- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 40 (6388) № 14.10.2021
Квест-вăйă ирттерме 250 пин тенкĕ грант панă
Историе асра хăварассипе çыхăннă «History of memory» проект пĕр кунра çуралман. Çĕмĕрле Хулинче пурăнакан Сергей Краснов ачасем тăван тавралăха пĕлменнине асăрханă. Эппин, вĕсене кăсăклантармалла! каччă команда пухнă та проект хатĕрлеме шут тытнă.
Тишкернĕ, тӳрлетнĕ, çĕнĕрен çырнă
Сергей Çĕмĕрле хулинче çуралса ӳснĕ. 15-ре чухне Хусана çул тытнă, унти Коопераци институтĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ вăл IT тытăмра тăрăшакан компанире программистра вăй хурать. Дистанци мелĕпе ĕçлекенскер Çĕмĕрлерех пурăнать.
«Чăнах та, проект çырасси çăмăл мар. Эпир суйланă тема çамрăксене килĕшет-и? Кăсăклантарма пултарать-и? Вырăнти влаç органĕсем ăна мĕнле йышăнĕç? Куратăр-и, вун-вун ыйту сиксе тухать. Пĕлтĕрхи çулла квест евĕр вăйăсем йĕркелерĕмĕр. Çĕмĕрлери политехника техникумĕн студенчĕсемпе похода пуçтарăнтăмăр, пĕчĕк çул çӳрев ирттертĕмĕр. «History of memory» проекта квест-вăйăсем пек йĕркелес терĕмĕр», — калаçăва пуçларĕ Сергей.
Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче вăл Раççей çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн «Аталану лапамĕ» проектне хутшăннă. Ăна 2018 çулта пуçарнă. Чулхулара иртекенскере Атăлçи тăрăхĕнчи чи пултаруллă çамрăксем пухăнаççĕ. Унта çĕршывăмăрăн пĕчĕк хулисемпе ял тăрăхĕсене аталантарас шухăшлă çамрăксем ĕçлеççĕ. «Аталану лапамне» хутшăнакансем — 18-35 çулсенчи яшсемпе хĕрсем. Вĕсене социаллă пĕлтерĕшлĕ проект çырма, ăна пурнăçа кĕртме вĕрентеççĕ. 4 çынран тăракан командăн партнерсемпе спонсорсене шырама пĕлмелле, массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Сергей Краснов ушкăнĕнче те — 4 çын. Çамрăксен чылай ĕçлеме тивнĕ. Проекта темиçе хут тишкернĕ, тӳрлетнĕ, çĕнĕрен çырнă. Шел те, «Аталану лапамĕнче» чăваш каччин ĕçĕ мала тухайман. Çав вăхăтра вăл федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен «iВолга» форумне хутшăнма шут тытнă. Коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула ăна кăçал дистанци мелĕпе ирттернĕ.
Раççей шайĕнчи конкурса 308 проект тăратнă, çĕнтерӳçĕсене 9 номинацире палăртнă. Жюри комиссийĕ кашни ĕçе тишкернĕ, 34-шне суйланă. Мала тухнисен йышĕнче — Чăваш Ен çамрăкĕсен 5 проекчĕ. Сергей Красновăн «History of memory» ĕçĕ те гранта тивĕçнĕ.
Ольга КАЛИТОВА.
«Пылчăк-и, тислĕк-и çăрăлать — ялтах пурăнма лайăх»
Светланăпа Геннадий Оливановсем Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкей ялĕнче пурăнаççĕ. Çемье чăмăртасан çуралнă тăрăхрах тĕпленме шухăшланă вĕсем. 5 ачана кун çути парнеленĕ. Малтанах 2 ачапа çырлахма шухăшланă. Анчах аслă ывăлĕ шывра путса вилсен мăшăр тепĕр 3 ача çуратнă.
Шартлама сивĕрен хăраман
«Эпĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкей ялĕнче çуралнă. Пулас мăшăрпа, Карапаш йĕкĕчĕпе Геннадипе, клубра 1987 çулта паллашрăм. Вăл манран 5 çул аслăччĕ, эпĕ ун чухне 17-реччĕ. Тӳрех пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр.
