Тантӑш № 41 (4760) 28.10.2021

28 Окт, 2021

«Шырав ĕçĕ-хĕлĕ килĕшет»

Шупашкарти 40-мĕш шкулта «Беркут» шырав отрячĕ тăватă çул каялла йĕркеленнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ: историе упраса хăварасси, экспедицисене тухса çӳресе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пуç хунă салтаксен шăмми-шаккине шыраса тупасси, вĕсен ятне-шывне палăртасси. «Беркут» шырав отрячĕн хастарĕ Аня Патеева кăçал Пĕтĕм Раççейри «Шырав саманчĕ» фотопроектсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Унта 40 регионтан 1 пине яхăн сăн ӳкерчĕк тăратнă.

Ĕмĕтне пурнăçланă

Аня Патеевăн ку пĕрремĕш çитĕнӳ мар. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă хĕр хула, республика шайĕнче иртекен чылай олимпиадăра, конкурсра, наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăна тухнă, сочинени конкурсĕ сенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Республикăра çулсерен иртекен çарпа спорт вăййисенчен те нихăçан та тăрса юлман. Автомата салатса пуçтарасси, пăшалпа пересси, стройпа утасси, ишесси, кросс чупасси Аньăшăн пĕрре те йывăр мар. Шкулти шырав отрядне икĕ çул каялла çӳреме тытăннă вăл, çак хушăра икĕ хутчен Калуга облаçĕнче экспедицире пулнă. Кăçалхи «Хĕвеланăç фрончĕ-2021» астăвăм вахтинче хастарсем ытти шыравçăпа пĕрле 16 салтак шăммишаккине тупнă. «Шырав ĕçне эпĕ çулсеренех хутшăнатăп, анчах та ытларах ӳкерме, информацие социаллă сетьсене вырнаçтарма, постсем çырма, видеомонтаж хатĕрлеме шанаççĕ мана», — палăртрĕ Аня.

Аня мĕн пĕчĕкренех сăн ӳкерме ăста. Çумăр çунă е çил-тăман алхаснă вăхăтра урама тухсан та çут çанталăк илемне асăрхать вăл. Уяр е кукша пуç чечекĕ куç тĕлне пулать-и, йывăç турачĕ çинче пĕр-пĕр кайăк ларать-и — кашнинчех илĕртӳллĕ сăн ӳкерчĕк пулса тухнă унăн. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне ятарлă жанр пулман хĕрачан, çынсене, пейзаж ытларах ӳкернĕ. Шкулта та, килте те пĕрмай пахаланă унăн ĕçĕсене. Малтан телефонпа çеç ӳкернĕ пулсан, кăçал хăй тăрăшнипе фотоаппарат туяннă. Ку унăн пĕчĕкренех ĕмĕтре пулнă-ха. Юлашки çулсенче çуллахи каникул вăхăтĕнче килте ахаль ларман Аня, пĕрмай ĕçленĕ. Çапла майпа хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçлама мехел çитернĕ.

Аня сăн кăна мар, видео, клипсем ӳкерме, монтаж тума та ăста. Шупашкарти Акцыновсен ячĕллĕ 6-мĕш ӳнер шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнăскер пушă вăхăтра аллинчен киçтĕкпе сăрă ямасть. Мĕн пур предметпа «5» паллăпа вĕренекен, вăхăта хаклама пĕлекен Аня пур çĕре те çитме ĕлкĕрет. Шкулти «Асамлă чаршав» кружока та 5-мĕш класранах çӳрет. «Римма Гаврилова ертӳçĕ халăх умĕнче хамăра тĕрĕс тытма, лайăх та килĕшӳллĕ калаçма вĕрентет. Унпа пĕрле шкулти уявсене хаваспах хатĕрленетпĕр», — палăртрĕ 11-мĕш класс хĕрĕ.

Елена АТАМАНОВА.


Давайте сделаем мир добрее!

