«Хресчен сасси» 39 (2877) № 13.10.2021

13 Окт, 2021

Куравран – ылтăн медальпе

Иртнĕ эрнере Мускав облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне-2021» XXIII агропромышленноç куравĕ иртнĕ.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен хутшăннă, АПКра туса кăларакан продукципе, отрасльти çĕнĕ технологипе, цифра мелĕпе мĕнле усă курнипе паллаштарнă. Пурĕ 100 ытла экспонат тăратнă. Чăваш Енри 27 предприяти курава хутшăнма кăмăл тунă. Çав шутра Шупашкарти, Вăрнарти, Етĕрнери аш-какай комбиначĕсем, Р.Санзяпов, В.Федоров, А.Григорьев фермер хуçалăхĕсем, Муркашри чăх-чĕп фабрики, Етĕрнери спирт завочĕ, «Агрокультура», «Мелилотус» кооперативсем тата ыттисем. Чăваш хăмли, шăрттанĕ, пылĕ, сăри… — мĕн кăна çук-тăр. Кăмăл тăвакансем экологи тĕлĕшпе таса та паха апат-çимĕçе хаваспах тутанса пăхнă.

Куравра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов интерактивлă стендпа усă курса республикăри АПК ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă.

«Ылтăн кĕркуннере» Чăваш Енри предприятисен продукцине пысăка хурса хакланă. Вĕсем 71 медаль çĕнсе илнĕ, çав шутра 61-шĕ — ылтăн, 7-шĕ — кĕмĕл, 3-шĕ — бронза. Паха апат-çимĕç хатĕрлессипе Вăрнарти аш-какай комбиначĕ 9 — ылтăн, 1 кĕмĕл медаль илме пултарнă. Р.Санзяпов фермер хуçалăхĕн таварне те 9 ылтăн медальпе хакланă. Çавăн пекех «Шупашкар хулин сĕт завочĕ», «Ядринмолоко», «АККОНДМОЛОКО» пĕрлешӳсен, Етĕрнери спирт завочĕн тата ыттисен ĕçхĕлне те пысăка хурса хакланă.

Чи лайăх ял хуçалăх потребитель кооперативĕ — Канаш районĕнчи «Мелилотус». Патăрьел районĕн администрацийĕ вара ял территорине комплекслă аталантарассипе, тухăçлă ертсе пырассипе бронза медале илнĕ. Чăваш Енĕн курав павильонĕ чи пысăк наградăна — «Ылтăн кĕркунне-2021» гран-прие тивĕçнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне-2021» XXIII агропромышленноç куравĕнче — çĕршывăн тĕп аграри форумĕнче республика делегацийĕн çитĕнĕвне хакланă май çĕнтерӳçĕсен продукцине шалти тата тулашри рынокра сармаллине палăртнă. Вăл мероприятие хутшăннисене, агропромышленноç комплексĕнче, ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансене тав тунă. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Выльăх-чĕрлĕх картише тултарать

«Эпĕ выльăха питĕ юрататăп. Вĕсем манпа калаçаççĕ, куçран пăхаççĕ, хыçран утаççĕ. Ĕнесем мăйĕсене тăсса хыçасса кĕтеççĕ», — пуçларĕ калаçăвне Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинче пурăнакан Анисса Петрова.

Качака, кăркка, мулард кăвакал…

Хальхи вăхăтра вĕсем мăшăрĕпе Вячеслав Петровичпа çеç пурăнаççĕ. Ачисем тăван килтен вĕçсе тухса кайнă, хăйсем çемьеллĕ. Иккĕн пулсан та картиш туллии выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ Петровсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ каланă тăрăх, мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 4, унсăр пуçне 14 качака, чăх-чĕп, кăркка, мулард кăвакал, индоутка… Маларах вара кролик, вĕлле хурчĕ те тытнă вĕсем. «Пыл хурчĕсем чирленĕрен ĕрчетме пăрахрăмăр, — терĕ вăл пăшăрханса. — Эпир ĕçрен пачах хăрамастпăр. Яланах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пулнă пирĕн. Атте-анне те вĕсемсĕр пурăнман. Пире те ачаранах чĕр чуна юратма вĕрентнĕ».

«Ватлăха пăхмасăр çакăн чухлĕ выльăх усратăр, йывăр мар-и?» — ыйтрăм эпĕ çичĕ теçетке çула çывхаракан Анисса Аркадьевнăран. «Качака питĕ ĕрчевлĕ чун çав. Вĕсемпе картиш сисмесĕрех тулать. Путекĕсем питĕ хитре-çке, пĕчĕк ача евĕр. Вĕсене ытараймасăр усратпăр. Сĕчĕ те лайăх. Паянхи кун 6 качака сăватпăр. Пĕри талăкра 3 л сĕт парать. Патшалăха ĕне сĕчĕпе пĕрлех паратпăр», — хуравларĕ вăл. Çак кунсенче ĕни пăруланине савăнса пĕлтерчĕ хĕрарăм. Халиччен пĕр ĕнине тата качакисене суса кунсеренех 20 л сĕт сутнă вĕсем. Ку тăрăхра чĕр тавара халĕ 19 тенкĕпе пуçтараççĕ. Паллах, качака сĕчĕ чылай хаклăрах. Анчах ăна уйрăммăн пуçтаракан çук иккен. Сăмах май, ку тăрăхра «Сталин ĕнине» чылай çын ĕрчетет. Халăхра «зааненская» ăрат чылай. Ара, юнашар «Путиловка» хуçалăхра шăпах çак ăрата тытаççĕ. Çавна май качака ял-йыш картишне те çитнĕ.

Выльăха усранипе çеç мар-çке, пăхмалла, тăрантармалла, хĕл валли утă-улăм хатĕрлемелле. Çавна май çуллахи вăхăтра çывăрма та вăхăт çук. Çулла çеç-и тата? «Ирхине 3 сехетре тăратпăр. Эпĕ малтанах чӳречерен пăхатăп. Çанталăка сăнатăп, чей вĕретме лартса яратăп. Апат çинĕ хыççăн мăшăрпа ĕçе пуçăнатпăр. Ĕнесене, тепĕр чухне качакасене аппаратпа сăватпăр. Кунĕпех ĕçлетпĕр, каçхине 9-10 сехетчен ура çинче», — малалла тăсăлать калаçу çăмхи.

Паллах, хĕл валли выльăх апатне чылай хатĕрлеме тивет. «Хирте çĕр пур. Унсăр пуçне ялта пушă çурт вырăнĕ чылай. Хуçисем калаççĕ те эпир çулатпăр, налук тӳлетпĕр. Усăллă ĕç тăватпăр: пĕрре анкартисене курăкран тасататпăр, тепре выльăх валли апат хатĕрлетпĕр. Ачасем те пулăшаççĕ», — кăмăллăн калаçрĕ Анисса Аркадьевна. Ялта выльăх шучĕ чакса пыни пăшăрхантарать хĕрарăма. Халĕ ватă çынсем çеç мар, çамрăксем те выльăх-чĕрлĕх тытмаççĕ. Инçетре ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе апат-çимĕç лавккара туянаççĕ вĕсем. Ара, килте туса илнĕ продукци хăть мĕн каласан та тутлăрах, сĕтеклĕрех. Çитменнине, экологи тĕлĕшпе те тасарах. Выльăх-чĕрлĕх тупăш пани пирки те сăмах пуçарчĕ хĕрарăм. Çавна май ачисене те пулăшу кӳреççĕ, кил-çуртне те йĕркелесе пурăнаççĕ Петровсем. Çĕр ĕçне пурнăçлама трактор та, ытти хатĕр-хĕтĕр те туяннă вĕсем. Трактор тенĕрен унпа иккĕшĕ те çӳреççĕ. Мотоблока та итлеттерет Анисса Аркадьевна. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Вăрман варринче ĕç вĕрет

«Ялта ĕне выльăхсăр епле пурăнăн? Вĕсемсĕр пурнăç çук. Икĕ-виçĕ çул каялла ялта 15 ĕнеччĕ, халĕ — 8. Кĕтӳç тытма çын çук, кĕтĕве те ялан каяс килмест. Çавна май халăхпа электрокĕтӳç туянтăмăр. Ĕнесене ирхине кайса яратпăр та каçхине кайса илетпĕр», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Григорий Шалтынов.