Эпир пĕр шкултах вĕреннĕ. Виçĕ çул хĕрпе каччăлла çӳренĕ хыççăн туй тума шухăшларăмăр. Ĕмĕр пĕрле пулма çирĕп тĕллев тытнăран шартлама сивĕрен те хăрамарăмăр. Раштав уйăхĕнчех, типĕ вăхăтĕнче, çемье чăмăртарăмăр. Малтанах манăн анне килĕнче пурăнтăмăр. Пирĕн атте эпĕ пĕчĕк чухнех çĕре кĕчĕ. Вăл хĕлле хытă шăннă хыççăн ӳпке чирĕпе нушаланса 50 çула çитеймесĕрех ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.
Эпир çиччĕн ӳсрĕмĕр, эпĕ — чи кĕçĕнни. Аннене пире ура çине тăратма çăмăл пулман. Хам ача çуратсан тин çывăх çыннăма мĕн тери йывăррине ăнлантăм. Аттене юлашки çула ăсатнине лайăх астăватăп. Эпĕ ун чухне 7 çулта кăначчĕ, çапах аттене урăх кураймассине ăнланса татăлсах макăртăм. Аннепе питĕ çывăхчĕ. Вăл 47 çулта тăлăх арăма юлчĕ, урăх арçынпа çемье чăмăртамарĕ. Хăйĕн пурнăçне пире халалларĕ. Çавăнпа çитĕнсен те ăна хĕрхеннипе унпа юнашарах пурăнас килчĕ. Çемье чăмăртасан пире ял тăрăхĕн администрацийĕ аннен çуртне хирĕçле çĕр уйăрса пачĕ. Çывăх çыннăм ăна çĕклеме чылай пулăшрĕ. Унăн юлашки кунĕсем пирĕн çуртрах иртрĕç. Анне 82 çулччен пурăнчĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ кил ăшшин управçи.
1990 çулта мăшăрланнă Оливановсен чылай йывăрлăха парăнтарма тивнĕ. Çĕршывра çăмăл мар тапхăр пулсан та вĕсем çав çулах çурт хăпартма тытăннă. Светлана Ивановна малтан фермăра ĕçленĕ, мăшăрĕ колхозра тăрăшнă. Хăйсен вăйне шанса стройка ĕçне пуçарнă вĕсем. 1991 çулта çемьене «çĕнĕ кайăк» килнĕ. Ывăлне Александр ят панă.
Пĕвере шыва кĕме пăрахнă
«Пĕрремĕш тĕпренчĕкĕн ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулчĕ. Вăл 11 çулта чухне хамăр ялти пĕве пуçĕнче путса вилчĕ. Ун чухне шыв хĕрринче пĕчĕк тата хăйĕнпе пĕр çуларах ачасем кăна пулнă. Иккĕмĕш ывăл Игорь те шыва кĕме кайнă. Инкек хăйĕн пирки систермесĕр килет теççĕ. Игорь киле хашкаса чупса çитрĕ, Саша путнине пĕлсен тӳрех пĕве патне чупрăм. Ăна больницăна та илсе кайрăмăр. Шел те, тухтăрсем те нимĕн те тăваймарĕç. Саша шыв ытла нумай çăтса тултарнă. Унччен маларах çак пĕвере темиçе çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Шăрăх кунсенче пĕве пуçĕнче çав-çавах халăх хĕвĕшет. Инкек пулнă хыççăн эпир унта çӳреме пăрахрăмăр. Ачасем халĕ те унта каймаççĕ. Хамăрпа пĕрле чухне Атăлта шыва кĕреççĕ.
Ывăла çухатнă хыççăн пурăнас килместчĕ. Анчах чĕррисен малаллах кун кунламалла-çке. Аран вăй илтĕм. Игорь Сашăна «пичче» тесе чĕнетчĕ. Пĕртăванĕ шывра путнине хăйĕн куçĕпе курнăран тата йывăр килнĕ ăна. Çав самант, ахăртнех, чылайччен унăн асĕнчен тухмарĕ. Ывăла пытарсан хăрушă тĕлĕкри пек пурăнтăм. Ун чухне Игорь валли вăхăт, тимлĕх çителĕклĕ уйăрманшăн халĕ чунран кулянатăп. Ăна та ман пекех йывăр пулнине кайран тин ăнлантăм. Ывăла хура тăпрапа хупласан чиркĕве çӳреме тытăнтăм. Çавăнта çеç чун кăштах лăпланатчĕ. Игорь те никам хистемесĕрех ирхи тата каçхи кĕлĕсене вулама тытăнчĕ. Вăл та чунĕнче йывăр чухне Турра кĕлĕ туса çăмăллăх тупрĕ», — чунне уçрĕ 4 ача амăшĕ. 1994 çулта çуралнă Игорь халĕ Мускава ĕçлеме çӳрет. Кĕнеке вулама юратать. Пӳртри çӳлĕксем унпа тулнăран вăл çывăх çыннисене ятарлă шкап туянасси пирки пĕлтернĕ. Хулана каймассерен Игорь пĕрер кĕнеке йăтса килет.