Наш школьный волонтерский отряд «Вектор добра» был создан в апреле этого года и насчитывал 11 человек. На данный момент нас 32, это учащиеся 5-9-х классов.

В прошлом учебном году наша школа приняла участие во Всероссийском грантовом конкурсе проектов «Добро не уходит на каникулы» и стала победителем сразу в двух номинациях. Проект «Сделаем мир добрее» направлен на заботу о бездомных животных. Ее цель: воспитать в окружающих доброту и отзывчивость, формировать в них чувство ответственности за жизнь и состояние животных, научить относиться к ним гуманно.

По условиям конкурса проект реализовывается с июля по октябрь этого года. За это время нам удалось сделать немало. С целью помочь муниципальному приюту нашего города «Право на жизнь» мы составили и распространили памятки о содержании домашних животных среди жителей микрорайона школы, провели 4 благотворительные акции «Вместе мы сможем больше» по сбору необходимых товаров. Помогали с выгулом собак, оказывали помощь во время благотворительной акции-пристроя собак и щенков. Создали и распространили флаеры «Найди друга» с фотографиями и кратким описанием питомцев приюта, выступили с компьютерной презентацией «Мы в ответе за тех, кого приручили» перед обучающимися нашей школы и других школ города, создали буклет «Твори добро», выпустили газету «Братья наши меньшие», которые сейчас распространяем по школам города. Еще мы создали видеоблог «Собачья жизнь» от имени питомца приюта. У нас 4 выпуска. Увидеть их можно ВКонтакте в группе нашей школы и в группе «Вектор добра».

Чаще всего люди заводят домашних животных в качестве друга. Но не все задумываются о том, что их питомцы нуждаются не только в любви и ласке, но и в надлежащем уходе за ними. Откуда берутся бездомные животные? Это все происходит из-за безответственного отношения хозяев. Среди беспризорных животных много потерявшихся, а также тех, кого предали хозяева. Некоторые хозяева против стерилизации своих питомцев. Но, оказавшись на улице, животное может оставить потомство, увеличив тем самым число бездомных. Оставшиеся без хозяев кошки и собаки находятся в постоянной опасности: они могут погибнуть от холода, голода, болезней, под колесами транспорта, от столкновений с другими животными, от жестокости людей.

Ксения ГРИГОРЬЕВА, Ольга ИЛЛАРИОНОВА, члены волонтерского отряда «Вектор добра».

Чебоксары, 36-я школа.


Виçĕ хĕвел

/юмах/

Ĕлĕк-авал виçĕ хĕвел пулнă тет. Çынсем тĕттĕм каçсене, хĕллехи шартлама сивве те пĕлмен. Урамра яланах çутă, ăшă тăнă. Анчах ялта пурăнакан Микулай каччăна ку килĕшмен, мĕншĕн тесен вăл унашкал çанталăка юратман. Урама тухсан та виçĕ хĕвеле пĕрмаях ылханнă.

Акă пĕррехинче виçĕ хĕвел ытти чухнехинчен вăйлăрах хĕртсе пăхнă пулмалла. Микулай пĕр шухăшламасăрах пĕр хĕвелне пеме шухăшланă. Сулахай енчи хăмпă пекех шаплатса çурăлнă. Çакна курсан икĕ хĕвелĕ самантрах пытаннă. Куншăн Микулай калама çук савăннă. «Мĕнле маттурçке эпĕ. Урамра халĕ мĕн тери лайăх, уçă сывлăш, хĕвел пăхмасть!» — шухăшланă вăл ăшĕнче.

Ăнсăртран çанталăк сивĕтме пуçланă, унтан тавралăх шурă юрпа витĕннĕ. Кĕске вăхăтрах пулнă ку. Микулай, шăнса хытнăскер, пӳрте кĕнĕ те кăмакине хутса янă. «Ай-яй, мĕншĕн апла хăтлантăм-ха?» — шухăшланă каччă.

«Хĕвелĕм сем, ăçта çухалтăр? Эсир мĕншĕн халĕ те çук?» — йĕнĕ Микулайăн йăмăкĕ Марине.

