Çитĕнтернине хирте хăвармалла мар

6 Сен, 2014

Кăçал республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 252562 гектар çинчен пухса илмелле. Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне тырă тĕшĕлессипе плана 81,6% тултарнă, пĕлтĕр - 98,2%. 2013 çулхи çак вăхăтринчен 16,6% юлатпăр. Вырма вăраха тăсăлчĕ. Юлашки 9 кунра кăтарту 7,3% çеç ÿсĕмленнĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: хире пĕр вăхăт комбайн çителĕксĕр тухрĕ, халĕ час-часах çăвакан çумăр чăрмантарать. Вĕсем çеç-ши? Ĕççи хăвăртлăхне чакармасăр пĕр тикĕс тытса пырассине хамăрта та шырамалла пулĕ.

Хĕрсех çĕр улми кăларас чухне вырмана Елчĕксем çеç вĕçленĕ. Вĕсен хыççăн - Патăрьел /90%/, Сĕнтĕрвăрри /89%/, Комсомольски /88,5%/, Куславкка /83,9%/, Шăмăршă /82,6%/, Пăрачкав /82,1%/ районĕсем.

Елчĕксем 41514 тонна тырă пухса кĕртнĕ. Патăрьелсен /39664/, Çĕрпÿсен /37494/, Вăрнарсен /35052/, Комсомольскисен /30140/ кăтартăвĕ аван. Чи сахалли - Çĕмĕрлесемпе /3587/ Хĕрлĕ Чутайсен /6563/.

Йĕпе-сапа çĕр улми кăларма та кансĕрлет. Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне 885 гектар çеç кăларнă, пĕлтĕр - 1923. Пахча çимĕç пухса илессипе те юларах пыратпăр: 1954 тонна /2449/.

Етĕрнесем - 32 га, Вăрмарсем - 13,5, Çĕрпÿсем 9,5 га хăмла татнă.

Кĕрхи культурăсене акасси малалла пырать. Хальлĕхе плана 43,3% /53,9%/ пурнăçланă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 10,6% каярах юлатпăр. Çавăнпа уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшмалла. Хальлĕхе кĕр акинче Муркашсем /69,7%/, Сĕнтĕрвăррисем /57,9%/, Пăрачкавсем /57,2%/, Красноармейскисем /55,4%/, Елчĕксем /55,2%/ малта.

В.ВАСИЛЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.