Любовь ПЕТРОВА.
«Нимĕçле пĕр сăмах пĕлни вилĕмрен хăтарчĕ»
20-ри Настя Суворова фашист тумне тăхăнса тарнă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçу хирĕнче пин-пин хĕр-хĕрарăм арçынсемпе тан тăшманпа хăюллăн кĕрешнĕ. Вĕсен йышĕнче партизансемпе медсестрасем кăна мар, связистсем те, летчиксем те пулнă… Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳртрен фронта тухса кайнă 500 çынран тăваттăшĕ хĕр пулнă. Анастасия Суворова сигнальщица амăшĕ патне пĕр çыру кăна яман.19 çулти хĕр тăван тăрăха таврăнас ĕмĕтпе пурăннă, шел, вăл çапăçу хирĕнче выртса юлнă.
Фрица штыкпа чикнĕ
Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнчи шкулта йĕркеленĕ музейра вăрçа халалланă уйрăм кĕтес пур. Стенд çинче — фронта тухса кайнисен ячĕсем. Унтах Суворова А.Е. тенине курма пулать. «Ялтан вăрçа тухса кайнă 4 хĕртен вăл кăна киле таврăнайман. Виççĕшĕ тĕрĕстĕкел çаврăнса çитнĕ. Çĕнĕ Ахпӳрт хĕрĕсем связист та, танкист та пулнă. Вăрçăра хĕрарăм танк штурвалĕ умне ларни сайра пулнă, унпа ĕçлеме вăй кирлĕ вĕт. Вĕсене пӳрне хуçлатса шутлама пулать», — калаçăва пуçларĕ музей ертӳçи Лариса Казакова. Ăна Анастасия Суворовăн шăпи кăсăклантарнă. Ун пирки вăл 1966 çулта тухнă хаçатра вуласа пĕлнĕ, хĕрĕн сăн ӳкерчĕкне шырама тытăннă. Анчах тупма май килмен. «Çырăвĕсем чуна тыткăнлаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кашни сăмаха хăйĕн витĕр кăларнă-çке. Çамрăкскер вăрçă мĕнне пĕлмен, йĕкĕтпе çӳремелли вăхăтра фронтра нуша курнă. Унăн çырăвĕсене вуласах тăратăп, ăна шеллетĕп. Шел, çав вăхăтри çамрăксен вăрçă вут çулăмĕ витĕр тухма тивнĕ», — хĕрĕн ĕмĕрĕ ытла ир татăлнăшăн кулянса калаçрĕ Лариса Сергеевна.
Çав кун Анастасия Суворовăн пурнăçĕ икке пайланнă. Шкул пĕтернĕ ятпа йĕркеленĕ каçра ăна 10 класс вĕреннине çирĕплетекен хутпа пĕрле вăрçа каймалли повестка тыттарнă. Тепĕр кунхинех, 1942 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнче, фронта тухса кайнă хĕр. Амăшĕ Наталья Семеновна ăна йĕре-йĕре ăсатнă. «Кутамкка кантри хулпуççине ан кастăр», — çапла каласа хĕрарăм хĕрне çырусем çырма ыйтнă. Çапăçу хирне лекиччен Анастасия Евсеевна Шупашкарта ятарлă курссенче вĕреннĕ. Тăшман Мускав патне çывхарсан чăваш хĕрĕ нимĕç салтакĕсемпе çапăçнă. Фашистсен çарне аркатсан Сталинград патне çул тытнă. Вăхăчĕ йывăр пулсан та киле çыру яма пултарнă вăл.
Ирина КОШКИНА.
