«Хресчен сасси» 42 (2880) № 03.11.2021

3 Ноя, 2021

Выртан чул айĕнче шыв юхмасть

Республикăра «Фермер шкулĕ» хута кайни ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене çĕнĕ производство уçма, ăна тупăшлă тытса пыма майсем туса парать. Кăçал «Фермер шкулĕ» вĕрентӳ проектне çĕршыври 15 регион хутшăннă. Шкул Раççей ял хуçалăх министерствин, регионсен, аслă шкулсен, пысăк бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсем хатĕрлемелли майсене пĕрлештермелли пĕрремĕш площадка шутланать.

Проект хута кайнăранпа «Фермер шкулĕнче» 460 çын пĕлĕвне ӳстернĕ. Çав шутра Чăваш Енре — 22-ĕн. Вĕсем çĕнĕ технологипе сыр пĕçерме, теплицăра пахча çимĕç çитĕнтерме, çырла туса илме вĕреннĕ. Сентябрьте республикăра «Фермер шкулĕн» иккĕмĕш тапхăрĕ йĕркеленчĕ. Ял бизнесне аталантаракан 20 çын сĕтрен юр-вар хатĕрлессине, пулă ĕрчетессине алла илнĕ. Çак тапхăрта вĕсем çĕршыври, республикăри паллă предприятисенче пулса ĕç-хĕлпе паллашнă, теорие ăса хывнипе пĕрлех практикăра ăсталăха туптанă. Çак кунсенче икĕ уйăхлăх курс вĕçленчĕ. Халĕ фермерсем тăрăшсах проекчĕсене хӳтĕлеме хатĕрленеççĕ.

Илемлĕ те çивĕч, çамрăк хĕрарăмпа «Фермер шкулĕнче» паллашма тӳр килчĕ. Анастасия Лаврентьева Вăрнар районĕнчи Ярмушка ялĕнчен. Вăл тăрăшсах сыр пĕçерес ăсталăха алла илетчĕ.

— Вăрнарти совхоз-техникумран технолога вĕренсе тухнă хыççăн мăшăрланса Ярмушкана пурăнма куçрăм. Кĕçех çемьере пепке çуралчĕ. Ача çитĕннĕ май ĕç шырама тытăнтăм. Район центрне çӳреме кансĕр, çул та çывăх мар. Ялта социаллă объектсем — шкул, культура çурчĕ, ФАП… — пур. Анчах чун туртман çĕрте мĕнле ĕçлемелле? Манăн вара ял хуçалăхĕнче вăй хурас килет. Мăшăрпа фермерсен ĕç-хĕлне сăнанă май хамăр çул-йĕре шырама тытăнтăмăр, — терĕ Анастасия Веняминовна.

Сурăх ĕрчетни те тупăшлă

Ярмушка тăрăхĕнчи фермерсем ытларах ĕне выльăх ĕрчетеççĕ. Сĕт, аш сутса тупăш тăваççĕ. Ку енĕпе конкуренци çивĕч. Кĕтĕве çӳретме, выльăх апачĕ туса илме çĕр самай кирлĕ. Çавна май ирĕклĕ лаптăксем çукпа пĕрех. Фермерсем пай çĕрĕсене арендăна илнĕ. Апла ял бизнесне йĕркеленĕ чухне çакна та шута илмелле.

— Ĕнерен тупăш илмешкĕн кĕтĕве ӳстермелле, çĕнĕ технологипе ферма тумалла. Фермер ĕçне пуçăнаканшăн çĕклем чăннипех йывăр. Хăвăн укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулмасан аталанса кайма кансĕр. Çĕр сахалли те шухăша ярать. Сурăхпа танлаштарсан ĕне пăхма чăрмавлă. Утă-улăм, тырă, ĕçлекен çын ытларах кирлĕ, — палăртрĕ фермер.

Çывăх çынсемпе канашланă хыççăн Лаврентьевсем сурăхсем ĕрчетме йышăннă. Тĕп киле хирĕçлех çурт-йĕр вырăнĕ туяннă, унта сурăхсем валли пысăк вите çĕкленĕ. Анастасия Веняминовна каланă тăрăх, ку выльăх сивĕрен хăрамасть. Чи кирли — фермăра типĕ пулмалла, витĕр çил вĕрмелле мар. Халĕ пысăк витере сывлăш уçă, типĕ, выльăх та чирлемест, путексем çирĕп.

