- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 40 (2878) № 20.10.2021
«Эпир выльăхсăр пурăнаймастпăр»
Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакансем ĕне выльăх чылай тытаççĕ. Ял халăхĕн виçĕ кĕтӳ, кашнинчех 70 яхăн ĕне. Мăйракаллă шултра выльăха пилĕкшер-ултшар тытакансем те пур. Вĕсенчен пĕри — Викторпа Регина Храмовсен çемйи.
Ĕçпе çитĕннĕ
Кил хуçи хĕрарăмĕпе ĕç вырăнĕнче, шкулта, курса калаçрăмăр. Вăл унта медсестрара вăй хурать. Мăшăрĕ Виктор Алексеевич — газ участокĕнче. Иккĕшĕ те кашни кунах ĕçе васкаççĕ. Апла пулин те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Мĕн хистет-ха вĕсене çакнашкал ĕçлеме?
«Ачаранах ĕçпе çитĕннĕ эпир, — пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Регина Витальевна. — Атте-анне пире пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă: çум курăк çумланă, кил-çурта тирпейленĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Пĕрремĕш класранах ĕне сума вĕреннĕ эпĕ. Аннепе атте ĕçрен кая юлса таврăннă е пушă мар вăхăтра эпир килтĕрĕшре яланах хамăр ĕçленĕ. Астăватăп-ха: пĕррехинче ĕне кĕтӳрен таврăнчĕ те сума лартăм. Витрене тултарсан ĕне малалла утса кайрĕ. Çавна май савăт тӳнчĕ, сĕт шыв пек юхать. Эпĕ йĕме тытăнтăм. Кил картине шăпах анне пырса кĕчĕ. Вăл мана ятламарĕ. Мĕншĕн йĕнине ыйтса пĕлчĕ. «Ĕне тапса тӳнтерчĕ витрене», — терĕм куççуле шăлса. «Ара, сана кĕтсе унăн чăтăмĕ пĕтнĕ», — хуравларĕ анне. Витрене йăтса илме вăй та пулман ĕнтĕ манăн, пĕчĕкскерĕн. Хам та витререн чутах çӳллĕрех çеç пулнă».
Регинăн ашшĕпе амăшĕ Валентина Васильевнăпа Виталий Николаевич Львовсем ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Кил хуçи электрикра тăрăшнă, мăшăрĕ вара маларах дояркăра, унтан — поварта. Вĕсем те чылай выльăх-чĕрлĕх усранă. Халĕ иккĕшĕ те çичĕ теçетке çултан иртнĕ пулсан та чăх-чĕп, хур-кăвакал, качака тытаççĕ. Маларах ĕне выльăхсăр пĕр çул та пурăнман. Вăй-хал чакса пынăран ачисем ĕнине суттарнă.
Икĕ хĕрĕпе ывăлĕ те ашшĕ-амăшĕ пекех маттур, ĕçчен çитĕннĕ. Вĕсем те выльăха питĕ юратаççĕ. Ара, Виктор Алексеевичпа Регина Витальевна хуçалăхĕнчех мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 8, унсăр пуçне сысна та пур. Сăвакан ĕне 4, вĕсем хальлĕхе кĕтĕве çӳреççĕ.
Унсăр пуçне килĕнче 4 вăкăр. Вĕсене вара ирĕн-каçăн апат памалла. Çапла, ĕçрен таврăнсан туслă мăшăрăн килте тепĕр ĕç вырăнĕ йĕркеленет. Мĕн каçчен выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрăшаççĕ. «Халĕ ĕçе çăмăллатрăмăр, ĕнесене аппаратпа сăватăп. Малтан виçĕ пуçчĕ, ун чухне алă вĕççĕн сунă», — кăмăллăн калаçрĕ хĕрарăм. Хушма хуçалăхри ĕçсене мăшăрĕпе пĕрле пурнăçланине палăртрĕ вăл. Хĕрĕ хальлĕхе пĕчĕк-ха, 5 çулта çеç. Апла пулин те ашшĕ-амăшĕнчен юлмасть: уй-хире утă пуçтарма та каять, кил хушшинче те юнашарах.