— Каçар, Марине. Ку пĕтĕмпех мана пула. Эпĕ пĕр хĕвелне петĕм, теприсем вара пытанчĕç. Тек вĕсем пире хăйсен ăшшипе савăнтармĕç ĕнтĕ, — куляннă Микулай.

Марине нумай шухăшласа тăман, сиксе тăнă та Микулая хĕвелсене шырама кайма сĕннĕ. Çул çинче вĕсем шăшие тĕл пулнă.

— Шăши тус, эсĕ хĕвелсем хăш енне пытаннине курман-и? Каласамччĕ, — ыйтнă унран.

— Вăрман енне кайрĕç, — хурав панă лешĕ. Утсан-утсан упана курнă. Ăна та çапларах ыйту панă.

— Тинĕс енне каяссине пĕлтерчĕç, — тенĕ упа-утаман. Микулайпа Марине тинĕс патне уттарнă, анчах унта та хĕвелсене курман. Йывăç çинче ларакан чĕкеçрен ыйтса пăхма шухăшланă.

— Куртăм, куртăм! Çӳ-ӳ-ӳ-ллĕ ту хыçĕнче пытаннă! — тенĕ вĕсене чĕкеç.

Елена КИРИЛЛОВА. ЧПУ студентки.


Уйрăлми туссем

Вĕсем – çывăх юлташсем, иккĕшĕ те пĕр шкулта, пĕр класрах ăс пухаççĕ. Учительсем палăртнă тăрăх, хушнине яланах вăхăтра пурнăçлаççĕ, ĕçрен пăрăнмаççĕ. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Тури Туçа шкулĕнче вĕренекен Вика Нягинăпа София Михайлова пирки.

— Эпир саккăрмĕш класра ăс пухатпăр, пĕр парта хушшинче ларатпăр. Хăш чухне вăрçăнса та илетпĕр, уроксенче те тавлашкалатпăр, анчах пĕр-пĕринсĕр пире çавах кичем, — пуçларĕç калаçăва хĕрачасем.

Викăпа София пур ĕçре те маттур, мероприяти ирттермелле-и, конкурса хатĕрленмелле-и — вĕсем яланах пулăшма хавас. Акă кăçал шкул çумĕнчи ĕçпе кану лагерĕнчи ачасене те вĕсенех ертсе пыма шаннă.

— Çулла пире, вожатăйсене, çак хĕрачасем пулăшса пынипе çăмăл пулчĕ. Кун йĕркине иккĕшех тытса пыма пултарчĕç, лагере çӳрекенсемпе тĕрлĕ флешмоб, конкурс, мероприяти ирттерчĕç, — каласа кăтартрĕ Надежда Осипова аслă вожатăй. Пушă вăхăта хĕрачасем ахаль ирттерме юратмаççĕ. София, сăмахран, Патăрьелти «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнчи аэробика кружокĕнче ташлас ăсталăха туптать.

Палăртма кăмăллă: «Браво» команда пĕлтĕр Шупашкарта иртнĕ ăмăртура виççĕмĕш вырăна тухнă.

— Пирĕн командăна Татьяна Торговцева ертсе пырать. Çирĕп ыйтаканскер кашни япалана вĕçне çитересшĕн. Хусканусенче пĕр йăнăш та ан пултăр тесе хамăр та тăрăшатпăр. Шкулти мероприятисем валли ташă хатĕрлеме хушсан кружокри хусканусемпе усă курма тăрăшатăп, ачасене вĕрентетĕп, — терĕ София.

Пур енчен те пултаруллă вĕсем: юрлама-ташлама, кĕнеке вулама кăмăллаççĕ. Чăваш писателĕсен произведенийĕсем уйрăмах килĕшеççĕ хĕрачасене. Районта иртекен конкурссене те час-часах хутшăнаççĕ, палăраççĕ. Артист ăсталăхĕ те пур Софийăпа Викăн.

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.