- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантӑш № 42 (4761) 03.11.2021
Чăваш Ен чысне Анапăра хÿтĕленĕ
Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт шкулĕнчи çамрăк инспекторсен ушкăнĕ кăçал Чăваш Енре йĕркеленĕ «Хăрушсăрлăх кустăрми» слетран призер пулса таврăннă. Юпан 5-18-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри ачасен «Смена» центрĕнче çамрăк инспекторсен слечĕ иртнĕ. Тĕрлĕ регионтан, çĕршывран хутшăннă командăсен хушшинче Чăваш Ен чысне шăпах Кивĕ Ахпӳрт шкулĕнчи çамрăк инспекторсем хӳтĕленĕ. Вĕсен йышĕнче — 7-мĕш класри Арина Каргина тата 6-мĕш класра пĕлӳ пухакан Сергей Плешков, Данил Гаврилов, Ангелина Осипова. Конкурса хутшăнса Арина «Çамрăк инспекторсен l вице-мисĕ — 2021» хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ. Ушкăнра чи асли, чи хастарри пулнă май Анапăра иртнĕ слета епле кайса килни пирки хăех каласа кăтартма килĕшрĕ.
«Тинĕс шывĕ илсе таврăнтăмăр»
«Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче шкул директорĕ Петр Рыбкин пире кĕçех Анапăна, çамрăк инспекторсен слетне, тухса каймалли пирки пĕлтерчĕ. Пĕлесчĕ, ку кĕтмен хыпаршăн еплерех хĕпĕртерĕмĕр. Шкул вожатăйĕпе Зоя Михайловăпа çав кунах васкасах инçе çула хатĕрленме пикентĕмĕр. Документсем пуçтарасси çăмăл ĕç мар. Ку енĕпе шкул директорĕ Петр Васильевич, Зоя Юрьевна вожатăй, Ольга Рыбкина вĕрентекен тата Марина Табакова врач нумай тăрăшрĕç. Çĕрле 12 сехетре Канашра пуйăса лартăмăр. Тăватсăмăртан пĕри те çак таранччен ку транспортпа çула тухса курман. Вăл пирĕн ĕмĕтре кăна пулнă. Пĕрремĕш хут пуйăса ларнăскерсем вакунри вырăнсене аран тупкаларăмăр. Вăл вăхăтра çынсем пурте çывăратчĕç. Халиччен килтен аякка тухса курманскерсем Анапăна çитиччен чӳречерен куç илмесĕр сăнаса пытăмăр», — çул çӳрев пирки хăпартланса каласа кăтартать Арина. Кивĕ Ахпӳрт шкулĕн вĕренекенĕсем слетра икĕ эрне пулнă. Кашни кунах тĕрлĕ мероприятие хутшăннă, паллă та пултаруллă çынсемпе паллашнă, вĕсен интереслĕ урокĕсене итленĕ, экскурсисене çӳренĕ. Килтисемпе кăнамар, КивĕАхпӳрт шкулĕн вĕренекенĕсемпе те видеошăнкăрав урлă кашни кунах çыхăну тытнă, «Сменăри» кăсăклă та хаваслă пурнăçпа паллаштарсах тăнă. «Анапăри паллă вырăнсене çитрĕмĕр. Мухтав аллейи уйрăмах асра юлчĕ. Хура тинĕс мĕн тери хитре! Епле анлă та сарлака вăл, вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть. Ун çине куç илмесĕр пĕр вĕçĕм пăхас та пăхас килет. Пирĕншĕн, хамăр ялти пĕчĕк пĕвесене çеç курнăскерсемшĕн, питĕ тĕлĕнмеллеччĕ. Ку таранччен Шупашкарти Атăл хĕрринче те пулса курман эпĕ. Тинĕс шывне кĕленче савăта ярса яла илсе таврăнтăмăр. Чунтан кантăмăр, илемлĕ тавралăхпа килентĕмĕр çĕнĕ туссем тупрăмăр», — паллаштарать Арина Каргина. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
В школе – «Точка роста»
Недавно в нашей школе состоялось открытие Центра образования естественно-научного профиля «Точка роста». В церемонии перерезания красной ленты в честь этого знаменательного события представилась возможность участвовать и ученикам нашей школы: Андрею Тарасову, который является стипендиатом Главы администрации Батыревского района, и Екатерине Ежовой – стипендиату Главы Республики. Открытию Центра «Точка роста» в нашей школе были рады все. Ведь он дает возможность развиваться не только нам, но и учителям. Центр оснащен новым современным оборудованием, что позволяет глубже изучать такие предметы, как физика, химия, биология. Теперь писать лабораторные работы, проводить какие-либо опыты будет еще удобнее. Изучать эти предметы станет гораздо интереснее. Во внеурочное время двери Центра «Точка роста» будут открыты не только для педагогов и учеников, но и для родителей. Там они смогут развивать цифровую грамотность, социальные навыки и творческие способности, разрабатывать свои проекты. После торжественного открытия руководитель Центра Надежда Зотова провела интересную и познавательную экскурсию, где гости могли познакомиться с профильными кабинетами. Она рассказала о задачах и функциях самого Центра. Центр «Точка роста» делает учебный процесс более современным, занимательным и полезным. Он дает возможность практически отработать учебный материал по основным предметам. Также позволяет работать ученикам в команде, помогает в подготовке к участию в различных конкурсах, олимпиадах, в написании научноисследовательских работ.