— 2016 çулта фермер хуçалăхне йĕркелерĕмĕр. Çак çулах «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа грант илмешкĕн конкурса хутшăнтăмăр. Пилĕк çуллăх бизнес-плана хатĕрлеме ЧР «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕн специалисчĕсем пулăшрĕç. Вĕсем мана умри çул-йĕре уçрĕç. Çакă пулас ĕç-хĕле лайăхрах ăнланма май пачĕ. Телее, конкурсра çĕнтерсе 1100 пин тенкĕлĕх грант тивĕçрĕм. Паллах, патшалăх нухрачĕ пирĕншĕн курăмлă пулăшу пулчĕ, малалла утма вăй-хал хушрĕ. Укçапа çĕр ĕçне пурнăçлама, утă турттарма мотоблок, ферма тума строительство материалĕсем, сурăхсем туянтăмăр. Çапла майĕпен ĕçлесе кайрăмăр, — пĕлтерчĕ вăл.

Лаврентьевсем ял çыннисенчен пай çĕрĕсене арендăна илнĕ. Хальхи вăхăтра фермер усă куракан лаптăк 20 гектара яхăн. Унта утă туса илеççĕ, кĕтӳ çӳретеççĕ. Çак тапхăрта сурăхсен кĕтĕвĕ те палăрмаллах пысăкланнă, 200 пуçран иртнĕ. Анастасия Лаврентьева бизнес-планпа килĕшӳллĕн ĕçлесе пырать, палăртнине йăлтах пурнăçа кĕртет. Хуçалăхра «романовская» тата «куйбышевская» ăратсем ытларах. Мĕнрен лайăх вĕсем?

— «Романовская» ăратпа кĕтĕве кĕске хушăрах пысăклатма пулать. Вăл харăсах 2-4 путек таран пăранлать. Çав хушăра путекĕсене пăхма çăмăл мар. Амăшĕ иккĕрен ытла тăрантараймасть. Пĕчĕкскерсене сĕте ĕмкĕчпе хамăрăн çитермелле. Вĕсем валли хуçалăхра юриех икĕ качака тытатпăр. Сĕчĕ йăлтах путексене тăрантарма каять. Унсăрăн вăй илеймĕç. Асăннă ăрат йышлă ĕрчет, сивве чăтăмлă, хăй ытлашши пысăк мар, аш-какайĕ те сахалрах тухать. «Куйбышевская» ăратли шурă тĕслĕ, шултра, пысăк. Ытларах пĕр, сайра хутра икĕ путекпе савăнтарать. Унăн çăмĕ те çемçе, вăрăм. Ăна çăматă йăвалакансем хаваспах туянаççĕ. Хаклăпа каймасан та вак-тĕвек тăкаксене саплаштарма шăпах аван, — терĕ фермер.

— Сирĕн тĕп тупăш — аш-какай. Ăна ăçта вырнаçтаратăр? — ыйтрăм унран.

— Чăн та, сурăх ĕне пек куллен тупăш параймасть. Ĕçе пĕлсе йĕркелесен укçасăр та лартмасть. Сурăх аш-какайне вырнаçтарассипе чăрмав çук. Аякран та килеççĕ, ял çыннисем те илеççĕ. Нумайăшне унăн какайĕ килĕшет. Каланă тăрăх, çемçе, техĕмлĕ, çамрăк ĕне выльăх ашĕнчен пĕртте кая мар. Усламçăсем паянах мĕн пур сурăха туянма хатĕр. Анчах кĕтĕве 200 пуçран чакарсан тăкака саплаштарма, тупăш илме йывăрланĕ. Çавна май йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

Услам ытларах кĕтĕр тесен сурăх самай кирлĕ. Сăмахран, 300-400 пуç ытла. Ун чухне хăрамасăрах сутма пулĕ. Шел, пирĕн çĕрсем çителĕксĕрри те кĕтĕве ытлашши пысăклатма памасть, — хуравларĕ Анастасия Лаврентьева. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Тăрăшакан çынна Турă та пулăшать

