- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантӑш № 40 (4759) 21.10.2021
Вĕçен кайăка сассинчен уйăрнă
Юпа уйăхĕн 6-9-мĕшĕсенче пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче дистанци мелĕпе шкулсенчи вăрман хуçалăхĕсен XXXV республика слечĕ иртнĕ. Унта 9 команда хутшăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Тăвай шкулĕн «Хунав» тата Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ шкулăн «Вăрман робинзонĕсем» командисем йышăннă. Çĕнтерӳçĕ ятне Красноармейски районĕнчи Трак шкулĕн «Çамрăк вăрманçăсем» команди тивĕçнĕ.
Юман йĕкелне ăмăртса пухаççĕ
Трак шкулĕнче çитĕнекен ăрăва çут çанталăка упрама вĕрентес, экологи воспитанийĕ парас тесе нумай ĕç пурнăçлаççĕ. Ачасем кивĕ хут пуçтараççĕ, экологи субботникĕсене, акцийĕсене хастар хутшăнаççĕ, парксене, стадионсене тирпейлесе тăраççĕ.
ашни çуркунне пĕлӳ çуртĕнче «Кайăксене — вĕлле» конкурс иртет, ачасем аслисем пулăшнипе шăнкăрч вĕллисем хатĕрлеççĕ.
Кашниех «çунатлă» туссене хăйне евĕрлĕ, илемлĕ «çуртпа» савăнтарма тăрăшать. Кунта кашни кĕркунне юман йĕкелĕ пухассипе ăмăрту ирттересси те йăлана кĕнĕ. Кăçал хастарсем 1300 килограма яхăн йĕкел пухнă. Чи маттуррисем — 1-мĕш /65 кг яхăн/, 3-мĕш /125 кг яхăн/ тата 7-мĕш /141 кг яхăн/ классенче ăс пухакансем. Пухнă йĕкеле хастарсем Сурăм вăрман хуçалăхне ăсатаççĕ. Унта вĕсенчен хунавсем ӳстереççĕ.
Красноармейски районĕнчи паллă вырăнсенчен пĕри — Мефодьевсем йĕркеленĕ «Виçĕ хĕвел» этнопарк. Салара пурăнакансене ку вырăн хăйне евĕрлĕхĕпе, илемĕпе илĕртет. Çывăхри Мир ращинче кедрсем, юмансем, хурăнсем кашлаççĕ.
Трак шкулĕнче вĕренекенсем кунта вăрман илемĕпе киленме экскурсие çӳреççĕ, çулсерен йывăç лартма пулăшаççĕ. Акă авăн уйăхĕн вĕçĕнче шкул ачисем «Вăрман ӳстеретпĕр» акцие хутшăнса этнопарк çывăхĕнче кедр тата хурăн хунавĕсем лартнă.
Хастар пилĕк пике
Ачасене экологи воспитанийĕ парас тĕллевпе шкултах «Çамрăк биолог» кружок ĕçлет. Ăна нумай çул биологи вĕрентекенĕ Регина Яковлева ертсе пырать. Шкулти «Çамрăк вăрманçăсем» вăрман хуçалăхĕ шăпах çак кружок никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ. Республика слечĕ пирки пĕлтерсен 11-мĕш класра ăс пухакан 5 пике — Валя Федорова, Ульяна Сергеева, Карина Иванова, Настя Тюмерова, Мария Сергеева — хаваспах унта хутшăнма килĕшнĕ. Регина Константиновна ертсе пынипе вăрман чĕр чунĕсем, ӳсен-тăранĕ пирки аса илнĕ, стена хаçачĕ кăларнă, проект хатĕрленĕ. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Доводит начатое до конца
Наша школа гордится талантливыми и всесторонне развитыми учениками. Они успевают везде, являются победителями муниципальных, региональных олимпиад по предметам, различных конкурсов, а также показывают хорошие результаты в спорте. Одним из таких активистов является ученик 11-го класса Максим Ухтеров.
Юноша активно участвует в общественной жизни школы, сам организовывает интересные мероприятия. Он является членом РДШ и волонтером отряда «Волонтеры Победы». Кроме этого, Максим – заместитель председателя Молодежной избирательной комиссии Красночетайского района и председатель Совета старшеклассников.
У Максима большое портфолио, всех достижений даже и не перечислить. В 2020-2021 учебном году стал призером муниципального этапа всероссийской олимпиады по литературе, истории, обществознанию и праву. Он участвует в интеллектуальных играх, викторинах, агитбригадах и научно-практических конференциях. Максим стал дипломантом первой степени во Всероссийском конкурсе исследовательских работ «9 мая – День Великой Победы», призером республиканского конкурса педагогических работников, обучающихся и семейных команд «Трудовой подвиг строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей».
Помимо учебы, Максим успевает еще и в спорте. Юноша активно участвует на районных, республиканских соревнованиях и занимает призовые места. <...>
Наталья МИДАКОВА, учитель химии.
Красночетайский район, Красночетайская школа.
♦ ♦ ♦
Шкул ачисем унран тĕслĕх илеççĕ
Вăл чылай конкурс-олимпиада, фестиваль-викторина çĕнтерӳçи. Тĕслĕхрен, чăваш чĕлхи, географи, литература предмечĕсемпе пĕрре мар мала тухса шкул чысне район, республика шайĕнче хӳтĕленĕ. Проект, презентаци ĕçĕсемпе чылай хутчен çĕнтернĕ. Маттур вĕренекен иртнĕ çул Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Денисовăн стипендине тивĕçнĕ. Сăмахăм Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел шкулĕн 11-мĕш класĕнчи Кристина Угарина пирки.
Ÿкерме ăста: спортра та маттур
Кристина тĕрлĕ енпе кăсăкланать. Вăл ачаранах хитре ӳкерме ăста. Унăн чунне пуринчен ытларах пейзаж çывăх.
ушă вăхăт тупăнсанах аллине киçтĕкпе акварель тытать Кристина. Пăчăрлă Пашьел тăрăхĕнчи вăрмана, уй-хире, кӳлĕсемпе çарансене шурă хут çине куçарать. «Ку енĕпе шкулта ятарлă кружок пулман, хам тĕллĕн вĕрентĕм. Алă хăй пырать, вăхăт пулсан кунĕпех ӳкерсе ларма хатĕр», — ăшшăн кулать çамрăк ӳнерçĕ. Пĕчĕкренех спортпа туслăскер пуринчен ытларах волейболла выляма юратать. Иртнĕ çул районти шкулсен хушшинче /хĕрсен турнирĕнче/ пĕрремĕш вырăн та йышăннă. Çавăн пекех йĕлтĕрпе чупма кăмăллать. Хăй каланă тăрăх, хĕле çавăншăнах кĕтет вăл. Вĕренӳре «4» тата «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыраканскер шкулта пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăрать. 1-мĕш класран тытăнса 7-мĕш таран шĕкĕр «5» кăна тухнă. Халĕ те виçĕ предметпа кăна «4» паллă унăн. Тăван яла, тăван тăрăха чунтан юратни ӳкерчĕкĕсенче кăна мар, проект ĕçĕсенче те курăнать. Пăчăрлă Пашьел пирки пуян та хăйне евĕрлĕ презентаци хатĕрленĕ Кристина. Республика шайĕнчи «Манăн пуласлăх — Чăваш Енре» çамрăксен проекчĕсен конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă вăл. Тăван кĕтесе сума сăвакан маттур çамрăка çĕнтерӳçĕсене чысланă самантра та ырланă. «Тăван тăрăх летопиçĕ» республика конкурсĕнче те мала тухнă Кристина. Хитре видеоролик тăратнă вăл. Сăр тата Хусан чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă стена хаçачĕсен конкурсĕнче республика шайĕнче 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
«Манăн мăн асаннен Елена Леонтьевăн шăпи çăмăл килмен. Вăл ялти ытти çамрăкпа пĕрле 17 çултах Улатăр тăрăхне окоп чавма тухса кайнă. Ман çулта çеç пулнăскере хĕрхенетĕп те. Паллах, эпĕ ăна курман, çавах вăл маншăн калама çук хаклă çын. Ун пирки анне тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Хаçата йăлтах юратнă мăн асаннене халалларăм», — терĕ Кристина. Кăçал район шайĕнче ирттернĕ «Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ» сочиненисен конкурсĕнче те 1-мĕш вырăна тухнă вăл. <...>
Лена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Сыв пуллашу каçĕ валли кĕпе çĕлесшĕн
«Эпĕ сирĕн пата килтĕм. Манăн хитре çи-пуç çĕлеме вĕренсе «Абилимпикс» наци чемпионатĕнче çĕнтерес килет», — Вăрнар районĕнчи Калининăри интернат шкулти Тамара Исакова вĕренекен алăк уратинчен каçнă-каçман Светлана Иванова технологи учительне пĕрре курсах çапла каланă.
Мĕнех, хастар та хăюллă шкул ачине Светлана Геннадьевна хаваспах йышăннă, çийĕнчех çĕвĕ машини умне лартнă. «Турă пани темеллеши, пĕрре кăтартса панипех ăнланса юлаканскер, ун пек ачасем сайра пулаççĕ. Темиçе хутчен каламалла мар ăна. Ман класра вĕсем çиччĕн, кашни тĕрлĕрен, пĕри хăвăрт çĕлет, анчах та пахалăхĕ тивĕçтерсех каймасть, теприн тем пек тăрăшсан та яка пулмасть. Тамара ĕçе яланах тĕплĕ пурнăçлать, çĕвви тӳрĕ те тикĕс пулать. Алли çыпăçуллă унăн. Вăл малтан пачах та çĕлесе курман. Çак йăла пур унăн, хăйĕн машини умне никама та лартмасть, хаччине те тепĕр çынна тыттарасшăн мар. Ахăртнех, çĕмĕресрен хăрать. Савăнатăп унăн пултарулăхĕшĕн. Хăйĕн валли халех çăкăрлăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илеет. Çиччĕ виçсе пĕрре касма пĕлекенскер вăл пирĕн. Блузка е кофта çĕлет-и — кĕлетке çинче питĕ килĕшӳллĕ те илемлĕ курăнать», — 9-мĕш класс вĕренекенне ырласа калаçрĕ Светлана Геннадьевна. <...>
Лена АТАМАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать