Тантӑш № 43 (4762) 11.11.2021

11 Ноя, 2021

Ялта сад ĕрчетесшĕн, тыр-пул çитĕнтересшĕн

Комсомольски районĕнчи Нĕркеç шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Денис Пыркин çĕр ĕçне юратать. Ашшĕпе юнашар трактор рулĕ умĕнче ларса çӳренĕ май сухалас, акас-вырас, утă тавăрас, купалас ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене вĕренсе çитнĕ. Ку кăна та мар, техника çĕмĕрĕлсен ăна юсама та пĕлет.

Пиччĕшĕ пекех тăрăшуллă

«Пирĕн килте икĕ трактор. Вĕсене хамăн аллăмри пилĕк пӳрнене пĕлнĕ пек пĕлсен те мана килтисем халех техника шанса памаççĕ. Алла права илмесĕр руль умне ларма юраманнине хам та ăнланатăп. Пĕчĕкренех çĕр ĕçĕ килĕшет мана. Шкул пĕтерсен Хырай Ĕнелĕнчен ниçта та тухса каяс килмест. Камăн та пулин тăван тăрăхра та юлмалла-çке», — палăртать Денис.

Кирек мĕн тесен те, ача ашшĕ-амăшне курса çитĕнет. Алена Анатольевнăпа Александр Михайлович ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Пыркинсен хуçалăхĕнче ялан ĕç вĕресе тăнă. Паянхи кун та çаплах. 4 гектар çĕр çинче тырпул, вăрлăх сухан, тĕрлĕ çимĕç туса илнисĕр пуçне 4 ĕне, вăкăрсемпе пăрусем усраççĕ. «Пĕтĕм шанчăк ывăлсем çинче. Асли, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен Лева та, ачаран питĕ тăрăшуллăччĕ. Денис пĕчĕкрен пиччĕшĕн ырă тĕслĕхне курса çитĕнчĕ пулĕ. «Эпĕ тумастăп, ман вăхăт çук», — тенине илтмен ывăлсенчен. Пĕр ĕçе те тиркемеççĕ. Ăçта та пулин каймалла чухне Дениса пысăк хуçалăха шанса хăварма пулать. Вăрлăх сухан ӳстерессин вăрттăнлăхне те хăнăхса çитрĕ: лартассинчен, кăларассинчен, алласинчен пĕрре те тăрса юлман. Паянхи самана çăмăлах мар, шкул саккинченех ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ ача кирек ăçта тухса кайсан та çухалса каймасть, хăйне валли çăкăрлăх ĕçлесе илеет пулĕ», — палăртать амăшĕ Алена Анатольевна.

Вăхăта сая яма хăнăхман Денис. Куна тĕрĕс йĕркелеме пĕлет вăл. Киле таврăнсан уроксем тăвать те витене выльăх пăхма тухать. Хуçалăхри ĕçе вĕçленĕ хыççăн хăйсенчен аякра мар пурăнакан асламăшĕ патне çитсе килет. Ăна сурăхсем пăхма, вите тасатма, хуçалăхри ытти ĕçе тума  пулăшать пĕр вырăнта лара-тăра пĕлменскер. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Учатся друг у друга

Они активные участницы многих школьных мероприятий, конкурсов и акций. И в учебе эти девочки успевают только на «4» и «5». И дома они лучшие помощницы. Речь идет об ученицах 38-й школы города Чебоксары Ксении и Виктории Филипповых.

Ксюша – старшая в семье, учится в 7-ом классе. Девочка увлекается волейболом и хореографией. Уже несколько лет занимается в студии танца «Fresh». Коллектив выступает на разных городских мероприятиях, состязаниях и не раз завоевывал призовые места. В репертуаре коллектива присутствует и хип-хоп, и эстрадные, и народные танцы.

Вика – ученица 5-го класса. Отличнице учебы все предметы даются легко, но больше всех ей по душе математика и русский язык. В этом году у пятиклассницы появились новые предметы, как биология, история и география, которые она с интересом изучает. Как и старшая сестра, Вика увлекается хореографией, занимается в той же студии четвертый год. В ее портфолио есть дипломы с городских, республиканских, всероссийских конкурсов.

– Хорошо запомнила выступление в ДК Хузангая. Многие девочки, в том числе и я, волновались, потому что в этом конкурсе были сильные соперники. Но мы тогда выступили хорошо, жюри нам присудило первое место, – рассказывает Вика.

Девочки постоянно заняты чем-то интересным. Пока старшая тренируется в спортзале школы, младшая рисует, раскрашивает, вырезает и украшает свою комнату. Еще Вика любит читать про животных: кроликов, собачек. Мечтает стать врачом, лечить детей и взрослых.

Сестры очень близки с мамой. Для них она самый родной человек и друг. Татьяна Валерьяновна поддерживает дочек во всем. Может именно поэтому девочки растут прилежными, ответственными, общительными и активными. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Машина робот ташлать те, çутатать те, тĕрлĕ сасă кăларать

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи А.Г. Николаев ячĕллĕ Шуршăл вăтам шкулĕнче 2019 çултанпа «Ӳсĕм вырăнĕ» центр ĕçлет. Вăл уçăлнăранпа кунта вĕренекенсем проект ĕç-хĕлне аталантараççĕ, хăйсен ĕмĕт-шухăшне пурнăçа кĕртеççĕ.

