Шăмăршăсем аталансах пыраççĕ

8 Сен, 2021

Çакăн пек пĕтĕмлетрĕм Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе — социаллă аталану пайĕн ертӳçипе Александр ЧАМЕЕВПА тĕл пулса калаçнă хыççăн.

— Александр Васильевич, калаç ăва социаллă сферăран пуçлар-ха. Мĕнлерех аталанса пырать вăл?

— Пирĕн районта 16 клуб ĕçлет, вĕсенче 22 çын вăй хурать. Республикăра коронавирус инфекцине пула чăрмавсем пулсан та культура учрежденийĕсенче асăрхаттару мерисене çирĕп пăхăнса тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Çавăн пекех районта — 14 библиотека. Вĕсенче 19 çын ĕçлет. Культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне пуянлатса пырасси те тĕпре. Кăçал Пуянкасси ял клубĕнче сцена тунă. Çавăн пекех чаршавсене, чӳрече каррисене çĕнетнĕ, артистсем валли тум туяннă. Шăмăршă районĕ пĕчĕк пулсан та пирĕн тăрăхран паллă çын — артистсем, драматургсем, республикăра культура ĕçне аталантарса пыракансем — сахал мар тухнă. Эпир Валерий Николаевич Яковлевпа, Мефодий Иванович Денисовпа тата ытти нумай ентешпе чăннипех те мăнаçланатпăр. Вĕсем хăйсем те тăван ене манăçа кăлармаççĕ, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Акă Сергей Кувшинов Чăваш Республикин юрăпа ташă ансамблĕн чаплă тумĕсене района парнелеме пултарчĕ. Ăна, паллах, ку енĕпе ансамблĕн илемлĕх ертӳçи Юрий Васильев нумай пулăшрĕ. Паян кадрсем çитменни ура хурать. Пирĕн баянистсем, купăсçăсем çук... Паллах, çамрăк специалистсен ĕç укçи те пĕчĕк. Культура сферинче, сăмах май, вăтам шалу 22 пин тенкĕ. Çакă çамрăксене çырлахтармасть.

— Ялсем ватăлса пыраççĕ теççĕ те. Шăмăршă районĕнче те çаплах-и? Çамрăк çемьесем, садике, шкула çӳрекен ачасем пур-и?

— Районта тăватă ача сачĕ ĕçлет. Çавăн пекех кашни шкулта пĕчĕккисен ушкăнĕсем пур. Районта тăхăр шкул, вĕсенчен тăваттăшĕ вăтам пĕлӳ параканни. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче 1942 ача парта хушшине ларчĕ. Садиксене 400 яхăн шăпăрлан çӳрет. Кăçал виçĕ шкулта юсав ĕçĕсем пуçланă. Чаткасри, Палтиелти пĕлӳ çурчĕсем ачасене çĕнĕ сăнпа кĕтсе илчĕç. Шăмăршă шкулĕнче юсав ĕçĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Декабрь уйăхĕнче вĕçленмелле. Çак тапхăрта, паллах, икĕ сменăпа вĕренме тивет. Сăмах май, Шăмăршă шкулĕ икĕ корпусран тăрать: çĕнни тата кивви. Çĕнĕ корпуса сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче ачасене кĕтсе илме хатĕрлесе çитернĕ. Кивĕ корпусра вара строительсем ĕçлеççĕ-ха. Шкулсене юсама кăçал Чăваш Республикин тата Шăмăршă районĕн бюджетĕнчен 53 миллион тенке яхăн уйăрнă. Шăмăршă шкулĕнче çеç 39 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пуçарнă. Ачасене çывăхри ялсенчен шкула автобуспа илсе çӳреççĕ. Вĕсене çул çинче хăрушсăрлăхпа туллин тивĕçтернĕ. Паян патшалăх ачасене чăннипех те питĕ пысăк тимлĕх уйăрать.

Район администрацийĕ те çак енĕпе тăрăшса ĕçлет. Чăваш Республикинче çулсерен «Ача-пăча марафонĕ» акци иртет. Унта пирĕн район та кашни çул хутшăнать. Кăçал та кăтартусем лайăх. Эпир Чăваш Республикинчи районсен хушшинче укçа пухса 5-мĕш вырăн йышăнтăмăр.

— Районта кĕрхи ĕçсем вĕçленсе те пыраççĕ пулĕ ĕнтĕ?

— Пĕрчĕллĕ культурăсен 99 процентне çапса илнĕ. Пĕр гектартан 20 центнера яхăн тухса пырать. 240 гектар çинчен — хĕвел çаврăнăш, 173 гектар çинчен — соя, 100 гектар çинчен куккурус пухса кĕртмелле. 350 гектар çинче сахăр кăшманĕ лартнă. Ăна тирпейлесе вырнаçтарма Чĕмпĕр облаçĕнчи «Чăнлă» завочĕпе килĕшӳ тунă. Республикăра, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, сахăр кăшманĕ 1200 гектара яхăн йышăнать. Çак шутран 350 гектарĕ — пирĕн патра.

Районта — 53 хресчен-фермер хуçалăхĕ. Патшалăх вĕсене те курăмлă пулăшу парать. Кăçал çеç хуçалăхсем пилĕк трактор, виçĕ комбайн туяннă. Ĕç-хĕл лайăхлансах пырать.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.