Патăрьел районĕнчи Апрушнай /Ясная Поляна/ — пĕчĕк ял. 8 килте 17 çын пурăнакан ялта 8 ĕне тытни аван темелле. Ял ватăлса пынине пĕлтерчĕ Григорий Андреевич. Пĕтĕмпе те 2 ача çеç шкула каять. Паллах, ватăсем выльăх тытаймаççĕ, шанăç çамрăксенче анчах. Акă Шалтыновсем сăвакан 3 ĕне, пăрусем, сысна, чăх-чĕп усраççĕ. Кунта выльăх-чĕрлĕх усрама лайăх. Ял вăрман варринче вырнаçнăран курăк çителĕклĕ. Хĕл валли хатĕрлеме те аван. Анчах ăна типĕтсе турттарасси çăмăл мар, техника кирлех. Чылайăшĕн пур иккен вăл. «Пирĕн ялта пĕр пушă çурт та çук. Пурин те хуçисем пур. Çуллахи вăхăтра вĕсем кунта куçаççĕ. Пахчасенче çум курăк ашкăрмасть. Кирек мĕнле ĕçе те эпир ушкăнпа пурнăçлатпăр», — терĕ вăл.

Григорий Андреевич пĕлтернĕ тăрăх, ашшĕ-амăшĕ пурнăçран уйрăлнă пулсан та ачисем, ют çĕрте пурăнаканскерсем, çĕр лаптăкĕсемпе туллин усă кураççĕ. Пахча çимĕç, севок сухан çитĕнтерсе тупăш илекенсем те пур, унсăр пуçне вĕлле хурчĕ те тытаççĕ.

«Эпир те икĕ ывăл çитĕнтертĕмĕр, Патăрьелте пурăнаççĕ, çемьеллĕ. Кашни эрнерех пулăшма килеççĕ. Тепĕр чухне вĕсене чăрмантарас та килмест, анчах вĕсемсĕр алăсăр пекех туйăнать», — пирĕн калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Вăл выльăх-чĕрлĕх усраса пурнăçа саплаштарнине палăртрĕ. Унсăрăн сĕтел çинче те нимех те пулмĕ. Ашпăш, сĕт-турăх, çу, çăмарта, пыл сĕтеле тултарать. Ара, ăна-кăна туянас пулсан та лавкка çук. Пĕчĕк машинăпа çăкăрбулка таврашне илсе килсе сутаççĕ-ха. Ытти тавара илме вара кӳршĕ яла е 18 çухрăмра вырнаçнă район центрне каймалла. Ку енĕпе Григорий Андреевич ялти ватăсене апат-çимĕç, эмел илсе килме яланах пулăшать. Е газ баллонĕ пушаннă пулсан кирлĕ çынсене шăнкăравласа пĕлтерет. Ялта газ кĕртмен, пӳрт-çурта вутăпа хутма тивет. Хĕл валли ăна та хатĕрлемелле. Çутăпа çеç ăшăтаймăн — хака ларать. 2008 çулта ку тăрăха асфальт çул çитнĕ. Малтанах район центрĕнчен автобус çӳренĕ, халĕ — çук. «Юрать, çак çула туса пачĕç. Унсăрăн яла упраса хăварма кансĕрччĕ. Халĕ вара кунта куçса килекенсем те тупăнчĕç», — терĕ арçын. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Килти çимĕç тутлă, паха

Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинчи Виталий Ядрицов çирĕм çула яхăн Çурçĕрте вăй хунă хыççăн тăван тăрăхра тымар янă, ял бизнесне аталантарма тытăннă.

Тăван енрен хакли çук

— Мана ачаран ял пурнăçĕ килĕшнĕ. Шкул хыççăн водитель правине алла илсен «Трудовик» колхозра ĕçлеме тытăнтăм, — пуçларĕ сăмахне Виталий Ядрицов. — Çур çул вăй хурсан çара илсе кайрĕç. Унта вăхăта сая ямарăм, автокрановщика вĕрентĕм. Кайран çак пĕлӳ пурнăçра пулăшса пычĕ, ĕçе вырнаçма çăмăлланчĕ.

1990 çулсен пуçламăшĕнче Алтай тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакан пичче хăнана килчĕ. Вăл мана хăйпе пĕрле пыма сĕнчĕ. Кунтипе танлаштарсан 2-3 хутчен ытларах шалу тӳлеççĕ иккен. Çамрăк, авланса ĕлкĕреймен-ха, хаваспах килĕшрĕм. Алтай тăрăхĕнчи Бийск хулинче завода вырнаçрăм. Чăн та, шалу енчен кӳрентермерĕç, ĕçлесе кайрăм. Анчах лăпкă пурнăç нумая пыман. Çĕршывра пăтрашуллă тапхăр пуçлансан тата ĕç укçи вăхăтра тӳлеме пăрахсан Çурçĕре çул тытнă. Хальхинче Виталий Салехарда тухса кайнă.

— Унта аэропорт тунă çĕрте автокранпа вăй хутăм. Хĕлле 50 градус ытла сивĕ тăратчĕ. Кун пек чухне пире ĕçлеттермен. Çамрăк пулнăран йывăрлăха сисмен. Каярахпа пирĕн организаци Комине чукун çул тума куçрĕ. Çамрăклăха Çурçĕрте ирттернĕрен час-часах аса илетĕп çав вăхăтсене. 1990 çулсенче строительствăра кам кăна ĕçлеменши? Учитель, колхоз председателĕ, агроном… Йывăр лару-тăру, хĕсĕк пурнăç вĕсене вăрăм çула хăваланă. Коллективра яланах пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшнă. Пурте пĕрле ятарлă вакунсенче пурăннă, вĕсене çутăпа ăшăтнă, — аса илчĕ вăл.

Вахта мелĕпе ĕçленĕрен тăван тăрăхпа çыхăну татман, пушă вăхăтне кунтах ирттернĕ. Умри çул-йĕрне, пурнăçне ялпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ вăл. Çавна май тар тăкса тунă укçине сая яман, Пысăк Упакассинче çурт-йĕр çавăрма пикеннĕ. Проектне те хăех тунă. Строительство материалĕсене тупса илме йывăррине пăхмасăр ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ-кĕртнех. Çемье çавăриччен чаплă кермен, хуралтăсем çĕкленĕ. Ура çине çирĕп тăрсан пултаруллă каччă хăй пек ĕçчен хĕрпе Нина Алексеевнăпа çемье чăмăртанă. Каярахпа кил хуçи Çурçĕртен пуçĕпех яла куçнă. Вĕсем икĕ ывăлпа виçĕ хĕре кун çути панă. Тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ, савăнăçĕ. 

Шанчăклă тĕрев

— 2010 çулсенче Çурçĕрте те шалăва чакарсах пычĕç. Çул çинче вĕçĕм пулни ывăнтарать. Çемьепе, ачасемпе юнашар пулас килни те татăклă утăм тума хистерĕ. Çавăнпа вырăнтах укçа ĕçлесе илмелли майсем шырарăм. Теплицăра пахча çимĕç туса илесси унчченех кăсăклантарнă мана. 2007 çулта хутса ăшăтакан пысăках мар теплица турăм. Чи малтан çемьене экологи тĕлĕшпе таса пахча çимĕçпе тивĕçтересси канăç памарĕ. Çуркунне хăяр, помидор хаклă, анчах тути çук, нитрат шайĕ пысăк. Килте туса илнине мĕн çиттĕр? Теплицăра çитĕнтерни çимелĕх те, сутлăх та юлатчĕ. Ăшă çĕрте апрель вĕçĕнчех хăяр татмалăх çитĕннĕ. Ытлашшине ял çыннисене йӳнĕрехпе сутма тытăнтăмăр. «Килте çитĕнтерни тутлă, паха», — тесе ял çыннисем хаваспах туянатчĕç, — каласа пачĕ Виталий Андреевич.

Теплицăра малтан хăяр туса илнĕ. Ăшă, нӳрĕк вырăнта вăл аван çитĕннĕ. Каярахпа çемьене çимелĕх помидор лартса пăхнă. Томат ăнса пулнă, сутмалăх та çитнĕ. Пахча çимĕç тухăçĕ ӳсни, лайăх сутăнни Ядрицовсене производствăна сарма хавхалантарнă.

Ĕç ӳсĕмне кура кредит илсе теплицăна татах 0,3 гектар пысăклатнă. Унтан каллех… Хальхи вăхăтра 0,10 гектар йышăнать вăл. Газпа, вутăпа хутса ăшăтаççĕ вĕсене. Сезонра хăяр — 15, помидор — 8 тонна, пылак пăрăç 500 кг яхăн туса илеççĕ. Ешĕл çимĕçпе баклажан та пур-мĕн, анчах вĕсем нумай мар. Хĕлле пĕчĕк теплицăра кăна ăшă. Пысăккисене çуркунне умĕн çеç хутма тытăнаççĕ. Фермер каланă тăрăх, хĕллехи тапхăрта пахча çимĕç туса илни тăкаклă: ăшă, çутă нумай кирлĕ.

— Пахча çимĕç валли калча та самай кирлĕ, ăна ăçтан туянатăр? — ыйтрăм унран.

— Хĕлĕпех ăшăтакан теплицăра хамăрах çитĕнтеретпĕр. Вăрлăха пасарта курттăммăн илетпĕр. Сорчĕ тĕрлĕрен. Теплица валли хăйне хăй е ятарлă препаратпа сапсан шăркаланаканни кирлĕ. Вырăнти вăрлăхран çитĕнтерни тутлăрах, анчах япăх упранать. Çынсем ăна ытларах килĕштереççĕ. Ют çĕршыв вăрлăхĕнчен вара çимĕç пĕр пек, çирĕп çитĕнет, вăрах пăсăлмасть. Çавна май лавккасем ытларах ăна ыйтаççĕ. Илемлĕ тавара сутма та çăмăлрах-çке. Сĕнӳ сене шута илсе икĕ тĕрлĕ вăрлăхпа усă куратпăр. Январьте акнă калчана мартра теплицăна куçаратпăр, — паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе Виталий Ядрицов.

Унччен теплицăра ĕçлеме çынсене те явăçтарнă. Ачисем çитĕнсе пулăшма тытăннă май çемьепех ĕлкĕрекен пулнă. Ĕç-хĕле çăмăллатма вăл культурăна тумлатса шăваракан оборудовани вырнаçтарнă. Шлангпа шăварсан та кунне 4-5 сехет кирлĕ. Кун пек тунă май крансене уçатăн та шыв хăех ӳсен-тăран патне çитет. Шыв та сахалрах каять-мĕн. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Историе хамăр çыратпăр

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи октябрĕн 15-ноябрĕн 14-мĕшĕсенче иртет. Çырав кăтартăвĕ çĕршыври халăх тата наци йышне, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне пĕлме пулăшать. Çамрăксене мĕнле пулăшу кирлĕ, ăçта çĕнĕ транспорт ямалла, хăш регионта çĕнĕ шкул уçмалла — çак тата ытти ыйтăва хурав парĕ халăх çыравĕ. 2002 çулхи çырав кăтартăвĕ тăрăх амăшĕн капиталне пама тытăннă.

Ыйтусене Чăвашстат ертӳçин заместителĕ Людмила ЕГОРОВА хуравлать.

— Кăçалхи çырав цифра технологийĕпе усă курса иртет. Кун пирки тĕплĕнрех каласа параймăр-ши? — Çитес çыраври çĕнĕлĕх — кашни çын «Госуслуги» порталта хăй тĕллĕн çырăнма пултарни. Енчен унта регистрациленнĕ пулсан кăçалхи октябрĕн 15 - ноябрĕн 8-мĕшĕсенче анкетăна хăйĕншĕн тата çемье членĕшĕн те çырса тултарма пулать. Çакна интернетпа çыхăнтарнă смартфон, планшет, компьютер урлă та пурнăçлама пулать. Ыйтусене хуравланисене кил хуçалăхĕпе QR-код тата кашни çемье членĕ пирки цифра кодне ярса параççĕ. Ăна сирĕн пата пынă çыруçа кăтартмалла.

Пандеми вăхăтĕнче цифра технологийĕпе усă курни уйрăмах лайăх, вăхăта перекетлет. Онлайн мелпе çырава хутшăннисем Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн партнерĕнчен — Сбер ушкăнран парне илме пултараççĕ.

Октябрĕн 18-ноябрĕн 14-мĕшĕсенче çыруçăсем ятарлă программа вырнаçтарнă планшетпа мĕн пур çуртсене çитĕç. Октябрĕн 15-ноябрĕн 14-мĕшĕсенче çырав участокĕсенче, çав шутра НФЦра та, çырăнма май пур.

— Çырава хутшăнмашкăн вăхăт нумай кирлĕ-и?