Канаш районĕнчи Калиновка ялĕнче пурăнакансем тĕрлĕ улма-çырла çитĕнтерме кăмăллаççĕ. Иçĕм çырли кашни пахчара ӳсет. Паллах, ку культура вулаканшăн çĕнĕлĕх мар. Чăваш Енри ытти тăрăхра та  çитĕнтереççĕ ăна. Анчах асăннă ялти пек пахчаçăсем республикăра сахал. Пĕри тепринчен маттур вĕсем. Пĕр-пĕринпе канашласа вăй хуни вара ĕçре çитĕнӳсем тума пулăшать.

«Пирĕн тăрăха кăмăллать»

Григорий Анисимов пахчинче 200 яхăн тĕп иçĕм çырли ӳсет. Маларах вăл 70 сорт çитĕнтернĕ, халĕ вара — 50 яхăн. Чылайăшне пăрахăçланă кил хуçи — пиçсе çитеймеççĕ. Вĕсене вăл пурне те хăй вăхăтĕнче Ростов облаçĕнчен илсе килнĕ. «Хамăр тăрăхрисене шанмастăр-и? Мĕншĕн аякка каятăр?» — кăсăклантăм эпĕ. «Унта манăн хĕр пурăнать. Хăнана каймассерен кашнинчех тĕрлĕ сорт илсе килеттĕм. Коронавирус сарăлнăран халĕ тухса çӳрейместĕп. Ростов тăрăхĕнче виçĕ çул каялла пулнăччĕ, «дубовый розовый», «джина» сортсене илсе килтĕм. Вĕсен тути аван. Халĕ çимĕç пама пуçларĕç. Кая юлса пулакан сортсене майĕпен пĕтересшĕн. Мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн патра пиçсе çитеймеççĕ», — терĕ Григорий Анисимович.

Вăл каланă тăрăх, пирĕн тăрăхра ир пулакан тата вăтам ир пулакан сортсем лайăх çитĕнеççĕ. Хăшне-пĕрне Ростов тăрăхĕнчен тĕрĕс мар илсе килнине палăртрĕ вăл. Мĕншĕн тесен асăннă регионта çанталăк чылай ăшăрах. Унсăр пуçне пирĕн республикăра август, сентябрь уйăхĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Сăмахран, иртнĕ çул сентябрьте ăшă пулчĕ, кăçал вара — сивĕ. Çакă иçĕм çырлишĕн питĕ пĕлтерĕшлине палăртрĕ пахчаçă. Çавăн пекех ку культурăшăн çуркунне тăм ӳкни те питĕ сиенлĕ. «Çу пуçламăшĕнче икĕ çул тăм ӳкмерĕ. Манăн ку тĕлĕшпе ятарлă хатĕр пур. Ăна ывăл Мускавран илсе килчĕ. Тулта датчик ларать, сивĕ çанталăка палăртса пӳртре лампочка мĕлтлетет. Çавна май тăм ӳкнине систерет. Кун пек чухне чи сивĕ вăхăт çур çĕр вăхăтĕнче пулать, хĕвел тухаспа вара çанталăк «çемçелет». Ытти çул июнь пуçламăшĕнчи сивве пула иçĕм çырлин 30 проценчĕ хуралса ларатчĕ. Ун чухлĕ лаптăка эпир витсе те пĕтерейместпĕр. Пĕлтĕр, кăçал ку тĕлĕшпе ăнчĕ. Тăм ӳкни, пăр çуни ку культурăна амантса хăварать, вăл чирлеме пуçлать. Ирхине тăрсанах пахчана тухатăп, тӳрех иçĕм çырлине пăхса çаврăнатăп. Çулçă сарăхма тытăнни чир паллине пĕлтерет. Ăна вăхăтра сиплемесен вăл çимĕçĕ çине куçать», — хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ арçын.

Кăçалхи тухăç кăсăклантарчĕ мана. Вăл вăтам пулнине палăртрĕ кил хуçи. Тухăç аван чухне вунă кӳме /тележка/ татнисем те пулкаланă. Пĕр тĕмĕрен виçшер витре пуçтарма пулать иккен. Сапаки 1 кг ытла таять. «Леди», «нежность», «восторг», «розмус» сортсем ир пулаççĕ, çимĕçпе савăнтараççĕ.

Пĕр çулхине асăннă культурăна теплицăна та лартса пăхнă вăл. Анчах пахча çимĕçе хупланăран унтан кăларнă. Иçĕм çырли валли ятарлă пысăк теплица кирлине каларĕ. Икĕ теплицăра вĕсем мăшăрĕпе помидор, хăяр, тутлă пăрăç çитĕнтереççĕ. Кулленхи пурнăçра вĕсем те кирлĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Ашшĕпе ывăлĕн - пĕр шăпа

Çулсерен октябрĕн 30-мĕшĕнче политика репрессине лекнĕ çынсене асăнаççĕ. Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче те айăпсăр айăпланнисем пайтах. Çав шутра Герасимовсен çемйи те.

1880 çулсенче Иван Герасимов çемйинче умлă-хыçлă виçĕ ывăл çут тĕнчене килнĕ: Филипп, Василий, Арсений. Анчах пĕрне те вăрăм кун-çуллă пулма шăпа пӳрмен. Кĕçĕн ывăлне Арсение 21 çултах патша çарне илсе кайнă. Вăл тăван тăрăха таврăнайман. Василий 46 çулта йывăр чирлесе вилнĕ. Филипп политика репрессине çакланнă, унăн пурнăçĕ концлагерьте татăлнă. Истори архивĕнчи документсемпе паллашнă май Филипп Ивановичăн синкерлĕ кун-çулĕ куç умне тухрĕ. Филипп Иванов чухăн çемьере çуралнă. Унăн пурнăçĕ çăмăл пулман. Çитменнине, арçын ача 14 çул тултарсан ашшĕ вăхăтсăр вилнĕ. Çемье татах йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ. 18 çулта Филипп кантăк лартма, столяра вĕреннĕ. Çак ĕçре 30 çул ытла вăй хунă. Ылтăн алăллă ăста çурт-йĕрне çĕнетнĕ, кил хуçалăхне çирĕплетнĕ. Хастар çынна ял-йыш та хисепленĕ. Çакна кура Филипп Ивановича чухăнсен комитечĕн /комбед/ председательне суйланă.

1918-1919 çулсенче вăл ял советне ертсе пынă. Унтан каллех кантăк лартма, столярта ĕçлеме пикеннĕ. Ырми-канми вăй хунăран кил хуçалăхĕ те ура çине çирĕп тăнă. Архиври документсем тăрăх, çемьен 2 лаша, 2 ĕне, 8 сурăх, 3 сысна çури, 1 тиха, хĕл каçнă 2 пăру, 4 ампар, 2 сарай тата ытти пурлăх пурри паллă.

Ĕçлеме лашасем пуррипе çынсенчен çĕр тара илсе усă курма пуçланă. Паллах, уншăн налук самай тӳлеме тивнĕ. Виçĕ çулта кăна патшалăха 400 пăт тырă ăсатнă. Унсăр пуçне çĕр хуçисене те тырăпа тивĕçтернĕ.

Кил хуçи тăрăшнипе, çемье çине тăрса ĕçленипе пурнăç та лайăхланнă. Тинех чухăнлăхран хăпнă темелле. Хаш сывласа ямалли кăна юлнă та… Анчах ял советĕнче çемьене пуянсен йышне кĕртнĕ. 1930 çулсенче çĕршывра кулаксене çине тăрсах пĕтерме тытăннă. Хура списока Филипп Иванов та çакланнă. Паллах, ăна ял совечĕпе чухăнсен комитечĕ пĕрле хатĕрленĕ. Вырăнти коммунистсемпе комсомолецсем ăна пурнăçа кĕртме, пуянсене «раскулачить» тума хастар хутшăннă. Çапла вара чухăнсен комитетне, каярахпа ял советне ертсе пынă çын та репрессирен хăтăлса юлайман. <...>

Александр МАКАРОВ. Муркаш районĕ, Исетерккĕ ялĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.