- Чăвашла верси
- Русская версия
Ял шкулĕнче — цифра лабораторийĕ
Энтрияльти вăтам шкулта Пĕлӳ кунĕ харăсах виçĕ пулăмпа асра юлĕ.
Вĕренӳ çулĕ шкулăн тĕпрен юсанă çуртĕнче пуçланă. Унсăр пуçне кунта «Ӳсĕм лаптăкĕ» уçăлнă. Пĕрремĕш шăнкăрав янраттармашкăн нумай олимпиада çĕнтерӳçине Данил Яковлева шаннă. Ăна пĕрремĕш класс вĕренекенĕ Аделина Григорьева пулăшнă. Килес ăрусем валли мирлĕ тӳпене сыхласа хăварнисене манмаççĕ кунта — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисене пĕр самант шăп тăрса аса илнĕ.
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче физика, хими, биологи предмечĕсене компьютер çĕнĕ технологийĕсемпе усă курса ăша хывма май пулĕ — çакна валли цифра лабораторийĕ йĕркеленĕ. «Паянхи шкул» федераци проектне «Вĕрентӳ» наци проекчĕпе усă курса хута яма май килнĕ.
Комментировать