«Ăшă пӳрте кĕрсен пĕр чарăнми ӳсĕрме пуçларĕ»
Куславкка районĕнчи Çĕнĕ Тĕрлемесре пурăнакан Альберт Кудрявцев ĕмĕрĕпех энергетика тытăмĕнче вăй хунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул вăл 4-ра çеç пулнă. Апла пулин те Альберт Васильевич окоп чавма кайнă амăшне кĕтнине, ашшĕне пĕр айăпсăр тĕрмене хупнине лайăх астăвать.
Выçлăх Çĕпĕре хăваланă
«1921-1923 çулсенче Атăлçи тăрăхĕнче выçлăх хуçаланнă. Йывăр лару-тăру аттепе аннене Çĕпĕре куçса кайма хистенĕ. «Тăрук тӳпене çăра та тĕксĕм пĕлĕтсем хупăрларĕç. Çумăр мар, пăр çума пуçларĕ. Чăх çăмарти пысăкăш пăр пӳрт тăррисене аркатрĕ. Çур сехет ытла çурĕ. Вăл чарăнсанах ял халăхĕ уй-хире васкарĕ. Унта 10-15 сантиметр хулăнăш пăр выртнине курсан хăраса кайнă. Кĕркунне тыр-пул тухăçĕ питĕ япăх пулчĕ. 1922 çулхи çулла тата шăрăхрах тăчĕ. Выçлăхпа нушалантăмăр. 1928 çул каллех шăрăх пулчĕ», — аса илетчĕ анне. Çывăх çыннăмсем Василипе Мария Кудрявцевсем пур-çук япалине пуçтарнă та тепĕр çемьепе пĕрле Çĕпĕре тухса кайнă, Кемĕр облаçĕнчи çын кĕрсе тухайман тайгара тĕпленнĕ. Унта халĕ те чăвашсем пурăнаççĕ. Кивĕ Тĕрлемесре пурăннă Зоя Макаровăран унти пурнăç пирки ыйтса пĕлтĕм. Çĕпĕре çитсенех арçынсем çĕр пӳрт тунă та ĕмĕрхи хырсене касма пуçланă. Çерем пăснă, тыр-пул акнă, çĕр улми лартнă. Пĕрремĕш çул тухăç вăйлă пулнă. Часах вăрман варринче пысăках мар ял ӳссе ларнă.
Инкекĕ юнашарах çӳренĕ. Зоя Егоровнăн ашшĕ 2 лав кӳлнĕ те хулана кирпĕч туянма кайнă. Вăл кăмака çĕклеме кирлĕ пулнă. Юхан шыв урлă каçнă чухне арçыннăн тулли лава тĕкме тивнĕ. Кил хуçи киле çитсен ура çине тăрайман. 50-ри арçын çав çулах вилнĕ. Макаровсем Тĕрлемесе таврăннă, мунча пысăкăш çурт туяннă. Манăн аттепе анне Чăваш Ене куçса килес умĕн пурлăхне, çурчĕпе 2 лашине, сутнă. Çĕпĕрте 2 пиччепе 1 аппа çуралнă. Чăваш Ене килсен ман умĕн Виталий, Валентин кун çути курнă. Манăн ачалăх çăмăл килмерĕ. 7-ре чухнех колхоз ĕçне кӳлĕнтĕм, 9 çулта тулли ĕç кунĕпех ĕçлеттĕм. 16-ра чухне тĕреклĕ те хастар колхозникчĕ эпĕ.
Атте Куславккари фабрика ертӳçи пулнă. Ачасене савăнтарма пĕлетчĕ: кĕсйине пĕрер канфет чиксе çӳретчĕ. Вăл вăтам пурăнакан çемьере çуралнă, Туканаш ялĕн уретникĕн хĕрне куç хывнă. Атте евчĕ яман, аннене вăрласа кĕнĕ. Кукаçи хĕрне урăх çынна качча парасшăн пулнă. Анне çакăн пирки пĕлнĕ те савнине систернĕ. Çамрăксем калаçса татăлнă, хĕр хăйĕн ирĕкĕпех ларса килнĕ. Кукаçи хĕрпе йĕкĕте пилленĕ. 1942 çулта аттене тĕрмене хупрĕç.
«Эпир халăха çĕр улми çине лартрăмăр», — тенĕ вăл район комитетĕнчи пухура. Çакăн хыççăн ăна «халăх тăшманĕ» тесе айăпланă. Пуху умĕн темиçе кун маларах атте пысăк должноçри çынпа харкашнă. Эрнеренех суд пулнă. Атте Куславккари тĕрмере 2 çул ларчĕ. Анне питĕ кулянатчĕ. Шкулта вĕрентекенсем те мана: «Эсĕ — халăх тăшманĕн ачи. Ан шарла», — тетчĕç. Атте ирĕке тухсан чылай вăхăт ĕç тупаймарĕ.
Анне пан улмийĕ
Кĕркуннеччĕ. Урама тухас кăмăлăм çукчĕ. Пичче Витя шкула кайрĕ. Иксĕмĕр валли пĕр мăшăр пушмак çеç пурччĕ. Анне килте çукчĕ. Пиччесем вăл «окопсенче» тетчĕç. Çак сăмахăн пĕлтерĕшне ăнланмастăм. Атте эрнере пĕр хутчен киле таврăнатчĕ, пĕр çĕр çывăратчĕ те тухса каятчĕ. Пĕрре чӳречерен тинкерсе лартăм. Урамра никам утни курăнмарĕ. Чĕрере тунсăх пулнăран макăрас килчĕ, анчах хама алăра тытрăм. Эпĕ — арçын. Манăн куççуль юхтарма юрамастьçке. Тăрук хапха чĕриклетсе уçăлчĕ. Кил картишне кам кĕнине асăрхаймарăм. Картлашкапа хăпаракан çын йывăррăн пусса утрĕ. Пӳрт алăкĕ уçăлсан анне тутăрĕпе пĕркеннĕ çынна асăрхарăм. Эпĕ ăна тӳрех палларăм та хирĕç чупрăм. Анне чĕркуçленсе манна хыттăн çупăрларĕ. Вăл куççульленчĕ, тутти кăшт кулнăн туйăнчĕ. Çак таранччен эпĕ ăна макăрнине курман. Манăн та йĕрес килчĕ, анчах хама тытса чартăмах.
Анне йĕри-тавралла тинкерчĕ, пӳртре ăшă пулнинчен тĕлĕнчĕ. Витя шкула каяс умĕн кăмака хутрĕ, 16-ри Çеруш вăрман касатчĕ, Валентина ФЗОна илсе кайнăччĕ. Вăл столяра вĕренсе тухрĕ, каярах Куславккари заводра ĕçлерĕ, «У-2» самолетсем валли пайсем туса кăларчĕ. Анне хывăнчĕ те пĕр чарăнми ӳсĕрме пуçларĕ. Вăйран кайнăскер кравать çине выртса йывăррăн сывларĕ. Эпĕ хăраса ӳкрĕм. Анне хăйĕнпе юнашар ларма ыйтрĕ.
«Микула, эсĕ ан хăра. «Окопсенче» кăштах чирлерĕм те мана киле ячĕç. Часах сывалăп», — терĕ вăл. Пирĕн ĕне пурччĕ. Ăна Çеруш ирхине тата каçхине сăватчĕ. Эпир Витьăпа выльăха тăрантараттăмăр. Анне аллине кутамкка патнелле тăсрĕ. Çыхха салтса пысăк сарă пан улми кăларчĕ. Çул çинче ăна пĕр çын шелленĕ, 3 сарă пан улми тыттарнă. Вăл вĕсене çимен, пирĕн валли илсе килнĕ. Пан улмине асăрханса çурмалла касрĕ те мана пĕр пайне тыттарчĕ. Сăмах чĕнмесĕр çыртрăм. Анне пан улмийĕ яланлăхах асра юлчĕ. Çав самантран «антоновка» маншăн чи юратнă çимĕç пулса тăчĕ. Окопа чавса таврăннă анне сывалчĕ те колхозра ĕçлеме пуçларĕ.
Ольга КАЛИТОВА.
Упăшкин çырăвĕсене тупăка хума ыйтнă
Татьяна Степанова 20-ре чухне, 1938 çулта, хăйсен ялĕнчи Арсентий Поздняковпа пĕрлешнĕ. Анчах Татюк аппана [ялта ăна çапла чĕннĕ] мăшăрĕпе пĕрле пурăнса телей курма пӳрмен. Вăрçă вăхăтĕнче выçăллă-тутăллă кун кунласан та, юратнă упăшки çапăçу хирĕнче выртса юлсан та Татьяна Степановна пурнăçа нихăçан та ӳпкелемен. «Эпĕ çеç нуша курман», — тенĕ вăл.
Туй хыççăнах — салтака
Татюк аппа 1918 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкей ялĕнче çуралнă. Качча кайсан Позднякова хушаматпа çӳренĕ. Арсентипе вĕсем кĕркунне пĕрлешнĕ. Тепĕр кунхинех мăшăрĕ салтака кайнă. Икĕ çултан, 1941 çулхи кĕркунне, унăн киле таврăнмалла пулнă. Анчах çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче нимĕçсем Совет Союзне тапăнса кĕрсен Арсентин киле килес ĕмĕт пăчланнă, ăна фронта илнĕ.
Саккунлă упăшкипе пĕр кун çеç пурăнса курайнă Татьяна Степановăн çие юлнă. 1939 çулта Виталий çуралнă. Арсентий Павлович ывăлĕ çуралнине çыруран пĕлнĕ, анчах вăл ăна курса юлайман. Татюк упăшкинчен виç кĕтеслĕ çырусем илсех тăнă. Вĕсене вăл мĕн виличчен упранă. 1941 çулта Арсентий хыпарсăр çухални пирки хут килнĕ. Çакна 1996 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă «Астăвăм» кĕнекере палăртнă. Анчах Татьяна Степановăн ывăлĕ Геннадий Герасимов каланă тăрăх, 1943 çулта амăшĕ патне почтальон каллех хурлăхлă хыпар илсе çитернĕ. Унта Арсентий Поздняков Псков облаçĕнче хыпарсăр çухалнине пĕлтернĕ-мĕн.
«Анне упăшкине 1950 çулччен кĕтсе пурăннă. Унтан эпĕ çуралнă. Аттепе Анатолий Осокинпа вĕсем пĕрле пурăнман. Чăннипе, ăна эпĕ «атте» тесе курман, вăл та мана «ывăлăм» темен. Хăй пирĕн ялсемехчĕ. Вăл темиçе хутчен те авланнă. Унăн шăллĕпе йăмăкĕсем пирĕнпе хутшăнатчĕç, килсе çӳретчĕç. Хăй вара килсе курăнман. Аттерен пĕр пулăшу та илмен. Манăн кукамай качча тухсан Герасимова пулнă, мана та анне çак хушамата панă», — каласа кăтартрĕ Татюк аппан ывăлĕ Геннадий Анатольевич.
1941 çулхи кĕркунне Кĕчкей ялĕнчи хĕрсемпе хĕрарăмсене окоп чавма янă. Çак йыша Татьяна Степановна та лекнĕ. «Ирхине тухса кайнă та каçхине таврăннă», — тетчĕ анне. Вĕсем окоп чавма инçе кайман, хамăр ял тăрăхĕнчех ĕçленĕ. 1980 çулсенче колхоз вĕсем чавнă окопсене тӳрлеттерчĕ, çапах çав вырăнсем халĕ те кăштах палăраççĕ. Шел, çав тапхăр пирки аннерен ытлах ыйтса юлман. Вăл окоп чавни пирки аслă ӳсĕме çитсен çеç пĕлтĕм. Сивĕ, тăхăнмалли пулманни пирки, нумайăшĕн алли-урине, питне тăм илни çинчен калатчĕ. Качча тухсан вăл хуняшшĕ-хунямăшĕн килĕнче, Поздняковсем патĕнче, пурăннă. Пĕчĕк ачине Виталие вĕсемпе хăварса окоп чавма кайнă. Çавăн чухне арçын ача чирлесе вилнĕ. «Ывăла пăхмасăр вĕлерчĕç. Атту пулсан пурăнатчĕ», — тетчĕ анне кулянса. Хуняшшĕпе хунямăшĕн хăйсен те ачисем пĕчĕкрех пулнă, Арсентий — чи асли. Аннен аппăшĕ Анна та окоп чавнă. Унăн ывăлĕ те чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Октябрьски ялне кайнă чухне окоп вырăнĕсем патĕнчен иртмелле. Анне вĕсем çине пăхса çамрăк чухнехи йывăр вăхăтне аса илетчĕ», — малалла калаçрĕ Геннадий Анатольевич.
Вăрçă пĕтсен Татюк аппа хуняшшĕпе хунямăшĕ патĕнчен уйрăлса тухса пĕчĕк пӳрт лартнă. Унта Татьяна Степановна амăшĕпе пĕрле пурăннă.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Материалсемпе паллашас тесен...
Комментировать