- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 43 (1220) № 03.11.2021
Волонтерсен вăйĕпе — 16 пин сасă
Раççей патшалăх социаллă университечĕн иккĕмĕш курсĕнче вĕренекен Станислав Трофимов республикăри «Эко» юхăма хутшăнма пуçласанах хăйне общество ĕçĕ килĕшнине туйса илнĕ. Республикăна ешĕллентерес тĕллевлĕ организацире 3 çул хастарлăх кăтартнăскер Атăл леш енне, Йăлăма, малтанхи хут хыр лартма кайнине халĕ те манман. 2010 çулта пушарсенче сиенленнĕ вăрмана çĕнĕрен чĕртес тĕллевпе 2 çулталăк иртсен йĕркеленĕ акци вăхăтĕнче 20 пин ытла хунав лартнă волонтерсем. Экологи енĕпе тĕрлĕ мероприятире хăйĕн пуçарулăхĕпе палăрнă каччă 2013 çулта «Чăваш Респуликинчи чи лайăх ырă ĕç тăвакан» сумлă ята çĕнсе илнĕ. Çав çулах сумлă тепĕр çĕнтерӳ хавхалантарнă юридици специальноçĕпе пĕлӳ илекен студента: экологи енĕпе Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ вăл.
Аслисем валли — 17 пин хутаç
Ахăртнех, волонтер ĕç-хĕлĕнче аталанса хăйне чăннипе мĕн илĕртнине ăнланса илмен тĕк паян Шупашкар хулин волонтер центрĕн координаторĕн вырăнĕнче Станислав Трофимов мар, урăх çын пулĕччĕ. 2017 çултанпа вăл тĕп хула мэрийĕнче çамрăксен политикин пайне ертсе пырать. Хăйне муниципалитет службинче тăрăшакан пек мар, общество ĕçĕпе «чирленĕ» ертӳçĕ пек хаклать вăтăра та çитмен çамрăк.
Халăхшăн усăллă пулма тăрăшасси Станиславшăн чылай çул ĕнтĕ пурнăç тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. 2014 çулта вăл «Единая Россия» партин республикăри «Çамрăк гварди» пĕрлешĕвне ертсе пымашкăн тытăннă. Çамрăксене явăçтармалли тĕрлĕ акци- проектăн йĕркелӳçи пулма шăпах çавăн чухне пуçланă та. Чи курăмлисенчен пĕри — ахăртнех, регионри «МолГород» форум.
— Çак лапама 9 çул йĕркелесе пыратăп. Çав тапхăрта мĕн тĕрлĕ кăна пуçарулăхпа палăрмарĕç-ши çамрăксем! Пилотсăр трактор, робот-урапа, наци символикиллĕ пылак çимĕç… — кăçалхи форума хутшăннисен ĕçĕсене çеç тишкерсен те мĕн кăна шухăшласа кăларман яшсемпе хĕрсем. Паллах, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни хавхалану кӳрет. Манăн вара форумран форума мĕн те пулин çĕнни кĕртес килет. Тĕслĕхрен, кăçал хастар çамрăксен тĕл пулăвне икĕ сменăпа йĕркелерĕмĕр. Çанталăк условийĕсене пула лагере эвакуацилеме те тиврĕ — ку та çаврăнăçулăх ыйтакан хăйне май лару-тăру. Анлă мероприятие волонтерсене явăçтармасăр май çук. Лапамра вĕсем мĕнлерех «чĕрĕлнине» сăнама кăмăллă. Чылайăшĕ унта пулса курнă хыççăн хăйĕн аталанăвĕ, проекчĕ çинчен шухăшлама тытăнать. Çакă, аталану тĕнчинче ӳсес тени — такам пĕрех май таккаса тăнипе мар, хăйсен кăмăлĕ çуралнипе килни паха, — Станислав Олегович çапла каланинченех вăл çамрăксен пуçарулăхне вăратма тăрăшни туйăнать.
Волонтер ĕç-хĕлĕ харпăр хăйне аталантарма май парать. Ахальтен мар хула ыр кăмăллăх ĕçĕн хастарĕсен йышĕнче тим-лидерсем пур. Çавнашкал статуслă 30 çамрăк — волонтерсен кураторĕ вырăнĕнче. Вĕсен яваплăхĕ ыттисенчен пысăкрах шайра. Кирек мĕнле анлă мероприятие йĕркелӳçĕ чунне парса хатĕрленет, укçа-тенкĕ тăкаклать. Кăшт кăна йăнăшни, пĕлсе çитерейменни хывнă тӳпене сиенлеме пултарнине кашни волонтер ăнланма тивĕç. Шăпах пурте хăйсен тĕллевне тĕрĕс пурнăçлаччăр тесе тăрăшаççĕ те тим-лидерсем. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Çывăрсан вăй кĕрессе шаннă та…
Ашшĕ-амăшĕ пурăннă чухне канмалли кунсенче хуларан яла килетчĕ вăл. Пĕр вĕçĕм тасататчĕ- тирпейлетчĕ. Пахчара ĕçлетчĕ. Çывăх çыннисем çут тĕнчерен уйрăлсан та хĕрарăм тăван килне пăрахмарĕ. Çаплипех вăй çитнĕ таран тăрмашрĕ. Кил таврашне çĕнетме, хăтлăлатма тăрăшрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан çăвĕпех ялта пĕчченех пурăнчĕ.
Çав кун, ытти чухнех пекех, пĕлĕшĕм ĕçлесе ывăннă. Каçхине кӳршисемпе сыв пуллашса пӳрте çывăрма кĕнĕ. Хăйне япăх туйнине каланă-ха. Апла пулин те сывлăх сыхлавçисенчен пулăшу ыйтас темен. Çывăрса кансан вăй кĕрессе шаннă ахăр. Ирхине ун патне пĕр ялта пурăнакан тăванĕсем шăнкăравланă. Анчах сасă паракан пулман. Ырă мара сиснĕскерсем çийĕнчех чупса çитнĕ. Хайхи пĕлĕшĕм ури çине тăрайман, хăйĕнпе мĕн пулса иртнине ăнлантарайман. Ăна шалкăм çапнă. Паллах, тăванĕсем «Васкавлă пулăшу» чĕннĕ. Шурă халатлисем лара-тăра пĕлмен хĕрарăмăн пурнăçне çăлса хăварнă. Шел, текех алли-ури итлемен ăна. «Васкавлă пулăшу» ĕçченĕсемпе маларах çыхăннă пулсанах çын куçĕнчен пăхмĕччĕ-тĕр пĕлĕшĕм.
Йĕри-тавра унашкал тĕслĕх нумай. Пĕррехинче общежитире пурăнакан пĕр хĕрарăм чирлĕ мăшăрĕ çинчен каласа кăтартмашкăн ятарласах чĕннĕччĕ. Арçын инсульт хыççăн калаçма та, ури çине тăма та пултараймасть. Арăмĕ ĕçе çӳрет, ачисем уйрăм пурăнаççĕ. I ушкăн инваличĕ сĕтел çине хăварнă апата хăй тĕллĕн çиет. Чирлĕ çынна пăхма çăмăл мар паллах. Тен, çавăнпах хĕрарăм ӳпкелешме пăхрĕ. Сусăра тивĕçекен хатĕрсене патшалăх вăхăтра памасть имĕш. Ĕненес килмерĕ, мĕншĕн тесен тăвана шалкăм çапнине кура лару-тăрăва лайăх пĕлетĕп. Ятарлă служба сусăра кирлĕ япаласемпе йĕркепе килĕшӳллĕн тивĕçтернине, специалистсем телефонпа çыхăнсах тăнине курнă. Хуларисен те, ялтисен те ку пулăшупа усă курма май пур. Хĕрарăм каланă тăрăх, чирлĕ упăшкине гигиена хатĕрĕсем те, ятарлă сĕтел те, кӳме те уйăрнă. Апла тăк хаçат ĕçченне мĕншĕн чĕннĕ вăл? Хуравне хăй те татăклă калаймарĕ.