Хĕл валли выльăх апачĕ чылай хатĕрлесси те хăратмасть ĕçчен çынсене. «Кӳршĕре ватă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх тытмаççĕ. Çавна май пахчинчи курăка пире çулма сĕнеççĕ. 11 пахча çулатпăр, унсăр пуçне хирте те çĕр пур. Выльăх апачĕ хатĕрлеме техника кирлех, унсăрăн алăсăр-урасăр евĕрех.
Хальлĕхе трактор туянаймарăмăр-ха. Çавна май курăк çулма çынна тытатпăр. Ăна турттарса килме машина пур. Утçи вăхăтĕнче тăвансемпе пĕрле ĕçлетпĕр. Малтан пĕрисен ĕçне пурнăçлатпăр, кайран — теприсенне. Çапла йышпа ĕç пулатех», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Регина Витальевна. Ĕнешĕн паракан субсиди пирки те сăмах хускатрăмăр кил хуçи хĕрарăмĕпе. Çакнашкал пулăшушăн республика Пуçлăхне тав турĕ вăл. «Эпир ку укçа-тенке çилпе вĕçтерместпĕр. Унпа выльăх апачĕ илсе хутăмăр. Хĕл валли нумай кирлĕ-çке», — терĕ хĕрарăм. «Хăвăр хатĕрлени çитсе пымасть-и?» — ыйтрăм эпĕ кăсăкланса. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Шанчăк пур-ха чĕрере
Канаш районĕнчи Калиновкăра пурăнакан Анатолипе Зоя Семеновсен пахчи çăтмаха аса илтерет. Мĕн кăна ӳстермеççĕ вĕсем?!
Иçĕм çырли картишренех пуçланать. Паянхи кун ăна 55 сорт çитĕнтереççĕ. Кунтах — çĕршывăн кăнтăр регионĕсенче ӳсекен çимĕçсем: хĕрлĕ çулçăллă фундук, кăнтăрти шĕшкĕ, Китай лимонникĕ, «бульденеж» палан тĕмĕ, капăр чечеклĕ сакура, киви, абрикос, кизил, персик, лимон, черешня… Анкартинче самай пысăк лаптăкра вара кедр, кăвак чăрăш, уртăш, туя, улмуççи тата ытти çимĕçĕн питомникне уçнă. Кăнтăрти регионсенче çитĕнекен инжир «хĕллехи» садра çимĕçне тухăçлă парать.
Анатолий Семенович пахчари йывăç-тĕме Чăваш Енри ăста пахчаçăсенчен туяннине палăртрĕ. Почтăпа çырăнса илни шанчăксăррине пĕлтерчĕ. Улма-çырла йывăççине вăл хăех сыпать. Сăмахран, пĕр улмуççи çинче 20 ытла сорт çитĕнет.
Пахча çимĕç валли Семеновсем ятарлă теплицăсем ăсталанă. Унта помидор, хăяр, пылак пăрăç çитĕнтереççĕ. Çавăн пекех пахчана тĕрлĕ чечек илем кӳрет. Кунта улма-çырласăр, пахча çимĕçсĕр пуçне тĕрлĕ кӳлепе вырăн тупнă. Вĕсене кил хуçи гипсран, бетонран ăсталать: слон, крокодил, шапа, хур-кăвакал… хăнасене ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Юпа çинче йăва çавăрнă аистсем ку килте килĕшӳпе юрату хуçаланнине, килен-каяна хуç исем тарават пулнине кăтартаççĕ. Скульптура тумалли мастерской та юнашарах.
Унсăр пуçне Анатолий Семенович ӳкерес енĕпе те ăста. Çакна та асăнса хăвармалла: вăл Канаш районĕнчи инвалидсен пĕрлĕхĕн ертӳçи. Хăйĕн тивĕçне яваплă пурнăçлать.
Унсăр пуçне асăннă тăрăхри пахчаçăсемпе туслă çыхăну тытать. Вĕсем пĕр-пĕрин патне кайса çӳреççĕ, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштараççĕ. Çак районта сад ĕçне юратакан, чунне парса тăрăшакан çын сахал мар. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Çемйипех прививка тутарнă
Октябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 35,9 пин çын коронавируспа чирленĕ, 2560-шĕ вилнĕ, 31,8 пинĕшĕ сывалнă. Асăннă вăхăт тĕлне 354 пин çын вакцинациленнĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви #ЯПРИВИТ21 хештегпа флешмоб йĕркеленĕ. Унта кашниех хутшăнма, хăйсем пирки пĕлтерме пултарать. Сăмах май, çак кунсенче Чăваш Ене 1560 доза «КовиВак» вакцина илсе килнĕ.
Галина СИМАКОВА, Муркаш районĕнчи АПК ветеранĕсен союзĕн членĕ:
— Усал чиртен сыхланмашкăн халăха вакцинацилеме тытăнсан эпир те юлмарăмăр, март уйăхĕнче çемйипех прививка тутарнă. Унтанпа ултă уйăх иртнĕ май ревакцинаци тутармашкăн та çырăнтăмăр. Маларах çакна вырăнти ФАПрах пурнăçланă. Шел, тухтăр чирленĕрен халĕ Мăн Сĕнтĕрти больницăнах çитмелле.
Унччен усал амакран прививка тутармашкăн çынсем иккĕленсе тăнă. Яла ковид çитессе шанман темелле. Анчах кĕçех пĕрин хыççăн тепри чирлени, пурнăçран уйрăлни нумайăшне шухăшлаттарчĕ.
Юлашки вăхăтра ял çыннисем çине тăрсах вакцинациленме тытăнчĕç. Муркаш тăрăхĕнчи АПК ветеранĕсем те пурте тенĕн прививка тутарнă. Хамăр сывлăхшăн хамăр çеç яваплă. <...>
Лариса НИКИТИНА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
QR-код мĕнле илмелле?
Прививка тутарнисене QR-код параççĕ. Ăна мĕнле илмелле?
1. Вакцинациленнĕ пунктра СНИЛС кăтартмалла. Сире прививка тутарнисен регистрне /списокне/ кĕртеççĕ.
2. «Госуслуги» порталта сире шута илнине çирĕплетни пулмалла. Çакă мĕн пур сервиспа, çăмăллăхпа усă курма май парать.
3. Вакцинациленнĕ хыççăн 5 кунран сирĕн пата «Госуслуги» портал урлă е электрон почтине пĕрремĕш прививка тутарни пирки хыпар çитет.
4. Енчен те хыпар килмесен прививка тутарнă медицина учрежденийĕнчен ыйтмалла.
5. Вакцинăн икĕ компоненчĕпе тутарсан электрон сертификачĕпе иккĕмĕш прививка хыççăн тивĕçтереççĕ. Вакцинăн пĕр компоненчĕ пулсан сертификатпа /QR-кодпа/ пĕрремĕш прививка хыççăн тивĕçтереççĕ.
«Госуслуги» порталта регистрациленмен пулсан мĕн тумалла?
Хăвăр пурăнакан вырăнти поликлиникăран ыйтмалла. Унта вакцинациленнине çирĕплетсе справка параççĕ. «Госуслуги» портал урлă сертификата илмешкĕн пĕр е темиçе кун кĕтме тивет.
Вакцинациленни пирки сертификата ăçта шырамалла?
— «Госуслуги» порталта /«Госпочта» уйрăмра вакцинаци пирки хыпарланине уçмалла, унтан — «Перейти в дневник» е «Мое здоровье» уйрăма, хыççăн — «Сведение о результатах исследований и иммунизации COVID-19»/.
— «Госуслуги» мобильлĕ приложенире /«Услуги» уйрăмра «Вакцинация от COVID-19» текеннине кĕмелле е шыравра «Сертификат» сăмах çырмалла/.
— «Госуслуги» мобильлĕ приложенире «Госуслуги СТОП-Коронавирус» уйрăмра шырамалла. <...>
Лариса НИКИТИНА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Йăкăнат Петĕрĕн йăхĕ
Эпĕ Хурăнкасси ялĕнчи Йăкăнат Петĕрĕн тăватă хĕрĕ пирки çырса кăтартасшăн. Çак çемьене хăй вăхăтĕнче кулаксен йышне кĕртнĕ, ĕçчен çынсем нимĕн айăпсăр айăплисем пулса тăнă. Вĕсене аякка ăсатнă.
Аслă хĕрĕ Александра 1906 çулта çуралнă. Çитĕнсен вăл Йӳçкассинчи Емельянпа мăшăрланнă. Упăшки Шупашкартан ял çыннисем валли лашапа çăкăр турттарнă. 1941 çулхи кĕркунне Александра вак ачисене киле пăрахса хăварса Сăр шывĕ хĕррине окоп чавма тухса кайнă. Колхоз председателĕ Захар Иванович ăна хăй вăхăтĕнче сӳресемпе плугсем юсанă çĕрте те ĕçлеттернĕ. Пĕтĕм йывăр ĕçе тума тăрăшнă вăл.
Вĕсен ывăлĕ Аввакум 1940-1950 çулсенче ялсем тăрăх кино кăтартса çӳретчĕ. Ун чухне электричество çути пулман, мотор чĕртсе ĕçленĕ. Вăл вăхăтра сасăсăр киносем пулнă. Çавна май мĕн çинчен кăтартнине каласа пыратчĕ вăл. Эпир ăна питĕ кĕтеттĕмĕр. Шел, каччă 22 çултах пурнăçран уйрăлчĕ. Хĕрĕ Юлия Писĕп ялне качча тухнă. Анчах ăна шăпа тăван ялне каялла илсе çитернĕ, вăл фермăра ĕçленĕ.
Ĕне сăвассипе районта малти вырăнсене йышăннă яланах. Унăн хĕрĕ Валентина «Ударник» хуçалăхра бухгалтерта чылай вăхăт ĕçлерĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Александра хăй 80 çул ытла пурăннă.
Йăкăнат Петĕрĕн иккĕмĕш хĕрĕ — Нина. Вăл 1912 çулта çуралнă, вăрман ĕçченне Иван Волкова качча тухнă. Вĕсем вăрмантах пурăннă, ĕçленĕ. Ачисем Тури Панклине вĕренме çӳренĕ. Ывăлĕ Николай Волков ачалăхĕ пирки çапла аса илет: «Малтан Тури Панклире çынсем патĕнче вĕрентĕмĕр. Вăрман витĕр çӳреме кансĕррипе Шетмĕпуç шкулне кайрăмăр». Çемье каярах Красноармейски тăрăхĕнче пурăнма тытăннă. Николай та хăйĕн ĕмĕрне вăрман ĕçĕпе çыхăнтарнă. Çемьери тепĕр ывăлĕ — Геннадий. Вăл полковник, Хабаровск хулинче пурăнать.
Серафима — Петĕрĕн виççĕмĕш хĕрĕ. Ашшĕпе амăшне ссылкăна ăсатнă чухне вăл 3 çулта пулнă. Ăна Отарккăри тăванĕсем патне усрава парса хăварнă. Пĕчĕкскер уйрăлăва сиснĕ пекех ашшĕ-амăшĕ хыççăн макăрса чупнă. Вĕсем çавăн чухне пĕр-пĕрне юлашки хутчен курнă. <...>
Илья ЯКОВЛЕВ. Муркаш районĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать