Тантӑш № 44 (4763) 18.11.2021

18 Ноя, 2021

Куккăшĕн купăсĕ çĕнтерме пулăшнă

Шупашкарти 1-мĕш ача-пăча ӳнер шкулĕнче вĕренекен Владик Иванов нумай пулмасть çамрăк купăсçăсен Рязаньте иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Тальяночка» конкурсне хутшăнса l степень лауреачĕ пулса тăнă. Вăл сцена çине хăй юратнă Сергей Сметанинăн «Нюксенские» музыка композицийĕпе тухнă. Конкурса пирĕн çĕршыври 14 регионти 30 купăсçă хутшăннă.

Уявсенче те ташлаттарать

Шупашкарти 1-мĕш шкулти 6-мĕш класра пĕлӳ пухакан Владик ӳнер шкулне 1-мĕш класранах çӳреме тытăннă. Пиччĕшĕнчен Станиславран юласси килмен унăн. Тĕрĕссипе, вĕсен йăхĕнче купăс калакан çук. Амăшĕ Анжелика Иванова ачисем музыка енĕпе ăста пулнинчен тĕлĕнет те. Хальхи вăхăтра купăс йӳнех тăмасть. Ку енĕпе Владика ăннă. «Кукамайăн шăллĕн килĕнче купăс ахалех çакăнса тăратчĕ. Витали куккана такам панă-и ăна, епле пырса лекнĕ, ăна-кăна пĕлместĕп. Темиçе çул ĕнтĕ ахалех тусанланса тăраканскерне пĕр кунхине мана парса ячĕ. Тем пекех хĕпĕртерĕм. Унăн пускăчĕсене Татьяна Григорьева педагог юсаса панă хыççăн вăл çĕннинчен нимпе те кая мар халь. Тĕрĕссипе, ĕлĕкхисем темиçе хут пахарах та. Халь çав купăса хамран ниçта та хăвармастăп», — палăртать Владик. Сăмах май, çамрăк купăсçа çывăх тăванĕсем уявсемпе юбилей каçĕсене те чĕнме тытăннă. Вырăслине кăна мар, чăваш такмакĕсене те аван пĕлекен арçын ача ташлаттарать кăна хăнасене. Ӳнер шкулне çӳреме тытăнсан пуринчен те малтан «Кай, кай Ивана» кĕвве калама вĕреннĕ вăл. Халĕ те манса кайман ăна. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Время покажет

Он гордость родителей. Спортивный, целеустремленный кадет является примером для младшего брата. Речь идет об ученике Яльчикской школы Яльчикского района Данииле Патшине.

– Наша дружная семья живет в Больших Яльчиках. Я и мой младший брат Савелий учимся в школе. Мама Любовь Васильевна работает швеей, а папа Андрей Зинонович занимается отделкой квартир. Еще у нас есть старшая сестра Настя, она живет в Чебоксарах и работает в больнице, - познакомил со своей семьей кадет.
Даниил учится в восьмом успевает на «4» и «5». Его любимые предметы – это химия, экономика, русский и чувашский языки, физика и обществознание. Лишь биология ему дается нелегко.

– Я люблю учиться, люблю узнавать все новое. Например, на уроках физики и химии мы проводим разные опыты, получаем интересные реакции. А чувашский язык люблю, потому что он родной для нас язык. Даже если находимся в другой республике или стране, мы не должны стесняться разговаривать на нем, – говорит Даниил.
Чтение – одно из любимых занятий Даниила. Особенно ему по душе произведения чувашских писателей. Он неоднократно принимал участие по выразительному чтению, занимал призовые места. Наверное, многие его видели и на Национальном телевидении Чувашии. Он вместе с Машей Адюковой «Çăлтăрчăксем». <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   ♦


Типĕтнĕ уяра вĕçтерме хатĕр

«Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен пирĕн шкулта «Ӳсĕм вырăнĕ» центр ĕçлеме тытăнчĕ. Уншăн шкул ачисем те, эпир те савăнтăмăр. Физика, хими, биологи урокĕсем халĕ урăх шайра иртеççĕ. Çĕнĕ вĕренӳ пособийĕсем урок темисене туллин ăса хывма пулăшаççĕ. Ачасен кăмăлĕ çĕкленӳллĕ. Вĕсем тăхтав вăхăтĕнче те, уроксем хыççăн та çак пӳлĕме васкаççĕ. Хам та хавхалансах ĕçлетĕп», – терĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас Кушкă шкулĕнче биологи вĕрентекенĕ Полина Пелеева.

Мероприятисем ирттереççĕ

Кăçал уçăлнă «Ӳсĕм вырăнĕ» вĕренӳ центрĕнче ачасене аталанмалли майсем нумай. Вăл уроксем хыççăн та ĕçлет. Унта класс тулашĕнчи мероприятисем иртеççĕ. Улттăмĕш класс ертӳçи Галина Петрова та кăмăллă: «Вĕренӳ центрĕ уçăлни пирĕн ĕçе çăмăллатрĕ. Халĕ биологи пӳлĕмĕнче экологи темипе эпир те мероприятисем ирттерме пултаратпăр. Çакă тăван тавралăха тарăнрах тĕпчеме, ачасен пĕлĕвне ӳстерме пулăшать». Вăл биологи пӳлĕмĕнче ачасемпе «Вăрманти çул çӳрев: сăнавсем тата хăрушсăрлăх» темăпа калаçу ирттернĕ. Пушар, аслати вăхăтĕнче хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтернĕ. Ачасем пирĕн тăрăхри наркăмăшлă кăмпа, ӳсен-тăран çинчен çĕннине пĕлнĕ. Вĕсене тутанса пăхма юраманнине астуса юлнă. Улттăмĕш класс ачисен хушшинче биологие «шĕкĕлчекенсем» çаксем: Степан Андреев, Глеб Юрусов, Людмила Васильева, Вадим Галкин, Эльдар Максимов. Çак маттур ачасемшĕн те «Ӳсĕм вырăнĕнче» тĕлĕнмелли, ку таранччен курманни сахал мар пулнă.

«Çĕнĕ центрта мана питĕ килĕшет. Биологи пӳлĕмĕнчи гербарисемпе хурткăпшанкă пуххисем мĕне тăраççĕ! Наркăмăшлă ӳсен-тăран гербарийĕ манна тĕлĕнтерчĕ. Хитре, тутлă шăршăллă лантăш пирки наркăмăшлă чечек тесе шухăшлама та пултарайман», — пытармарĕ Люда Васильева. Вадим Галкина та гербари килĕшнĕ. «Пур çĕрте те шĕпĕн курăкĕ /чистотел/ ӳсет. Вăл та наркăмăшлă иккен. Кил умĕнчи карта çумĕнче çитĕнекен курăка е пĕр-пĕр хурт-кăпшанка кашни кунах куратпăр. Вĕсем те çыншăн хăрушă пулма пултарнине пĕлтĕм. Манăн пĕрре те ĕненес килмест», – терĕ вăл иккĕленме пăрахмасăр. <...>

Надежда КОЛЕСНИКОВА.

♦   ♦   


Халăх паттăрлăхĕ уççăнах курăнать

Авăн уйăхĕнче Шупашкарти «Салют» культура керменĕн проекчĕ «Культура — çĕнĕ форматра» номинацире палăрса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн грантне тивĕçнĕччĕ. Ун тăрăх культура ĕçченĕсем «Сăр çинчи çурт» театр перфомансĕ тата «Тыл та фронт пулнă» курав хатĕрлеме палăртнă. Иртнĕ эрнере вĕсем хăйсем патне пĕрремĕш хăнасене йыхравларĕç: куравпа тата интерактивлă спектакльпе паллаштарчĕç. Куракансен йышĕнче Чăваш Республикин хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева тата культура учрежденийĕсен ертӳçисем пулчĕç.

Куракан вырăнĕ – залра

— Анне, мĕн тума килтĕмĕр кунта? Кунта интернет та çук, — кăмăлсăррăн мăкăртатрĕç сцена çинчи икĕ хĕрача. Асламăшĕн кивĕ çуртне тирпейилем кĕртсе сутас тĕллевлĕ амăшĕ хĕрачасен кăмăлне çавăрма тăрăшрĕ. Аппăшĕпе йăмăкĕ ним тума çукран çуртри япаласемпе кăсăкланма тытăнчĕç, арчара кивĕ тумтир, сĕтел сунтăхĕнче сарăхнă салтак çырăвĕсене тупрĕç.

Çак кивĕ çуртра мĕн чухлĕ аваллăх упранмастьши? Салтак çырăвĕсем, стена çинчи сăн ӳкерчĕксем хĕрачасен амăшне аса илӳсен авăрне илсе кĕчĕç. Аппăшĕпе йăмăкĕ амăшĕ аслашшĕ-асламăшĕн вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçĕ, паттăрлăхĕ çинчен каласа панине тимлĕн итлесе пĕтĕмлетӳсем турĕç.

Татьяна Таратина режиссерăн «Сăр çинчи çурт» театр перфомансĕ — вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа тата Сăр чиккине тăвакансен паттăрлăхне сăнлакан интерактивлă спектакль. Ăна хальхи вăхăтри оборудованисене — видеопроектор, профессиллĕ çутă тата сасă оборудованийĕ, тĕтĕм кăларакан генератор тата ытти те — усă курса хатĕрленĕ. Куракан вырăнĕ те залра мар, сцена çинче. Сцена çинчех — хальхи вăхăтри пурнăçа сăнлакан ĕç-пулăм, чаршав хыçĕнче — 1941 çул. Видеопроектор пулăшăвĕпе куракан хăйне вăрçă çулĕсенче пулса курнăнах туять: çемье ашшĕне фронта ăсатни, хĕрарăмсемпе ачасем окоп чавни, вăрçă хирĕнче пуç çийĕн самолетсем вĕçни, нимĕçсем кăшкăрни куç умне яр уççăнах тухать. Спектакль хăйне евĕрлĕхĕ — сцена çинче пулса иртекен ĕç-хĕле куракансене явăçтарни. Телефонĕ çине СМС-хыпар килекенĕн унпа паллаштармалла. Çапла майпа куракансем те спектакле хутшăнаççĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи пулăмсем пирки вуласа кăтартаççĕ.

Куççуль кăларчĕ

«Сăр çинчи çурт» спектакльте тĕп сăнара калăплакансем — 12-ри Соня Таратинăпа 9 çулти Ярослава Афанасьева. Хĕр пĕрчисем иккĕшĕ те 61-мĕш шкулта ăс пухаççĕ. Спектакльте вĕсем хăйсемпе пĕр ятлă хĕрачасен сăнарĕсене калăпларĕç. Малтанах социаллă сетьре илемлĕ сăн ӳкерчĕк лартассипе кăсăкланакан хĕрачасемччĕ пулсан спектакль вĕçне шухăшлавĕ тĕпренех улшăнни курăнчĕ. Вĕсем вăрçă çулĕсенче аслашшĕасламăшĕ мĕн тӳссе ирттернине, пурнăçĕ çăмăл пулманнине ăнланчĕç. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.