Инсульт чăтса ирттернисене реабилитаци курсĕ витĕр кăлараççĕ. Больницăра тĕрлĕ ӳсĕмрисене çĕнĕрен утма, калаçма, пурнăç илемне хаклама вĕрентеççĕ. Медицина çак тытăмĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курни çинчен хаçатра çырнăччĕ. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Улăм айĕнчи пăрçа
Йышлă çемьере, йывăр саманара иртрĕ ачалăхăм. Пирĕн, вăрçă ачисен, нуша-терт чылай курма тиврĕ. Пулни-иртни манăçа тухмасть. Анне Мария Алексеевна Çĕрпӳ районĕн Упнер ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Мăн кукаçие Вăрăм Кавĕрле тенĕ ялта. Вăл çирĕп хуçалăх тытнă. Ывăлĕ те, хĕрĕ те темиçе пулнă. Кукаçи Алексей Гаврилович чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Аннепе шăллĕ çапла çурма тăлăха ир тăрса юлнă. Кукамай тепре качча кайнă. Ачисене вара кукаçин шăллĕ-пе хăварнă. Захар Гаврилович пиччĕшĕн пепкисене аванах пăхнă. Унăн çĕр сахалах пулман, тырă çитĕнтерсе сутнă.
Захар Гаврилович аннене, Марьене, пасара кайнă чухне пĕрле илсе çӳренĕ. Хăйĕн пăрăнма тивсен — лашана асăрхама, урапа е çуна çинчи тавара пăхкалама. Тата анне пĕрле ларса пынă чухне суту-илӳ ăннине сăнанă арçын.
Çитĕнсен анне Ĕмпĕрт ялĕнчи йĕкĕтпе Дмитрий Петровичпа пĕрлешнĕ. Вĕсем тĕп килтен ял вĕçнелле уйрăлса тухнă. Атте те, асатте те çĕр ĕçĕпе пурăннă. Кӳлекен лаша кăна иккĕ усранă асат-те. Аттепе аннен чи малтан ывăл — Иван — çуралнă.
Пĕррехинче пирĕн аттепе анне килĕнчен инçе мар, пахча урлă, хуçалăхра пушар тухнă. Килĕнче çамрăк кин лаçра сăра вĕретме тытăннă. Кăнтăр кунĕнче пушар тухнă та çулăмĕ ял çине сарăлнă. Çав çулхи çу уйăхĕнче питĕ шăрăх çанталăк тăнă. Халăхăн улăм витнĕ çурчĕсемпе хуралтисем çунма тытăннă. Пиччесем ялти пĕр çын валли нимелле пӳрт турттарма кайнă. Килте аттепе юлташĕ пулнă. Анне кĕçĕнрех ачисене анкартипе кӳршĕсем патне ăсатнă. Хăй çав кун çуратма хатĕрленнĕ пулмалла. Аттепе юлташĕ акана кайма тырă хатĕрленĕ, урапа çине тултарса лартнă.
Пушар çулăмĕ çурта ярса илме тытăнсан анне пӳрте кĕрсе хăй пĕçернĕ çăкăрсене кантăкран ура-малла пăрахать. Турăш илет, яшка хуранне те кăларать. Пӳртрен тухма ĕлкĕрет. Аттепе юлташĕ тимĕр ураллă çĕвĕ машинине кăлараççĕ. Урăх кĕреймеççĕ — çулăм çавăрса илет: çил питĕ вăйлă пулнă. Çĕнĕ шкул тăррине тимĕр витнĕ пулнă — çав листасем питĕ инçе вĕçсе çитнĕ. Çав кун шкул çурчĕ, 12 хуçалăх нимсĕр тăрса юлнă. Пӳрт çунса ишĕлсе аннăран анне çуратма аттен тĕп килне кайнă /çав ача ӳсеймен/. Ял халăхĕ пулăшнипе, аттепе асатте тăрăшнипе çав çулах Октябрьскинчен пекарня пулнă пĕр çурта илнĕ, ăна вырнаçтарса çĕнĕ йăва çавăрнă.
Атте Тĕнче пĕрремĕш вăрçинче пулнă. Вăл вырăсла та кăштах пĕлнĕ. Вулама-çырма хăнăхнă. Çавăнпа ăна ял старостине лартасшăн пулнă. Вăл вăхăтра колхоз йĕркелеме тытăннă. Пуянрах çынсен пӳрчĕсене туртса илнĕ. Хăшĕсене ялтан кăларса янă. Ял халăхне макăртас мар тесе старостăна ларма килĕшмен атте. Колхоза та кĕмен вăл. Икĕ ывăлĕ вара пĕрлештернĕ хуçалăх йышĕнче пулнă. Вĕсен ятĕнчен вăл пĕр лаша, урапа, çуна панă колхоза. <...>
Мария ИЛЛАРИОНОВА. Çĕрпӳ районĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать