Тинех çут çанталăк газĕллĕ пулчĕç

6 Сен, 2014

Ял халăхĕ 10-15 çул каялла çут çанталăк газĕ пирки ырă хыпар илтсенех, эх, хĕпĕртетчĕ, çавăнтах ĕненмесĕр: "Чăнах-ши ку, телей курмалли пирĕн пата та çитрех-ши вара?" - тетчĕ.

Халĕ вара кунашкал калаçу тахçан пулса иртнĕн туйăннăран, ыйту татăлнăран "кăвак çулăм" çинчен вуçех сăмахлама пăрахрăмăр. Апла пулин те хаçат вулаканĕ çак материалпа паллашсан тĕлĕнетех пулĕ: "Нивушлĕ ялсене халĕ те газ кĕртсе пĕтермен?"

Тĕрлĕ сăлтава пула республикăри хăш-пĕр яла паянхи кун та çут çанталăк газĕ çитмен. Сăмахран, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи темиçе яла.

Виçĕм кун республика премьер-министрĕ Иван Моторин ку тăрăхри Нишер ялне çитрĕ. Нишерпе Щамал ялĕсен çыннисене: "Ялсене çут çанталăк газĕ кĕртес программăн виççĕмĕш тапхăрĕпе килĕшÿллĕн малашне сирĕн килĕрте те "кăвак çулăм" çунма тытăнĕ. Темиçе çул каялла вара кун пирки ĕмĕтленме çеç пултарнă", - терĕ. Пухăннисене çывхарса килекен уяв ячĕпе - Нефть, газ тата топливо промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕпе - саламларĕ.

Савăнăçлă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Григорьев уçрĕ, çуртсенче хăтлăхпа ăшă пултăр терĕ. Ĕçе пурнăçлама 13 млн тенкĕпе усă курнине, 11600 метр ытла тăршшĕ пăрăх хурса тухнине пĕлтерчĕ.

- Газ кил-çурта ăшăтать, хăтлăх кÿрет çеç мар, хăрушлăх та кăларса тăратать. Çавăнпа та унпа хăрушсăрлăх техникине тĕрĕс пăхăнса тата тирпейлĕ усă курăр, вăхăтра тÿлĕр, - терĕ "Газпром газ валеçесси Шупашкар" АУО гендиректорĕ Кияметдин Мифтахутдинов.

Сумлă хăнасене Аксарин культура çурчĕн "Туслăх" ушкăнĕ илемлĕ юрă-кĕвĕпе тыткăнларĕ.

Чылайранпа кĕтнĕ самант çитрĕ. Урамри çÿллĕ çĕре вырнаçтарнă çункăч факелран тивсе илчĕ. Ăмăр çанталăкра кăвак çулăм лайăх курăнмаллах çунма тытăнчĕ.

Унтан хăнасем чи хĕрринчи киле кĕчĕç. Кунта тивĕçлĕ канăва тухнă Николай Леонидовичпа Елена Александровна Николаевсем пурăнаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем газ плити вырнаçтарнă. Акă кĕçех вăл та илемлĕн çунма тытăнчĕ.

Иван Борисович малалла Аксарин ял тăрăхĕнчи Алексей Федоров хресчен-фермер хуçалăхне çул тытрĕ. Алексей Витальевич 2500 тонна çĕр улми вырнаçакан управ тума тытăннă. Хальлĕхе тĕпне сарнă, кăшкарне тытăнтарнă. Сивĕсем çитиччен тăррине витмелле, ăшă тытакан материалпа сăрмалла. Çак тĕллевпе мĕн пурĕ 25 млн тенкĕ тăкакланĕ.

- Çĕр улмине уйран килограмне 5-6 тенкĕпех сутни пăшăрхантаратчĕ. Мĕн тăвас-ха хĕл каçармалли вырăн çук пулсан? Хĕлле, çуркунне 2-3 хут пысăкрах хакпа вырнаçать. Управ кирлех ĕнтĕ, - тет фермер.

Хуçалăх 1000 гектар - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 200 гектар çĕр улми çитĕнтерет. "Иккĕмĕш çăкăр" лаптăкне 22 млн тенкĕлĕх туяннă техникăпа çу каçипех шăварнă. Гектартан çĕр улми 250 центнертан кая мар тухмалла.

Иван Моторин Урхас Кушкăри Наталья Кутузова хресчен-фермер хуçалăхĕпе те паллашрĕ. Кунта унччен выльăх-чĕрлĕх отрасльне вăйлă аталантарнă "Звезда" совхоз пулнă, анчах юхăннă. Наталья Валерьевна фермăна юсаса çĕнетсе мăйракаллă шултра выльăх самăртас тĕллевлĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Надежда ВАХТЕРКИНА

сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.