Шкула пĕрре те юсаман

28 Окт, 2021

Тĕп хулари çичĕ шкулта ăс пухакансем вĕренӳ çулне хăйсен класĕсенче пуçламан. Пĕлӳ çурчĕсем кивелнĕрен вĕсене тĕпрен юсама палăртнă.

Акă, сăмахран, 24-мĕш шкула 1964 çулта туса лартнăранпа юсаман. Унта йăлтах çĕнетме тивнĕ: хутса ăшăтмалли тытăмран пуçласа сĕтел-пукан таран. Классенче линолеум сарнă, коридорта — плитка. Спортзалра хывăнса тăхăнмалли пӳлĕмре душ кабинисем вырнаçтарнă. Иккĕмĕш чĕрĕке ачасем хăйсен шкулĕнче вĕренме тытăнĕç. Палăртмалла: 2021 çулта республикăри шкулсемпе ача сачĕсене юсама 2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа 36 садикпе 54 пĕлӳ çуртне çĕнетмелле.

www.hypar.ru

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.