— Çырав хутĕнче 33 ыйту. Вĕсене çыруçа хуравлама 20 минутран ытла каймасть. Çакă хăвăр, çемье членĕсем, çурт-йĕр условийĕсем пирки каласа пама çителĕклех. Электрон çырав хутне тултарма тата хăвăртрах пулать.

— Вырăс чĕлхине пĕлменнисем çырава мĕнле майпа хутшăнаççĕ?

— Вырăс чĕлхине пĕлменнисем валли çырав хучĕсене 10 чĕлхепе хатĕрленĕ, çав шутра чăвашла та. Электрон çырав хутне чăвашла çырса тултарма май пур.

— Пĕлтерĕшлĕ мероприяти умĕн пĕлменни час-часах сиксе тухать. Ăçтан хурав илме май пур?

— Сентябрĕн 24-мĕшĕнчен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе «хĕрӳ лини» ĕçлеме пуçланă. Куллен 9.00-21.00 сехетсенче 8-800-707-20-20 тӳлевсĕр номерпе çыравпа çыхăннă кирек мĕнле ыйту пама юрать. «Хĕрӳ лини» 2021 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕччен ĕçлет.

— Чăваш Енре пĕлтерĕшлĕ мероприятие тытăнма хатĕр-и?

— Çырава хатĕрленнĕ май республикăра урамсен ячĕсене, çуртсен номерĕсене çырнисене çĕнетнĕ. Çыруçă кирлĕ çурта шыраса вăхăта сая ямасть кун пек. Октябрь пуçламăшĕнче вара çуртсене тепĕр хутчен тĕрĕсленĕ. Çĕннисене списока кĕртнĕ, пăснисене кăларнă. Республикăра 370 çырав участокĕ, кашнинчех контролерсем ĕçлĕç. Чăваш Енре 2,5 пин çыруçă кирлĕ пулать. Çак тапхăрта аслă шкулсенчи студентсем те хăйсен ирĕкĕпе çыруçăра вăй хума килĕшнĕ. Вăхăтлăх ĕçе 18 çул тултарнă, яваплă, пултаруллă, планшет компьютерĕпе усă курма пĕлекен Раççей гражданĕсене йышăннă. Вĕсене вĕрентсе хатĕрленĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


«Çынсене чирлеттерес килмест»

Октябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 35 пин çын коронавируспа чирленĕ, 2452-шĕ вилнĕ, 31,6 пинĕшĕ сывалнă. Асăннă вăхăт тĕлне 327 пин çын вакцинациленнĕ. Медицина ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, прививка тутарманнисем ковидпа йывăртарах чирлеççĕ, пурнăçран та уйрăлаççĕ. Ковид çаплипех лăпланмасть-ха. Вăл вăй илсех пырать. Унран сыхланмалли пĕртен-пĕр мел — вакцинаци.

Арсений ТАРАСОВ, çыравçă: Историе хамăр çыратпăр

— Юн пусăмĕ виçерен ӳссе е чакса тăнăран малтанлăха прививка тутарма хăрарăм. Анчах усал амак сарăлнă май шухăша кайрăм: эпĕ чирлесен çывăх çынсене, ĕçтешсене те чирлеттерме пултаратăп-çке. Кайран вĕсен куçĕнчен мĕнле пăхас? Ман айăппа инкек сиксе тухсан ĕмĕрĕпех ӳкĕнсе пурăнма тивмĕши? Хамшăн мар, ыттисен сывлăхĕшĕн пăшăрханни татăклă утăм тума хистерĕ. Мобильлĕ ушкăн ĕçе килессе пĕлсен прививка тутарма килĕшрĕм.

Пăлханнăран-ши, вакцинациленнĕ хыççăн ĕçлеймерĕм, килте кантăм. Телее, прививка текех аса илтермерĕ, çăмăллăнах ирттерсе ятăм. Халĕ хама халăх хушшинче ирĕклĕрех туятăп, çав хушăрах асăрханулăх пирки те манмастăп. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


QR-кодсăр кĕртмеççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе килĕшӳллĕн октябрĕн 11-мĕшĕнчен тытăнса республикăра культура мероприятийĕсене, общество апатланăвĕн пункчĕсене çынсене ятарлă документпа кĕртме пуçланă.

