Юлашки çула ăсатрĕç

24 Окт, 2021

Паян пĕтĕм чăваш халăхĕ хурланать. Вăл хăйĕн юратнă çыннине, тĕлĕнмелле пултаруллă актрисăна - СССР халăх артисткине Вера Кузьминична Кузьминана юлашки çула ăсатрĕ.

Сыв пуллашу Вера Кузьминична 1947 çултанпа паянхи кунччен ĕçленĕ тăван театрĕнче иртрĕ. Хурлăхлă сыв пуллашăва ЧР культура министрĕ Светлана Каликова ертсе пычĕ. Светлана Анатольевна Раççей культура министрĕнчен Ольга Любимовăран килнĕ телеграммăна вуласа пачĕ. "Çак çухату Чăваш театрĕшĕн, чăваш культуришĕн çеç мар, пĕтĕм Раççей театр искусствишĕн те пысăк çухату", - тенĕ унта.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вера Кузьминан шăпи пĕтĕмпех халăх шăпипе çыхăннине, унăн сăнарĕсем чăваш Амăшĕн чăн-чăн таса, пархатарлă енĕсене уçса панине асăнчĕ. Театрăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев "Турă панине - пултарулăхне - илес пулсан пĕр çын валли çеç мар, темиçелĕх те çитет", - терĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, ЧР халăх артисчĕ Геннадий Медведев, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Праски Витти, ыттисем сăмах илчĕç.

Вера Кузьминана Богдан Хмельницкий урамĕнчи масарта, республикăн Мухтавлă çыннисен аллейинче, пытарчĕç.

 www.hypar.ru    Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕ

Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментировать