- Чăвашла верси
- Русская версия
Шкул юсаççĕ
Етĕрнери 3-мĕш шкулта юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Вун-вун çул каяллах тунă шкул юлашки вăхăтра палăрмаллах юхăннă. Ăна çиелтен çĕнетсе тăни те лару-тăрăва улăштарайман. Çавна май çурта тĕпрен юсаса çĕнетме тытăннă. Юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе çак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов вырăнта паллашнă.
Шкула çĕнетме республика бюджетĕнчен 56 млн тенкĕ уйăрнă. Пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсене 3 подряд организацийĕ пурнăçлать. Кашни предприяти пĕр-пĕр обћектшăн — çурт тăрришĕн, пĕтĕмĕшле юсавшăн, спортзалшăн — яваплă. Строительство организацийĕсем çителĕклех пулин те ĕç вăраха тăсăлнă-мĕн. Çынсем çителĕксĕрри те çакна систерет. Çавна май тĕрĕслевçĕсем район администрацине лару-тăрăва улăштарма, юсава вăхăтра вĕçлемешкĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ыйтнă.
Комментировать