— Эпир мероприятисене ирттерме чармастпăр, хушма мерăсемпе хăрушсăрлăхпа тивĕçтеретпĕр, вирус çакланасран, малашне сарăласран чăрмав тăватпăр, — тенĕ Олег Николаев эрнесерен иртекен Правительство канашлăвĕнче.

Октябрĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа социаллă-культура сферăри, общество апатланăвĕн çурчĕсене лекмешкĕн граждансен виçĕ документран пĕри пулмалла: вакцинациленнине çирĕплетекен сертификат е QR-код тата ковидпа чирленĕренпе 6 уйăх иртменнине, антителăсен шайĕ пысăк пулнине çирĕплетекен справкăсем.

Указпа килĕшӳллĕн граждансен COVID-19-ан иммунитет пуррине çак учреждени-организацисенче тĕрĕслĕç: кинотеатрсемпе театрсенче, театрпа концерт тата культурăпа кану учрежденийĕсенче; СПА, массаж салонĕсенче, солярисенче; мунча, сауна, çакăн пек çăмăллăхпа тивĕçтерекен ытти обћектра; бассейнсенче, фитнес-центрсенче, культурăпа спортăн ытти обћектĕнче; ресторан-кафесенче, столовăйсенче, буфетсенче, барсенче, общество апатланăвĕн ытти предприятийĕнче.

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, пысăк мероприятисене хутшăнма та ПЦР-тест кирлĕ пулать. Хăш-пĕр организацире вăй хуракансен 60% кая мар вакцинациленме тивет. <...>

Лариса НИКИТИНА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Шăпа урлă сиксе каçаймăн

Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрекен Шор-Пусай ялĕнче иртнĕ ĕмĕрте 37 хуçалăхра пурĕ 150 ытла çын пурăннă. Халĕ 8 кил-çуртра 11 ватă çеç кун кунлать. Вĕсенчен пĕри — 88 çулти ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи Анастасия Иванова.

Анастасия Николаевна 1933 çулта Муркаш районне кĕрекен Пĕчĕк Турхан ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ, унсăр пуçне хушма хуçалăх тытса пынă. Вăрçă пуçлансан ашшĕне Николай Алексеевича фронта илсе кайнă. Шел, вăрçă хирĕнчен вăл таврăнайман, хыпарсăр çухалнă. Хĕрачана амăшĕ пĕчченех çитĕнтернĕ. Кӳршĕри Турикас ялĕнчи 7 класлă шкула вĕренме çӳренĕ. Вăрçă çулĕсенче пĕлӳ илме çăмăл пулман: хĕлле классенче сивĕ пулнă, хут, чернил, кĕнеке çитмен. Чухăн пурăнакансен кĕнеке туянма укçа-тенкĕ пулман. Настьăн та 4 класс пĕтерсен малалла вĕренме май килмен. Çавна май вăл аслисемпе пĕрле колхоз хирĕнче ĕçлеме тытăннă: утă çулнă, çурлапа тырă вырнă ытти ĕçе пурнăçланă. 14 çула çитсен ăна колхоз ертӳçи дояркăра ĕçлеме сĕннĕ. Хĕре 14 ĕне шанса панă. Унсăр пуçне вĕсен пăрусене те пăхмалла пулнă. Сунă сĕте 4 çухрăмри Очăкасси ялне витрепе йăтса кайма тивнĕ. Ун чухне фермăри пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă. Çул çитмен хĕрача чунне парса тăрăшнă. Çулталăк вĕçленсен, ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă пулнă: Настьăпа тепĕр хĕрача малти вырăна йышăннă. Вĕсене пĕрер сурăх парса хавхалантарнă. Хĕрарăм çав самантсене паян ырăпа асăнать.

Фермăра 3 çул вăй хунă хыççăн хĕр бригадăра ĕçлеме тытăннă. 18 çул тултарсан вара тантăшĕсем ăна Мускава ĕçлеме илсе кайнă. Унта вăл 3 çул стройкăра тăрăшнă. Çакăнтах мăшăрĕпе паллашнă. 1955 çулта çамрăксем чăвашла туй кĕрлеттернĕ, ШорПусай ялĕнче тĕпленсе пурăнма тытăннă. Настя бригадăри тĕрлĕ ĕçе пурнăçланă, лашапа та çӳренĕ. <...>

Вениамин АРХИПОВ. Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.