Журналистсем - сывă пурнăç йĕркишĕн

9 Сен, 2014

Ĕнер калем ăстисем Журналистсен пĕтĕм тĕнчери пĕрлĕх кунне уявларĕç. Çавна май вĕсем Пичет çурчĕ умĕнчи сквера ирхи зарядкăна тухрĕç.

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум çывхарнă май питĕ вырăнлă ку. Çынсене спортпа туслă пулма чĕнекен статьясемпе кăларăмсем хатĕрленисĕр пуçне сывă пурнăç йĕркине пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. «Сывлăх - чи пысăк пуянлăх, ăна упрамалла. Хускану туни ÿт-пĕве çирĕплетет, шăм-шака çемçетет. Çавăнпа куна зарядкăран пуçламалла, вăл ĕçлес тухăçлăха ÿстерет», - палăртрĕç сквера пухăннисем.

Зарядкăна хулари «Джус» фитнес клуб пикисем ирттерчĕç. Журналистсемпе пĕрле зарядкăна РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, тĕнче чемпионки Алина Иванова та тăчĕ. «Эсир хатĕрлекен телерадиокăларăмсем, хаçат-журналта кун çути куракан материалсем кăсăклă. Чăваш Енри кашни пулăм сирĕн чун-чĕре витĕр тухать. Илемлĕ те яка чĕлхепе çырнă статьясене кăмăлласа вулатăп, телеочерксемпе радиокăларăмсем те кăмăл-туйăма хумхантараççĕ. Спорт пулăмĕсене те туллин çутататăр. Эсир спортпа туслă пулни вулакансене те хавхалантарĕ. Паянхи пек кашни кун зарядка тума тăрăшăр, çирĕп сывлăхлă пулăр», - терĕ хăна журналистсене уявпа саламланă май.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.