Анастасия ЛАТЫШОВА.
♦ ♦ ♦
Порядок должен быть везде
У каждого человека есть свой дом. Красивый, уютный дом нас всегда радует. Его никогда не хочется покидать. Поэтому везде должен быть порядок. Очень важно приучать детей отвечать за порядок в своей комнате, наводить чистоту в ней, а также помогать взрослым в создании дома уюта и красоты. И делать это необходимо уже с самого раннего возраста. Обучающиеся 2, 3-х классов ежедневно помогают родителям наводить порядок дома: ухаживают за комнатными растениями, за домашними животными. Ежедневное выполнение таких обязанностей в семье помогают им стать более организованными и перенести это качество на другие сферы жизни: учебу, отношения с учителями, родителями, сверстниками. Ребенок, который умеет сам себя обслуживать, будет более успешен и в самостоятельной жизни, независим, уверен в себе и в своих силах. Именно таким образом у детей воспитывается чувство ответственности.
Елена МАРУСЬКИНА.
♦ ♦ ♦
Каникул усăллă иртет
Вĕренĕвĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕ сисĕнмесĕрех иртрĕ. Халĕ эпир кĕрхи каникулта. Ăна усăллă ирттерме малтанах тĕллев лартрăмăр. Пĕрремĕш чĕрĕкре физика предмечĕпе çеç «4» паллă тухрĕ. Вăл çĕнĕ пулнăран-ши, йывăртарах пек туйăнчĕ. Куншăн аттепе анне ятламарĕç, тепĕр чĕрĕкре тăрăшмалли пирки çеç асăрхаттарчĕç. Урамра çанталăк аван тăнăран ĕçлеме те кăмăллă. Акă малтанхи кун эпир аслисемпе пыл хурчĕсен вĕллисене тирпейлерĕмĕр, хĕле валли хатĕрлерĕмĕр. Аня йăмăкăмпа асанне патне урай çума та кайса килтĕмĕр, хамăрăн вĕренӳ пирки каласа кăтартрăмăр.
Вăл пире ырларĕ, тата маттуртарах пулма хушрĕ. Кĕçех шкулсенче предмет олимпиадисем пуçланмалла. Эпир иртнĕ эрнере вĕсене хатĕрленме çӳрерĕмĕр. Учительсемпе çеç мар, килте хам тĕллĕн те хăнăхтарусем пурнăçлатăп, чăваш литературипе тĕрлĕ хайлав вулатăп. Ку пĕтĕмпех хамшăн. Ваттисем те: «Вĕренни — çутă, вĕренменни — тĕттĕм», — тесе ахальтен каламан çав. Кĕçех кĕрхи каникул та вĕçленĕ. Черетлĕ чĕрĕке çĕнĕ вăйпа пуçласчĕ, тăрăшса вĕренсе лайăх паллăсем кăна илесчĕ. <...>
Ирина КОШЕЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Пантьăк музейĕнче
Кăçал çĕнĕ чăваш çырулăхĕ йĕркеленнĕренпе 150 çул çитрĕ. Çавна май эпĕ пушă вăхăтпа усă курса Пантьăк музейне çитсе килме шухăшларăм. Ăна Илья Ульянов уçнă иккен. Музей экспонатсемпе пуян. Вĕсемпе Светлана Дагакова методист мана тĕплĕн паллаштарчĕ. Уйрăмах шкулта вĕренмелли малтанхи партăсем, учительсен пӳлĕмĕ, Илья Яштайкин сĕтелĕпе пуканĕ кăсăклă пулчĕç. Хам экскурсовод пулнă тăк ачасене Иван Лисаев писатель пирки тĕплĕнрех каласа парăттăм. Унăн «Чире парăнма çуралман» калавне эпир улттăмĕш класра вуланăччĕ. Килĕшнĕ хайлав асра юлчĕ. Иванпа Геннадий Воронцовсем пирки те ачасене кăсăклă пулĕ тесе шухăшлатăп. Иван Иванович Юрий Гагаринпа туслă пулнă. Анчах выçлăх çулĕсем унăн сывлăхне хавшатнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех вăл Байконурта ĕçленĕ. Геннадий Иванович вара И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологипе культура факультетĕнче чылай çул деканра ĕçленĕ. Ку музейра курмалли, тĕпчемелли нумай. Вăхăта шеллемесĕр пурне те кайса курма сĕнес килет. <...>
Евгения НИКИФОРОВА.
Комментировать