Шуршăл шкулĕнче «Ÿсĕм вырăнĕ» центр валли икĕ пӳлĕм уйăрнă, 10 ноутбук вырнаçтарнă. Ачасем тăрăшсах проектсем хатĕрлеççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ. Çитĕнӳсем те пур.
Пĕлтĕр пуш уйăхĕнче роботсем тăвассипе республикăра чемпионат иртнĕ. Малти виçĕ вырăна Шуршăлсем çĕнсе илнĕ: Дамиан Ветров виççĕмĕш, Вадим Ильин иккĕмĕш вырăна тухнă. Артем Яковлев çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Кăçал квадрокоптерсен чемпионатĕнче Лев Матвеев II степень диплома тата Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Ку шкулта проект аталанăвĕн çулĕпе çирĕппĕн утакансем – Вадим Ильин, Махмуд Фатах тата Артем Яковлев. Вĕсем виççĕшĕ те 5-мĕш класра вĕренеççĕ, ача садĕнченех туслă. Пĕчĕкренех конструктор, пазл пуçтарнă. Шкулта центр уçăлнă кунран «Робототехника тата программировани» кружока çӳреççĕ. Вăл ачасене аталанма пулăшать. Пĕлтĕр «Полет в облака» конкурсра Вадим 1-мĕш вырăн йышăннă. Кăçал «Николаев вулавĕсем» конкурсра Махмуд çĕнтернĕ, Вадим иккĕмĕш вырăна тухнă.

«Эпĕ хамăн проектпа Шупашкарта шкул директорĕсен умĕнче, унтан Çĕнĕ Шупашкарта тухса калаçрăм. Ун чухне Махмуд тусăмпа хамăр хатĕрленĕ вăйă программисемпе паллаштартăмăр. Эпĕ ют планета çыннисем метеоритсенчен епле хăтăлнине кăтартса патăм, иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Ют планетăран килекенсенчен çын мĕнле çăлăнма пултарнине Махмуд кăтартрĕ, 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Кружока кăмăлтанах çӳретĕп. Кунта роботсем пуçтаратпăр. Вĕсене куçса çӳреме, ăмăртусене хутшăнма май паракан программăсем хатĕрлетпĕр. Çак ăсталăха кружок ертӳçи çур çул вĕрентрĕ пире. Халĕ эпир хамăр тĕллĕнех программăсем тума пултаратпăр», – пĕлтерчĕ Вадим Ильин. Техника енне туртăнма ăна час-часах ашшĕпе машина юсани хавхалантарнă. Пиччĕшĕ танк вăййи тупса панă хыççăн çĕнĕ техникăпа кăсăкланма тытăннă вăл, нумайькĕнеке вуланă. Ӳссен Вадим танк инженерĕ пуласшăн. <...>

Надежда КОЛЕСНИКОВА.

♦   ♦   ♦


Программист пуласшăн

«Окоп чавакансем валли лартнă çурт ку. Сулахайра – ĕç вырăнĕ: окоп сарлакăшĕ – 3 метр, тарăнăшĕ – 5 метр. Çавăнтах, акă, çын пур, унăн мĕлки тăрăх окоп тарăнăшне пĕлме пулать. Ĕçлекенсене сивĕре ăшăнма юнашарах кăвайт çунать. Хĕвел, курăк, Енĕш юхан шывĕ… – пурте пур», – тăрăшсах каласа кăтартать хăйĕн проекчĕ пирки Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимназире 10-мĕш класра вĕренекен Яков Мазилкин.

Яков «Геоинформаци технологийĕ» кружока çӳрет. Юлташĕсемпе пĕрле Хусан хӳтĕлев чиккин 3D-проектне тăвать. Виртуаллă программăпа наукăпа практика конференцийĕсене, конкурссене хутшăннă вăл. Пĕлтĕр Çĕмĕрлери Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунăранпа 79 çул çитнине халалланă конференцире 3-мĕш вырăн йышăннă. Ун чухне проектăн теори пайĕпе паллаштарнă арçын ача. Пĕтĕм Раççейри «IT-ринг» пултарулăх конкурсĕнче кăçал II степень диплома тивĕçнĕ. Санкт-Петербургри «Нумай енлĕ Раççей-2021» наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унта Яков видеоçыхăнупа тухнă, призер пулса тăнă. «Манăçнă паттăрлăх» фестивальтен Тав çырăвĕпе таврăннă. Вĕренӳ институтĕнче йĕркеленĕ конкурсра кăçал унăн ĕçне пысăк хак панă – вăл çĕнтерӳçĕ пулса тăнă.

Çакăн пек пысăк çитĕнӳсем тума ăна «Ÿсĕм вырăнĕ» центра çӳрени пулăшать. Яков унта 2019 çултанпа ăсталăхне туптать. Вĕрентекенсем ертсе пынипе çулталăк ĕнтĕ юлташĕсемпе проектсем тăвать. Тунтикунтан пуçласа эрнекунччен кунсерен çӳреме май пур, анчах та вĕренӳ малта пулмаллине туяççĕ ачасем. Хушăран Яков та занятисене сиктеркелет. Ун чухне юлташĕсем ĕçе малалла тăсаççĕ, мĕншĕн тесен ку – пĕрлехи проект. Унпа шкулта кăна ĕçлеме пулать. <...>

Надежда КОЛЕСНИКОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.