурăннă вырăнсен карттине йĕрлеме те, пăлхар-чăваш çыхăнăвĕсене тĕпченĕ Петр Денисов профессорăн тата ыттисен ĕçĕсемпе паллашма та. Ахальтен мар ӳнер пĕлĕвĕн докторĕ Алексей Трофимов музей уçăлни «чăвашсен профессионал искусствине аталантарас ĕçри аслă кун» тесе палăртнă.

2020 çултанпа Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕн халăх пултарулăх кафедринче тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене студентсем çирĕп алла илччĕр тесе вĕрентӳ планне ятарлă «Чăваш тĕрри» предмет кĕртрĕç. Наци эреш-çĕввине тĕпчесе халăхра сарассишĕн Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕсем, халăх пултарулăх кафедрин пуçлăхĕ Раиса Васильева тата Зинаида Воронова вĕрентекен тăрăшса ĕçлеççĕ. Паллах, ку ĕç патне пурте ăнтăлмаççĕ, çавах та ӳсекен ăрăвăн пĕр пайĕ çак ăсталăха алла илме тăрăшни савăнтарать. Вĕсем халăх пуянлăхне пысăка хурса хаклаççĕ. Çамрăксем тĕрĕ енĕпе диплом ĕçĕ те хатĕрлеççĕ. <...>

Вера АРХИПОВА, ЧНК культура комитечĕн ертӳçи.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.